Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, утӑ уйӑхн 29-мӗшӗнче, Мускавран Шупашкара килекен пуйӑс кая юлса ҫитӗ. Кун пирки Горьки чукун ҫулӗ асӑрхаттарнӑ. Мурома состав расписанипе ҫитнӗ, «Арзамас-2» станцие — 56 минут юлса. Канаша вӑл 89 минут кая юлса ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкара та фирма пуйӑсӗ каярах килнӗ. 072Г-мӗш номерлӗ «Мускав – Шупашкар» графикпа килет. Шупашкара вӑл 13 сехет те 10 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен витӗр каякан «М-12» автоҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме ятарласа ирӗк (патент) илмен ҫынсем тар тӑкнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн ШӖМӗн миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Ятарлӑ ирӗк илмен виҫӗ ҫын ҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӗсем Таджикистанри ҫынсем пулнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври икӗ каччӑн, 26-28 ҫулсенчи ҫамрӑксен, патент пулнӑ-ха. Анчах урӑх регионта ӗҫлеме. Вӗсен 40 ентешӗн ун пек документ пачах та пулман. Йӗркене пӑскансене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнӗ организацие тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑри прокуратура хистенипе асӑннӑ ялти тимӗр бетон кӗпере юсанӑ. Ҫул начарри пирки халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑри Кӗҫӗн Хырла юханшывӗ урлӑ сарнӑ тимӗр бетон кӗпер юсавсӑр пулнине прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ. Ун пек кӗпер урлӑ машинӑсене каҫса ҫӳреме те хӑрушӑ пулнӑ. Кӗпере юсама ыйтса прокуратура Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне хут шӑрҫӑланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара хыснара укҫа тупнӑ, кӑлтӑка пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Пешеход. Пешеходный переход» (чӑв. Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран каҫмалли вырӑн) рейд иртнӗ. Йӗркене пӑсакан водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те явап тыттарнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекен 100 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 55 ҫынна — ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паманшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Телеграмри t.me/gibdd121 каналтан илнӗ скриншот Муркаш тӑрӑхӗнче ӳсӗр тракториста тытса чарнӑ. Руль умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫынна Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ те арҫын, чӑн та, эрех ӗҫни ҫиеле тухнӑ. Тракториста паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Инспекторсем руль умне ӳсӗрле ларни инкекпе вӗҫленме пултарассине аса илтерееҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() прокуратура сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ. Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкара Шупашкартан тройллейбуспа ҫӳреме пуҫласан ҫул укҫине маршруткӑринчен йӳнӗрех тума йышӑннӑ. Ҫакӑ пассажирсене илӗртес тӗллевпе ҫыхӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен троллейбуспа ҫула тухсан аллӑн укҫа тӳлесен 33 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа пулсан — 29 тенкӗ. Проезднойпа ҫӳрекенсен 60 хутчен ҫула тухмалли билет (вӑл 45 куна пырӗ) ҫул укҫи 27 тенке ларӗ. Маршруткӑсем ҫинче ҫул укҫи 34 тата 30 тенкӗ (аллӑн укҫа тӳлесен тата карттӑпа татӑлсан). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче транспортпа йӳнӗрех хакпа ҫӳреме май килӗ. Хула тӑрӑх ҫула тухакансене ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, перекетлеме сӗнеҫҫӗ. Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт карттине хӑвӑрт тӳлевсен системи урлӑ укҫа хурсан пассажира 5 проценчӗ таврӑнать. «Карттӑна ЕТК хушӑм урлӑ миҫе тенкӗ хурас тенине палӑртса, «СБП» текен тӳлев меслетне усӑ курса «тултармалла». Ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫемье хыснине перекетлеме май парать. Хушӑм урлӑ, е сайтра хурсан та тӳлев хӑварт ҫитет, проценчӗ укҫан таврӑнать. Ку меслет авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлет.», — хыпарланӑ асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче «Элӗк — Кивӗ Атикасси — «Сӑр» автоҫул — Тури Ҫӗрпӳкасси — Анат Ҫӗрпӳкасси» ҫула юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗ Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсем хушшинче пырать. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект кӑткӑс. Пӗлтӗр унта йывӑҫсене каснӑ, вӗсен тымарне кӑкланӑ. Юсав вӑхӑтӗнче Юсав вӑхӑтеӗнче Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗ патне пыма вӑхӑтлӑх ҫул уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти аэропорт сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Аэрофлот» авиакомпани вӗҫме пуҫлӗ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпанипе ку ыйтупа чылайранпа калаҫу ирттернӗ, халӗ вара ӳкӗте кӗртме пултарнӑ. Шупашкартан авиапассажирсем ҫӳресси йышланни тата республикӑн экономика хӑвачӗ лайӑххи (аэропортра ҫапла пӗлтернӗ) ҫӗршыври пысӑк авиакомпанипе ҫыхӑну тытма май панӑ. «Аэрофлот» ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа вӗҫме тытӑнӗ. Вӑхӑчӗ пассажирсемшӗн питех те меллӗ: Мускава самолёт Шупашкартан кунсерен 7 сехетре вӗҫсе кайӗ, Шупашкара 23 сехет те 30 минутра вӗҫсе килӗ. Самолёт Шереметьево аэропорта илсе кайӗ. «Airbus 320» самолётра 158 пассажир вырнаҫать: 150 эконом-вырӑн, 8 – «бизнес» класли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |