Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемЯл калавĕПăва çулĕ çинчеĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томСалампиКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСунарçă халлапĕсем

Зинаида Сурпан


— Епле эс пурăнан,

Зинаида Сурпан? —

Эп ыйтатăп санран

Хăш чухне тĕл пулсан.

Эс вара йăл кулан,

Хуравлатăн: «Аван.

Мĕнлине пурнăç ман

Хăвах лайăх куран».

 

Çапла, эпĕ, Зина,

Пĕлеп пек те сана,

Анчах та яланах

Вуласан сăввуна

Тĕлĕнетĕп санран,

Чĕрӳнти кăвартан,

Иксĕлми вăйунтан,

Сан çунат чунунтан.

 

Епле санăн чĕре

Мĕнпурне ĕлкĕрет?

Апат та пĕçерен,

Ĕçе те эс çӳрен,

Кăшт ларсассăн канма

Тытăнатăн çырма,

Аллуна хут тытан,

 

 

Шухăшна яр! уçан.

Юрруна, сăввуна

Хаваспах эс, Зина,

Парнелетĕн çынна,

Яр уçатăн чунна.

Пур асам, тупата,

Санăн çав чунунта,

Çиçет ăшшăн тата

Çут хĕлхем куçунта.

 

Чупсан та кун-çулсем,

Чунăнти вут-хĕлхем

Вăй-хал патăр сана,

Манăн тусăм Зина!

Çыр тата нумайрах:

Сăввусем таврара

Янăраччăр ялан,

Зинаида Сурпан.

Чăваш хĕрĕ


Сарă чăваш хĕрĕ,

Тăхăн ылттăн çĕрĕ!

Качча тух мана!

Юратап сана.

 

Хушса юрламалли:

Чăваш хĕрĕ, эс, чăваш пики!

Тĕнчере çук урăх сан пекки!

Юратса пăхатăп сан çине,

Çунтаратăн манăн чĕрене.

 

Эс — савниçĕм манăн!

Кĕмĕлĕн-кăлканăн,

Йăл! кулса мана,

Йăпатан чуна.

 

Эс — чĕкеç, эп — кăйкăр.

Иккĕн пĕрле кайăпăр

Çӳлелле вĕçсе,

Тӳпене виçсе.

Çунат усмарăм


Ют çĕршывра ман куçăмсем хупланчĕç, —

Фашист йытти хăварчĕ паллине.

Унтан вара пайтах çулсем ăсанчĕç,

Сисмерĕç эп мĕне юрăхлине.

 

Хăшне пĕр кунĕ хаклă, пĕр сехечĕ,

Эп пур пĕлместĕп вăхăт ирттерме:

Асфальт сарма мана никам чĕнместчĕ,

Илсе каймастчĕç йывăç тӳнтерме.

 

Çын ĕçĕпе кăна эп йăпанаттăм, —

Тăмана пек сĕнксе ларас килмест.

Саватăп сăвă. Хам çырма хăтлантăм, —

Аманнă пуç ăна пит çĕклеймест.

 

Çунатăма çапах та эп усмарăм,

Чĕрем пĕрмай чĕнет мана вĕçме.

Шаккарăм алăк, утрăм — ĕç шырарăм...

Ĕçлем тесен тупан иккен ĕçне.

 

Эп сеткăсем çипрен çыха пуçларăм, —

Çухалчĕ пек сасартăк курманни.

Юлмарĕ пулĕ курĕш-куп хĕрарăм

Ман ĕçĕме курса савăнманни.

 

Ан тив, калаччăр хăшĕсем: «Арçыншăн

Пит килĕшмест çиппе аппаланни».

Эп пур — ĕçлесшĕн. Эп çунмастăп чиншăн,

Мĕскер мана вĕсем мĕн калани?

 

Пурнасшăн эп, утасшăн эп хăюллăн,

Çынпа пĕр тан пуласшăн, пĕр виçе.

Малалла

Мунча


Антун Коли, вăтăралла çывхарнă пулсан та халиччен те авланса ĕлкĕреймен ял механизаторĕ, профком панă путевкăпа хĕллехи çутă ир «Чуллă çырма» турбазăна канма çитсе ӳкрĕ.

— Ух! — терĕ вăл хăйне, кăпăшка çӳçĕсене регистратурă пӳлĕмĕнчи трюмо умĕнче тураса тăнă май. — Канатăпах кунта! Атту ĕçле те ĕçле ялта….

Ăна икĕ вырăнлă пӳлĕме хуларан канма килнĕ мучипе пĕрле вырнаçтарчĕç. Мĕтри пичче тесе чĕнеççĕ мучие. Пуçланчĕ вара çав кунах Кольăн канăвĕ! Çăра вăрманпа витĕннĕ Урал тăвĕсем хушшинче вырнаçнă турбазăна халăх лăк туллиех пухăннă иккен. Тĕрлĕ хуласемпе ялсенчен килнĕ кунта çынсем: ваттисем те, çамрăксем те… Йĕлтĕрпе тата лаша кӳлнĕ çунапа тусем хушшинчи айлăмсенче ярăнасси илĕртет пуль ĕнтĕ вĕсене. Тата тĕрлĕ вăйăсемпе ташă каçĕсем, аттракционсем те йĕркелеççĕ кунта.

Коля, йĕлтĕрпе ярăнма юратаканскер, иккĕмĕш кунах турбазăран вунă-вун пилĕк çухрăмра вырнаçнă çӳллĕ ту çине йĕлтĕрпе кайса курмалли туристла маршрута çырăнчĕ. Инструктор вунă çынран тăракан ушкăна ту çине илсе кайса килчĕ, Урал тăвĕсен илемĕпе паллаштарчĕ. Лачкăм тара ӳксе таврăнчĕç çынсем каç енне маршрутран.

Малалла

«Юратаймăн çыншăн, юратаймăн,..»


Юратаймăн çыншăн, юратаймăн,

Çыншăн пурăнаймăн пурнăçа.

Ах, мĕн-ма пăхатпăр çăмăлттайăн,

Калăн Çĕр çинче пĕр эс куçа.

 

Çĕр çинче çителĕклех ырри те...

Темшĕн сахал мар-çке усалли.

Ыр çынна, хăш чух, манать Турри те, —

Хыт лекет ăна кун-çул хулли.

 

Çанă тавăрса ĕçле эс, тар тăк,

Пул таса, типтер юратура.

Тилĕ пек, яка чĕлхеллĕ мар-тăк —

Тупăнатв хураканни ура.

 

Юратаймăн çыншăн, юратаймăн,

Пурăнаймăн çыншăн пурнăçа.

Яланах «Çĕр кăвапи» пулаймăн,

Сăмахпа ĕçне пул хăв хуçа.

Туссене


Выç ларман — тата мĕн кирлĕ?

Ачасем те — куç тулли.

Пурăнмастпăр урлă-пирлĕ,

Çын çинче те — чи сумли.

 

Таччăн хупăнса ларатпăр

Пĕтерсен килти ĕçе.

Телевизорпа супатпăр, —

Ылмашать унпа веçех.

 

Пит сайра шăнкăравлатпăр,

Вăрăмланчĕ тейĕн çул...

Пĕр-пĕрне мансах пыратпăр —

Чун хытать е тимлĕх çук?

Эпир — хунсем


Камсем эпир? Эпир — хунсем!

Эпир — Аттилăн йăхĕнчен.

Çĕн эрăн пуçĕнчи кунсем

Асра паян та чăвашсен.

Аттилăпа ун чух эпир

Европăна çĕнсе çӳренĕ.

Ун çĕрĕ,сăрчĕ, çеçен хир

Хун ури айĕнче чĕтренĕ.

Аттилăн мăшăрĕ Хĕркке —

Ытарайми хитре пике

Çӳçне чӳхенĕ чух Рейнра

Чăваш-хун пулнă хăватра.

Çапла, эпир — хун йăхĕнчен.

Юхать хун юнĕ паянччен

Чăвашăн юн тымарĕнче,

Вăй çуратса ун чунĕнче.

Эс — мулкач мар


Ма-ха вăтанатăн, чăваш,

Чăвашпа чăвашла калаçма?

Чăнах та-шим эс питĕ йăваш,

Пĕлейместĕн пулсан çын пулма?

Эс чăлах-им çынран вăтанма,

Тăвану лăпăр-лапăр-и сан?

Ăнланмастăн çакна эсĕ ма,

Чăвашран ху çуралнă пулсан?

Ма-ха, эс, култаратăн çынна,

Пытарса ху чăваш иккенне?

Хурах-им, эс, кала-ха мана,

Пытарма çынсенчен чĕлхӳне?

Эсĕ ма-ха хăратăн, чăваш,

Пуплеме чăвашла савăнса?

Эсĕ чăх-им е мĕскĕн мулкач,

Пурăнатăн пулсан йăпшăнса?

Çук, тăванăм, эс — çын, мулкач мар

Вăтанмашкăн тăван чĕлхерен.

Чăвашла калаçма хăнăхар

Ăçта та хамăрла, чĕререн.

Икĕ тĕнче хушшинчи туслăх


Чăваш юррине халалласа…

Пур çĕрте те халăх хăйне юрăпа хавхалантарма пĕлет. Юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, халăх тытса пыракан ырă йĕркепе пурăнма вĕрентет, телейшĕн кĕрĕшме хавхалану парать…

Чăваш юррисем янравлă, ăшă туйăмлă, çут çанталăк илемлĕхĕпе пĕр кĕвĕллĕ пулаççĕ, вĕсенче çынсем хăйсен кăмăл-туйăмне кăтартаççĕ…

 

* * *

Пит çăмартине хĕвел шевли кăтăкланăран вăранса кайрĕ Юрилемпи. «Ах! Епле илемлĕ-ха çут çанталăк!» — шухăшларĕ хĕр. Чăнах та, Юрилемпи пурăннă вырăн калама çук илемлĕ пулнă: йĕри-тавра пиншер çул кашласа ларакан юмансем, аякрах та мар Юрă Амăшĕ ятлă юхан шыв йăлтăртатса выртнă. Хăй те вăл шур чулран купаланă темиçе хутлă, тем пысăкăш çуртра пурăннă. Çуртри кашни пӳлĕмĕнченех юрă кĕвви илтĕннĕ.

Çапла йĕри-тавра юрă янăракан патшалăхра çуралнă та чиперкке. Патшалăхĕ те ахаль патшалăх пулман, асамлă Юрă патшалăхĕ пулнă. Çак пĕчĕк çĕр-шывра кашни кунах çĕнĕ юрă, çĕнĕ кĕвĕ çуралнă. Маларах каларăм ĕнтĕ, патшалăхĕ асамлă пулнă, ăна никам та курман, ун çинчен никам та пĕлмен. Çавăн пек илемлĕ çĕре кайса курас тесен чăн чăваш культурине хисеплемелле, ăна чунтан юратмалла пулнă. Шел пулин те, çавăн пек çынсем хальхи вăхăтра çуккипе пĕрех…

Малалла

Сан мăшăру эп пулăп...


Сан çинчен юрласчĕ юрă

Чунăм каниччен.

Яланах пĕрле эс пурăн

Ĕмĕр иртиччен.

 

Пурнăçра сана сунатăп

Ырлăх, сывлăх, юрату.

Чĕрӳнте кирек хăçан та

Сан çĕклентĕр хăвату.

 

Çĕнелсе çĕкленчĕ пурнăç

Савнă çĕршывра.

Чĕресем хĕмленсе çунĕç,

Эсĕ — ман çумра.

 

Ерипен кунсем шăваççĕ,

Асăмрах пулни-иртни.

Куçусем вут-хĕм сапаççĕ,

Инçе мар эпир кĕтни.

 

Пурнăçра телее тупăп

Эп санпа кăна.

Савнă мăшăру эп пулăп,

Чунтан сав мана!

■ Страницăсем: 1... 281 282 283 284 285 286 287 288 289 ... 796