Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Каçхи хуралçă çутă уйăх
Куçне чарса пăхать паян.
Ытла та йывăр пирĕн хуйăх, —
Нушаллă пурăнать тăван.
Ютран килсе йăлт пусмăрларĕç
Укçашăн çунакан мурсем.
Чăваш çĕршывĕнче юлмарĕç
Хĕн-хур, нуша курман çынсем.
Тăван çĕршыв чăвашшăн — тамăк,
Вăр-хурахсем валли — çăтмах.
Тĕнче йĕрки çапла пит япăх,
Саккун çырать халь вăр-хурах.
Килсе пире паян кам çăлĕ,
Чăваш тупайĕ-ши раскал?
Çакна пире паян кам калĕ,
Кам пулĕ пирĕн çăлакан?!
Каçхи хуралçă çутă уйăх
Шур капăртма пек курăнать.
Ытла та йывăр пирĕн хуйăх,
Чăваш тĕнчи пĕтсех пырать.
15.04.2007
Тĕнчи лаши — çап-çут хĕвел те ырчĕ, —
Канать, манса ĕçе тухмаллине.
Тӳпе хура чернилпала çеç çырчĕ,
Куççуль тăка-тăка, кун йĕркине.
Хĕвел, мĕскершĕн эс ĕçе тухмастăн,
Кӳрентĕм-шим кăçал Çĕр-аннене?
Хăв куллупа тек ăшăтмастăн,
Пусатăн тунсăхпа этем чун-чĕрине.
Ялан пĕрпеклĕх йăлăхтарчĕ пулĕ,
Тен, кам пĕлет, кӳрентĕн пуль пире.
Атя, кӳренер мар.
Пуласлăх кулĕ
Пур-çукшăн такăнсассăн тӳпере.
Сана çеç мар, мана та питĕ кансĕр
Канмасăр ĕçлеме ялан çапла.
Çапах та пурăнар-ха кӳренмесĕр,
Ĕçре тупар телей-ăраскала.
Çула тухсам!
Мĕн пулнă — кивве юлтăр,
Ак кур: ирех эп хам ĕçре паян.
Канас тени текех асра ан пултăр,
Эпир çуралнă ĕçлеме ялан.
15.04.2007
Хĕвел тухсан, çут çăлтăрсем тараççĕ,
Йĕрки çапла çак Çуттĕнчен.
Ыр çын патне ялан килсех тăраççĕ
Тем тĕрлĕ ĕçпелен çынсем.
Хĕвел ансан, çут çăлтăрсем тухаççĕ,
Йĕрки çапла çак Çуттĕнчен.
Ыр çын вилсен, çынсем пит хурланаççĕ,
Ыр çын ятне упраççĕ ĕмĕрсем.
10.04.2007
Хĕллехи çул улшăнсăх тăрать: е юр хӳсе каять ăна, е кĕтмен йĕпе-сапа çутатса ярать, çумăр хыççăн сасартăк шăнтса пăрахни те пулкалать; вара çул-сукмак таврашĕ пĕве пăрĕнчен те хăрушла шуçлакланса каять.
Çавăн пек кунсенчен пĕринче, ӳкес марччĕ тесе питĕ асăрханса, каçăртарах пуçлă арçын йăкăш-якăш пускаласа пыратчĕ. Унччен пулчĕ-ши, кунччен-ши вăл сулкаланма тытăнчĕ. Аллинчи туллиех мар хутаçĕ çул хĕрринчи кĕрт çине ӳкмеллех вăркăнчĕ, хăй хыçалалла тайăлчĕ, тӳрленкелерĕ кăна — талт-талт пусрĕ те малалла, шап персе анчĕ ӳпнелле. Эх, кулатпăр эпир! Пĕри куçне шăлать, тепри варне тытса тăрать... Эрлене-эрлене тăчĕ те: «Мĕн ихĕретĕр?!» — тенĕн пăхрĕ пирĕн енне çаврăнса. Ун сăмсинчен юн йăрласах юхнине куртăмăр та — ихĕрме пăрахрăмăр. Вăл сăмси айне шăлса тасатмашкăн тутăр шырама тытăнчĕ пулас — кĕсйисене лăп-лăп тутарать. Тин кăна кулса тăнă чипер пĕр майра куçне чарса пĕр кана хытса тăчĕ те сăмса тутри туртса кăларчĕ:
— Ме, шăлăн, — терĕ ырă кăмăллăн. — Ан йĕрĕн. Тин çеç туяннă эпĕ ăна... Вĕр çĕнех...
— Тавтапуç, — терĕ çеç лешĕ айăпа кĕнĕн.
Тин кăна шăл йĕрсе тăнисенчен тепри инкекри çынна шуçлак çĕртен çавăтса тухрĕ.
Малалла
(Чăваш конгресне йыхравлани)
Ăçта эсир, чăваш ачи-пăчи!
Сассăр пур-и таçти çĕрсенче?
Элле сире ютсен качи-мăчи
Сивĕтре-и тăван ăшшинчен?
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн
Килен-каян çынна ыр сунса,
Ăçта вĕçсе, чарлан, ăçта çитрĕн,
Ăçти тăван кĕтет тусăнса?
Хыпарна пар, тăван чăваш ачи,
Тапранса тух инçет çĕрсенчен.
Элле сана ютсен пулли-вăлчи
Сивĕтрĕ-им анне килĕнчен?
Килсе курма, тапран, чăваш ачи,
Чунтан кĕтсе пирĕн ăш вăркать.
Чарса тăмасть сана тĕнче шалчи —
Тăван çĕршыв килме йыхăрать!
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн,
Тăвансене кĕтет ыр сунса,
Ăçта çитсе кама чĕнсе килтĕн?
Ăçти тăван килет савăнса?
1992, юпа, 1.
Шупашкар.
Çынна курас килсен чунтан —
Çыру яраççĕ виç сăмахлăн.
Анчах хут хаклă Хусанта,
Чулхулара, тет, чулĕ хаклă.
Çитсе эп куртăм та, унта
Хут-калем мар, туссем çеç хаклă!
Вăй-халăм кайнăччĕ вуçах
Çил-тăманра çула тухсассăн.
Шăнсассăн аслă, тет, вучах,
Шыв аслă, теççĕ, ăш хыпсассăн.
Ăнлантăм çул çинче анчах:
Вутпа шыв мар, туссем çеç аслă!
1984, Саранск.
Г.З.Крылова
Ватăлнăçемĕн ватăлсах пыратпăр,
Тĕнче хапхи пĕчĕкленсе тăвăрланать.
Çапах та чăнлăх пурнăçра шыратпар,
Тем тĕрлĕ сăрăпа пуласлăх сăрланать.
Вăйсем куллен-кун катăлсах пыраççĕ,
Çапах утатпăр малалла та малалла.
Чĕре тапать, куçсем çаплах кураççĕ,
Тем чухлĕ ырă ĕç халь пирĕн тумалла.
Хăлат çӳл тӳпере вылянине куçлатпăр.
Вĕçесчĕ тетпĕр ун пекех тепре.
Тăван çĕршывшăн çĕнĕ ĕç пуçлатпăр,
Тӳпе-Атте, вăй-хал парсам пире.
Кашни ĕçе çĕршывăма пиллетпĕр,
Юратнă халăх — пирĕн талисман.
Инçе çĕре кайсассăн та килетпĕр
Часрах çуралнă кĕтессе, тăван.
Эппин, ĕçлер ватăлнине пăхмасăр
Куç курнă чух, чĕремĕр тапнă чух.
Нимле йывăрлăха, терте пăхмасăр
Çитес çĕре çитме вăй-хал тупайнă чух.
03.04.2007
Хĕвел куçа йамахтарать:
Пайăркисем ытла та каскăн.
Аппа пир тăрăхĕ сарать
Шур юр пек шур чаршав тумашкăн.
Ула кушак пек çул ула
Хуралчĕ Арапуç кĕперĕ.
Хуракăш çулĕ пек юлать
Сукмак, хир урлă хывнăскерĕ.
Пĕр ăшăтать, пĕр сивĕтет
Çурхи çанталăк — йăлăнтармăш,
Анчах ман чунăм хĕпĕртет:
Хĕртет хĕвел — çу кунĕн амăш.
Çак ирĕклĕ çурхи тĕнче
Улăштарать пек хамăра та, —
Эп пĕчĕк аслăк тăрринчен
Мĕн пур çут тĕнчене куратăп.
Аслă Арапуç
Пĕр пайлă мыскара
Комедири çынсем:
Аптралов — служащи, командировкăна килнĕскер.
Хамгай — сăвăсем çыркалать, типографире ĕçлет.
Пулаков — рабочи — 46 çулта.
Выртасов — хатĕрлев начальникĕ.
Милиционер.
Медсестра.
Комедири ĕç пĕр хулари урăлтаркăчра пулса иртет. Ӳсĕрпе лекнĕ тăватă арçын койкăсем çинче выртаççĕ. Пĕри вăрăм та ырхан, тепри самăр та лутра, виççĕмĕшĕ кĕпесĕрех. Ку вăл Xамгай. Уçă алăкран кордиор курăнать, сĕтел умĕнче сестра ларать. Выртасов тĕлĕкре аташса выртать: «Вăхăт çук, йышăнмастăп», — тет.
Пулаков (пуçне çĕклесе). Сестра, шыв парăр-ха тархасшăн. (Сестра шыв пырса ĕçтерет.) Ах, ăш çунать-çке.
Xамгай (ыйхăран вăранса). Ăçта çунать? Кам çунать, мĕн çунать?
Пулаков. Эс çунан.
Хамгай. Ăçта эпĕ? Больницăра-и? Э-э, хе-хе! Пĕлнĕ вырăн, палланă кĕтес.
Сестра. Каллех лекрĕн кайăкăм.
Хамгай (сестрана). А-а, э, салам сар кайăкăм. Эпĕ каллех кунта тем.
Малалла
Янках тавра, сапăрланать хĕвеллĕн,
Асап та, чир те кăшламасть чуна.
Ачамсене тĕнче касса килмелĕх
Парасчĕ тетĕп çулăмлă çунат.
Яш кăмăлпа телей пур чух çӳреччĕр —
Ĕмĕр иртсессĕн ĕмĕт çеç юлать.
Чечек-çырлаллă вăхăтăн тивлечĕ
Хĕвел айне тухсан кăна пулать.
Çуначĕсем малтан мала туртаççĕ,
Ĕмĕтсенче тулли ăс-хал чупать.
Сăваплă пултăр ватă çын ыхлаçĕ —
Çĕршывăм, савăн йышлă ачупа!
1983, утă, 7.
Экспедици.
Шупашкар–Сĕве автобусĕ.
■ Страницăсем: 1... 248 249 250 251 252 253 254 255 256 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...