Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ĕçсе те вăрласа йăпанакан çĕршывăм,
Сăнна-пуçна çухатрăн вĕт, çершывăм?
Маçак-мамак пилне ăша илмесĕр
Таçти ăçтиçука итлетĕн эсĕ,
Айван çĕршывăм!
Татса та сутăнса пайланакан çĕршывăм,
Вăрă-хурах çаратрĕ вĕт, çĕршывăм?
Ырра та усала картма пĕлмесĕр,
Тĕнсе те минресе арпашрăн эсĕ,
Тăмсай çĕршывăм!
Енчен енне çапăнакан çĕршывăм,
Тĕлĕксемпе аташрăн вĕт, çĕршывăм?
Суя сăмахсене чухла пĕлмесĕр
Ачусене вута чикетĕн эсĕ,
Ухмах çĕршывăм!
1995, кăрлач, 1.
Шупашкар.
Кĕтӳ пĕрремĕш хут тухать,
Паян тухать кĕтӳ!
Ял çийĕн янкăс сас юхать —
Урамшăн — хĕпĕртӳ!
Мĕкĕрттерсе пырать ĕне,
Çил пек вĕçет путек.
Лачакара кĕрет тĕне
Тăми-выртми мекек.
Шур çăкăрпа тăрать инке,
Тăвар сулли — мучин.
Пилеш хулли пулман иккен
Кĕçен кĕтӳç ачин.
Вăр-вар хăпарчĕç ачасем
Тайлăк пилеш тăрне.
Таса пилеш турачĕсем
Тыттарчĕç пĕр-пĕрне.
Сар чăкăт, шурă çăмарта,
Тултармăш, сĕт, уйран...
Мăнаçлăх — çамрăк кăкăрта,
Инçетлĕх — мăн уйра.
Ача-пăча, кĕтӳ — чăлпар!
Яш чĕрлĕхĕн — уяв.
Ĕрчевлĕх парччĕ, Пихампар!
Чарусăр çак туя!
1994, çу, 12.
Касак хипхи.
Паян эпир, ахтур, епле пуян,
Сĕтел тулли ларать таса шерпет.
Улпучĕсем те хамăрах паян,
Тарçи-тĕрçи те хамăрпа килпет.
Янтал тулли, ахтур, кăпăк сăра,
Сыпса пăхмассерен сыппа каять.
Ялти улпут ырри хамăрсăрах
Сăпсаланса пуç тăррине ларать.
Тапăртатать, ахтур, чалт урхамах
Çăварнире чупма питех хавас.
Паян ял-ял улпучĕ хамăрах,
Ыран вара, тăванăм, кам пулас?
Ĕçе кайма, ахтур, сиксе тăрсан
Пире валли çăл кутĕнчех витре
...Тĕппи хурар курка килсе тухсан
Юрлар, улпутăм, тепĕр хут хитреГ
1994, пуш 24.
Çӳлтикасси.
Пилĕк кĕнекеллĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» романпа йышлă пьесăсен, калавсен авторĕ Никифор Федорович Мранька литература ĕçне çирĕммĕш çулсен вĕçнеллех пуçăннă. Малтанхи вăхăтра тĕрлĕ корреспонденцисемпе очерксем, фельетонсемпе калавсем çырнă, каярах пьесăсем калăплама тытăннă.
Куславкка районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралса ӳснĕскер, вăл ĕлĕкхи кунçул нушине мĕн ачаран тутанса курнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсанах ĕçе пуçăннă: чайнăйра булка пĕçернĕ, пулăпа сутă тунă, юханшыв тăрăх сулă юхтарнă, баржа çинче тертленнĕ. Вунçичĕ çула çитсен, хăй ирĕкĕпе граждан вăрçине кайнă, Колчак эшкерĕпе çапăçнă, аманнă хыççăн тăван ялне таврăннă. Суранĕ сиплене пуçласанах Элнет юханшывĕ çинче сулă юхтарнă. Кĕçех ăна Пилешкасси ял Совечĕн председательне суйланă. Çавăнтанпа чĕрĕк ĕмĕр ытла вăл Советсен тĕрлĕ органĕсенче, райхаçатра, КПСС райкомĕнче ĕçленĕ. 1942—1945 çулсенче çарта пулнă.
Хăйĕн малтанхи произведенийĕсенче Н. Мранька класс тăшманĕсен сиенлĕ ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларассине малти вырăна хунă. Çамрăк чух юханшыв çинче ĕçленине асра тытса, писатель «Элнет» драмăра мул хуçисем сулă юхтаракансен çичĕ хут тирне сӳсе пурăннине, юрлă çынсен ĕмĕртен килекен асапне çырса кăтартнă, «хура халăх» хушшинче социаллă килĕшӳлĕх нихăçан та пулманнине, чухăнсем пусмăрçăсене мĕн авалтан курайманнине палăртнă. Шăпах çак курайманлăх хăватне çирĕплетет те Элнет юханшывĕ çинчи чăвашсемпе мари бурлакĕсен 1905 çулхи революциллĕ пăлхавĕ.
Малалла
Чи çӳллĕ ту паян мана туртатчĕ кăчăк,
Унта эп хăпарма ĕмĕтленеттĕм кашни кун.
Кунта, çĕр тĕпĕнче, мана ытла та пăчă,
Лачакара, шапасемпе шав тертленетчĕ чун.
Кунран-кун тертленсе, çӳле-çӳле хăпартăм,
Чи çӳллĕ ту çинче тăратăп пĕр-пĕччен.
Хаяр сив çил вĕрет. Плаща туртса кăлартăм
Кутамккаран, хӳтĕленес тесе çилрен.
Пĕр авăк çил ăна туртса илсе вĕçтерчĕ,
Сив çил çинче ак халь тăратăп çап-çара.
Хăш еннелле илсе каять этемлĕх терчĕ,
Тăратăп халь — те тамăкра, те çăтмахра.
Кунта чи çӳллĕ ту çинче пуш-пушă,
Апла мĕскершĕн килтĕм эп кунта?
Тен, аялтах тертленмеллеччĕ пуль тем хушă,
Чĕрĕ чунсем çапах та пурччĕ-çке унта!..
Халь эп çӳлтен анас тесе пит тертленетĕп,
Çул çӳлелле кăна, анмашкăн унпа çук.
Çӳле хăпарнипе кăна телей, пĕлетĕп,
Чикмекĕ хуçăлсан тупмашкăн çук кучух.
20.04.2007.
Çунат сулса, çӳле-çӳле вĕçес килет,
Унта, çич пĕлĕт хушшинче, пурнас килет.
Унта, пĕлетĕп, ирĕк, çук усал хуçа,
Кашни укçаллă çын касаймĕ ман пуçа.
Унта — тасалăх, чăнлăх, ирĕклĕх хуçа,
Хура тĕс курăнмасть шап-шуррăн ман куçа.
Унта юрлакана никам тытса чармасть,
Унта çын çăварне никам та хупламасть.
Кунта, çак çылăхлă çĕрте, — ултав тĕнчи,
Кунта тискерлĕхпе усаллăхăн тĕнчи.
Текех юлмастăп эп, çунат сулса вĕçеп,
Хампа пĕрле маттур юлташсене чĕнеп.
17.04.2007
I
Çамрăк чух пыраттăм вăхăтран малта:
Урхамах пек çивĕч, шухă ĕмĕте
Çăварлăхламасăр таканлаттăм та
Ыткăнаттăм тĕпсĕр, вĕçсĕр инçете.
Кăмăла мĕн килнĕ е килсех пĕтмен —
Çитнĕ, курнă, çĕннĕ, илнĕ эп ăна.
Йывăрлăх мĕскер вăл? — эп ăна пĕлмен,
Çул çинчех сипленĕ тарăн сурана.
Çула май эп татнă шур чечексене,
Хĕрлине хăварнă, хурине курман.
Укăлчан сăрланă сарă хапхине —
Чухласах-и, çук-и — хыçăмран хупман.
Ӳкнисем — çухалнă, çухални — тек çук.
Ман ура айне, ав, ӳкнĕ вăхăт та.
Кирлĕ мар çур пурнăç, кирлĕ мар çур çул, —
Чапĕ те хисепĕ — пĕтĕмпех малта.
II
Вăтăрта пыраттăм вăхăтпа пĕр тан,
Ĕлкĕрсе çӳреттĕм урхамахăма.
Йăнăшнă пулсан та пĕр тĕлте пĕртак,
Хам шăпа хуçийĕ пулнă эп хамах.
Вăй питти этемшĕн инкек çук иккен,
Ман тавра тĕнче хăй çаврăннă иккен.
Ах, епле тăратчĕ савăк самани,
Савнисем çумрахчĕ, çукчĕ савманни.
Чăвашсем ахаль-и пӳрт хăпартнă чух
Малалла
Ман сана, юлташ, хам ăссăн
Ăс çӳпçи теес килет:
Шухăшусемпе — философ,
Юррупа чăн-чăн поэт.
Ахаль мар çунаççĕ ăсшăн
Куçусем çап-çут черккен.
Тĕнчене йăлтах курасшăн
Çуралайнă-мĕн черкес.
Тĕлĕнсе кайса пăхмалăх
Пур çĕр-шывăмăр паян.
Савăнса пăхса утмалăх
Черкес çĕрĕ те пуян.
Аслаçу пек шурă çӳçлĕ
Çав мăнаçлă тусенчен
Ма пĕри çеç шĕвĕр вĕçлĕ?
Тен, Парнас вăл сирĕн, тен...
Ай, чĕлхӳ япшар та тăчă:
Тусене тухатнăçем
Вĕсенчен пулса та тăчĕç
Ылтăн-кĕмĕл куписем!
Чăн та, пит хитре ӳкерчĕк, —
Аултан тухса çил пек
Карагезĕпе вĕçтерчĕ
Кăвак ту умне Казбек.
«Хура ту» енчен çу каçĕ
Айлăма шуса ансан
Пикесем вăййа тухаççĕ
Акăшсем пек ярăнса.
Ашшĕсен ятне ямаççĕ
Кăйкăр куçлă йĕкĕтсем —
Еплерех вĕсем ташлаççĕ
Чĕрне вĕççĕн çĕкленсе!
Аван мар тесе эп тăмăп —
Тăпăр-тăпăр ташшăма
Малалла
Мыскарари çынсем:
Якăп — хĕрĕх çулсенчи колхозник.
Кулине — унăн арăмĕ.
Вера — вĕсен хĕрĕ.
Валя — Вера тантăшĕ.
Петров — учитель.
Микула — Вера тусĕ.
Пĕрремĕш картина
Ял, урам. «Сельсовет» тесе çырса хунă вывеска. Инçех мар Вера тăрать. Ял Советĕнчен Петров тухать.
Петров. Тăхта-ха, Вера, кĕр-ха ял Советне.
Вера. Мĕн тума?
Петров. Кил-ха, санпа калаçмалли ггур.
Вера. Ой, васкатăп, çумăр килет, унччен фермăна çитмелле.
Петров. Эпĕ тытса тăмастăп, наччаслăха кăна.
Вера. Ну?
Петров. Кăçал каçхи вăтам шкул ĕçлеме пуçлать.
Вера. Вара?
Петров. Санăн вĕренме çӳрес пулать.
Вера. Вăхăт пулĕ-ши? Петров. Тупас пулать.
Урампа Валя пырать, Петровпа Вера тăнине курсан пытанса тăрса итлет.
Вера. Анне темле çав. Хиреç пулмĕ-ши?
Петров. Аннӳпе калаçăпăр.
Малалла
Вăрман, вăрман, сăрт-ту илеме,
Ман ĕмĕтпе кун-çул ăшши!
Сĕм-сĕм вăрман, туйса илентĕм
Сан хӳтлĕхе ĕмĕр тăршши.
Куçран пăхать çĕмĕрт чечекĕ —
Манми савни, вăрман пики.
Сан имлĕхпе упрантăм эпĕ,
Ан хуйхăр, тусăм, ман пирки.
Сар мăйăр шĕшкĕлĕх аппаçăм,
Сар вĕрене пекех йысна,
Сире те тăвăлсем лăскаççĕ,
Сире те шут хурать хысна.
Пичче пек маншăн йăрăс каврăç,
Инке пек уртăш юнашар.
Сире те шелсĕр касса кайрĕç,
Сире те типĕтрĕ пушар.
Атте пек аслă юман паттăр,
Анне пек сапăр яш çăка.
Сире манран иртме вăй патăр,
Сас патăр маншăн ват çăхан.
Вăрман, вăрман, çĕршыв илемĕ,
Пур-çуклăхпа хевте ăшши.
Тавах вăрман! Хампа илетĕп
Сан хӳтлĕхе ĕмĕр тăршши...
1992, юпа, 28.
Шупашкар.
■ Страницăсем: 1... 247 248 249 250 251 252 253 254 255 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...