Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эп — чăваш. Ман тымарта
Юхать хун юнĕ авалтан.
Хун — манăн мăнă асатте.
Çӳренĕ вăл çеçенхирте
Çĕртен-çĕре куллен куçса,
Пин-пин лаша кĕтсе, хуса.
Эп — чăваш. Ман асатте —
Пăлхар. Манман ăна халь те
Истори. Ун çырулăхне
Çиппе тĕрленĕ асанне
Кĕпе çине — çухалмасса —
Монгол-тутар килсе пуссан.
Эп — чăваш. Чăваш — атте.
Ĕçчен вăл пулнă ĕмĕртен.
Атте хакланă туслăха,
Чыс тунă кӳршĕ халăха,
Пире пилленĕ ăраскал —
Çавна пуласчĕ тивĕç халь.
Тăван истори çул-йĕрне —
Хальхипелен авалхине —
Тытар ялан пурте асра,
Пĕлсе çӳрер: ăçтан, камран
Вăй илнĕ пирĕн çак тымар?
Ваттисем пек хастар пулар.
Кама савса юрлан, саркайăк?
Мĕне саватăн? — Пурнăçа.
Тата çынна савса юрлатăп:
Хăй шăпине çын — хăй хуçа.
Ал тавăрса ĕçлет пулсассăн,
Тупатех кунлăх çăкăрне.
Малашлăха савса пăхсассăн —
Кĕтсе илетех телейне.
Ак, эпĕ ирекре. Юрлатăп.
Çак ырă вырăна мухтатăп.
Анчах иртет те савăк çу —
Йăлттам пуласлăх маншăн çук.
Арçын тытса пырать хушамата...
Хĕрарăм — çурт-йĕре, çемье илемĕ.
Пит тăрăшса пайлатăп вăхăта,
Анчах пĕчĕкленмест ниçтан çĕклемĕм.
Юлас килмест пĕрре те пурнăçран:
Унта васкамалла, кунта чĕнеççĕ...
— Пăрах сăввусене! — эс кăшкăран.
Çырма пăрахрăм. Кĕвĕсем хистеççĕ...
Çак сăвă-кĕвĕпе хăпартланса,
Тен, çак куна çити эп пурăнатăп?
Çук, çуреместĕп муза шыраса,
Эп ун валли чун-чĕрене уçатăп.
Шатар ялĕнчен çурçĕрелле вунă çухрăмра Юманлă вар вырнаçнă. Унăн икĕ енче те чăнкă çырансем çинче лаштра юмансем ӳсеççĕ. Вар тĕпĕнче пĕчĕк çеç çăлкуçсем тапаççĕ. Вар таврашĕнчи хирсенче хура тулпа хĕвелçаврăнăш анисем, пыл шăрши кăларса, сарăлса выртаççĕ. Çакна пула та ĕнтĕ Шатар ялĕнче пурăнакан Кĕркурипе Анатуль кăçал вар хĕрринче хăйсен утарĕсене вырнаçтарчĕç. Вĕсем иккĕш те, вăтăртан иртнĕ вăйпитти арçынсем, колхозсем саланса кайнă хыççăн пĕтĕмпех хурт-хăмăр ĕçĕ çине куçнăскерсем, халĕ хăйсен утарĕсенче кăнтăрла та, çĕрле те вăхăт ирттереççĕ. Пыл хурчĕ тени, мĕн калăн, хăйне пăхнине юратать çав, пылне те çавна кура парать.
Паян та, акă, икĕ тус кунĕпе хăйсен юнашар вырнаçнă утарĕсенче ĕçлерĕç те çĕрле Кĕркурин утарĕнчи ӳпле умĕнче чей ĕçсе лараççĕ. Июль уйăхĕнчи çĕрле ăшă тăрать. Тӳпере тулли уйăх шăвать. Пысăках мар пĕлĕтсем, ăна вăхăт-вăхăт хупласа чупаççĕ. Шăпчăксем чĕриклетни те халĕ илтĕнмест. Тавралăх — шăплăхра.
— Юманлă варăн леш енчи мăкшă ялĕнче халĕ кам та пулсан пурăнать-ши? — тесе ыйтрĕ Анатуль Кĕркурирен, ял енне пӳрнипе кăтартса. — Çыннисем хуласем тăрăх саланса пĕтнĕрен, ялĕнче тăват-пилĕк килĕ çеç курăнать те….
Малалла
Санран тараççĕ,
Санран хăраççĕ,
Сăмах сараççĕ
Пайтах сан çинчен.
«Начар эс», — теççĕ,
Кӳрентереççĕ,
Хутна кĕмеççĕ
Вăйли умăнче.
Пуçран чышаççĕ,
Питрен çапаççĕ,
Сиксе таптаççĕ
Çĕре ӳкерсе.
Ăшран тапаççĕ,
Куçран сураççĕ,
Лăх-лăх кулаççĕ,
Çылăха кĕрсе.
Кам-ши вăл çакă
Ăспа чăлахĕ,
Айван пуçтахĕ —
Сана таптакан?
Ку — хăв тăванă,
Чунпа хавшанă,
Сутса-çке янă
Чысне çак тăван.
Тăван чĕлхеçĕм!
Сана пĕлмеççĕ,
Сана сивлеççĕ
Хăв ачусемех.
Сана сутаççĕ,
Юта тухаççĕ,
Манкурт пулаççĕ
Малалла
Кам мĕнле ăнланать илеме:
Кам-тăр — юр юрласа киленет.
Кам-тăр — канăç шырать сăвăра,
Ӳнерте ăна кам-тăр курать.
Пĕрисем — юратаç чĕр чуна,
Теприсем — ӳстереççĕ хунав...
Черккере кам курать илеме —
Хăй чунне хăй пуçлать хĕнеме...
Мĕн чарать илеме хаклама?
Черккере пултарать вăл путма.
Ухват-чукун сассипеле
Ман тутлă тĕлĕкĕм вĕçленчĕ.
Пĕлетĕп, арăм тĕпеле
Кĕрсе ирхи ĕçе пикенчĕ.
Йăлт йĕркипе пулса иртет:
Кăвар та туртрĕ шăкăр-шăкăр...
Сехет çине чăр пăхрĕ те
Кăмакана вăл хыврĕ çăкăр.
Вут çуннă пĕр çĕклем унта.
Кĕç пиçнĕ çăкăр пулĕ хатĕр.
Пăртак ларса канмашкăн та
Халь ĕнтĕ арăмăн юрать-тĕр.
Ун сас-чӳне итле-итле
Эп шухăша кайса ларатăп.
Пĕр пĕчĕк хамăн ĕç-хĕле
Ун ĕçĕпе танлаштаратăп.
Ман пуçăм та, тен, кăмака,
Унта эп сăвă пĕçеретĕп.
Суйланă ушкăн сăмаха
Вулакана астивтеретĕп.
Анчах пăхмастăп вăхăта,
Пăхни те пулăшмасть пĕрре те.
Иртет сехет те, талăк та,
Хăш чух иртет эрне-эрне те.
Пĕр сăвăшăн мĕн чухлĕ вут
Хам чĕремре эп çунтаратăп!
«Пиçмен», — тесессĕн — тепĕр хут
Кăмакана чиксе хуратăп.
Пиçсен юрать-ха тепринче,
Анчах пулать-çке урăхпи те,
Сăвви пиçсе шăраниччен,
Тен, сăвăç ĕмĕрĕ те иртĕ...
Кун сиктерсе сухал хыратăп,
Яш вăхăтăм пырать иртсе.
Çапах «савни» тесе çыратăп,
Йĕрке çумне йĕрке тирсе.
Вĕсем выртаççĕ ярăм-ярăм,
Куç хывтарас пек хăйсене.
Кам умĕнче ман пур-ши парăм?
Кама кӳрем-ши вĕсене?
Кам мăйĕнчен тирсе çакасшăн
Эп шăрçалатăп сăввăма?
Ай-хай, ан ыйтăрах, тархасшăн,
Пĕлместĕп хам та калама.
Теме пула маиа пурте пĕр,
Çырмастăп эпĕ тĕллесе.
Ан тив, таçти хам пĕр пĕлмен хĕр
Шутлатăр хăйĕншĕн тесе.
Тытса вулатăр та йăл култăр,
Хĕлхем çуралтăр чĕринче.
Унтан та пысăк чыс мĕн пултăр
Поэтшăн çакă çĕр çинче?
Вылять çырла пиçнĕ чух...
Вăйă юрри.
1
Ыйхă килменнипе шалт хăшкăлса пĕтрĕ Матви. Тепĕр çавра тĕлĕрсе илес тесе, темле те муталанса шăхрĕ вăл — ӳпне те выртрĕ, месерле те, хăяккăн та — çук, кăтăшĕ пурпĕр яхăнне те çулăхмарĕ ăна. Кĕçенийĕ, мăшăрĕ, хухма тытăннăранпах çапла-ха ку аптрашки — каçхи апат тунă хыççăн пĕр вăхăта сĕнк пулса илет те Матви автансем шарлаттарса авăтнипе вара шартах вăранса каять. Урăх, тем чул тăрăшсан-тăрăшсан та — çывăраймасть. Çитменнине тата, пĕр вăрансан, кравачĕ те çывăрттармасть-çке ăшхыппи этеме, майланса выртас тет кăна арçын, лешĕ, такама та ыйхăран вăратасла — лăчăр-лăчăр. Ăна, кивĕ пӳртренех юлнăскере, вăрçа тухса кайичченех ашшĕ ăсталаса хăварнă ятне усранă та усранă. Çĕнĕ пӳртчен тесе, лартăр та лартăр, тенĕ. Çитес çулла, акă, питравсем тĕлнелле, çурчĕ те хатĕр пулмалла-ха, пурăнма кĕмелĕхех, пилĕк стеналлăскер, чартаклă-верандăллăскер. Ара, çынран катăк пурăнмалла-и-ха ку чухне! Ретрен эреште пиреш çавăра-çавăра лартаççĕ те çурчĕсене, Матвипе Кĕçени вара вĕсенчен мĕнрен кая! Укçине те çителĕклĕ таранах пухса хунă, стройматериалне те кирлĕ чухлех янтăланă. Ниме харăслатасса анчах кĕтмелле. Ун чухне вара тинех кĕтнĕ ĕмĕт кĕрлеттерсе çитĕ: ялйыш пулăшнипе, кирпĕч çине кирпĕч сĕвемленсе, чаплă чул çурт çиçкĕнсе хăпарĕ. Тетте пек, саркаланса юрлас юрă пек, хĕвел сăнпитлĕ пулĕ çав çурт, иртен-çӳрене хитре илемĕпе кăчăк туртса ларĕ... Йывăç краватьне ăна, пĕр те пĕр шутласан, ашшĕ япалине вутта пăрахма шел теесрен, çулласенче вырткаласа тăма, пăта çапса унтан-кунтан хытарсан, кайран верандăна, курăнман çĕререх те вырнаçтарма пулĕ-ха. Путлĕ япалана ма ахалех тухса ăрахас, лартăр. Çăкăр ыйтмасть! Ара, аслине те, Динине, килес çул вуннă пĕтерекенскере, çакăнтах çуратса паманччĕ-и-ха Кĕçени, пульницана леçем тесе тăнă çĕртепех...
Малалла
Йĕпписем йăл-ял выляççĕ
Çĕмĕрт аллинче:
Селĕм эрешсем пулаççĕ
Шупăр анĕнче.
Улмуççи те питĕ харсăр —
Вăл çыхать кĕпе:
— Çур уявĕ иртмĕ мансăр,
Ĕçлĕп çĕрĕпех.
Чиесем ним шавламасăр
Шурă пир тĕртеç.
Ах, мĕн чул пике — курсамăр! —
Шăпине кĕтеç...
Çĕмĕрт, çĕмĕрт, пит васкатăн
Шупăрна çыхма.
Сивĕпе, тен, канашлатăн
Эсĕ тĕл пулма?
Пур-тăр çав санра хаярлăх:
Эс çеçке çурсан,
Сивĕ те илет каваррăн
Çавипе сулса.
■ Страницăсем: 1... 280 281 282 283 284 285 286 287 288 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...