Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемКуçа-куçăнЮманлăхра çапла пулнăАслă халалТăм ӳкнĕ ирСалампиТĕлĕнтермĕш юмахсем

«Çуркунне хĕрсем вăййа тухмаççĕ...»


Çуркунне хĕрсем вăййа тухмаççĕ,

Çухалать иккен чăваш йăли.

Ваттисем кăна вăййа манмаççĕ,

Асилӳ упраççĕ мăнуксем валли.

 

Çухалсах пырать çапла чăвашлăх,

Куляну хуплать чун-чĕрене;

Халăхра сӳнсе пырать хаваслăх,

Тунсăх хупăрлать чăваш çĕрне.

 

Ах, юратнă халăх, савнă халăх,

Ман мĕнле-ха пулăшас сана?

Эпĕ — юрăç.

Юрă савăнмалăх

Парнелес теп кашни кун сана.

 

Ах, тата мĕскер тăвас-ха манăн

Пулăшмашкăн савнă халăха?

Юррăмçăм, çĕн вăй тупса хаваслăн

Ертсе кай пире пуласлăха...

 

01.04.2007.

«Тăван валли телей тĕнчи шырарăм...»


А.Н. Щукина

 

Тăван валли телей тĕнчи шырарăм,

Инçе-инçе ман тăсăлчĕ сукмак.

Сĕм вăрманта сукмакăма çухатрăм,

Тен, аташтарчĕ пулĕ сив амак.

 

Сукмакăма шыратăп та шыратăп,

Пĕччен сĕм вăрманта, ах, çăмăл мар.

Юлташ тупасчĕ тетĕп, сас паратăп,

Куратăп: эс пыратăн юнашар.

 

Санпа пĕрле кĕçех çĕн çул тупатпăр,

Сĕм вăрманта аташмăпăр эпир.

Телей тĕнчи патне кĕпер хыватпăр,

Пире кĕтсе илейтĕр çĕнĕ ир.

 

Санпа чухне инçе çул та кĕскелĕ,

Çив пĕлĕтсем хуплаймĕç хĕвеле.

Çĕн ĕмĕтпе ман пурнăçăм çĕнелĕ,

Атя-ха, тусăм, ирт-ха тĕпеле.

 

Пĕлетĕп: ламтайсем пире пилленĕ

Телей тĕнчийĕ шырама пĕрле.

Ан тив, ман çул çине инкек силленĕ,

Çĕнтерепĕр пур инкеке пĕрле.

 

31.03.2007.

«Тӳп-тӳрĕ çул çӳлтен антарчĕ...»


Тӳп-тӳрĕ çул çӳлтен антарчĕ

Çап-çутă уйăх каçхине;

Ахах-мерчен тум тумлантарчĕ,

Пымашкăн чĕнчĕ хăй патне.

 

Çӳлте унта пурнать пике-хĕр,

Пĕлетĕп вăл пĕр-пĕчченне.

Эппин, эп çитĕп систермесĕр

Пикен çут-кĕмĕл керменне.

 

Тăван çĕре илсе эп килĕп

Çав тунсăхлă хĕр-пикене —

Сар каччăпа телей эп пиллĕп,

Тек тунсăх пусмĕ ун питне.

 

Ман шухăша пĕлсессĕн уйăх

Хывтарчĕ-илчĕ хăй тумне.

Манра хăварчĕ пысăк хуйăх,

Туртса илсе çап-çут çулне.

 

Пĕччен каллех çӳлте пике-хĕр,

Чĕнет мана çăлма хăйне.

Çунат тăвас пуль ним кĕтмесĕр

Вĕçсе çитмешкĕн ун патне.

 

31.03.2007

Хĕвел ансан Хĕветĕр


Пĕр пайлă мыскара

Вылякансем:

Хветĕр Улталайкин — суту-илӳ базинче ĕçлет.

Тося — унăн арăмĕ.

Зина — студентка.

Микулай Меликов — ялтан килнĕ каччă.

Мария Манилова — ниçта ĕçлеменскер, спекулянтка.

 

Ĕç Манилова Мария килĕнче пулса иртет.

Таса пӳлĕм, сетел, кравать, пукансем, Манилова карçинкка йăтса керет те ăна сетел çине лартать, унтан эрех. Ĕçме-çиме кăларать. Кĕсйинчен укçа кăларса шутлать. Пĕр черкке эрех тултарса ĕçет, кăлпасси хуçса хыпать. Алăка шаккани илтĕнсе каять.

Манилова укçине пытарать.

 

Манилова. Кам-ши ку?

Микулай. Эпĕ килте çук тесе, хуçи пур-çке. (Микулай пуçне алăкран никсе) Каçарăр...

Манилова. Сире кам кирлĕ?

Микулай. Зина çакăнта пурăнать-и?

Манилова. Кунта пурăнать, вара мĕн?

Микулай (хăрах урине алăк сулли урлă пусса). Аран тупрăм.

Манилова. Тупрăн пулĕ те, анчах килте çук-ха вăл. (Каллех çиме пуçлать.)

Малалла

Канăç


Пĕр çухрăм тăршшĕ пулĕ сĕреке, —

Пулăçăсем ăна хуллен туртаççĕ.

Тар сăрхăнать питрен, шыва ӳкет —

Вăл курăнмасть — сĕм тĕттĕм Атăл каçĕ.

 

Ура çинче тăраç аран-аран:

Пит ывăннă-ĕçленĕ çĕрĕпе.

Анчах та çак ĕçе юратнăран

Вĕсемшĕн ывăнни те каннă пек.

 

Пулли кĕрсессĕн те, ывăнмасан

Хальхи çынсен канмасть çав чун-чĕре

Юратнă ĕç ăнса пырсассăн сан,

Мĕн кирлĕ, пурте пур пек тĕнчере.

 

Ак бригадир тинкерчĕ Атăла,

Пĕрремĕш хут курса киленнĕ евĕр.

Атăлпа çеç ун кăмăлĕ тулать,

Кунта тулли телейлĕ пек ун ĕмĕр.

 

«Сĕрер! — тет вăл, — ак тул та çутăлать.

Шурăм пуçĕ киличчен пĕр тапхăр

Хумхантарса илер-ха Атăла,

Кайран вара ăна пăхса канатпăр».

«Пуласлăх вăл — асамлă кайăк...»


Пуласлăх вăл — асамлă кайăк,

Ăна кучух тытмашкăн çук.

Пуласлăхпа чухне çеç лайах,

Анчах кашнин пуласлăх çук.

 

Пуласлăха тытмашкăн капкăн

Пĕри, тет, лартнă улăхра.

Мĕнле ăна тытас-ха манăн,

Сунарçă мар эп пурнăçра.

 

Кунта эп вăрлăх акаканĕ,

Уй-хир кĕтет акаканне.

Калча шăтса тухать васканăн,

Тырпул парасшăн çынсене.

 

Эппин, ман ĕç те питĕ кирлĕ

Чунтан юратнă çынсене.

Пĕлетĕп: пурте питĕ чирлĕ,

Ман вăрлăх сиплĕ вĕсене.

 

Пĕрре-пĕрре пăхса та илĕ

Асамлă кайăк ман енне.

Çунат сулса, тен, вĕçсе килĕ

Ман çутă кантăкăм умне.

 

31.03.2007

«Пĕр пĕчĕк кайăк ир-ирех пуçларĕ...»


Пĕр пĕчĕк кайăк ир-ирех пуçларĕ

Хăй юррине ман кантăк умĕнче.

Ах, ман пĕлесчĕ — мĕн çинчен юрларĕ,

Ал çупрĕ мĕншĕн çут тĕнче?

 

Çав кайăк пек юрласчĕ манăн,

Тăван çĕршывăм, сан çинчен.

Эп — юрăçу, çĕршывăм, санăн,

Санпа пулатăп виличчен.

 

Кашни юрра сана пиллерĕм,

Мухтарăм юррăмра сана.

Чăваш çынни телейлĕ пулĕ, терĕм,

Ман юррăма хывса чуна.

 

30.03.2007.

Анне чĕри


«Эх, анне чĕри. Ылтăнран е хурçă тимĕртен тунă-ши сана?»

Улькка Эльмен

 

«Çынна ăна пурăннă чух хĕрхенмелле,пурăннă чух...»

Илпек Микулайĕ

 

Анне чĕри чăтать теççĕ те,

Чăнах та, вăл чăтать.

Чул вырăнне хурса ватсан та,

Анне чĕри шаккать.

 

Анне чĕри çурăлать теççĕ те,

Чăнах, вăл çурăлать.

Куççуль-юнпа юхса ларсан та,

Вăл малаллах тапать.

 

Анне чĕри çунать теççĕ те,

Чăнах та, вăл — çунать.

Ачах та çулăмĕ тухмасть те,

Ачи ăна курмасть.

 

Ача çакна хăй туйиччен

Шыв-шур нумай юхать.

Анчах ун чух анне чĕри

Тек йăшăлт та тумасть.

 

Анне чĕри чăтать теççĕ те,

Анне чĕри çунать теççĕ те,

Анне тесе чĕнес килсен

Асра тытăр эсир те...

Нарспиçĕм, Нарспи


Урамра шăнкăртатса шыв юхать, хĕвел тăрăшса юлнă юра ирĕлтерет. Анюк савăнсах чӳрече витĕр çуркуннехи çанталăка сăнать. Паян ăна больницăран кăлараççĕ. «Николаева, сана пата килнĕ унта», — илтĕнчĕ медсестра сасси уçă алăкран. «Анне çитрĕ пуль-ха», — шутларĕ хĕр палатăран васкаса тухнă май. Анчах урама тухакан алăк патĕнче яштака та çӳллĕ каччăна курчĕ те çĕтсе кайрĕ, тăп! чарăнчĕ. «Эсĕ-и-ха вăл Аня, — сăмах хушрĕ йĕкĕт именнĕ пикене. — Аннӳ сана çула май яла лартса пыма ыйтрĕ». Эрне каялла çеç салтакран килнĕ кӳршĕ ял каччине, Аркадие, аран палласа илчĕ хĕр. Иккĕшĕн те амăшĕсем пĕр ача садĕнчех ĕçлеççĕ.

«Ну, Нарспи, упра сывлăхна, урăх ан чирле», — терĕ ăшшăн кулса çӳçĕсем шуралнă хĕрарăм врач, вĕсем патне пырса. Ун сăмахĕсенчен Аня пушшех именсе, хĕрелсе кайрĕ. «Чăнах та, Нарспи пекех хитре», — шухăшларĕ каччă хĕре сăнаса. Хура куçĕсене пăхса ытарма çук, хура вăрăм çӳçĕсенче темле асамлă хăват пурри сисĕнет Вĕсем Константин Ивановăн геройĕ пек сарă пулмасан та, хăйсенчен темччен уйрăлма памаççĕ. Именчĕк кулли нумайччен ăшран каймасть.

«Аня, эпĕ сана урамра кĕтетĕп», — терĕ Аркадий, куçне аран хĕр çинчен илсе, иккĕш çеç юлсан. Тухтăр сĕнӳсем панă хыççăн хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Часах икĕ çамрăк машинăна ларса Çирĕклĕх ялне çул тытрĕç. Каччă Аня еннелле пăха-пăха калаçтарма тăрăшрĕ. Хĕр кăçал вунпĕрмĕш класс пĕтерет иккен. Больницăна ӳксе урине амантнă хыççăн лекнĕ. Вăл кăçал çыхăну техникумне вĕренме кĕресшĕн.

Малалла

«Тĕнче варри — Чăваш çĕршывĕ...»


Тĕнче варри — Чăваш çĕршывĕ,

Ытла та çывăх-çке чуна.

Кунта чухне кăна эп сывă,

Телейлĕ эп кунта кăна.

 

Ăçта кайсассăн та пĕр эсĕ

Ман аçăмра, ман чунăмра.

Тӳпе-аттен тулли чĕресĕ

Телей çеç тăктăр Чăвашра.

 

Инçе çулта пит ывăнсассăн

Аса илетĕп пĕр сана,

Сывлассăм çук нихçан та ассăн —

Çунат хушатăн эс мана.

 

Пин-пин çулсем, Чăваш çĕршывĕ,

Эс пурăн çакă çĕр çинче.

Санра кăна тасалăх шывĕ,

Эс пуррипе хитре тĕнче.

 

Эс пуррипе кăна юрлатăп,

Эс пуррипе манра талант.

Сана мухтас тесе тупатăп

Хамра çĕн вăй та çĕн хăват.

 

29.03.2007

■ Страницăсем: 1... 250 251 252 253 254 255 256 257 258 ... 796