«Çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕрлерĕ...»
Çиçĕм çиçрĕ, аслати кĕрлерĕ,
Ямшăк килчĕ, каймалла кăна.
Кĕтрем-кĕтрĕм, ăсатма килмерĕн,
Кĕрсе тухмаллаччĕ хамăнах.
Юрату çуначĕ çутă кайăк,
Çулне тупĕ юратсан чĕре,
Эс мансан та, эпĕ манса каймăп,
Çунмăпах хаяр кĕвĕçӳре.
Сăртпа сăрт çеç пĕр-пĕрне тĕл пулмĕ,
Эпир тĕл пулатпăр пурпĕрех.
Сансăр çумăр çумĕ, хĕвел кулмĕ —
Уйрăмшар савмасть телей пире.
Юрату çуначĕ çутă кайăк,
Çулне тупĕ юратсан чĕре,
Эс мансан та, эпĕ манса каймăп,
Çунмăпах хаяр кĕвĕçӳре.
Уйрăлу та пулĕ, тĕлпулу та,
Черетпе килет тĕнче йĕрки.
Иксĕмĕр нихçан та çичĕ ютăн
Уйрăлса каймастпăрах эпир.
Надежда Тинюкова (2011-11-07 18:48:29):
Виталий Петрович Станьял çырнă сăвăсем çунатлантараççĕ.