Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченХура çăкăрХусанХӗвел мулкачӗсемАслă халалÇич çунатлă куракĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

Эпир — лашасем


Маттурлăх панă-ха Турри, маттурлăх панă,

Ăсне те панă-ха, ăна та мантарман.

Мĕскер тăвар? – Анранă çĕршывра çуралнă.

Кама вăрçар? Тата кирлех-ши вăрçăнма?

 

Эпир лаша: ир-каçĕччен суха тумашкăн.

Эпир утсем: яш чух çăварлăх кăшлама.

Эпир кĕсре: лава туртма, йăха тăсмашкăн.

Эпир тиха: ӳссен çитсен

Каллех лаша пулма.

Асамлă каç


Çак каçа эпĕ кĕтрĕм

Ик-виçĕ эрне.

Ак, паян аранах

Кĕтсе илтĕм.

Пăхса халĕ тăратпăр

Куçран пĕр-пĕрне,

Ман чĕреçĕм тапать

Хыттăн питĕ.

 

Сан чĕрӳ те çумра

Пăлханса тапнине

Куçунтан пăхсанах

Эп сисетĕп.

Çулăмла туйăмпа

Çак асам каçхине

Тутунтан чуп туса

Киленетĕп.

 

Тӳпере çăлтăрсем,

Мăч! та мăч! куç хĕссе,

Пире иксĕмĕре

Ыр сунаççĕ.

Эпир те пĕр-пĕрне:

— Юрататăп, — тесе,

Ăшăнатпăр чунпа,

Хĕрупраçăм.

Ăçта эс çӳретĕн?


Эпĕ килтĕм — эсĕ çук.

Ăçта-ши çӳретĕн?

Чунăм саншăн çуннă чух

Мĕншĕн кĕттеретĕн?

 

Сăмах патăн-çке ĕнер

Кĕçĕр тĕл пулмашкăн.

Килччĕ, тусăм, ан кĕттер,

Эс манпа ан ашкăн.

 

Эп сана килсессĕнех

Пилĕкрен ыталăп.

Чĕрери сăмахсене

Ăшшăн-ăшшăн калăп.

 

Саншăн çӳлĕ тӳпене

Ăнтăлăп, хăпарăп,

Йăлтăр çутă çăлтăрне

Аллунтан тыттарăп.

 

Санпа хĕмлĕ туйăмпа

Эпĕ ăшăнасшăн.

Анчах çук эс. Çавăнпа

Хаш! сывлатăп ассăн.

Коммунхоз «ырлăхĕпе»


Эпĕ сире урам, арча тата пиншак пахалăхĕ çинчен каласа парасшăн. Сăмах май çав виçĕ япалана пула курнă инкексем çинчен те пĕлтерем.

Иртнĕ тунтикун пасар кунĕччĕ. Çав ятпа пасара утрăм. Пасарта мĕн пуррипе çуккине пăхкаласа çӳреме аван пултăр тесе, ĕнер çеç илнĕ ĕç укçин вуннăмĕш пайне чиксе кайрăм.

Эпĕ çитнĕ çĕре пасар кĕрлесе çеç тăрать. Пĕçерсе çимелли çимĕçсем те, пĕçермесĕрех хырăма аван кăякан çимĕçсем те тем чухлех йăтăнса тухнă. Илес кăмăлу пулсан — ил, кăмăлу çук пулсан — ан ил.

Кирлĕ çимĕçсене, сăмахран, купăстине, паранкнне, аш-пăшне арăм туянĕ, ман вак-тĕвек япаласем питĕрсе усрама пысăк мар арча туянса таврăнасчĕ-ха тесе, арча сутакан пĕр те единоличник, те колхозник патне утса пытăм.

Арчисем май çук селĕм. Пăхнăçем туянас килтереççĕ. Пĕр пысăк мар арчине, хам паталла ăшшăн пăхаканнине, пӳрнепеле тĕллесе кăтартрăм та сутаканнинчен ыйтрăм:

— Ку арчи мĕн хак тăрать? — терĕм.

Вăл мĕн хак тăнине тунмасăр каларĕ.

— Кăшт та катмастăн-и? — тесессĕн:

— Катса пама юрамĕ. Ма тесен, ыйхă катса тунăскер. Калаçса çăвар тутине сая ан яр, ― терĕ.

Малалла

Сана çилленмĕп


Эпир нихçан та уйрăлас пек марччĕ, —

Кам аркатайтăр-ха юратăва?

Пире хĕвел те, уйăх та саватчĕ, —

Юратакансене тĕнче ялан савать.

 

Анчах мана эс лăпкăн алă патăн

«Мана манма ыйтатăп халь», — тесе.

Пĕлместĕп эп, халь кама саватăн,

Кама халь парнелетĕн чечексем?

 

Сана çилленмĕп. Эп ялта çуралнă.

Эс çитĕннĕ илемлĕ хулара.

Ман аллăмсем те ĕçпеле хуралнă

Е утă çулнă чух, е сухара.

 

Ĕçре вăй илнĕ аллăмсемпеле,

Кăшт вăтанса сана эп ачашлаттăм.

Сирень çеçкийĕ тĕслĕ ирпеле,

Телейлĕскер санпа сыв пуллашаттăм.

 

Хăш чух вара эс темшĕн тунсăхлаттăн,

Кĕнекесем вуланине аса илсе,

Эп палламан çынсем çинчен калаттăн, —

Сана итлеттĕм эпĕ тĕлĕнсе...

 

Тăван хирсем çине пăхса итлеттĕм

Эсĕ юратнă рыцарьсем çинчен.

«Анчах Кĕтнеçем лайăхрах-çке, — теттĕм, —

Юмахсемпе хитре рыцарьсенчен».

 

Пĕррехинче мана эс алă патăн

«Эпир пĕр-пĕринчен инçе», — тесе.

Эс каласамччĕ: халь мĕнле пурнатăн,

Мĕнле çынсем çинчен ĕмĕтленсе?

Сăнӳкерчĕк


Эс ăçта халь, ман пикеçĕм?

Манаймастăп эп сана!

Астăватăп-çке, чĕкеçĕм,

Чĕвĕл-чĕвĕл сассуна.

 

Инçетре эс пурăнатăн,

Çӳретместпĕр çырусем.

Тĕлĕкре çеç курăнатăн,

Йăл кулаççĕ куçусем.

 

Альбомри çак сăнӳкерчĕк

Сарăхас çук ĕмĕрне.

Вăл сана аса илтерчĕ,

Кăлт! таптарчĕ чĕрене.

Уйрăлу


Уйрăлатпăр. Чĕтрет сан туту,

Куçунта — йăлтăр-йăлтăр куççуль.

Çырларан та пылак юрату

Савăнтарчĕ пире миçе çул?!

 

Килчĕ çитрĕ, ак, халь уйрăлу,

Армути евĕрех ун тути.

Пулĕ-ши малашне тĕлпулу?

Пылакланĕ-ши йӳç армути?

 

«Уйрăлусăр пулмасть юрату»

Тенине ăнланмасть-çке чĕре.

Уйрăлатпăр, телейĕм. Асту:

Эсĕ маншăн пĕрре тĕнчере!

Юратăва сӳнтерĕп куççульпе


Шур лĕпĕш, тек лĕпĕстетсе,

Вĕçет чечек çине ларасшăн.

Çӳретĕп эп ĕмĕтленсе

Юратăва санпа пайласшăн.

 

Сана кашни кунах çыру

Çыратăп — хуравне илместĕп.

Тен кӳрентертĕм? Каçару

Ыйтмашкăн хатĕр эп. Чĕнместĕн?

 

Темме чĕнместĕн эс мана?

Курмастăн-им, вут пек çунатăп!

Юратмасан, тӳрех кала:

Амантăр, хуçăлтăр çунатăм.

 

Эп пысăк çак çухатăва,

Хĕн пулсан та, тӳссе ирттерĕп.

Шĕл-кăварла юратăва

Куççульпеле сапса сӳнтерĕп.

 

Нихçан эп тухмăп сан умна,

Темле килсен те пурнăç çулĕ.

Анчах, манаймăп эп сана:

Çак юрату асра ман юлĕ.

Юрий инкекĕсем


I

Шкула каякан ачасем ял тăрăх васкаса утаççĕ. Шавлаççĕ.

Çурхи хĕвеллĕ ир вĕсене савăнтарать. Ачасем кулни, калаçни ял çинче, йăмраллă çырмасенче илтĕнет.

Шкул ялтан кăштах уйрăм, симĕс пусă хĕрринче ларать, ешернĕ йывăçсем хушшинче çутă кантăксемпе йăлтăртатса курăнать.

Пĕрерĕн-икшерĕн, ушкăнĕ-ушкăнĕпе ачасем пусă хапхинчен тухаççĕ, шкулалла утаççĕ.

Чăрик! — шалт, чăр-рик — шалт! — тăвать хапха. — Уçсан — хуп! Уçсан — хуп тенĕ пек туйăнать.

Хапха çинче кăвак сăрлă хăма татăкĕ çакăнса тăрать. Ун çинче хура сăрăпа сăрланă пысăк саспаллисемпе: «Хапхана хупса çӳре», — тесе çырнă.

Ачасен çивĕч куçĕсем хăма çинелле вĕлт пăхаççĕ, мĕн çырнине хăвăрт вуласа илеççĕ, нĕчĕк аллисем хапхана хупса, çаклатса хăвараççĕ. Хапхаран пусса тухсанах, ачасем чĕнтĕрлĕ карта хĕррипе пыраççĕ, вара, пĕчĕк калинккене уçса, шкул картишне кĕреççĕ, калинкки, çăмăлскер, шăлт уçăлать те шăлт хупăнать.

Калинкке патĕнчен алкум картлашки патне хăйăр сапнă сукмак каять. Унăн икĕ аяккипе хурлăхан тĕмĕсем ешереççĕ, ĕнер çеç кăларса лартнă георгинсем курăнаççĕ. Çакă илемлĕ сукмакпа пырса, ачасем алкум картлашки патĕнче урисене тасатаççĕ, унтан, картлашка çине çăмăллăн хăпарса, таса та çутă классене кĕрсе каяççĕ. Ачасем класра кĕнеке вулани уçă кантăксенчен илтĕнет, вĕллери хуртсем сĕрленĕ пек туйăнать.

Малалла

«Çу, çумăр, çу!..»


Çу, çумăр, çу!

Ача çуралчĕ çак самант.

Эп — ашшĕ.

Аттем çĕрте.

Эс пулăн, тен, аслашшĕ?

Çу, çумăр, çу!

 

Çу, çумăр, çу!

Пурнăçра çак вăхăт питĕ хаклă.

Йăх-тĕп пĕтмест. Эппин,

этем хăватлă.

Çу, çумăр, çу!

 

Çу, çумăр, çу!

«У-а! У-а...» тени çĕр çийĕн куçрĕ.

Ав амăшĕ те вăйсăррăн куç уçрĕ.

Çу, çумăр, çу!

■ Страницăсем: 1... 283 284 285 286 287 288 289 290 291 ... 796