Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Куçа-куçăнЧапшăн пурăнмастпăрСуя телейАвăн уйăхĕСинкерХурапа шурăАслă халал

Уйăх çийĕнчи пике


Çутă уйăх пайăрки

Кĕчĕ кантăкран.

Ачашларĕ, ак, хайхи

Шăвăнса, пуçран.

Эп вăрантăм ыйхăран

Вăл сĕртĕнсенех.

Куçсене хупмасăрах,

Выртрăм ирчченех.

Уйăх çийĕнчи пикен

Пит хитре утти.

Шывпа авăннă пекех

Унăн кĕвенти.

Умĕнчи шăрçа пуххи

Ахахпа пĕрех.

Пуçĕ çийĕнчи тухйи

Шăнкăр турĕ пек.

Чăваш хĕрĕ йăл кулса

Уçлăхран пăхать.

Ун кулли, шерпет пулса,

Çĕр çине юхать.

Иртрĕ виçĕ çул


Сана курмарăм эпĕ виçĕ çул :

Тĕнче касса таçта-таçта çӳрерĕм.

Хĕн-хур, нуша ман пулчĕ темĕн чуль.

Эп, ывăнса, сана курасчĕ, терĕм.

Çемçе те уçă кăмăллăччĕ эс

Юлашки хут тĕл пулнă чух санпа эп.

«Ман тусăм — эс», — тесе килет чĕнес

Халь ман сана. Çук пулĕ куншăн айăп?

Санпа тĕл пулнă хыççăн эп, анчах,

Йăнăшнине, чунпа туйса, хурлантăм.

Эп улшăннă пулсан, эс те çавах

Пĕр вырăнта тăманнине ăнлантăм.

Унчченхи пек мар халĕ сан куллу -

Куçна хĕссе аяккалла пăхатăн.

Ĕлĕкхи мар — сивелнĕ кăмăлу,

Хăвна та, ав, тӳрккессĕн эс тытатăн.

Помадăпа хĕрелнĕ тутусем,

Куç харшисем хура сăрпа варланнă.

Ман мĕн тăвас? Капланчĕç шухăшсем.

Ăнлантăм эп: малашлăх пирĕн ваннă.

«Юлхавлăн юхан шыв юхать...»


Юлхавлăн юхан шыв юхать,

Сĕтĕрĕнсе кĕтӳç пушши пек

Кăмакари ăш çăкăр пек,

Хăпартланса хĕвел тухать.

 

Патрак — санпа тĕнче хушши.

Куç курăнми çӳхе çеç кантăк.

Шартлатсанах кĕтӳç пушши,

Унран тăрса юлас пек ванчăк...

 

Тĕнче, чăнах та-мĕн черчен.

Танлаштарсассăн фарфор савăт.

Çакна куран чӳречерен:

Хурланчăк çын е шутсăр савăк...

 

Юлхавлăн юхан шыв юхать,

Сĕтĕрĕнсе кĕтӳç пушши пек.

Иртни-пулни асра юлать:

«Асту!» — тесе сана калать пек.

Лекцире


— Сăра ĕçни арçынсене импотенци патне илсе çитерет, — ăнлантарать лекци вулакан нарколог-врач çынсене.

— Мĕн вăл импотенци? — ыйтаççĕ залран.

— Арçынсен ар органĕсем вăйсăрланнине пĕлтерет вăл.

— А-а-а-а! Çавăнпа пуль-ха пире арăмсем эрех-сăра ĕçнĕшĕн кулленех ятлаçаççĕ! — каллех илтĕнсе каять залран пĕр арçыннăн çинçешке сасси.

Чĕре çунтармăш


Пĕлетĕп сан ятна кăна,

Веçех ыйтса ĕлкĕреймерĕм.

Уй-шухăшна тата чунна

Юратупа эп кĕреймерĕм.

 

Куратпăр пĕр-пĕрне сайра,

Сăмах хушма пит вăтанатăп.

Сана курсассăн урамра

Асфальт çинче те такăнатăп.

 

Ăçта пурнатăн? Мĕн ĕçре?

Кампа пĕрле утса çӳретĕн?

Кампа эс çуллахи ире

Çак кунсенче кĕтсе илетĕн?

 

Мĕнле хăват, мĕнле магнит

Сан еннелле ялан туртать-ши?

Пĕлес килет-çке, чун савни:

Ăçта-ха сан килӳ ларать-ши?

 

Пĕр мăшăр куç — çут çăлтăрсем

Вут-хĕм сапса çунаççĕ камшăн?

Асра халь çук ытти хĕрсем,

Пуçра пĕр сăн — чĕре çунтармăш.

 

Анчах çитет кун пек чăтса.

Çыру урлах сана калатăп,

Чĕре çумне алла тытса:

«Сана саватăп. Юрататăп!»

Ача кăкăр пăрахать


Шырать ыйхă витĕр кăкăр

Тутипе те аллипе:

Çимелле çав унăн çăкăр

Паянтан, тата шӳрпе.

 

Çумĕнче ачан çук амăш,

Çывăрать унран инçе.

Тек пĕрле вĕсем выртаймĕç

Малашне тӳшек çинче.

 

Ача пĕчĕк, хуйхă пысăк:

Амăш памĕ кăкăрне.

Çавăнпах-тăр ĕнтĕ хытă

Макăрать çине-çинех.

 

Курăнаççĕ çăлтăр евĕр

Куççульсем ун куçĕнче.

Пысăк çав асапĕ-терчĕ

Çĕнĕ пурнăç умĕнче.

«Шутлать куккук, шутлать...»


Шутлать куккук, шутлать,

Пурнан çулсен вĕçне.

Юлать, хыçа юлать:

Çул, уйăх, кун, эрне...

 

Иртет кун-çул, иртет,

Ир-каç та кăнтăрла.

Чунпа эс уй-хирте,

Ун сывлăшпе сывлан.

 

Çунса сӳнен çулсем.

Кашнийĕ — çухату...

Пурнас пулсан çĕнрен:

Тухатмăш — юрату...

 

Çĕклет вăл, ӳкерет.

Райра эс, тамăкра.

Кайран çеç ăс кĕрет.

Чăнах та чăваша...

 

Шутлать куккук, шутлать,

Иртен çулсен вĕçне.

Савни куççуль тăкать,

Чарас пек ун шутне...

«Çут тĕнче тĕвĕленнĕ тĕлте йăвине çавăрать çамрăк кăмăл...»


Çут тĕнче тĕвĕленнĕ тĕлте йăвине çавăрать çамрăк кăмăл.

Пĕлĕтсен çийĕпе шăхăрса çӳреме эс пĕлсем: çăмăл-çăмăл!

Çăлтăртан тĕртсе тунă шăпа çаннипе хĕвеле сĕртĕнеп те

Пуçĕнчи пурçăн тутăр тĕсне ăнсăртран улăха ӳкеретĕп.

 

Кайăксем чыхăна-чыхăна тухăçа çухатаслăн тутанĕç,

Чи хитре чечексем савнăçне хĕвел май çавăрса чăмăртанĕç,

Туйăмсем ирĕке туртăнса сывлăмпа сывлама чĕнĕç-чĕнĕç,

Çĕрĕпе çывăрмасăр утсем выртмара юратушăн кĕçеннĕн.

 

Курăксен ир енне пăчăртаннă куççуль тупсăмне уçса парăп —

Телейӳ çуралас шанчăкпа çĕнĕ кун чĕрçине пырса ларĕ.

Шурăм пуç çăралса çĕкленсен именсе, хĕрелсе тытăн шухăш:

Пĕлĕтсен çийĕпе шăхăрса çӳрес килĕ манпа шуххăн-шуххăн!

Эмелсĕрех


Пĕррехинче пĕр ялтан сыватăша вăйсăр-вăйсăр та япăх çамрăк хĕрарăма илсе килеççĕ. Ку пахăр вырăн çине выртнă-выртманах çывăрса каять. Ирччен çывăрать, каçччен…. Сестрасем врачран хĕрарăма епле эмелемелле пирки калассине кĕтеççĕ. Анчах лешĕ шарламасть-ха.

— Николай Ильич! — чăтаймаççĕ сестрасем. — Ку хĕрарăма епле эмелсемпе чĕртмелле?

— Тăхтăр, хамах калăп, — тесе врач станционартан поликлиникăна тухса каять.

Виççĕмĕш кун çеç хĕрарăм вăранать, урисем çине тăрать, хăйне килне яма ыйтать.

— Куратăр-и, чĕрĕлчĕ! — кулкалать врач сестрасем умĕнче.

— А-а….?

— Йывăр ĕçре канмасăр, тăраниччен çывăрмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе ĕшеннĕ вăл, — ăнлантарать врач. — Халĕ çывăрса тăранчĕ те, акă, «сывалчĕ». Килне яма та юрать ăна.

Епле кĕрес чĕрӳне?


Пирвайхи хут сана курсан,

Шутларăм: «Акăш ку», — тесе.

Тепрехинче эс тĕл пулсан,

Йăл култăм эп, хĕпĕртесе.

Чĕкеç чĕппи иртен вĕçет

Кунран-кун вăйлăн, çӳлĕрех.

Ман юрату çаплах ӳсет,

Çурхи шыв шавĕ евĕрех.

Çулталăкра çут çуркунне

Килес çук иккĕ нихăçан.

Епле кĕрес сан чĕрӳне,

Ун çăрине епле уçас?

Пĕр çăлтăр çӳлĕ тӳпере

Куç хĕснĕ пек çиçет, çунать.

Сан куçă çăлтăр пек хитре,

Кунран-кун пăлхатать чуна.

Ма эс пăхмастăн ман çине?

Епле майпа-ши пăхтарас?

Чуна вырнаçнă пикене

Мĕнле хама юраттарас?

■ Страницăсем: 1... 285 286 287 288 289 290 291 292 293 ... 796