Шурă акăш


Пĕр пысаках мар çĕр-шывра çамрăк, питĕ ырă та ăслă патша пурăннă. Вăл хăйĕншĕн мар, хăйĕн çыннисемшĕн тăрăшнă. Çавăнпа та пуль пурнăç çак çĕр-шывра мирлĕ пулнă. Кашни çын пурнăçа мĕнлерех лайăхлатма пулать-ши тесе шутланă.

Ку çĕр-шывра питĕ нумай юхан шывĕ те пулнă. Юхан шывсенче тĕрлĕрен пулă, хур-кăвакал тата ытти чĕр чунсем пурăннă.

Патша керменĕ чи пысăк та тарăн юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Çак юхан шывра тĕлĕнмелле пулăмсем пулса иртнĕ: чĕр чунсем çакăнти шывра çынсен чĕлхипе калаçма пултарнă, чирлĕ çынсем кунта шыва кĕнĕ хыççăн сывалнă. Анчах юхан шывран пĕр-икĕ километр аяккарах кайсан пĕтĕмпе каялла хăй вырăнне кайса ларнă: чĕр чунсем калаçма пăрахнă, çынсем каллех чирлесе кайнă. Çак шыв чирлĕ çынсене кăна пулăшнă, ыттисене вара сиен кӳнĕ.

Часах патша юнашар çĕр шыври патшан хĕрĕпе çемье çавăрнă. Пысăк туй тунă. Пурте савăннă, юрланă, ташланă!

Анчах савăнăç нумая пыман. Тепĕр темиçе кунтанах вĕсем çине тăшман çарĕ тапăннă. Патша пысăк çар пуçтарса патшалăхăн мирлĕ пурнăçĕшĕн çапăсма тухса кайнă. Кайиччен вара хăйĕн арăмне çапла хушса хăварнă:

— Эсĕ керментен ан тух, юхан шывра шыва ан кĕр. Кирлĕ чух çынсене пулăш. Маншăн ан пăшăрхан, пĕтĕмпех лайăх пулĕ, — тенĕ те тухса кайнă.

Патша арăмĕ кунĕпе керменте ларнă, патшалăхри ĕçсене майлаштарнă… Вăл çынсене ытлашши ĕç хушман , пĕтĕмпех хăй тума юратнă.

Пĕррехинче вăл пĕр пĕччен юлнă. Çанталăк шăрăх пулнă. Пӳлĕмре пăчă пулнипе чӳречесене уçса пăрахнă. Кĕтмен сĕртен пӳлĕме хуп-хура кăвакарчăн вĕçсе кĕнĕ.

— Ырă кун пултăр, чиперккем! Эпĕ Ласу ятлă. Сана вара мĕнле чĕнеççĕ? — тенĕ вăл чӳрече ани çине вĕçсе ларса.

— Ырă кун пултăр, хисеплĕ кăвакарчăн. Эпĕ — Мели, — хуравланă патша арăмĕ хăйĕн юхан шыв пек шанкăртаттарса юхакан сассипе.

— Апла туссем пулар, Мели. çакăн пек ыр çанталăкра пӳртре кам лартăр? Садра уçăлса çӳреме кăмăл çук-и сан?

— Тем пек тухас килет те, анчах мана ниçта та тухма хушман, — хурланса пĕлтернĕ Мели. — Итлемесен юрамасть…

— Урама тухнăшăнах нимĕн те пулмĕ. Эпĕ сана усалсенчен сыхлăп. Никама та кӳрентерме памăп.

— Çук-çук, тухмастăп. Тухма хушман, апла пулсан — тухмастăп

— Эпĕ сире тахçантанпах сăнатăп. Cан пек хитре хĕре ют çынсем вăрласа каясран хăранă вăл.

Мели хулпуççийĕ çине ларнă, унтан шăпăрттăн çапла хушса каланă:

— Çак садри юхан-шыв тепĕр енче пи-и-тĕ хитре чечек пур. Вăл çак улăхра алă çулта пĕрре кăна çуралать. Ун пек чечек эсĕ урăх ниçта та кураймăн. Айта кайса пăхăпăр.

— Мĕншĕн ниçта тухмасăр пӳртре лармалла, Ласупа пĕрле садра уçăлса çӳре, хитре чечеке кайса кур, — терĕ шалти пĕр сасă, пĕрремĕш Мели.

— Сана ниçта тухса çӳреме те каламан, мĕншĕн хушса хăварнине пурнăçламастăн? Мăшăру пĕлсен çилленĕ, инкек-синкек сиксе тухсан кулянмалла пулĕ, — хирĕçлерĕ ăна иккĕмĕш Мели.

Мĕн тесен те, пĕрремеш Мели ниепле те парăнасшăн пулмарĕ: — Кăшт çеç уçăлса çӳре. Хитре чечекне кăна курса кил.

— Ниçта та тухса ан кай,шыва та ан кĕр, — янăранă хăлхара Уратлуп сăмахĕсем.

— Каймалла, хĕрĕм. Килте мĕн пăчăхса лармалли пур. Упăшку сан инçетре, Эсĕ уçăлма тухнине сиссе те юлаймасть. Чечек вара кĕтмест. Паян чуна илĕртет те ыран типсе ларма пултарать, тепĕр алă çулсăр та кураймастăн, — тенĕ кăвакарчăн чеен.

— Юрать, анчах эпĕ пĕччен мар, хамăн шанчăклă тусăмпа, Кампурпа.

Мели сада тухрĕ, анчах унта Кампур курăнмарĕ.

— Ăçта кайма пултарнă-ши вăл? Унсăрăнах кайма тивет, — пăшăрханса каланă Мели.

Пĕр вăхăт Ласу та, Мели те ним шарламасăр пынă. Юхан шыв патне пырсан вара Ласу:

— Мели, эсĕ ишме пĕлетĕ-Мели, эсĕ ишме пĕлетĕн-и? — тесе ыйтнă.

— Паллах, пĕлетĕп. Тинĕс хĕрринче ачаранпах пурăннă, шывран тухма та пĕлмен. Кунта та ишсе пăхас, — тенĕ те шыв ăшне пилĕк таран кĕрсе тăнă. Çав хушăра Ласу ăна хăйĕн çунаттипе çапса илнĕ те Мели шап-шурă акăш пулса тăнă. Хура кăвакарчăнран — тухатмăш карчăкĕ. Вăл акăш çунаттинчен пĕр тĕкне кăларса илнĕ те çилпе вĕçтертсе янă, хыççăнах Мели пек хитре сăн-питлĕ, çинçе пилĕклĕ, яштака кĕлеткеллĕ хĕр пулса тăнă. Мелисем хушшинчи уйрăмлăх: чăн-чăн Мелин кăвак куçĕсем кантăк евĕр çуталса тăнă, унта унăн ырă кăмăлĕ витĕр курăннă. Суя Мелин куçĕсем тухатмăш карчăккиннех юлнă, хура тĕксĕм куçĕсем сиввĕн пăхнă.

Суя Мели керменте пурăнма пуçлать. Часах Уратлуп хаяр вăрçăран çĕнтерсе таврăнать. Вăл тӳрех хăйĕн юратнă арăмĕ патне васкать. Мели малтанхи пек ăшшăн калаçманни, тӳрккес те кăнттам пулни, ĕçлеме ӳркенни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет ăна. Çакна керменте ĕçлекенсем те сисеççĕ.

Шура акăш, чăн-чăн Мели, юхан шыв хĕрринче пурăннă: шыва кĕнĕ, унти ытти акăшсемпе паллашнă. Часах шурă акăш çăмартасем тунă, пусма ларнă, чĕпсем кăларнă, вĕсене упранă, усал-тĕселтен сыхланă. Ытармалла мар сап-сарă виçĕ пĕчĕк чĕпĕ амăшĕн савăнăçĕ пулнă. Чĕпĕсем питĕ хăвăрт çитĕннĕ. Уснĕçемĕн вĕсен нумайрах та нумайрах пĕлес, инçерех те инçерех вĕçес килнĕ. Амăшĕн чĕпписене çухатас килмен, çавăнпа та вĕсене пăхса сăнасах тăнă. Чĕпĕсем тĕттĕм каçри çутă пек унăн пурнăçне çутатса тăнă-çке, пурăнма вăй-хăват панă. Хăйĕн чун тĕпречĕкĕсемсĕр пурнăç малашлăхне те курман вăл.

— Инçете ан вĕçĕр, вĕçсен те хитре, çӳллĕ кермен патне ан пырăр. Унта усал çынсем пурăнаççĕ, — асăрхаттарнă амăшĕ чĕпписене сарлака та çемçе çунаттисемпе хăйĕн айĕнче ăшăтса ларнă чух, пичĕ тăрăх юхса аннă вĕри куççульне пытарса.

Чĕпписен те амăшне кулянтарас килмен.

Анчах… Анчах пĕр хĕвеллĕ ăшă кун пĕчĕк акăш чĕпписем лĕпĕш хыççăн хăваласа чупса хăйсем сисмесĕрех патша керменĕ патне çитсе тухаççĕ. Хăйсем ăçтине ăнкарса илсен киле кайма шутлаççĕ. Сасартăк вĕсен умне Ласу тухса тăрать, палласан та — палăртмасть, палламанçи пулса çепĕççĕн калаçма тăрăшать:

— Ай-уй, мĕнле пĕчĕк чĕпĕсем çӳреççĕ кунта? Кама шыратăр? Çухалса кайрăр-им?

— Эпир лĕпĕш хаваламалла вылярăмăр та, сисмен те — кунта çитсе тăтăмăр, — тенĕ пĕчĕкскерсем кулянса.

— Çухалса кайрăр-и? Питех те шел сире, хырăмĕ те выçать пуль. Айтăр, кĕрĕр, керменте сире валли мĕн те пулин тутли тупăнатех, ĕçмелли те пулĕ. Ывăннă хыççăн çывăрас та килет пулĕ, вырăнне те сарса парăп. Ыран ирхине мĕн тумаллине куç курĕ.

Ласу чĕпĕсене хăй енне çавăрчех. Ыррăн та ăшшăн калаçма пикенсе пĕчĕкскерсене кермене илсе кĕртрĕ, çитменнине хырăмĕсем те хытах выçса кайнăччĕ.

Çак вăхăтра шурă акăш чĕпписене шыраса çӳренĕ. Ăçта кăна çитмен-ши вăл: хурсем пурăннă утрава та, хăнтăрсен çурчĕ умне те... Пакшасенчен, мулкачсенчен, шăшисенчен пепкисем çинчен ыйтнă, анчах никам та курман. Апла пулин те Мели шанчака çухатман. Ăслă та маттур тăмана пулăшнипе вăл патша керменĕ патне курмалла мар вĕçсе пынă та часах ачисене шыраса тупнă. Чĕпĕсем амăшне курнипе савăнăçне ниçта чикеймесĕр шавлама тытăннă. Хаваслă сасса илтсе керментен Ласу сиксе тухнă, Уратлуп та тухса пăхмасăр чăтайман.

Шурă акăша курсан Ласу тарасшăн пулнă, анчах Уратлуп ăна тарма паман.

— Мĕн пулса иртет кунта? Ку шурă акăшпа пĕчĕк чĕпĕсем пирĕн патăрта мĕн тăваççĕ? — ыйтнă Уратлуп.

— Акăшĕнчен хăйĕнчен ыйт, — тенĕ Ласу сиввĕн.

Шурă акăш хăйĕн пурнăçĕ çинчен пĕтĕмпех каласа панă. Вăл каланăçемĕн Ласу ирĕлсе пынă. Мели ачисене шыраса кунта çитни çинчен пĕлтерсен урайĕнче хура пысăк сас паллисемпе «УСАЛ» тесе çырнă сăмах юлнă.

— Ласу вăл тепĕр майлă Усал-çке. Уратлуп — Пултару. Мели вăл — Илем, — тенĕ патша.

Çак сăмахсем хыççăн шурă акăш каялла çын пулса тăнă, пĕчĕк чĕпĕсенчен виçĕ патвар арçын ача.

Патша пурне те ыталаса илнĕ, хăйĕн керменне илсе кĕртнĕ. Пурте савăнăçлă, хавас.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Андрей Андреев (2011-11-03 19:05:53):

Маттур эсĕ, Аня. Санăн калавна вуласа тухрăм та эсĕ çавăн пек вăйлă çырма пултарнишĕн питĕ савăнтăм. Калав ырăпа вĕçленни килĕшрĕ. Çырас пултарулăхна малалла та аталантар. Конкурсра та ĕçна пасăка хурса хакламалла пултăр!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люд@ (2011-11-03 20:57:35):

Маттур эсĕ,Аня.Хитре çырнă,вулама питĕ интереслĕ. Мана питĕ килĕшрĕ. Çырма пултаратăн!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Настя (2011-11-03 21:02:43):

Мана ку калав питĕ килĕшрĕ, эпĕ ăна интересленсех вуларăм.Тата нумайрах çыр, пире хăвăн пултарулăхупа савăнтар.Маттур!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Таня (2011-11-03 21:09:08):

Мĕн тери кăсăклă хайлав!Вулама пуçлатăн та вĕçленичченех уйрăлаймастăн.Маттур!

 

Ольга (2011-11-09 20:35:59):

Аня, питĕ маттур!! Мана питĕ килĕшрĕ!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Людмила (2011-11-10 14:14:52):

Санăн калаву ман кăмăла кайрĕ. Чуна пырса тивекен, шухăша яракан калав. Хайлавра ырри усала çĕнтерет, çавăншăн питĕ савăнтăм. Çырма пултаратăн. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: