Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраВăрман ачисемИлле ТăхтиКатӑлнӑ уйӑхЕркӗнЧапшăн пурăнмастпăрХурапа шурă

«Кăрлач кăçал кăрлач пек мар...»


Кăрлач кăçал кăрлач пек мар...

Хĕл мучие калас пуль хамăн,

Савниçĕм, эсĕ те, тен, калăн —

Кăшт патăр шартлама кăвар!

 

Вара сан алăкна кăрт-карт

Ир-каç хуллен пырса туртсассăн,

Ырра е усала ан асăн,

Пĕлсех тăр: ку вăл — ман хыпар.

 

Эп пырăп Хĕлачи пулса,

Ман пур-ха кăмăл кучченеçĕ,

Мана эс пулăш, Юрпикеçĕм,

Килкартинчен хире тухса.

 

Сал таврана мерчен-ахах,

Хĕвел çинче вăл йăлтăртаттăр,

Пурне те сиплĕхпе вăраттăр

Хавхалатса нумайлăха!

 

Анчах кăрлач — кăрлач пек мар,

Е çумăрлă, е пăрлă-сурлă.

Ни юр вĕçмест пырас çул урлă,

Ни шартлама сапмасть кăвар.

 

Çанталăк пăсăк — мĕн тăвас?

Ытла та ватă Хĕл Мучимĕр,

Тен, йӳтемен-и-ха вăл, чимĕр?

Кала, тен, хăлхинчен пăрас?

 

1983, раштав, 12.

Атăл каçĕ


Лĕп ăшă Атăл каçĕ.

Кĕрлет чăваш хули.

Ĕçчен çынсем канаççĕ

Хитре бульвар тулли.

 

Кашни хăйне пĕркенĕ

Батист та пурçăнпа.

(Мăн Атăл, тен, кӳренĕ,

Тухсан ĕçри тумпа).

 

Мĕнле хитре ун каçĕ!

Çампа çынсем ялан

Ăна курма анаççĕ

Илемлĕ тумпалан.

 

Тахçантанпа эс, Атăл,

Хула çыннисене

Ху çывăхна туртатăн,

Вăй-хал, кану сĕнен...

Апрель


Апрель... Ĕçчен чăваш ака пуçласшăн,

Çĕр хатĕр-и тесе, уя васкать.

Сап-сар хĕвел ăна, ав, пулăшасшăн,

Хура пĕлĕтсене вăл хăвалать.

 

Хĕвел патне часрах вĕçсе çитесшĕн

«Тăр-тăр» та «тăтăр-и?» тесе тăри.

Ман кӳршĕ хăнасем кĕтсе илесшĕн,

Алтăрĕнче кăпăкланать сăри.

 

Кĕтӳçсемпе йăлт тулнă ешĕл улăх,

Сиккелесе выляççĕ тихасем.

«Тырпул пулать кăçал чăнах та тулăх», —

Тавраналла пăхса калаççĕ ватăсем.

 

Кăранк-кăранк кăранклатса вĕçеççĕ,

Тăван килне васкаççĕ тăрисем.

Пĕчченĕн мар, мăшăрĕпе килеççĕ

Йăвисене палланă шăнкăрчсем.

 

Унта-кунта пылхурчĕсем вĕçеççĕ,

Хăваласа чăн юлашки сивве.

Хĕлри тертсем тĕлĕкри пек иртеççĕ,

Хитре çанталăкра юлса кивве.

 

Апрель... Часах çитет çуралнă кунăм,

Пĕлес килмест миçе тултарнине.

Çурхи ăшша кĕтсе тĕмселнĕ чунăм

Çунат хушса вĕçесшĕн тӳпене.

 

02.04.2007.

Хаврук инке чирленĕ


Пĕр пайлă мыскара

 

Вылякансем:

Петĕр — Бригадир.

Хаврук инке.

Мĕтри — сухаллă милиционер.

Симун — исполнитель.

Милиционер.

Сестра.

Варвари.

 

Тирпейсĕр пӳрт. Пуçтарман вырăн. Xаврук вут хутса янă та кăмака умĕнче ханша юхтарса ларать. Кантăкĕсене карнă, урам енчен те чӳрече хупписене хупнă.

Кăшт тăрсан чӳречене шаккаççĕ.

 

Хаврук. Такам амакĕ ирех сĕтĕрĕнсе çӳрет ĕнтĕ.

Варвари сасси. Чирлемен пулĕ те. Халĕ те çывăрать-ши вара Хаврук инке?

Хаврук (хăй тĕллĕн). Çывăрать... эсĕ тăриччен эпĕ икĕ четвĕрт юхтарма ĕлкĕрнĕ.

Варвари (чӳрече патĕнче). Хаврук инке, килте-и эс?

Хаврук. Ăçта пулас ман?

Варвари. Уç-ха чӳречӳне?

Хаврук (чӳречине уçса). Варвари-çке ку? Мĕн хăратса çӳрен?

Варвари. Ах тур, Хаврук инке, Элюк тăраймасть вĕт, пуçне те çĕклеймест.

Хаврук. Мĕн пулнă вара хыпăнса ӳкмеллех?

Малалла

Йĕрсем


Пăрахут çурса йĕр турĕ

Куçкĕски пек Атăла.

Хыçалтан вара туп-тӳрĕ

Кăпăкланнă çул юлать.

 

Нихăçан та çухалмассăн

Шавласа çĕкленчĕ хум.

Çырана çитсе çапсассăн

Пĕтĕм вăйĕ пĕтрĕ ун.

 

Пăрахут куçран çĕтмерĕ —

Вăл хумхатнă шыв çинчен

Çĕтрĕ ун илемлĕ йĕрĕ,

Тăсăлмарĕ те инçе.

 

Мĕн тери телейччĕ йĕрĕм

Çакăн пек çухалмасан.

Юррăм пурăнтăрччĕ чĕрĕ,

Хам çĕре кĕрсен те ман.

«Кăçал час килчĕ кĕтнĕ çĕркунне...»


Кăçал час килчĕ кĕтнĕ çĕркунне,

Алрель тĕлне çĕршыв юртан тасалче.

Хĕл ыйхинчен вăранчĕ Çĕр-анне,

Пире çĕн пурăнăç пама тамалчĕ.

 

Сăрт аякки ем-ешĕл курăкпа

Кавирь пек витĕнсе йăлт илемленчĕ.

Хĕвел пăртан тасалнă çут шывпа

Питне çуса пушшех паян хĕмленчĕ.

 

Сив Хĕл Мучи хăрарĕ хĕвелтен,

Çурçĕрелле тӳрех тарма пуçларĕ.

Мулкач хăтăлас тет кĕрĕкĕнчен,

Тарса каян Хĕл Мучине куçларĕ.

 

Чив-чив тесе, çерçи те сиккелет,

Паян апат та шырамасть вăл темшĕн.

Кашни чĕрчун, кашни этем пĕлет

Кама тав тумалла çурхи илемшĕн.

 

01.04.2007

«Савăнăç парасшăн çутçанталăк...»


Савăнăç парасшăн çутçанталăк,

Парнелесшĕн ырлăх та сипет.

Кирек хăш кĕтесĕнче те паллă —

Унăн çынсемпе пулас килет.

 

Хурăнсарăм йăпăрттăн хумханчĕ,

Ăвăслăх вылятрĕ капăрне.

Шыв юппи çинче шевле вылянчĕ,

Хăнтăр чăмрĕ кӳлĕ авăрне.

 

Сарă мăйăрпа сапасшăн шĕшкĕ,

Йĕкелпе пересшĕн ват юман.

...Пуçна тай та, ырă пиллĕн пĕшкĕн,

Тунката çине те ларса кан.

 

1978, юпа, 22.

Йĕпреç, Çăкалăх.

«Тинкер-ха, тусăм, тимлĕрех...»


Тинкер-ха, тусăм, тимлĕрех —

Мĕнле ачаш çурхи çанталăк,

Асамлă кун хĕлхемĕнче

Хĕвелленет чечен тавралăх.

 

Тек шатăр сивĕ пулмасса

Сиссе вăраннă та — папкаллă,

Çунатлă, ирĕклĕ, таса

Капăрланать вăл ăш саламлăн.

 

Çурхи ака-суха çинче

Хресчен чунне çĕклетĕ шанчăк.

Мазутлă, вутлă ĕçсенче

Çынсеи те кăмăлĕ вылянчăк.

 

Курса уй-хирĕн ешĕлне

Этем хĕвел енне пуç тайнă:

Тĕнче чечекленçт тинех,

Тĕнче çут ĕмĕт евĕр лайăх!

 

...Тинкер-ха, тусăм, тимлĕрех —

Мĕнле чипер тăван тавралăх!

Тăван Çĕр-шыв хĕлхемĕпе

Хĕвелленет вĕт ĕçлĕ халăх.

 

1975, ака, 17

Ик айкки те тăвайкки


Пĕр пайлă комеди

Комедири çынсем:

Золов Леонид — 45 çулта, шабашник.

Марье — Золов арăмĕ, 40 çулта.

Золов Кури — Леонид ашшĕ, 75 çулта.

Кусарова Мархва — Марье амăшĕ, 74 çулта.

Бойков Михаил — бригадир, 45 çулта.

Филимонов — хуларан килнĕ, шеф.

 

Пĕрремĕш картина

Золов Леонид кил-çурчĕ, сĕтел, пукансем, чăлан. Ирхине, Леонид пуртă хăйрать, Марье яшка пĕçерет. Кури вутă çĕклесе кĕрет. Ун хыççăн Мархва кĕрет.

 

Кури. Эй-эй-эй, лӳшкĕнтерет те, лӳшкĕнтерет, капла тырă-пулă епле пухса кĕртĕç.

Мархва. Эрнипех çăвать, мĕн çылăха кĕтĕмĕр-ши?

Кури. Турă пĕлет, пăккине çухатнă пулмалла, юхтарать те юхтарать.

Марье. Тыр-пула мĕнле пуçтарса кĕртер, чăнах?

Золов. Яшку пиçет-и унта сан?

Марье (чăлантан тухса). Паранкине ятăм.

Кури. Каллех каяс тетĕн-и ĕнтĕ?

Золов. Каятăп.

 

Бойков кĕрет.

 

Малалла

Тăван хула


Ирхине Атăл тăрăх килетĕп.

Шупашкар курăнмасть-и тесе,

Пăрахут сăмсине, айккине те

Эп тухатăп, пăхап тинкерсе.

 

Катара сирĕлен тĕтре витĕр

Шупашкар шуралать, çуталать.

Чун-чĕре çунатланчĕ-çке питĕ,

Ĕмĕтĕм туртăнать унталла.

 

Канлĕ ыйăхĕнчен вăратасшăн

Заводсем янратсан хулана,

Хам анне чĕннĕ евĕр йăвашшăн

Çавă çеç ачашлать хăлхана.

 

Эх, хуламçăм, мĕнле саламлам-ши!

— Эс вĕрентрĕн мана çамрăк чух,

Эс ӳстертĕн, çын турăн та, — саншăн

Тав тума та сăмах çитес çук.

 

Пăрахут çывхарать. Ак илтетпĕр,

Кĕр-кĕрлет те шавлать шур хула;

Çак шăв-шав хам анне сасси евĕр

Туйăнать те — ман кăмăл тулать.

■ Страницăсем: 1... 249 250 251 252 253 254 255 256 257 ... 796