Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сăвăсемпе поэмăсемЙышăнман сăмахсемТаркăнТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЧакăл-туШевле çутиЧапшăн пурăнмастпăр

«Шурă хурăн çăвать кăтрине...»


Шурă хурăн çăвать кăтрине,

Сывлăмпа çăвăнать вĕрене.

 

Шăпчăк юрăç юрлать юррине,

Çут хĕвел хăпарать тӳпене.

 

Тӳпере чечек пек пĕлĕтсем,

Ман умра куç тулли чăн илем.

 

Çĕклет ман кăмăла çак илем,

Çуратать савăк юрă чĕрем.

 

Мĕн тери Чăваш çĕрĕ хитре,

Çак илем пурăнать чĕрере.

 

01.05.2007

Чунсем хушши


Турра тавах, хăлха илтет-ха манăн!

Эп шăплăха та хатĕр тăнлама…

Сан кăшкăрса тухан кашни сăмахăн

Тӱрккеслĕхĕ хуçать кăмăлăма.

 

Чунсем хушши нивушлĕ пысăкланчĕ?

Ытла инçе эпир пĕр-пĕринчен.

Тахçанччĕ çирĕп ăнлану хăвачĕ

Çухалчĕ хăвăрт хамăр сисиччен.

 

Сана кун пек пачах илтместĕп эпĕ —

Ан кăшкăр, калаçсам хуллентерех:

Сассу чуна сĕртĕнессе кĕтетĕп…

Мана хăçан ăнланăн-ши пĕрех?

Чутайсене


Çĕр-шывăм ман пысăк та аслă,

Ешерĕ татах ӱлĕмрен.

Çапах пуринчен эп хаваслă

Пуртан тĕнчере Чутай ен.

 

Вăл – çутă ачалăх саманчĕ,

Унра ырă сунăм нумай.

Ак куç умĕнчех чаплăланчĕ

Патшалăх пек Хĕрлĕ Чутай.

 

Хитре ман юратнă тавралăх,

Чечеклĕ, çырмаллă уйсем…

Сăпай та маттур ăслă халăх…

Телейлĕ эпир, чутайсем!

Тӳпене вĕçсе куртăм


Эпĕ ĕмĕтленме юрататăп. Каçсерен туссемпе урам хушшинче ӳсекен хурăнсем хушшине пухăнатпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр, юрлакаласа та илетпĕр, тахçан та пĕрре юмăç та яратпăр.

Асăннă кун юлташсем ман пата килеймерĕç, урама пĕчченех тухма тиврĕ. Çанталăк кăштах тĕтреллĕ, хурăнсем ăшă çилпе тем пăшăлтатса ман çине куларах пăхаççĕ. Мĕн кулмалли тупнă-ши тесе хам тăрăх пăхкалатăп, ним тĕлĕнмелли те курмастăп. Пĕр пĕчĕк хитре кайăк хурăн çине килсе ларчĕ те: «Катя-тя! Катя-тя!» — тесе илемлĕ юрă шăрантарма пуçларĕ. Нимĕн те ăнланаймастăп, мĕн пулса иртет, мĕне систерет?

Нимĕн тума аптранипе тӳпенелле тинкере пуçларăм. Хурăн тăрринче çутатакан чи янкăр çăлтăр хăй вырăнĕнчех-ши, тарса пытанман-ши? Вырăнчех иккен, яланхиллех ялкăшать. Çутăлкка эпĕ хăй çине пăхнине сисрĕ пулмалла, вырăнтан тапранса ман паталла вĕçме пуçларĕ. Самантрах ман умри хурăн туратти çине килсе çакăнчĕ те манран: «Мĕн пулчĕ?» тесе ыйтать.

Эпĕ тĕлĕннипе хăрасах кайрăм, нимĕн те чĕнместĕп.

— Эсĕ манран ан хăра, эпĕ санăн çăлтăру, — тет мана Çутăлкка, ман умра ялкăшса. Ăна хăра-хăрах тытса пăхрăм. Çав тери хĕрӳллĕ иккен вăл, мĕнпур кĕлеткене , ал-урана ăшăтсах ячĕ.

Малалла

«Пĕрре çуралакан пĕрре вилет...»


Пĕрре çуралакан пĕрре вилет —

Çапла тĕнчен ылмашăнми саккунĕ.

Паян-и вилĕм е ыран килет —

Ун хăйĕн пур йĕрки, пур хăйĕн кунĕ.

 

Пӳкле-и çын вилет е чап-чыспа,

Çӳле е аяла ăна хураççĕ —

Этем хакне тумасть таçти хысна,

Çынна туссем хисеплесе хаклаççĕ.

 

Туссем маннишĕн шикленессĕм çук,

Тăшман ура хуни те хурлантармĕ.

Тăван Çĕршыв малашлăхĕ пур чух

Манран тăван та, хурăнташ та тармĕ.

 

Кашни çуралакан пĕрех вилет.

Ĕмĕр иртет, анчах та иртмĕ вăхăт.

Асран кайми атте-анне килне

Тăван Çĕршывăм виçипе эп пăхăп.

«Ӳте-тире суран çунтарнă чух...»


Ӳте-тире суран çунтарнă чух

Хаярлăхпа тулса хĕрет вăй-халăм,

Сисмесĕрех чăмăртанать ик аллăм

Чăтса выртма пĕр чĕптĕм те май çук.

 

Çĕршыв умне килсе тухсан тăшман

Çапла чăмăртанман-и манăн халăх?

Вутра çунми, шывра путми пулмалăх

Ăна çĕкленĕ тӳсейми суран.

Хăях


Арсений Тарасова

 

Пăрçа хирне пытаннă ман ачалăх,

Ман çамрăклăх пытаннă улăха.

Вăййи-куллийĕ юлчĕ асăнмалăх,

Вăй уçланкийĕ юлчĕ тăлăха.

 

Сар кайăк, вĕл вĕçсе ăçта ăсантăн,

Ăçта çухалтăн эс, утмăл турат?

Куçа уçсан та, куçăма хупсан та

Ман ĕлĕкхи савни умрах тăрать.

 

Халь ĕнтĕ çук тĕкĕлтураллă улăх,

Пăрçа хирне те пуснă тап пиçен.

Тавралăхăм, епле танлаштаруллă

Сăмах тупса çухатăвна виçем.

 

Шаланкă та вĕçсе иртмест ку яхăн,

Чунра темскер чĕрне пек чĕрĕнет.

Шур хĕррипе хăрса пыран хăяхăн

Çĕççи касса та кĕчĕ чĕрене.

Каçар, каçар...


Мăшăрăма, Мария Прокопьевнăна

Каçар, каçар. Çавна эп пĕлеймерĕм:

Çут çăлтăрлă, таса шур çурталла

Çĕрле кăна çутатмалла пуль терĕм —

Тăр кăнтăрла та мĕн çутатмалла.

 

Тен, тепĕр чух сăмахăма тытмарăм,

Тӳрккес те пултăм-и, тен, тепĕр чух?..

Анчах чуна сутмарăм эпĕ, арăм,

Ун пек йăла ăратнере те çук.

 

Туспа эп тус, тăван эп хам тăваншăн, —

Кашни хăйсен вырăнĕнче вĕсем.

Эс ăшă, ăшă кил хĕвелĕ маншăн,

Эс ман çырас хĕрӳллĕ сăвăсем.

 

Эс пулмасан çумра мĕне пĕлтерĕ

Чап, пурлăх, хаклă шурă кĕленче?

Эс пулмасан мана татса пĕтерĕ

Ытла хаяр, ытла хитре тĕнче.

 

Сар ылтăн сулă — çамрăклăх ытамĕ

Епле илемлетет аллусене.

Юр лекнĕ пуçăма пырса таям-и

Кĕрен чечеклĕ минтерӳ çине...

Йăмраллă ял


Çак таврара кĕркунне кăçалхи пек йĕпе те сивлек пулнине Укахви пачах астумасть. Иртен пуçласа каçчен, каç кӳлĕм пуçласа ирччен татти-сыпписĕр çумăр çăвать; пĕр самантлăха чарăнать те çавăнтах тепĕр хут пуçласа ярать; çывăхри вăрман хыçĕнчен çăра пĕлĕтсем йăтăнса тухсах тăраççĕ. Хĕвел эрни-эрнипе çынсенчен пытанса пурăнать, темĕнле айăпа кĕнĕрен вĕсен куçĕ умне курăнма именет тейĕн. Урамра çĕрĕн-кунĕн йăмрасем кашлаççĕ; кĕрхи çил вĕсен юлашки çулçисене тăпăлтара-тăпăлтара илсе каять, виçĕ ял хушшинчи кӳлле ăçти-çукпа тултарасшăн пулнă пек, шыв çине ывăçĕ-ывăçĕпе çулçă сапать.

Укахви хăйсен пахчи вĕçĕнче, çаврака кӳллĕн çурçĕр , кукăрĕнче тăрать. Унран инçе мар валашкалла чавса тунă кимĕ, пĕтĕмпех шывпа тулса, хăрах пуçĕпе юшкăна тăрăнса кĕрсе ларнă. Çулла шыва кĕнĕ чухне унта ачасем ишетчĕç, халĕ ĕнтĕ вăл никама та кирлĕ мар, ак хĕлле кӳлĕ шăнса ларĕ те, кимĕ çаплипех чалăшшăн пăр хушшине хĕсĕнсе юлĕ.

«Çап-çут хĕвел çӳл ту хыçне васкавлăн анчĕ...»


Çап-çут хĕвел çӳл ту хыçне васкавлăн анчĕ,

Сĕм тĕттĕм каç васкать хуçаланма.

Ачалăхăм, каç пулнă пек, тарса пытанчĕ,

Асамлă утпала васкарĕ пуль канма.

 

Эс мĕншĕн тĕлĕк те пулин пулса килместĕн,

Самантлăха кăна памастăн çунатна?...

Эп саншăн пит тунсăхланисене пĕлместĕн,

Мана мĕн-ма нихçан илместĕн хăв патна?

 

Ачалăхăм, ачалăхăм, çунатлă кайăк,

Тепре килсе, вĕçсе эс çаврăн ман тавра.

Çӳçсем шап-шур пулсассăн та чунра пит лайăх —

Мăнукăм ман пекех чупса çӳрет умра.

 

30.04.2007.

■ Страницăсем: 1... 243 244 245 246 247 248 249 250 251 ... 796