Коммунхоз «ырлăхĕпе»
Эпĕ сире урам, арча тата пиншак пахалăхĕ çинчен каласа парасшăн. Сăмах май çав виçĕ япалана пула курнă инкексем çинчен те пĕлтерем.
Иртнĕ тунтикун пасар кунĕччĕ. Çав ятпа пасара утрăм. Пасарта мĕн пуррипе çуккине пăхкаласа çӳреме аван пултăр тесе, ĕнер çеç илнĕ ĕç укçин вуннăмĕш пайне чиксе кайрăм.
Эпĕ çитнĕ çĕре пасар кĕрлесе çеç тăрать. Пĕçерсе çимелли çимĕçсем те, пĕçермесĕрех хырăма аван кăякан çимĕçсем те тем чухлех йăтăнса тухнă. Илес кăмăлу пулсан — ил, кăмăлу çук пулсан — ан ил.
Кирлĕ çимĕçсене, сăмахран, купăстине, паранкнне, аш-пăшне арăм туянĕ, ман вак-тĕвек япаласем питĕрсе усрама пысăк мар арча туянса таврăнасчĕ-ха тесе, арча сутакан пĕр те единоличник, те колхозник патне утса пытăм.
Арчисем май çук селĕм. Пăхнăçем туянас килтереççĕ. Пĕр пысăк мар арчине, хам паталла ăшшăн пăхаканнине, пӳрнепеле тĕллесе кăтартрăм та сутаканнинчен ыйтрăм:
— Ку арчи мĕн хак тăрать? — терĕм.
Вăл мĕн хак тăнине тунмасăр каларĕ.
— Кăшт та катмастăн-и? — тесессĕн:
— Катса пама юрамĕ. Ма тесен, ыйхă катса тунăскер. Калаçса çăвар тутине сая ан яр, ― терĕ.
Шӳт тума юратакан çын пулни кăмăла кайрĕ. Шăнкăрт укçа кăларса тыттартăм арчашăн.
Халĕ ĕнтĕ ăна питĕрме çăра туянмăлла. Çăрасăр арча, пичетпе штамп пусман хут пекех, ниме тăмасть.
Арча питĕрмелли çăрасем промсоюз лавкки сутать. Ăна туянма та, укçа тӳленĕ хыççăн, тивĕç илтĕм.
Киле кайма хĕсĕр ĕнесем, сĕмсĕр качакасемпе сыснасем сутакан урампа тухмалла.
Ман пуçа сысна çури туянас ăслă шухăш пырса çапăнчĕ. Çавăнпа сысна сутакан патне пырса тăтăм. Сысна çури мĕн хак тӳлесен ман пулассине ыйтса пĕлтĕм. Ытлашши хаклă туйăнмарĕ пулин те, эпĕ сысна çури вăл хак тăманни çинчен хуçипе дискусси пуçласа ятăм.
Тавлашсан-тавлашсан, сысна çурин тĕрĕс хакне хуçипе иккĕн шыраса тупрăмăр та, ман 25 тенкĕ укçа вара ун аллине, ун сысни — ман алла куçрĕ.
Туяннă сысна çури ман тапаланма та çуйăхма юратаканни пулнă-мĕн. Вĕçерĕнсе тарасшăн.
Пасарти çынсем сысна çуйăхнине кура, ман çине пăхаççĕ. Мĕн чул патăн ку усала тесе ыйтаççĕ хăшĕсем.
Ыйтакансенчен хăтăлас тата çĕклесе кайма çăмăллантăр тесе, сыснана арчана персе чикрĕм, çăрапа питерсе илтĕм.
Ман сысна арчара та «соло» юрласа ларать. Лăпланасса пăхмарăм, киле утрăм.
Çухăракан сысна çурипе автобус çине лартмаççĕ. Автобус чупакан урампа çуран кайсан-кайсан, госбанкран та иртсен, хуняма карчăк енчен турту тивекен этеме тĕл пултăм.
— Сюжет илсе таврăнатни? — сăмах хушрĕ вăл катаранах.
— Сюжет? Мĕнле сюжет?
— Арчара çухăрса пыраканни... ку санăн фельетон çырмалли сюжет мар-и? Пасарта туянтăн-и? ― терĕ те ал пачĕ.
— Мĕн эсĕ, çук турă хупламанскер, манран мăшкăллан, ― тетĕп хайхи. ― Хурăнташ майпа, сан çак сыснан çăварне хуплама ăс тупса парасчĕ мана.
Арчана çĕре лартрăм.
Вăл мана: «Мĕн чул патăн?» Эпĕ ăна: «Çав хак патăм». Вăл мана: «Мĕнле пурăнан?» Эп ăна: «Ху мĕнле?..» тата ытти те... Сăмах вăл вакланнăçемĕн вакланма юратать. Хĕллене хатĕрленес тĕлĕшпе килте мĕнле «мероприятисем» йышăнкалани çинчен самай тутлă калаçса тăнă хушăра ман арчари сысна çури питĕркĕчне ватнă та тухнă та кайнă. Урам тăрăх сиккипех тарать.
— Орйăх! Тыт, тыт! ― тесе, хурăнташа пăрахсах, хăвалама тытăнтăм. Мотоциклетсăр ăçтан хăваласа çитĕн ăна. Сыснан ури тăваттă вĕт, ман — иккĕ кăна. Тăват ураллăскер ĕрĕхтерсе пынă хушăра коммунхоз иртнĕ çуркунне алтса хунă водопровод шăтăкне пăлтăрт кĕрсе ӳкрĕ. Тытасах пулсан ĕнтĕ ман ун хыççăн ним шухăшласа тăмасăр сикмеллеччĕ. Анчах шăтăкĕ виле шăтăкĕ пекех тарăн-çке, тӳрех сиксен, килте сысна ĕрчетес ĕçĕн инваличĕ пулăн. Çавна аса илсе, тӳрех сикес темерĕм. Малтан ик хул çине, турник çинчи пек, уртăнса сылтăм урапа сулахай урана шăтăкалла усрăм. Вара, урана ыраттарасран хăрас килнĕ пулин те, хăрамасăр шăтăк тĕпне тăрăст! сиксе анса тăтăм.
Сысна çури, хăйне каллех арчана хупса лартасран хăранипе, мана курсан тата хытăрах тарма тытăнчĕ. Тытаймарăм. Хӳринчен тытăннăскерех карт! туртăнчĕ те тарса хăтăлчĕ манран. Шăтăкрискер, ара, вăл ăçта тарса хăтăлма пĕлнĕ, тейĕр эсир. Ун пек ыйтатăр пулсан, эсир водопровод канавне мĕнле йĕркепе алтса кайнине аса илеймерĕр. Водоправод хывма урам тăршшĕпех тарăн шăтăксем алта-алта хураççĕ (ăна курнă ĕнтĕ эсир те). Кашни шăтăк — пилĕк пусăм. Водопровод трубине хывса каймашкăн малти тарăн шăтăкпа кайри тарăн шăтăк хушшине, пасартан илнĕ сысна çури кĕмелĕх, шăтăк шăтарса тухаççĕ. Ман сысна çури çав шăтăка кĕрсе кайса тарăн алтнă тепĕр шăтăка пырса тухрĕ. Умра çĕр алтса тунă стена. Малалла кайма çук. Ӳлĕм аш тăвас сыснана тытмасăрах шăтăкран хирĕлсе тухас шухăш тытрăм. Ним тунмасăрах каласан, кĕлеткемпе те, ик урампа та, ик аллăмпа тата пуçăмпа та хирĕнкелесе аран-аран тухрăм шăтăкран.
Хуняма карчăк енчен хурăнташ пулакан çын эпĕ шăтăкран тухасса кĕтсе тăрас темен, килне кайнă.
Çӳлтен пăхатăп та, ман усал сысна çури пĕр тарăн шăтăкра арбуз хуппи çисе выртать.
— Орйăх! — терĕм.
Водопровод труби валли шăтарнă шăтăка кĕрсе йăпăртах çухалчĕ. Пĕччен тытас çук. Юртрăм киле. Арăма чĕнме. Сысна çури кăларма. Облавăпа.
Арча йăтса ĕрĕхтерсе çитрĕм хам ачан амăшĕ патне.
— Атя, ― терĕм, ― арăм, сысна çури кăларма!
— Мĕнле сысна çури?
— Арчаран тухса тарни.
— Мĕнле арчаран?
— Çак арчаран. Унта манăн сысна çури пурччĕ. Халĕ куратăн — çук. Çук вĕт, э? Çук пулсан, атя часрах шăтăкран кăларма. Пĕччен кăлараймарăм. Иккĕн иккĕнех, сыснине тытаймасан та, шăртне те пулин пĕрер ывăç кăларса килетпĕр...
— Кам сысни? Ăçта анса кайнă?
— Çăва шăтăкне. Çул çинче консультаци парăп...
Çур сехете яхăн шырасан, сысна çури хăш шăтăкра çӳренине чиперех куртăмăр. Арăма малти шăтăка, сасă кăлармасăр, сикме хушрăм, хам сысна çӳренĕ шăтăка антăм. Иккĕн икĕ енчен хупăрласа аран тытрăмăр шуйттана.
Тытасса тытрăмăр-ха та, анчах сысна çурине шăтăкран кăларасси çăмăл ĕçех марри сисĕнчĕ, мĕншĕн тесен шăтăкĕ майсăрах тарăн. Пӳ çитмест. Пусма кирлĕ. Апла пулин те, майлаштаркаласа кăлартăмăр. Пусмасăрах. Ăспа. Хам аялтан патăм, арăма çӳлтен тыттартăм, Вара, ӳлĕм, темиçе уйăхран, окорок çиес ĕмĕтĕм те хам пата таврăнчĕ. Чунăм аранах лăпланчĕ, юсанчĕ, анчах арчан сысна çури хăйпăтса янă тимĕрне (питĕрмеллине) юсаттарма паян кунччен те кайса параймарăм-ха. Ак сана пасартан илнĕ арчан пахалăхĕ! Кĕскен каласан, пасартисем кăна мар начар япаласем тукаласа кăлараççĕ. Кооперацисем те çавна маях.
Акă, пĕлетĕр пулсан, иртнĕ эрнере эпĕ урам комитечĕ йыхăрнипе пухăннă пухура лараттăм. Докладчик сăмахне киленичченех итлерĕмĕр, пренисенче тăраничченех калаçрăмăр. Панă сĕнӳсене пурне те хут çине ӳкерттертĕмĕр. Унтан сасăлама тытăнтăмăр.
Сĕнӳсене кашнинех уйрăммăн илсе сасăласа тухма кăмăл турăмăр.
— Кам килес çул хамăр пурăннă урамăн тротуарĕсене асфальт сарса тухмалла тăвасшăн, ― аллăрсене тăратăр, ― терĕ председатель.
Пурте тăратрĕç. Эпĕ çеç тăратаймарăм. Ма тесен аллăмсем иккĕшĕ те тăрасшăн мар. Чул пек хытнă. 20 килограмм груз çакса янă пек. Çӳлелле çĕкленмеççĕ. Аялалла усăнаççĕ.
Вара сасăсăр тăрса юлас мар тесе:
— Ман сасса ан шутла. Урама асфальт сарасса эпĕ те чунтан-вартан ырлатăп, ― тесе кăшкăрса каларăм сасăсене шутлакана.
— Ырлатăнах пулсан, аллуна ма тăратмарăн? — ыйтрĕ манран.
— Аллăм тăратас тесен те тăма пултараймарĕ, ― терĕм.
Халăх кĕрлесе кулса ячĕ. Хăшĕсем кула-кула ал çупа пуçларĕç: çат! çат! çат! тутараççĕ.
— Кулă мар кунта, ачасем. Чăннипе калатăп. Ĕненместĕр пулсан, çире пиншака хывсах кăтартам ак.
Вăр-вар пиншака хыврăм та, саркаласа, халăха кăтартрăм.
— Çак пиншака тăхăнтарсан, ал тăратма мăйран пуссан та пултарас çук. Пăхăр ара — унăн çаннисене мĕнле çĕлесе лартнă. Çанă çавăнта пулмалла-и, э? Çĕвĕçсен мастерскойĕнче çĕлеттерсе таврăннă хыççăн паян пĕрремĕш хут тăхăнса тухрăм. Ял кулли пултăм...
Халăх тата кулать. Анчах манран мар. Лешсенчен. Çĕвĕçсенчен.
Ал тăратайманни мар кулăшла, çĕвĕçсем япăххи кулăшла.
Шухăшсем
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...