Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылханлă хура çĕмĕртКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеАслă халалĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томÇамрăк ĕмĕтАча чухнехиШевле çути

Туйсем кĕрлерĕç те лăпланчĕç пуль


Туйсем кĕрлеççĕ те

Шавлаççĕ пуль ялта,

Такмак калаççĕ пуль

Çич-сакăр кĕрекеçĕ...

Туя чĕнсе

Хыпар килмерĕ ман пата, —

Инçетрисем ялан хыпар кĕтеççĕ...

Çук, ывăлăм килмерĕ-çке тесе

Мана анне те асăнчĕ пуль хурлăн.

Хăй килĕнче туй пуласса

Нумай çулсем хушши кĕтсе,

Ют туйсене курать вăл

Алăк урлă...

Тен, кӳршĕ хĕрĕ тухрĕ пуль качча,

Тен, ют яла

Вăл кайрĕ пуль, мăнтарăн...

Килмен çынна вăл манчĕ пуль пачах,

Анчах ăна мĕнпе халь асăнтарăн?

 

Тен, кӳршĕ хĕрĕ халь те туй туман?

Ют çĕрелле кайма та

Именет, тен?

Кашни каçах,

Анне патне пырса ларсан,

Ман çырусем çинчен ыйтса пĕлет, тен?

Хам чĕрене

Ăна эп парăттăм йăлтах!

Ман юрату... Нихçан та пулмĕ вĕçĕ.

Туйсем кĕрлерĕç те

Лăпланчĕç пуль ялта,

Лăпланчĕç пуль çич-сакăр кĕрекеçĕ.

Мускав таврашĕнче


Кăштах канар. Эп ывăнтам, тăванăм.

Каллех пăрланнă пирĕн йĕлтĕрсем.

Эпир паян ларса канма та маннă,

Эпир паян — Январь чечекĕсем!

Мускав таврашĕ — Хурăнлах, çăкалăх.

Ват чăрăшсем пĕркеннĕ тĕтрепе.

Ăçтан пĕлен,

Çак кун, тен, юлĕ асăнмалăх,

Тĕл пулусем иртсен

Çурхи ачаш çил пек, шыв хумĕ пек...

 

Ик мăшăр йĕр —

Пирĕн йĕрсем — çухалĕç.

Çурхи кунсем шăнкăртатсан.

Çак вырăнта ун чух

Сана такам ачашшăн калĕ:

«Кĕтне ачи çинчен мансам,

Мана кăштах саван пулсан...»

Вăл вăхăтра эп

Питĕ тунсăхлăп, тăванăм,

Кĕтне çинче сана аса илсе.

Вара эп юрлăп:

«Вăл мана нихçан та манмĕ,

Нихçан та ютшăнмĕç

Юратнă чĕресем...»

Куршанак


Мана эсĕ курсанах,

Йĕкĕлтетĕн: «Куршанак!

Ма çӳретĕн ман хыçран,

Вăтанмастăн та çынран!

Куршанак, куршанак,

Юрататăн-им мана?»

 

«Юрататăп эп сана,

Çунтаратăн ман чуна,

Каçхине те ирхине

Пăлхататăн чĕрене».

«Куршанак, куршанак», —

Йĕкĕлтетĕн эс мана.

 

«Куршанакăм, куршанак

Ан кӳрен çав таранах!

Çывхарах кил хам çума —

Ансат пулĕ чуптума.

Куршанак, куршанак,

Парччĕ, тусăм, аллуна!»

Упăте


Çерçи Ваççи, ӳт-пĕвĕпе кĕрнеклĕ пулсан та сасси чĕвĕлтетерех-чăрăлтатарах тухнăран ял-йышсенчен çапла ят туяннăскер, Коля ывăлне Çара ăсатнă ятпа тус-тăванĕсене каçкӳлĕм хăнана пухрĕ. Чĕннисемпе ывăлĕн чĕнмесĕрех килнĕ тусĕсем пурте сĕтел хушшине ларсан, черккисене эрехпе тултарчĕ.

— Ну, ывăлăм! Сана та Çара кайма черет çитрĕ, — черккине çĕкленĕ май шывланнă куçĕсене шăлса илчĕ вăл. — Чипер кайса ырă-сывă таврăн! Çарта çирĕп те çивĕч пул! Чăваш ятне ан çĕрт!

— Çапла пултăр! — терĕç пурте хуçа хыççăн. — Çулу ăнăçлă пултăр!

Хăнасем ĕçсе çие пуçларĕç. Ĕçнĕçем кашнин чĕлхи-çăварĕ уçăлса-уçăлса пычĕ. Хĕрарăмсем акнă пахча-çимĕçсем епле шăтса тухни çинчен калаçрĕç пулсан, арçынсем хăйсен салтак служби епле иртни çинчен асăнма пикенчĕç. Кольăпа тусĕсем çеç аслисене итлесе шăппăн лараççĕ. Вĕсенчен пĕри вара, Якур, тусне Çара епле ăсатнине, урисем çине тăрса видеокамерăпа ӳкерет, аппаратне чăрăлтататтарать. Çак самантра Кольăн ашшĕ самаях ӳсĕрĕлме ĕлкĕрни сисĕнчĕ.

Акă вăл урмăшнă куçĕсемпе сĕтел хушшинчи хăнисене пăхса çаврăнчĕ те вăшт! сиксе тăчĕ, çийĕнчи кĕпине хывса айккинелле ывăтрĕ.

Малалла

«Туй тăвать тулта тăман...»


Туй тăвать тулта тăман:

Тӳнкĕр-тункĕр, тăпăр-тапăр...

Кантăкран пăхса ларан,

Юр айне пытаннă пăлтăр.

 

Çил ачи — пуса каччи —

Шăхăрать канма пĕлмесĕр.

Вăл хăех иккен евчи,

Алăкран шаккать, кĕресшĕн...

 

Алхасать тулта тăман,

Сивĕпе терленчĕ кантăк.

Темшен шикленсе тăран,

Паçăрах-çке уçă алăк.

Пăхсамччĕ ăшшăн эсĕ


Эп кĕтмен хăна-им саншăн?

Мĕншĕн эс чĕнместĕн?

Кашни кун çунатăп камшăн —

Эс кăна пĕлместĕн!

Сан патна куллен килетĕп —

Эс тарăхатăн.

Чечексем те парнелетĕп —

Сиввĕн çеç пăхатăн.

Ан сывлаччĕ, тусăм, ассăн

Эп сана чĕнсессĕн.

Аллунтан çемçен тытсассăн,

Йăл! кулсамччĕ эсĕ.

Умăнта ман хуть пĕр чĕптĕм

Саншăн айăп пур-и?

Ăшшăнрах пăхсамччĕ ĕнтĕ —

Маншăн ку та юрĕ.

Савăнса çĕкленĕ кăмăл

Çепĕç калаçсассăн,

Пурнăçра утмашкăн çăмăл

Пулĕ юратсассăн.

Салам!.. Аван!..


Тусать тăман.

Асать çил-тăвăл.

Юрпа хупланнă хирĕ, тăвĕ.

Кашлать вăрман.

Çил тек кумать çырма-вар тăрăх,

Чăштăртатса ларать ват чăрăш.

Эс килтĕн тухрăн, ак, таçтан.

 

— Салам!.. Аван!.. —

Сăмах пуçартăн, —

Чылай çулсем... Тен виççĕ,тваттă? —

Сана курман.

Нумай-нумай шыв юхрĕ, ахăр,

Сана курмасăр, калаçмасăр.

— Ну-ну, аван!

 

— Салам! Аван!..

Чупса, пит тăрăх,

Пăлхантарать вĕри хĕм. Шăрăх!

Ну, эп — айван!

Ман чĕрере юратнă сăнă

Хальччен сыхланнă,

Юлнă. Тăнă.

Çук! Эп — манман.

 

— Аван! Салам!

Чунтан калатăп

Чĕрерине. Çук-çук, суймастăп.

Татах калам:

Эс — ман пĕрремĕш хĕмлĕ туйăм,

Анчах, çаплах пурнатпăр уйрăм.

Тыт ман алла.

 

— Салам!.. Аван!..

Аллу хыт шăннă...

Апла, сан пурнăç питĕ ăннă?

Пурнан аван?

Мĕн, калаçса кунта тăратпăр?

Ик еннелле каллех каятпăр...

Сыв пул! Ан ман!

Салам! Аван!

«Хăш чух сана эп тĕлĕкре куратăп...»


Хăш чух сана эп тĕлĕкре куратăп, —

Ытла илемлĕ манăн тĕлĕксем!

Шур юрпала пĕркеннĕ пахчара та

Ӳсеççĕ пек сап-сарă чечексем.

 

Çав пахчара çӳретпĕр пек, тăванăм,

Чечексене хуллен сире-сире,

Çанталăк лăпкă пек. Хĕвел те аннă.

Çур уйăх ярăнать пек тӳпере.

 

Ман аллăмра ача, — чап-чакăр куçлă,

«Атте» тесе туртать мана çӳçрен...

Ача куллийĕ — чи илемлĕ кулă —

Çав каçранпа тухмасть ман чĕререн.

 

Тĕлĕкри пек алла ача тытасчĕ,

Атте тесе вăл чĕнтĕрччĕ мана.

Анчах та мĕншĕн, тусăм, каласамччĕ

Эпир пĕрле-ха тĕлĕкре кăна?

Икĕ вĕçлĕ


Бухгалтер кабинетран тухрĕ. Унăн помощникĕ Петров хĕр-счетовод çине пăхса илчĕ те, бухгалтерăн пĕр вĕçĕ хĕрлĕ, тепĕр вĕçĕ кăвак кăранташне тытса, ыттисенчен ыйтрĕ:

— Çак кăранташ, сирĕн шухăшăрпа, мĕн пек?

— Мĕнле «мĕн пек»? Кăранташ кăранташах ĕнтĕ вăл...

— Ман шухăшпа, çак кăранташ пирĕн аслă бухгалтер пек. Службăра чухне аслă бухгалтер кăранташăн çак вĕçĕ пекех хĕрлĕ: тĕрĕслĕх çинчен калаçать, общество ĕçне тăвассинчен пăрăнмасть. Килте...

Вăл кăранташăн кăвак вĕçне кăтартрĕ:

— Килте кăранташăн çак вĕçĕ пек. Мункунта çăмарта хĕретнĕ, арăмĕпе ним сăлтавсăрах вăрçать, сыпма юратать.

Çав вăхăтра пӳлĕме кĕтмен çĕртен аслă бухгалтер тăврăнать.

— Мĕн çинчен сăмах çапса ларатăр? — ыйтрĕ вăл.

— Ак çак кăранташпа сирĕн çинчен калаçса илтĕмĕр, — терĕ помощникĕ, — эсир хăвăра хăвăр ним шеллемесĕр ĕçлетĕр тетĕп. Пирĕн учреждение килсе кĕнĕ чухне эсир кăранташăн çак вĕçĕ пекех хĕрлĕччĕ, халĕ хăвăра хăвăр шеллемесĕр ĕçленипе кăранташăн çак вĕçĕ пекех пулса кайрăр... Куç айĕсем кăвакарнă. Апла аван мар. Сывлăхшăн тăрăшас пулать. Отпуска каймалла.

Малалла

Юрату


Юрату çинчен сăмах

Эп каласшăн: вăл — çăтмах

Çĕр çинчи кашни этемшĕн —

Çамрăксемшĕн, ваттисемшĕн.

 

Пĕрле чух вăл — ăшăтать,

Уйрăлсан — чуна шăнтать,

Вăй парать-çке ывăнсассăн —

Çын инçе çула тухсассăн.

 

Юрату — çырла тути,

Харкашу — йӳç армути.

Çырлине çеç пуçтарасчĕ,

Çăвара пĕрле хыпасчĕ.

 

Тăпăлтар армутине,

Çăлса тăк çине-çинех!

Çавăнтах выртса вăл юлтăр —

Юрату пылак çеç пултăр.

 

Çынсене ялан тату

Пурăнтартăр юрату.

Кашнинех çапла тĕлетĕп:

«Юрату ан сӳнтĕр!» — тетĕп.

■ Страницăсем: 1... 284 285 286 287 288 289 290 291 292 ... 796