Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Андрей ПеттокиЕркӗнПурăнас килетТĕлĕнтермĕш юмахсемСунарçă халлапĕсемЫтла та вăрттăн юратуЫлханлă хура çĕмĕрт

Аптекăра


Ват çын аптекăна пырсассăн

Рецепт кăтартрĕ те, иртсе

Вырнаçрĕ шăппăн, питĕ ырнăн

Тенкел çине пĕр кĕтессе.

 

Çав самантрах хĕрсем пĕр ушкăн,

Килсе кĕрсе, фармацевтран

Ыйтма пуçларĕç: «Пар хăрушă

Чиртен эмел, аппа, СПИДран».

 

Çăмăлттайла хăйсем тумланнă,

Кĕпи-тумтирĕ — ярханах,

Питне-куçне сăрпа варланă,

Çӳç те çуман пуль тахçанах.

 

Сăмах переççĕ питĕ шухă:

«Пар хăть пĕрер презерватив.

Чир çаклатма çук кăмăл-шухăш,

Тата... ан пултăрччĕ ачи».

 

Темех пулман пек тыткаларĕ

Çакна илтсен те фармацевт.

Ăнлантарма тӳрех пуçларĕ

Юххасене СПИДран «рецепт».

 

Ахăлтатса лешсем итлеççĕ,

Шăв-шав тăрать аптекăра,

Презерватив хĕве чикеççĕ...

Мăкăртатать мучи ăшра:

 

«Эпир те ĕлĕк пулнă çамрăк,

Анчах асман кун пек нихçан...»

Чăтсан-чăтсан хытах каларĕ:

«Кăшт вăтанасчĕ ват çынран»!

Сĕнӳсем


Ыр этем пул кăмăлпа,

Ан харкаш нихçан çынпа.

Хĕвре чул тытакана

Çăкăрпа пер тенĕ пек,

Лайăх ту ĕçпе ăна

Хăвăн чуну хушнипе.

 

Çитсе кур çитмен çĕре,

Тĕнчене курса çӳре.

Ĕçрен эсĕ ан хăра,

Эрех хыççăн пит ан кай.

Çиме тăрăш лайăхрах:

Сĕт-çу, çимĕç, аш-какай.

 

Сывлăмпа çара уран

Ирхине çӳре çуран.

Çăвăн сивĕ шывпалан,

Иванов меслечĕпе.

Сывлăх пултăр сан ялан

Чăн пăхаттирĕнни пек.

Поэт чĕри...


Поэт чĕри, эс мар-и юхан шыв,

кала, эс мар-и юнсене

пĕр канăçа пĕлмесĕр хăвалан,

пĕр ерипен юхан, пĕр ейĕве яран,

тан таппине авăрсене пĕтĕрттерен?

Кала, эс мар-и вăл

пăхăнманлăхупа çунатăн,

поэт чĕри?

 

Шурă çӳçлĕ...

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

Шурă çӳçлĕ сăрт-ту шухăшлать,

темскер çинчен шутлать те шутлать

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

 

Ту тĕлне

ăмăрт кайăк чĕреллĕ çуревçĕ тухать —

çулсăр-мĕнсĕр васкать,

çӳлелле ăнтăлать,

ту тĕлне

туя тытнă шур сухал тухать —

яшлăхне ас илсе

чĕрине хытарать,

ту тĕлне

çӳллĕшрен чунĕ çук çул çӳревçĕ тухать —

каялла чакать.

Ларать сăрт-ту,

мăнаçлăн ларать.

 

Поэтăн шухăшĕ...

поэтăн шухăшĕ, эс мар-и çав сăрт-ту,

кала, эс мар-и çынсене

хăв тӳпӳне çитме чĕнетĕн,

ирхи тĕтрен, шур пĕлĕтĕн юхатăн,

çĕр чĕтретсе кĕмсĕртететĕн те

чăл-пар вататăн?

Кала, эс мар-и вăл

мăнаçлăха çĕклетĕн,

поэтăн шухăшĕ?

Малалла

Ырă сăмахсем


Ял çумĕнчи Ыртус кӳллине пурте лайăх пĕлеççĕ. Пысăках мар вăл. Хăй ĕмĕрĕнче тем те курнă, тем те тӳснĕ çак кӳлĕ. Ун çинчен хывнă юмах-халапа пĕтĕм ял-йыш пĕлет. Мана та асатте каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ вара сире каласа паратăп.

Çуллахи вăхăтра виçĕ кун хушши пĕр чарăнмасăр çумăр лӳшкерĕ. Витререн тăкнă пек çунипе ял çумĕнчи кӳлĕ те тулса кайрĕ. Пĕр каçхине ял халăхĕ çывăрма выртсан кӳлĕ çывăхĕнче сасартăк кĕмсĕрт! туни илтĕнчĕ. Ытти çынсем те илтрĕç, те илтмерĕç, анчах та эпĕ (ку вăл ман асатте, вăл Хĕветĕр ятлă) кӳлĕ çывăхнерех пурăннă пирки çак сасса уççăнах илтрĕм. Тул çутăличченех мĕн пулчĕ-ши тесе шухăшласа выртрăм. Ирхине ирех тăтăм та ял йĕри-тавра пăхса çаврăнтăм, анчах нимĕн те асăрхамарăм. Вара кӳлĕ патне кайса пăхма шутларăм. Хĕвел те шуса тухрĕ, кайăксем те юрлаççĕ, темиçе кун çумăр çунă хыççăн çанталăк уяртса ячĕ. Кӳлĕ çине сăнасарах пăхса илтĕм — нимĕн те улшăнман пек. Ирхи тӳлек те лăпкă çанталăкпа киленсе тăратăп… Сасартăк кӳлĕ çийĕн темле ăнланмалла мар сасă илтĕнсе кайрĕ. Сасси вăйланса та вăйланса пырать. Кăшт тăрсан кӳлĕ варринче пĕр пысăк пуç курăнса кайрĕ: ни çын пуçĕ пек мар, ни пулă пуçĕ мар — тискер те хăрушă. Хăранипе те тĕлĕннипе пĕтĕм вăйран хыттăн кăшкăрса ятăм. Ал-ура хускалми пулса ларчĕ, вырăнтан та хусканаймастăп. Çак тискер чун ним пулман пек манпа калаçма пуçларĕ.

Малалла

«Çĕр-тĕнче...»


Çĕр-тĕнче. Пĕр тĕнче. Кĕр! тĕнче.

Тата мĕн пур санран капмарри?

Пур! — чĕре ялкăшса вут сапни;

Пур! — чунри сăвă, чи тĕпĕнче!

 

...Çук — хыпмарĕ чĕре телейпе.

Çук — тухмарĕ чунри шăранса.

Тек çӳретĕп юри... шавласа.

Тĕк тăрса шутламасăр пĕрре.

 

Чăмăр-çĕр-çаврашка çаврăнать.

Пăлтăр-пăлтăр кумать ман кун-çул.

Тĕл пулмарĕ хисеп, кану, мул.

Терт-инкекĕ — мăйран çакăнать.

 

Ах, сукмакăм — лапра та-..пуш хир,

Ăçта çитĕн каплах аташсан?

Пачах çĕтĕн, сыв пул, — тесе — Сан;

Çĕре кĕрĕç ак шăмă та тир.

 

Тек çӳретĕп Çĕре таптаса;

Кĕсье çĕтĕк — çил çеç... алхасать.

Пуш параппан


Тус-пĕлĕшне курсассăн ăс пама,

Юмах ярса лармашкăн пит ăста вăл.

Сăлтав тупса, çынсен куçне уçма

Çав териех хитре вĕреннĕ Павăл.

 

«Кăна тăвас пулсассăн ак çапла, —

Калать вăл, — ӳркенмесĕр вăй хурсассăн,

Вара кал-кал ĕç кайĕ малалла.

Апла пулсан, мĕн-ма сывлас-ха ассăн?»

 

Çынпа сăпайлă шав калаçура,

Чи кирлĕ сĕнӳсем ялан ун хатĕр.

Çук, хăрамасть вăрçмашкăн пухура

Нихçан пĕр-пĕр йăваш çынна çак «паттăр».

 

Çак Павăл ăслă çын тесе, ăна

Пĕр пысăк ĕç шанса пама шутларĕç.

«Хе, тупнă ухмаха! Ма кирлĕ вăл мана?» —

Пуш параппан ал-хапăл хуравларĕ.

Нервă тени — тимĕр мар


Пĕр-пĕрне кӳрентерни,

Кĕвĕçсе çилентерни

Никама вăл кирлĕ мар.

Тулашмасăр пурăнар.

Ăнланар çакна кашни:

Мĕншĕн кирлĕ харкашни?

Нервă тени — тимĕр мар:

Пĕр-пĕрне, туссем, упрар!

Ним усси çук, иçмасса,

Пурăннин çын ятлаçса.

Тăвансемĕр! Çавăнпа

Туслă пурăнар çынпа.

Шоферпа арçын ача


Бетон унки çаклатнă автокран,

Хуллен ăна хурса прицеп çине,

Яйпа кăна тапранчĕ вырăнран,

Кая чакса. Анчах кăшкăрнине

Илтсен шофер, темрен хăранăран,

Ик урипех тăп! пусрĕ тормозне.

 

Тӳрех сиксе тухсан кабинăран,

Вăл курчĕ пĕчĕк йытă çурине.

Кран айнеллех кĕрсе леш кайнăран,

Туртать, иккен, хастаррăн тул енне

Ăна арçын ача, тытса мăйран.

Пуш аллипе шăлать хăй куççульне.

 

— Шăхлич ача! Сана ĕнсе чикки

Халех яратăп хыттăн тыттарса, —

Тесе шофер, çупса ярас пирки

Алне çĕклерĕ çеç, тем илчĕ астуса.

— Пар, йыттуна! Хам пулнă сан пекки

Ача чухне, — каларĕ лăпланса.

Асамçă кӳлĕ


Ирхине уçă кантăкран кĕрекен хĕвел шевли питрен ачашласа илнинчен вăранса кайрăм. Килте шăп. Урамран хур-кăвакал сассисем илтĕнеççĕ. Часах килти алăк чĕриклетсе уçăлчĕ. Кукамай кĕчĕ пулас. Вăл кухньăра темĕскер шăнкăр-шăнкăр тутарчĕ те вăр-вăр каялла тухса кайрĕ.

Эпĕ кукамай патне çуллахи каникул вăхăтне ирттерме килнĕ ĕнтĕ. Çапах та кунта уçă сывлăш-çке, илемлĕ тавралăх. Йĕри-тавра симĕс улăх-çаран сарăлса выртать, аякрах та мар — ешĕл вăрман, вăрман хĕрринче вара çутă кĕленче евĕр тăп-тăрă юхан шыв юхса выртать. Кунти ял çыннисем ăна темшĕн Асамçă кӳлли теççĕ. Мĕншĕн-ха çавăн пек калаççĕ ăна? Кукамайран йăлтах ыйтса пĕлĕп-ха тесе шутласа выртрăм.

Вырăн çинчен вăр-вар тăрса тăхăнтăм та картишне тухса кайрăм. Тулта ирхи сывлăш, хапха кĕтессинче ларакан чечексем çине ӳкнĕ сывлăш шăрçа пек йăлтăртатни таçтанах курăнать. Çавăнтах эпĕ кукамая сăнарăм. Вăл чăх-чĕпсен картинче темĕн кăштăртатать. Эпĕ тухнине сисмере пулас, пуçне ман енне пăрчĕ те йăвашшăн кулса илчĕ:

— Мăнукăм, кӳлĕрен витрепе шыв ăсса кил-ха, — терĕ.

Эпĕ карта алăкĕ патĕнче тăракан тимĕр витресене илтĕм те тухса кайрăм.

Малалла

«Тусăм, чунăм, пит ывăнтăн эс...»


Тусăм, чунăм, пит ывăнтăн эс...

Пусăм-пурнăç пуçать те ытла.

Шутласассăн апла та капла —

Шуса килчĕ аса тван кĕтес.

 

Кивĕ пӳрт, эсĕ çеç юлтăн — Тус.

Сивĕ, тăлăх пуль мансăр сана.

Хутса ярăп çитсе кмакуна.

Чуп, автобус, вĕçтер, ăнтăл, кус!

 

...Каç та анчĕ яла кĕнĕ чух.

Хапха пачĕ алне-хăлăпне.

Пилĕк çул ĕнтĕ çук ман анне.

Пин-пин çул тĕнче пулĕ! Вăл çук...

 

Хӳме урлă кĕретĕп киле:

Хӳсе хунă кĕртсем хапхана.

Вăр-хурах пек туятăп хама! —

Вăт кĕретĕп пӳрте... хирĕнсе.

 

Хура пӳрт! Ман шап-шур ĕнтĕ пуç.

Ална кӳр. Ах, тăкать тем ик куç...

■ Страницăсем: 1... 272 273 274 275 276 277 278 279 280 ... 796