Тарăхакан улмуççи
— Асатте! Асатте, теп! — йăлăнатăп эпĕ. — Пахчана йăпăртлăха тухам-и?
— Эс, ачи, тухма аванах пĕлетĕн-ха, анчах та йĕркеллĕ çӳреме ним тусан та вĕренеймерĕн, — ӳкĕте кĕмест асатте. — Енер те авă пĕр туратне чĕрсе антарнă. Мĕн тутине пĕлсе çиетĕн пулать-ха ăна, пиçмен улмана... Эпĕ, тепĕр тесен, улмине шеллеместĕп. Çимĕçе ăна çитĕнтерме çеç мар, татса çиме те пĕлмелле.
— Çук, малашне апла хăтланмăп, — çаплипех хăпмастăп асаттерен.
— Юрĕ, юрĕ, — тинех килĕшрĕ хайхи. — Тух та йĕркеллĕ пул.
Пахчара чылайччен уçăлса çӳрерĕм. Çӳресен-çӳресен, лаштра улмуççи айне пырса тăрсан, çӳлелле пăхса илтĕм. «Эх, пан улми, пан улми, силлес килет ним юлми», — такмакласах шутлама тытăнтăм хам. Часах ун-кун пăхкаласа улмуççине вуллинчен ярса тытрăм: «Асатте сисиччен силлес-ха кăштах...»
Куçа хупса, шăла çыртса ластăр-ластăр тутартăм пĕтĕм вăйран. Пĕр улми те ӳкмерĕ. Çирĕп лараççĕ: пиçмен иккен. Те панулми çиес килнипе, çăвар шывланса кайрĕ хамăн.
Çӳлерех улăхрăм та пĕр туратĕнчен уртăнса каллех силлерĕм. Шап! тутарчĕ сасартăк пĕр улмийĕ çамкаран, тепри — тутаран. Çĕре персе аннине сиссе те юлаймарăм. Тепĕртакран хыпаласа пăхатăп та — тутан çӳлти хĕрри пан улми пек хăпарса тухнă, çамка та пĕçерсе тăрать.
Çав вăхăтра такам лĕх-лĕх кулни илтĕнсе кайрĕ. Хӳме енне çаврăнтăм та, асатте тăра парать:
— Çапла çав вăл, ачам, каланине итлемесен, аслаçу çеç мар, улмуççи те самаях тарăхма пултарать, — тет асатте мана чĕкеç курăкĕ татса панă май. — Тутуна ак çакăнпа çыпăçтар, шыçă хăвăртрах иртсе кайĕ.
Пĕчĕк сак çине лартăмăр.
— Вăт çапла, мăнукăм, — пуçран шăлчĕ асатте. — Кирлĕ-кирлĕ мар чухнех йывăç-курăка амантма юрамасть. Çын ӳтне кастарсан юн тухать, йывăçăн — сĕткен. Эс кашăкпа апат çиетĕн, йывăç тымарĕ пулăшнипе çĕр апатне туртса пурăнать. Унта-кунта чупса çӳреймест кăна вăл, ытти-хытти енчен — чĕр япалах. Тăнла-ха, халь мĕншĕн тĕмсĕлсе, ним шарламасăр, пĕр çулçине хускатмасăр ларать улмуççи?
— Пĕлместĕп.
— Шывшăн вăл... Ах, çанталăкĕ еплерех çунтарать... Тин кăна хутнă кăмакари майлах. Атя шăварар, — асатте мана куçран шăтарасла пăхрĕ. — Халь ăнлантăн-и йывăçа мĕншĕн тивме юраманнине?
Ăхă, ăнлантăм, тек чăнахах та тумастăп апла.
— Юрĕ, атя...
Намăсланнипе пит-куç кăвар пек тĕлкĕшме тытăнчĕ. Ахăртнех, пиçсе çитнĕ анис пекех хĕрелчĕ курăнать ун чух манăн пит çăмарти.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...