«Ĕмĕр сакки сарлака» романпа унан авторĕ
Пилĕк кĕнекеллĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» романпа йышлă пьесăсен, калавсен авторĕ Никифор Федорович Мранька литература ĕçне çирĕммĕш çулсен вĕçнеллех пуçăннă. Малтанхи вăхăтра тĕрлĕ корреспонденцисемпе очерксем, фельетонсемпе калавсем çырнă, каярах пьесăсем калăплама тытăннă.
Куславкка районĕнчи Пилешкасси ялĕнче çуралса ӳснĕскер, вăл ĕлĕкхи кунçул нушине мĕн ачаран тутанса курнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсанах ĕçе пуçăннă: чайнăйра булка пĕçернĕ, пулăпа сутă тунă, юханшыв тăрăх сулă юхтарнă, баржа çинче тертленнĕ. Вунçичĕ çула çитсен, хăй ирĕкĕпе граждан вăрçине кайнă, Колчак эшкерĕпе çапăçнă, аманнă хыççăн тăван ялне таврăннă. Суранĕ сиплене пуçласанах Элнет юханшывĕ çинче сулă юхтарнă. Кĕçех ăна Пилешкасси ял Совечĕн председательне суйланă. Çавăнтанпа чĕрĕк ĕмĕр ытла вăл Советсен тĕрлĕ органĕсенче, райхаçатра, КПСС райкомĕнче ĕçленĕ. 1942—1945 çулсенче çарта пулнă.
Хăйĕн малтанхи произведенийĕсенче Н. Мранька класс тăшманĕсен сиенлĕ ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларассине малти вырăна хунă. Çамрăк чух юханшыв çинче ĕçленине асра тытса, писатель «Элнет» драмăра мул хуçисем сулă юхтаракансен çичĕ хут тирне сӳсе пурăннине, юрлă çынсен ĕмĕртен килекен асапне çырса кăтартнă, «хура халăх» хушшинче социаллă килĕшӳлĕх нихăçан та пулманнине, чухăнсем пусмăрçăсене мĕн авалтан курайманнине палăртнă. Шăпах çак курайманлăх хăватне çирĕплетет те Элнет юханшывĕ çинчи чăвашсемпе мари бурлакĕсен 1905 çулхи революциллĕ пăлхавĕ.
Ялсенче колхозсем йĕркелес, класс тăшманĕсемпе кĕрешес ĕçе пĕтĕм хастарлăхĕпе хутшăннă Н. Мранькашăн ялпа коллективизаци теми уйрăмах çывăх. Хăйĕн чылай произведенийĕнче çĕклет вăл çав ыйтăва. Ялти коммунистсемпе комсомолецсем тата тӳрĕ чунлă ытти çамрăксем пĕрлешӳллĕ хуçалăхсене тĕреклетессишĕн пĕтĕм вăйне хураççĕ. Çав хушăрах вĕсен хаяр класс тăшманĕсемпе те, ултавлă майпа пĕр-пĕр меллĕ вырăна лексе, колхоза шалтан кишĕклекен сатарçăсемпе те çине тăрса кĕрешме тивет. Сăтăрçисем вара нимле намăс-симĕсе те пĕлмен: малта пыракан ĕçченсемпе активистсене вăрттăн инкек кӳме те, выльăх-чĕрлĕхне вĕлерсе сăтăр тума та именсе тăман. Шăпах çакнашкал ĕçсене куратпăр та писателĕн «Аван пурăнатпăр» пьесипе ытти хăшпĕр калавĕсенче. Çав çулсенчех çырнă «Итлĕр!» вара тырă хатĕрлессипе колхоз йĕркелесси тавра пынă кĕрешĕве сăнлать.
«Ялсенче çĕнĕ йĕрке çирĕпленсе пынă май ĕççыннисем хуçалăх енĕпе тĕреклене пуçларĕç. Анчах хăшпĕр этемсем, тинтерех çеç хăрăмлă хура пӳртсенче пăнчăхса пурăннăскерсем ĕçре пĕчĕк чăрмав тупăнсанах, вилнĕ ĕнен сĕчĕ тутлăччĕ тенешкел, ĕлĕкхи пурнăçа ырăпа асăнма пăхатчĕç. Халăхра çавнашкал кăмăл палăрни кулаксемпе кĕрешме самай чăрмантаратчĕ. Шăпах çак ăçтиçуксене питлесе, вĕсен йăнăшне тарă шыв çине кăларма тăрăшрăм та эпĕ хамăн малтанхи произведенисенче»,— каласа паратчĕ Никифор Федорович, çыравçăн йывăр та пархатарлă çулĕ çине епле тăнине аса илсе.
Малтанхи хăюллă утăмсемпе хавхаланнă çамрăк писатель çĕнĕрен те çĕнĕ пьесăсем калăплать. «Сунтал» журналпа «Тракотор», «Илемлĕ литература» альманахсенче е уйрăмшар кĕнекен тухса пынипе пĕрлех вĕсене Чăваш академи театрĕ те лартнă. Писателĕн театр репертуарне кĕнĕ çирĕм ытла пьесинчен уйрăмах çаксене палăртас килет: «Элнет», «Тӳнтерлене хирĕç», «Аван пурăнатпăр», «Пĕрремĕш категори», «Капкăн хутаççи», «Атăл çинчи Шупашкар», «Тупа», «Тăван çĕршыв чĕнет», «Сержант Ванюшин». Куракансемпе театра çӳреме юратакансем вĕсене паян кун та ырăпа асăнаççĕ.
Н. Мранька тăшманла элементсем Совета хирĕçле ĕçсем тунине кăтартакан, çавăнпа пĕрлех вĕсене тăрă шыв çине кăларакан «Хатĕрленетпĕр», каппай та сĕмсĕр çынсене питлекен «Виççĕшĕ те пĕр калăпран», чăваш çамрăкĕсен граждан вăрçинчи паттăрлăхне мухтакан «Салют», совет саманинче хĕрарăм пурнăçĕ те лайăхланни çинчен калакан «Улшăннă самана», ирсĕр фашистсем чĕртнĕ вăрçă вут-çулăмĕ пирĕн çĕршыв çине сиксе ӳкес хăрушлăха асăрхаттаракан «Тăван çĕршыв чĕнет», иртнĕ вăрçăра пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă ентешĕмĕрсене мухтакан «Юншăн — юн», «Амăшĕн çырăвĕ», «Амăшĕ ылханни», «Юратакан чĕресем» пьесисемпе «Кӳршĕ хĕрĕ», «Урăхла калама пултарайман эпĕ» калавĕсем те малтан çӳлерех асăннă журналсенче кун çути курнă.
Н. Мранька — граждан вăрçипе Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Челябинск хулине шуррисенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура вăл йывăр аманнă. Çав ахăрсамана вăхăтĕнче хăй мĕн курса-тӳссе ирттернине писатель «Салют» драмăра ăнăçлă ӳкерсе кăтартать. Çĕнĕ власть панă ирĕклĕхпе усă курса, ял ĕçченĕсем çĕре хуçасенчен туртса илсе валеçеççĕ. Унччен те пулмасть — контрреволюциллĕ вăрçă хыпарĕ персе çитет. Ытти çамрăксемпе пĕрлех хуçа патĕнче пилĕкне авнă Гришăпа Йăкăнат та çамрăк совет республикине хӳтĕлеме тухса каяççĕ, пысăк хастарлăх кăтартса çапăçаççĕ. Хамăр енчи çухатусем те пĕчĕк мар, çав хушăрах шуррисен çар тытăмĕ йăшса арканма пуçлани драмăра уççăн сисĕнет. Акă Урал рабочийĕ Кузнецов, йăнăшпа Колчак çарне лекнĕскер, хĕрлисен енне куçать, хăй хыççăн пыма ыттисене те çул уçса парать.
Фронтри йывăрлăхсене пĕр пĕчĕклетмесĕр кăтартнă хушăрах писатель вулакана ялти лару-тăрупа та паллаштарать. Орхулкапа унăн çăткăн арăмĕ чухăнсене халичченхинчен те ытларах хĕсĕрлеççĕ иккен. «Эпĕ икĕ çул окопра стратал» теме юратакан Хватей йышши таркăнсемпе ытти путсĕрсем фронтри паттăрсен çураçнă хĕрĕсемпе арăмĕсенчен мăшкăлласа пурăнаççĕ. Ваçлипе Кĕтерук йышши ырă кăмăллă çамрăксем вара Хĕрлĕ Çара вăй çитнĕ таран пулăшма, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшаççĕ.
Уйрăмах иртнĕ вăрçă çинчен нумай çырнă Н. Мранька. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсенех, граждан вăрçи ветеранĕ Çтаппан Куропаткин ывăлĕпе пĕрле фронта тухса каять («Тăван çĕршыв чĕнет»), çамрăксемпе çума-çумăн тăрса, тăшмана тустарать. Çтаппан паттăрлăхĕпе эпир «Юншăн—юн» пьесăра та паллашатпăр, ăна тата çывăхрах куратпăр. Урса килекен тăшман атакине пĕр-пĕччен тенĕ пек путлантарса лартать вăл. Тепрехинче паттăррăн пуç хунă отряд командирĕн вырăнне йышăнать, хавша пуçланă салтаксене хавхалантарса, тăшман çине ертсе каять.
Çак пьесăра писатель фашист чуниллисен ирсĕрлĕхĕпе этемсĕрлĕхне питлет, çавăнпа пĕрлех Тăван çĕршыв чысĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн юлашки юн тумламĕччен çапăçма хатĕр совет салтакĕсемпе партизанĕсем хушшинчи тăванла туслăха витĕмлĕ уçса кăтартать. Совет халăхĕ чура тума килнĕ çичĕ юта хирĕç мĕнпур курайманлăхĕпе çĕкленнине пула фюрер салтакĕсем, хĕрĕх кун хушшинче Раççей витĕр тухма ĕмĕтленнĕскерсем, «пуçа каялла тĕрĕс илсе кайсан та тĕм пекехчĕ» тени те ĕненмелле илтĕнет.
Иртнĕ вăрçă йывăрлăхĕ тыла юлнă хĕрарăмсен ĕнси çине те нихçан пулманла тиеннĕ. «Çăлтăр» колхоз председательне лартнă Нина Орлован колхоз пурлăхне хапсăнакан ханттарсемпе кĕрешнипе пĕрлех Хĕрлĕ Çар хăватне ӳстерессишĕн, ăна май пур таран пулăшассишĕн те нумай вăй хума тивет.
«Юншăн — юн» пьесăрн харсăр Анук сăнарĕ те куç умĕнчех. Вăрманта тăшман аэродромĕ вырнаçнине вăл хамăрăннисене вăхăтра систермен пулсан, совет партизанĕсем пысăк инкеке кĕрсе ӳкетчĕç. Çавăн пекех Çтаппана тăшман мăшкăлĕнчен çăлса хăварнăшăн та пысăк чыса тивĕç Анук ентешĕмĕр. «Амăшĕн сăмахĕ» калаври ват хĕрарăм сăнарĕнче совет патриочĕсен шухăш-ĕмĕтне, вĕсем фашист çынçиенĕсене тĕпрен аркатса тăкмасăр та çапăçу хирĕнчен тухмасса куратпăр, ĕненетпĕр те. Амăшĕ иртнĕ вăрçă вăхăтĕнчи совет хĕрарăмĕсен чи лайăх енĕсене пĕтĕçтерекен пархатарлă сăнарсенчен пĕри тесен те йăнăш мар.
Совет халăхĕ пĕтĕм тĕнче умĕнче хăйĕн иксĕлми хăватне кăтартрĕ, ылханлă вăрçа аслă Çĕнтерӳпе вĕçлерĕ. Тарпа та юнпа исленнĕ шинельне хывсан та, вăл канăçлăх шырамарĕ, юхăннă ялхуçалăхне юсаса малалла аталантарас, çĕнĕ пилĕк-çуллăхра палăртнисене пурнăçлас ĕçе пикенчĕ. «Урăхла калама пултарайман эпĕ» калаври çĕнтерӳçĕ-салтак та колхоз тĕрекĕшĕн çĕнĕ вăй-халпа кĕрешме тытăнать, япăх ĕçлекенсене (çав шутрах хăй арăмне те) тивĕçлипе питлесе, хастар чĕреллисене хавхалантармалли майсем тупать.
Хăйĕн произведенийĕсенче писатель çĕршывăмăр чапĕпе тĕрекĕшĕн ĕçпе те кĕрешӳпе мала тухнă коммунистсемпе комсомолецсен асра юлакан йышлă сăнарĕсене çырса кăтартрĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Морева («Элнет»), Ваçлипе Илюша («Итлĕр!»), Гришăпа Санюка («Аван пурăнатпăр»), Гришăпа Йăкăната («Салют»), Нина Орлована («Тăван çĕршыв чĕнет»), Анюкпа Митюка («Юратакан чĕресем») ырăпа асăнмалла. Витĕмлĕ те ĕненмелле пулса тухнă чăн-чăн совет патриочĕсем вĕсем.
Хăй вăхăтĕнче ытларах калавсемпе пьесасем çырнă пулин те, паянхи вулаканшăн Н. Мранька халăх хушшине анлă сарăлнă «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕпе палăрса юлчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче асăннă романăн пилĕк кĕнеки (пĕрремĕшĕ — 1959, 1965, иккĕмĕшĕ — 1960, 1967, виççĕмĕшĕ — 1961, 1970, тăваттăмĕшĕ — 1971, пиллĕкмĕшĕ — 1980 çулсенче) пичетленсе тухрĕ. Писатель архивĕнче улттăмĕш кĕнекен çырса пĕтермен сыпăкĕсем 140 страницăна яхăн упранаççĕ.
«Ĕмĕр сакки сарлака» роман автор пултарулăхĕшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш литературишĕн пысăк çитĕнӳ. Ку вăл — хамăр тăрăхри политикăлла событисене иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенчен пуçласа Октябрьти социализмлă Аслă революци тапхăрне çити анлăн сăнласа паракан пысăк калăплă произведени. Унта эпир патша саманинчи ĕçхресченĕн тертлĕ те асаплă пурнăçне, ял куштанĕсемпе çĕрме пуянсем чухăнсене вăрă-хурахла пусмăрланине, çав мăшкăлпа йывăрлăха тӳçеймесĕр халăх çилли тулса тăвăлнине, çапла чăвашсем те революци çуле çине анлан тухнрине куратпар. Пусмарçăсем хăярланса та сĕмсĕрленсе пынă май ĕçхресченĕсен нациллĕ ăнланулăхĕ те ӳсет, вĕсем хăйсен терчĕ-асапĕшĕн кам айăплине ăнкарма тытăнаççĕ, революционерсем ертсе пынипе тĕрĕслĕхшĕн кĕрешĕве тухма хатĕрленеççĕ.
Атăл тăрăхĕнчи Энĕшкасси ялĕнче çĕр çемьерен пĕри кăна шурă пӳртре пурăнать, ыттисем ĕмĕр тăршшĕпех хура хăрăмлă чалăш пӳртсенче пăнчăхаççĕ. Хăйĕн ирĕкĕнчен иртекен çуккипе иртĕхсе кайнă çĕрме пуян Михха пĕррехинче çимĕкрен хурланса таврăнакан ял çыннисене юланутпа таптатма хăтланать. Анчах ял хисепĕнче тăракан чухăн Çтаппан халăха хур тума памасть — чарусăр куштана учĕ-мĕнĕпех чышса йăвантарать. Çакăнтан тапранса каять те вĕсен хушшинче çураçайми хирĕçӳ-тытăçу. Çулне пӳлме хăйнă çынна асаплантарса кĕлмĕçе кăларас шутпа Михха Çтаппана тĕрлĕ майпа тавăрма тытăнать: икĕ хутчен лашине вăрлаттарать, ĕнипе пăрăвне вĕлерттерет, килне-çуртне салатать, икĕ ят çĕрне туртса илет.
Улăп пек вăйлă та ача евĕр таса чунлă Çтаппан ним тăвайман енне хуçа кил-çуртне кайса тустарать. Анчах мĕнех тăвай-тăр чухăн этем çĕрме пуяна? Саккунĕ те, сучĕ те йăлтах мул ирĕкĕнче вĕт. Ку саманара тĕрĕслĕх çуккине майĕпен Çтаппан хăй те тĕшмĕртекен пулать. Турăран пил е каçару ыйтмасăр утăм та тума шикленсе пурăнаканскер, вăл пуянсем чухăнсен юнне ĕмсе шыçăннине тавçăрать.
Ашшĕн ăнлануллă кĕрешĕвне малалла тăсаканĕ—Микула, тӳрĕ кăмăллă та таса чун-чĕреллĕ çамрăк, малтанлăха тус-юлташĕсенчен нимпех те уйрăлса тăманскер. Сулăсем юхтарнă çĕрте чылай хушă ĕçленĕ май Микула самана тытăмĕн тĕрлĕ енĕсене, пур çĕрте те тĕрĕсмарлăх хуçаланнине асăрхать. «Пĕрисем тӳсмелле мар йывăр ĕçпе суха хăми пек авăннă, теприсем ырлăхпа савăнса каçăрăлнă. Пурнăçра мĕншĕн çавнашкал-ши?»— шухăшлать вăл, çак инкек мĕнрен килнине тата ăна епле пĕтермеллине тавçăрма тăрăшса. Вырăс революционерĕпе, Кузнецов рабочипе, паллашни ăна канăç памăн шухăшсен тупсăмне тупма пулăшать. «Ерĕхнĕ лаша пек тĕрлеттерсе кайнипе тăшмана нумаях тавăраймăн, — вĕрентсе калать ăна Хусан большевикĕ, ĕçхалăхĕн тĕп тăшманĕ уйрăм çынра мар, ултав-па пусмăр тĕнчинче пулнине палăртса.— Ăна тивĕçлипе тавăрас тесен, тăнăç кăмăллă пулмалла, кашни ĕçех шутласа тумалла. Эпир çак ĕçсем сирĕн ялти Миххаран çеç мар, пиншер ытти Миххасемпе обществăллă стройран, влаçа çĕр улпучĕсемпе капиталистсем тытса тăнинчен килнине аван пĕлетпĕр. Миххана тавăрас тесен, ĕçхалăхĕ курайман обществăлла строя çапса аркатмалла. Çавна хăвăртрах çывхартма миллионшар ĕççыннисене кĕрешĕве хутшăнтармалла».
Вырăс революционерĕн ăсархаттарăйĕсене ăша хывни тата пурнăçри тĕрĕсмарлăхсемпе куçкĕрет тĕл пулни Микулана кĕрешӳре пиçĕхсе пыма пулăшаççĕ. Кирек мĕнле пулсан та, чи малтан, пусмăр тĕнчине тĕп тума кирлине ăнкарса, вăл ирĕк шухăш-кăмăллă паттăрсене хăй тавра пĕтĕçтерет, вĕсене Раççейри лару-тăру, рабочи класăн политикăлла юхăмĕ çинчен кала-кала кăтартать. Ленин вĕрентĕвĕсемпе паллаштарать.
Михха çăткăнлăхĕн вара виçи те çук. «Çут тĕнчене сутăн илме май пулсан, хĕвеле те хăй çине çеç пăхтарĕччĕ вăл... Уйăх çине хăпарса, каç сулхăнĕнчи тӳпере хăй çеç ярăнса çӳрĕччĕ. Тĕнчери мĕнпур ӳсентăрантан, чĕрчунтан кĕвенте авса пасара кайса сутĕччĕ,— хуçа ĕмĕтсĕрлĕхне палăртса çырать писатель.— Тĕнчери пур ырлăх-пурлăхпа хăй çеç усă курĕччĕ, ыттисене шăл хушшине хумалăх та çăкăр тĕпренчĕкĕ памĕччĕ». Ял халăхне пусмăрта усранипе кăна çырлахмасть-ха Михха,. Ĕнелпе Пиш ушкăнне кĕрекен ялсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ярса, вĕсен тавлашуллă утравне туртса илет. Таса мар ĕçсенче хăйне парăннă вăрă-хурахсен киревсĕрлĕхĕсемпе усă курать т. ыт. те.
Пурнăçри тĕрĕсмарлăхсен тупсăмне ыттисенчен ытларах чухлакан Микула, çак йывăр вăхăтра халăхсен интересĕсене хутĕлесе, Михха чеелĕхне тăрă шыв çине кăларать. Çавна пула иккĕшин хушшинчи хирĕç пĕр-пĕрне килĕштерме пултарайман икĕ вăй хушшинчи кĕрешĕве куçать. Пĕр енче — Миххапа ытти пуян-куштансем, тӳре-шара, халăха выльăх вырăнне шутлакан исправниксем, саламатпа сехрене хăпартакан уретниксем, турă ылханĕпе хăратакан пуп таврашĕсем, ялти «ятлă» çынсем. Тепĕр енче — пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнĕ кĕрешӳре вăй илсе пыракан ĕçхресченĕсем: Çтаппан, Микулапа Анук, Ваçлипе Кĕтерук, Прахăрпа Натюш, Уçкапа Марье, вырăс тимĕрçи Саначин, тутар çынини Ганият, мари хресченĕсем тата вĕсене вĕрентсе те çул кăтартса пыракан Кузнецов профессионал-революционер.
Хуçа мăшкăлне тӳссе йăлăхнă бурлаксем пĕррехинче нихăше те ĕçе тухмаççĕ. Вĕсен кăмăлне кура хăма çуракансем те ĕçе пăрахаççĕ. Пăлхав сарăлнăçем сарăлать. Çынна ним вырăнне хуман Михха тинех хăй вĕсен аллине çакланнине тавçăрать. Патша йĕркин сыхлавçисем те хыпăнса ӳкеççĕ. Энĕшкассине утлă казаксем персе çитеççĕ... Çак хĕрӳ çапăçура ирĕклехшĕн кĕрешекенсенчен чылайăшĕ пуç хураççĕ пулин те, хĕрсе çитнĕ халăх пăлхавне пусарма çăмăл мар-ха...
Кĕрешӳре пуç хунă паттăрсем вуншарăн, чылайăшне Çĕпĕре ăсатнă. Вулакансем юратса пăрахнă Анукпа Кĕтерук та çук ĕнтĕ. Çтаппан арăмĕ Татьяна пӳлĕхçĕрен иртеймен, пурнăçри хĕрӳ ĕçсене хутшăнайман пулсан, Анукпа Кĕтерук иккĕшĕ те чăн-чăн кĕрешӳçĕ-революционерсем, вилессе те этем тивĕçне упраçа, сăхă тăшманпа куçа-куçăн кĕрешсе вилеççĕ. Романти ытти пархатарлă сăнарсем те хастар чун-чĕреллĕ, пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ, вулакансен кăмăлĕпе килĕшӳллĕ. Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешсе, вĕсем никам умĕнче те пуç пĕкмеççĕ, çирĕп те хăюллă, патвар.
Михха тарçи Трифун та — революци хумĕпе хавхаланнă çын. Пĕрремĕш революци тапхăрĕнче сехметсене çĕнтерессе вăл та шаннăччĕ-ĕмĕтленнĕччĕ. Микулапа тус-юлташĕсене пуçтарса кайнă хыççăн Трифун тамăкри пек çунса пурăнать. Юрать, кĕтни-тĕмсĕлни харама каймасть. Патшана вырăнтан сирпĕтнĕ текен хыпар кĕçех ун хăлхине те çитсе кĕрет. «Ку хыпар ун чĕрине ăшă туйăм кĕртрĕ. Сивĕнме хăтланнă юнĕ тепĕр хут вĕриленчĕ»,— тет писатель, хуçан «чи шанчăклă» тарçин кăмăл-туйăмне палăртса. Малашне вăл та хăйне хӳтĕлесе сăмах хушма пултарĕ ĕнтĕ, чĕмсĕре персе çӳремĕ. Пĕррехинче, пуп патĕнче стрепкере тăракан Варварие хӳтĕлесе, вăл Миххана çапла калать: «Ман арăма тапăнма ан хăтланăр! Тур сыхлатăр, тем туса çылăха кĕрĕп... Халь ĕлĕкхи мар, казак-стражниксене чĕнсе хăратаймăр...»
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...