Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеХĕрлĕ тюльпанКĕмĕл кĕперЙышăнман сăмахсемÇут пайăрка

«Кама мĕн тивĕçне йăлтах парать тӳпе...»


Кама мĕн тивĕçне йăлтах парать тӳпе:

Тăрăшакан çынна талант та ăс парать,

Кĕвĕçекен çынна вара хуплать çӳппе,

Каппайчăка çавра çулпа вăл чуптарать.

 

Ыр ĕç тăвакана тӳпе парать телей,

Усал этем нихçан та тупаймаçть раскал.

Хавас этем çулне илемлетет хĕвел,

Килĕш этемĕн урапи кусать кал-кал.

 

Инçе çула тухсан çын таврăнать килне

Тӳпе çул кăтартса та вĕрентсе пырсан...

Йăлтах парать тӳпе кама мĕн тивĕçне.

Çавна шута хурса пурнас пулать, тăван.

 

28.04.2007.

Эп чĕнтĕм пĕрне...


Чемчем курăкне чĕвен тăратса

Çулпа чупса иртрĕç сарă утсем.

Эп чĕнтĕм пĕрне уя янратса...

Анчах чĕннинче пулмарĕ усси.

 

Чĕртсе чун-чĕмре ыр туйăм ташши

Çулпа утса иртрĕç хухĕм хĕрсем.

Эп чĕнтĕм пĕрне, анчах мĕншĕн-ши

Çухалчĕ куçран ятран чĕннĕçем?

«Çакă вăл манăн шăпа...»


Çакă вăл манăн шăпа —

Катăк та, татăк та сӳтĕк...

Чĕмсĕррĕн çыртăп шăла,

Чĕмсĕррĕн выçă çӳрĕп...

 

Çеçпĕл кун-çулĕ куçра,

Çеçпĕл пăхать чĕнмесĕр...

Мĕншĕн çапатăр пуçран,

Çеçпĕл тăшманĕсем, эсĕр?

 

Çак мăшкăла ватса

Пуç ухмахне сиресчĕ.

...Халăх хура та таса,

Халăхăн йывăр хĕресĕ.

 

1964, ака, 16.

Пăчăрлă Пашьел.

Пулăпа Шапа


Шывра Пулăпа Шапа пĕр-пĕринпе паллашаççĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сĕнеççĕ. Çав шухăшпа вĕсем пĕрле выляса, кулса ишсе çӳреççĕ. Анчах çынсем пулă тытма килсен пĕр-пĕринпе тавлашса каяççĕ.

— Çав вăлтаран тытăн, — тет Шапи Пуллине.

— Çук, тытăнмастăп, — тет Пулли.

— Вăлтаран тытăнмасан эпĕ санпа туслă пурăнма пăрахатăп, — тет Шапи.

— Эсĕ те манпа пĕрле тытăн, — тет Пулли.

— Çук, — тет Шапи, — эпир пĕрле тытăнаймастпăр. Эсĕ тытăн та тӳрех хăймана çакланатăн.

Пулли савăннипе тӳрех хăймана çакланатăп тесе вăлтинчен çакланать.

Шапи Пуллине килĕштерменни çавăнтанах курăнать. Шапи Пуллине пулăçă мĕнле хĕпĕртесе шывран туртса кăларнине курас тесе тухса пăхма шутларĕ. Сăмсине шывран çеç кăларма ĕлкерчĕ. Çав самантра ăна клешче пек япала çӳл тӳпене çĕклесе ывăтса ячĕ. Шапа хăнк та тăваймарĕ. Вĕлтĕр-вĕлтĕр çӳлелле вĕçсе кайрĕ те хайхискер, пĕр çăлтăр çине çат! пырса çапăнчĕ. Кĕлетки калама çук хытă çапăннипе ыратнине тӳсеймесĕр хайхи Шапа ĕсĕклесе макăрма пуçларĕ. Хăй ăçта килсе çакланнине тавçăраймарĕ. Йĕри-тавра çап-çутă курсан çеç Шапа çăлтăр çине çакланнине туйса илчĕ. Кунта ăна валли шыв çук çав! Шывсăр темиçе кун пурăннă хыççăн Шапа типсе вилме пуçларĕ. Вилес умĕн çеç вăл Пулла усал тунине ăнланса илчĕ. Анчах чавса çывăх та çыртма çук иккен. Вăл вилчĕ, анчах ăна никам та пытараймарĕ. Çăлтăр çинчех унăн шăмми-шакки киревсĕрленсе саланса пĕтрĕ. Çăлтăр çинче яланах таса пулмалла. Вăйлă çил килсе Шапан саланчăкне çăлтăр çинчен вĕрсе тăкрĕ. Çил çăлтăр çинчи тасалăхшăн тăрăшасси хăйĕн тивĕçĕ тесе шутларĕ.

Малалла

«Пуласлăх çăлтăрĕ çутатĕ камшăн...»


Пуласлăх çăлтăрĕ çутатĕ камшăн,

Кама пуласлăх пиллĕ ăраскал?

Ку ыйтăва памастăп эпĕ хамшăн,

Тăван çĕршыв пирки ман шухăш халь.

 

Тăван çĕршывăма ытла çаратрĕç,

Вăл халь хупписĕр юлнă йывăç пек.

Пире мурсем çул йӳппинче тăратрĕç,

Пĕтетпĕр-шим çапла йăлт пĕтĕмпех.

 

Кама шанса, кампа утас-ха пирĕн,

Мĕнле пуçлăхсене юрамалла.

Кама каламалла: «Тасал эс, сирĕл!»

Кам ĕретне пĕр çын пек тăмалла.

 

Ытла та халăха йăлт пăтраштарчĕç,

Укçашăн сутрĕç хăйсене çынсем.

Тĕрĕслĕхрен те чăнлăхран йăлт тарчĕç

Вăр-хурах пек çаратаканнисем.

 

Тăван çĕршывшăн пур-ши вăл пуласлăх,

Тăван чăваш курайĕ-ши телей?

Пире текех ыталас çук хаваслăх,

Çутатас çук пире çӳлти хĕвел.

 

26.04.2007.

Ăшри тупа


Çĕр, манăн иксĕлми пуян аннеçĕм

Вăйна пăртакçă парччĕ эс мана

Кĕрешӳре çĕнме кăвар вăй кирлĕ

Парсам вăйна!

Иван Франко, 1880

 

I. Пулма та пултарĕ, юлташăм юнтарĕ,

Ĕненмĕ чи шаннă этем,

Усал хăрхаярлăх чуна юнăхтарĕ

Е пулĕ чăтма çук кичем —

 

Ун чух эс, çĕршывăм, пар çулăмлă туйăм,

Тасалăх пар, пар çут асам:

Эп санăн ачу, эсĕ манăн çĕршывăм,

Эс маншăн хĕвел пек таса!

 

1960,

Шупашкар.

 

II. Тĕнчешĕн çын — самантлăх хевтĕ,

Кунçул та шăрпăк пек кăна,

Маттур этем пулас килет-тĕк

Юрат, ан парăн, асаплан,

 

Вутпуççи евĕр кăварлан та

Сапса хĕрӳлĕх — йăлтăртат!

Хура этем чĕри чуллантăр,

Ху çирĕп иккенне кăтарт!

 

1961, раштав.

Малалла

Çеçпĕлпе калаçни


Эп сан кунна-çулна йăлтах тăнларăм,

Йăлтах сăнарăм сан сукмаксене —

Эсĕ юратнă çĕрсене пуç тайрăм,

Хĕрхентĕм — сан пекех — ухмахсене!

 

Чĕре кăкне тарăхнипе вакларăм,

Татса-çурса тăкса юн тымарне

Тăван çĕре капăрлатма шутларăм —

Пĕлмесĕр никама кирлĕмарне...

 

Çут çăлтăрна пăхса хама хакларăм,

Тиркерĕм сан хуралнă çăлтăрна!

Хура тискерлĕхрен тарма пултарнă

Этем кăна тепреçĕ таврăнать!

 

Эс таврăнтăн, эс çаврăнтăн. Путмарăн!

Эс тавăртăн, эс çавăртăн вутран...

Тӳпе те, тинĕс те, чĕре те тарăн —

Сан, Çеçпĕлĕм, шăпу манра пуртан!

 

1959, чӳк, 30.

Шупашкар.

«Кăвар вутпа вылять палан сапакĕ...»


Кăвар вутпа вылять палан сапакĕ,

Пилеш тĕмми донче те вут-кăвар.

Çунать-çунать чунра инкек амакĕ —

Чĕре çунать. Кĕрхи çанталăк мар.

 

Синкер палли пек тĕлкĕшет тавралăх,

Хĕрхӳ тĕспе хуплать ик куçăма...

Тавралăх мар кăра усал хавхаллă —

Аш-чикĕм хурлăх айĕн хуçăлать.

 

Чарса сӳнмест кĕрхи кунсен пушарĕ,

Пĕри те халь тепри хыпать вутпа,

Ыр кăмăл-туйăм чĕптĕм те юлмарĕ —

Инкек-синкек сикет çăрха утпа.

 

1996, авăн, 13.

Чи çутă çăлтăр


Пурăннă тет пĕр хĕр ача. Çак хĕр ача питĕ илемлĕ, питĕ ĕçчен пулнă. Унăн илемĕ çынна тăнсăр тума пултарнă. Куçĕсем кăн-кăвак тĕслĕ. Çӳç пĕрчисем ылтăн евĕр çутатаççĕ. Сăн-сăпачĕ лантăш чечекĕ евĕр. Кулли хĕвел пек ăшă пулнăран ăна Хĕвелçĕ ят панă. Вăл ытти хĕрсем пекех пулĕччĕ, анчах та унăн пĕр çитменлĕх пулнă. Вăл калаçма пултарайман, çапах ăна мĕн каланине илтнĕ. Хĕвелçĕн питĕ юрлас килнĕ.

Пĕррехинче Хĕвелçĕ тĕлĕнтермĕш халап илтнĕ пулнă: «Пур тет чи çутă çăлтăр. Ăна тупсан санăн чи кĕтнĕ ĕмĕте пурнăçлать тет, анчах та вăл çăлтăр патне çитме питĕ нумай каймалла тет тата ăна шыраса тупмалла тет». Çакна илтсен вара Хĕвелçĕ çав çăлтăр патне каяс шут тытать. Хĕр çула хатĕрленет. Ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕрех тухса каять.

Сар пике çул çинче çунатлă лашасене курать. Пĕр çунатлă лаши хĕре килĕшсе кайрĕ.

Лаши калать:

— Эсĕ мĕн ятлă? Ăçта каятăн?

Хĕвелçĕ паллăсемпе кăтартать:

— Мана Хĕвелçĕ тесе чĕнеççĕ. Эпĕ тĕнчери чи çутă çăлтăр патне каятăп. Çав çăлтăр манăн кĕтнĕ ĕмĕте пурнăçлать пуль тетĕп. Ăнлантăн-и? Эсĕ тата хăв мĕн ятлă-ши?

— Ăнлантăм. Эпĕ Сирень ятлă. Мана хăвăнпа пĕрле илетĕн-и? Манпа кайсан хăвăрт çитетпĕр. Сан пек манăн та кĕтнĕ ĕмĕт пур. Манăн çын пулса ташлас килет.

Малалла

«Çăлтăр çутрĕ хунарне...»


Çăлтăр çутрĕ хунарне,

Чĕнчĕ мана хăй патне.

Ах, ăçтан тупас çунат,

Ăшăм çавăншăн çунать.

 

Хĕвел тухрĕ ирхине,

Пачĕ мана шевлине.

Ах, ăна мĕнле тытас,

Ах, тытсан ăçта хурас?

 

Вĕçсе килчĕ çил ачи,

Чупар, терĕ, катаччи.

Ах, епле тăрса чупас,

Çĕнтермешкĕн вăй тупас?

 

Салам ячĕ савнă тус,

Пуçна, терĕ, эс ан ус.

Каçăртса пуçа утас,

Тусăма савăнтарас.

 

25.04.2007.

■ Страницăсем: 1... 245 246 247 248 249 250 251 252 253 ... 796