Концерт


Ямаш вăрманне мăйăр пухма кайсан пысăках мар хурама çинче тăмана ларнине асăрхарăм.

— Ваççа, тăмана! — юлташăма, Таниле Ваççине, тăк тĕкрĕм эпĕ.

— Ăçта?

— Ав çав хурама патĕнче. Аялтах ларать.

— Тăхта, ытлашши ан шавла, — терĕ Ваççа шăппăн. — Тытсах пăхар-ха эпир ăна, вăрман кушакне. Эсĕ тăмана çывăхнерех пырса ташланă чухнехи пек хуçкаланса тăр, — ăнлантарчĕ вăл. — Ытла çывăха ан пыр. Юрать-и?

— Ăхă.

Эпĕ тăмана çывăхнерех пырса ташланă пек туса тăтăм. Унччен хускалмасăр ларнă тăмана пуçне унталла-кунталла пăркаларĕ те ман çине пысăк куçĕсемпе шăтарасла пăхма тапратрĕ.

Çав вăхăтра Ваççа тавраран çаврăнса тăмана хыçнех пырса тухрĕ. Эпĕ çаплипех хуçкаланатăп, тăманана концерт кăтартатăп. Ваççа кап ярса тытрĕ ăна.

Унччен те пулмарĕ, тăмана хаяррăн ӳхĕрсе ячĕ. Ун сасси мана: «Мĕн тума капла териех улталатăр-ха?» — тенĕнех туйăнчĕ.

Эпир чармак куçа йĕри-тавра çавăркала-çавăркала пăхрăмăр. Унтан ирĕке ятăмăр. Вăл вара лăпăс-лăпăс туса куçран çухалчĕ.

— Эй, тăмана тус, ан васка! — кăшкăрчĕ шӳтлеме юратакан Ваççа. Концертăн иккĕмĕш пайне те курсах кай ĕнтĕ!

Тăмана каялла таврăнмарĕ. Ун текех нимĕнле концерт курасси те килмерĕ пулмалла.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


8 906 3766094 (2018-04-28 17:12:49):

Çырма пысăк ăсталăхпа çырнă. Сăмах çаврăнăшĕсем çемçен, чавашла кĕсле кĕвви пекех чун канăвĕ. Тарăнăшĕ темех мар пек. Мĕне вĕрентĕ-ши "тĕренме тăррисем" вăрмансем тăрăх мыскара шыраса çӳрени7 Тăмани пĕрерĕшĕн куçне те сăхса кăларма пултарасси те инçех мар. Çăткăн кайăк вăл. Тĕслĕх вырăнне, ачасем, ан илĕр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: