Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрСана ҫырма сӑмах ҫитетСар ачапа сарă хĕрКулăш кустăрмиСалампиХура çăкăрПулать-çке пурнăçра

Автобусри калаçу


Çулла элес-мелес тусан

Çул çийĕнче тăрать.

Автобуспа çула тухсан,

Пиçсе çунан вара.

 

Пит пăчă, шăрăх салонра —

Ларатăн тарласа.

Пуçа чиксен çеç кантăкран,

Яратăн сывласа.

 

Ларса пыратăп Энтрипе.

Вăл — кӳршĕ ял каччи.

Темме аптранă чĕрипе

Çак çын. Ват пек ун чир.

 

Энтрийĕн куçĕ, хĕсĕнсе,

Пăхать чӳречерен:

Вăрах мар иккĕнччĕ вĕсем,

Халь юлчĕ вăл пĕччен.

 

Уй-шухăшсем ун пуçĕнче

Памаççĕ лăпланма.

Пĕр ăслă уй: «Хуйхăриччен, —

Калать, — хăвна ан ман!

 

Темех пулмарĕ-çке санпа:

Каларĕ хĕр уйне.

Текех çӳреймĕн суранпа,

Кулса ил хăш чухне.

 

Нина сана юратманни —

Тем мар вăл. Теприне,

Часах тупса хитре савни,

Йăпанăн каçхине».

 

Анчах ку шухăша тепри

Хăваласа ярать:

Хитре савни кирлех марри

Пуçа ыраттарать.

 

«Нина, Нина, епле, Нина,

Килсе тухать капла?

Кӳрентермен-ши эп сана,

Малалла

Ĕмĕр-ĕмĕр...


Хи! Хĕвел çунса вăранчĕ — тарчĕ,

Ешĕл улăх çийĕн вăл кустарчĕ,

Чăмрĕ кăвакарнă тӳпене!

...Кĕçĕн çын çăвать çавра питне.

 

Кайăксем çунат çапса юрлаççĕ,

Чечексем именчĕк çурăлаççĕ,

Этемсем сиреççĕ тĕлĕкне!..

Кĕçĕн çын йĕрлет хăй ĕмĕтне.

 

Ĕмĕчĕ кĕçех çитессĕн акă,

Куçкĕрет пулать пек шурă акăш,

Ярăнать пек пĕлĕт хушшинче!

...Кĕçĕн çын кулать, кулать тĕнче.

 

Кайăксем хурт-кăпшанкă сăхаççĕ,

Чечексем пыл шывĕпе тулаççĕ,

Этемсем — пуласлăх ниминче...

Кĕçĕн çын ав кантăк умĕнче.

 

Мĕн кулать? Мĕн-ма çапла вал, чăпăрт.

Хăй сăнне хăй чуп тăвасшăн йăпăрт!

Чуп тăвасшăн ĕнерхи хĕре?

...Хи! Хĕвел савать, савать чĕре!

Кăвак хуппи


Кăвак хуппи... Ăнкарайми илем-мĕн,

Хĕл варринчех çиçет кăвак хĕлхеммĕн.

Йăл! çакăнать те йывăç туратне,

Куратăн çут çанталăк хăватне.

 

Пăшăлтататăн эсĕ, тем каласшăн,

Кăвак хуппи! Ăшу вăркать ачашшăн.

Çапла пулать вăл сăвă çырнă май;

Пур шухăшу ансат, сăмах — нумай.

 

Васкан вара, чун тухасла ыратăн,

Сăмах нумай, чăн сăмахна шыратăн.

Çыратăн — каласси чĕлхе çинче,

Хăй евĕрлĕ кашни, хитре ĕнчех.

 

...Кăвак хуппи! Каллех пăшăлтататăн,

Каллех васкавлăн йĕркене тăсатăн.

Чуна уçать ăнкарайми илем —

Ак хупăнать... сӳнет... Ăнлан, этем.

Асамлă кайăк


Анюкпа Лисук ансăр сукмакпа пĕр-пĕрне така путеккисем пек тĕккелесе ял хапхи патне çитрĕç. Вĕсем паян ирех Улăп çырми текен вырăна хурăн çырли татма кайнă. Хĕр ачасем, ывăннине пĕлмесĕр, çырла сутма хатĕрленĕ пураксене йăтрĕç те ял хапхи умне тухса тăчĕç.

Ку хапхана Лисук «тӳлевсĕр лавкка» тет. Ара, кунта вĕсем мĕн кана çисе курмаççĕ: перемĕк, çуху, чăкăт, канихвет тата ытти тутлă апат çимĕç. Ачасем ял хапхинчен Çĕрпӳ пасарне каякан лавсене уçа кăларса яраççĕ. Ырă çынсем вĕсене пасартан килнĕ чух кучченеçсемпе хăналаса хăварççĕ. Паян вара, Анюкпа Лисук хăйсем те пасара çитсе килесшĕн. Çĕр çырлисене сутса перемĕк е канихвет туянсан аванччĕ, текен шухăшсемпе хĕр ачасем пĕр лава чарчĕç.

— Атя, хĕр пĕрчисем, уçăр хапхуна!

— Уçма уçăпăр-ха та, пĕр ыйту пурччĕ. Эсир пĕччен, тен пире те лартса кайăр?

— Атьăр, атьăр!

Хĕр ачасем хапхана уçрĕç те лав хапхаран тухса ĕлкĕрчĕ кăна, вĕсем йапăр-япăр лав çине сиксе те ларчĕç. Пасара каякан ытти лавсемпе танлаштарсан, ку лав пушах. Икĕ михĕ çеç тиенĕ. Ларма кивĕ тăлăп сарнă. Хĕр ачасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, пичĕсем çинче савăнăç кулли.

Малалла

Каçхи Атăл


Кĕмĕл, сарă, кĕрен тĕссемпе

Атăл шывĕ вылярĕ каç кӳлĕм

Киленетĕп кăтра хумсемпе:

Вĕсен çепĕç ташши илĕртӳллĕ!

 

Шăрăх кун ак вĕçленчĕ тинех:

Сар хĕвел те хула хыçне анчĕ,

Каçхи сĕм ӳкнĕ Атăл çине

Шупашкар çутисем сапаланчĕç.

 

Лăпкăн-лăпкан шыва сăрхăнса

Парнелерĕç вĕсем çут асамлăх

Çак черчен илеме сăнаса

Эп хыватăп сăвва асăнмалăх...

Поэзи


Асамлăх кӳрекен поэзи!

Ман çăлăнăç карапĕ эсĕ,

Шăпа тинĕсĕнче канмасăр

Ишетĕн хумсене пăхмасăр.

 

Сан тĕллевӳ те пысăк питĕ:

Çитес çĕре эс пурпĕр çитĕн.

Сана хăватлăх параканĕ —

Умри хавхалану çыранĕ.

 

Поэзи! Çăлăнăç карапĕ,

Санпа кăна телейлĕ эпĕ.

Калатăп пытармасăр: сансăр

Ман пурнăç юхăмĕ те ансăр...

Пĕлсемччĕ юратма


Юрату ан ил эс укçалла,

Сан чунна питех ку ăшăтаймĕ.

Ӳтне сутнă чиперкке çапла

Туйăмпа, хĕрӳллĕн ыталаймĕ.

 

Эрехпе ан парăнтар хĕре.

Ӳсĕр хĕр вăл шаннă çеçпĕл мар-и?

Чуптусан та пулмĕ пурпĕрех

Чунĕнче ун юрату кăварĕ.

 

Пикене хăш чух эс, хăратса,

Выльăхла, вăйпа илме пултарăн.

Сан çине, шанатăп, юратса

Нихăçан пăхаймĕ çак хĕрарăм.

 

Çĕрлехи сив уйăх таврана

Шевлине сапсан та ăшăтаймĕ.

Сар хĕр патăр туйăмне сана!

Çук! Хĕлхемсĕр юрату пулаймĕ!

 

Çут хĕвел пек пăхтăр сан çине

Яланах савнийӳ юратуллăн!

Парнелетĕр чăн-чăн туйăмне

Сана çеç! Вара телейлĕ пулăн.

Шăпа


Шăпам, манăн шăпа!

Вăл мана тĕлпулу парнелерĕ,

Паллашмашкăн санпа

Çав каçпа ăнсăртран вăл пиллерĕ.

 

Хушса юрламалли:

Мĕншĕн пит кĕске

Пулчĕ-ши çав каç?

Мĕншĕн васкаса-ши

Сӳнчĕç çăлтăрсем?

Кам çине халь сан

Куçусем пăхаç,

Кама чуп тăваççĕ

Çепĕç тутусем?

 

Чунăма вăратса,

Чĕре витĕр çав каç эсĕ тухрăн.

Куллупа çутатса,

Тĕттĕмре ман енне сукмак тупрăн.

 

Тапать хыттăн чĕрем,

Вĕлкĕшет кăкăрта сӳнми çулăм.

Ах, хăçан-ши тепре

Хирĕç пулĕ санпа манăн çулăм?

Ирĕксĕрех ĕçлемелле


— Лăпкăн ĕçлеме памаççĕ! — тесе тарăхса ларнă Çырмакасси ял Совет председателĕ, аллинчи ручкине сĕтел çине пăрахса. — Малашне мĕнле ĕçлемеллине пĕлместĕп ĕнтĕ.

— Самокритика çав тери вăйлăн сарăласса кам пĕлнĕ-ха, — тенĕ председатель çине хăюсăррăн пăхса секретарĕ. — Мĕн тусан аван пулĕ-ши?

— Мĕн тăвасси паллă. Ĕçпе килекенсемпе кăмăллăн калаçмалла. Плакатсем, лозунгсем çапмалла.

— Ăнланатăп, ăнланатăп, — тенĕ секретарĕ. — «Ыйтмасăр кĕме юрамасть» текен плаката курсан, ял Советра бюрократизм пур, тесе калама пултараççĕ. «Ыйтмасăрах кĕр» тесе çырнă плаката çапсан, апла калама пултараймаççĕ.

— Тĕрĕс, — тенĕ председатель, секретарĕн ăстăнне кăмăлласа.

— Тата акă кунта: «Бюрократизм — тăшман, унпа кĕреш, çĕнтер ăна» тесе мăн саспаллисемпе çырса çапмалла.

— Тумтире те кăштах улăштармалла пулĕ. Сăмахран, эсĕ шлепкепе çӳретĕн. Шлепке вырăнне кепка илсе тăхăнан пулĕ. Ахаллĕн «ял Совет председателĕнче шлепке ларать» теме пултараççĕ.

— Тĕрĕс! — тенĕ ял Совет председателĕ. — Йывăр вăхăт çитрĕ. Вăрттăн сасăлас йĕркесем... Самокритика...

Иккĕшĕ те пĕр самантлăха нимĕн чĕнмесĕр ларнă хыççăн председатель çапла калать:

Малалла

Тунсăх


Шăпчăк юрри вĕтлĕхре

Уççăн янăрать.

Ман чĕре пĕчченлĕхре

Саншăн кăшкăрать.

 

Хушса юрламалли:

Килччĕ, тусăм, ман çума!

Илт мана савни!

Ан пăлхатчĕ чунăма!

Ăнланмастăн-им?

 

Эп курмастăп никама

Эс çумра чухне.

Чун-чĕререн юратма

Пĕлер пĕр-пĕрне.

 

Шанчăк вăйсăр тĕлпулун:

Эсĕ — инçетре.

Янăрать сасси куллун

Манăн чĕрере.

■ Страницăсем: 1... 287 288 289 290 291 292 293 294 295 ... 796