Ҫул-йӗр
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи хаксене пӑхса тухма хушнӑ. Владимир Владимирович тарифсем пирки сӗнӳсем кӗтет. Куншӑн Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин тата «Автодор» пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко яваплӑ. Аса илтерер: Президент тӳрӗ лини ирттернӗ чухне Тутарстан ҫынни М-12 ҫулпа ҫӳреме хаклӑ пулни пирки каланӑ. Мускавран Хусана ҫитме 5 пин тенкӗ тӳлемелле, Канаша - 4069, Ҫӗмӗрлене - 3697 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер. Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/cheb_police сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ. Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Прокуратура Йӗпреҫ округӗнчи ҫулсене юртан мӗнле тасатнине тӗрӗсленӗ. «Нурӑс - Патӑрьел - Елчӗк» тата «Йӗпреҫ - Березовка - Кудеиха» ҫулсене «Дортех» организаци япӑх пӑхса тӑни палӑрнӑ. Чылай ҫӗрте ҫул хӗррине, тротуарсене хырман, юр 15 сантиметртан ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те сапман, чарӑнусем патне пынӑ ҫӗрте те кӑпӑшка юр выртнӑ. «Дортех» тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, должноҫри ҫынна 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() photoby.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-7» автоҫулӑн Горьки ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫитичченхи участокне килес ҫул юсас шанчӑк пур. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ проект пур иккен. Объекта пилӗк ҫулхи плана кӗртнӗ. «Ҫул-йӗрҫӗсемпе кашни тӗл пулмассеренех юсав ӗҫне пуҫӑнма ыйтса вӗсене васкататӑп. Унти пӑкӑ ҫынсене самай кансӗрлеҫҫӗ. Ку ыйтупа кӑҫал мар пулсан килес ҫул ӗҫлеме тытӑнатпӑрах тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-7» ҫул ҫинче пӗрремӗш электрозаправка уҫӑлнӑ. Асӑннӑ комплекс ҫулӑн 620-мӗш километрӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Тереҫ ялӗ тӗлӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав тӗлте — «Ҫеҫпӗл» предприяти. Электрозаправка аслӑ ҫулпа иртсе пыракан машинӑсемшӗн питех те меллӗ. Комплекс талӑкӗпех ӗҫлӗ. Заправкӑна уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев, промышленноҫпа энергетика министрӗ Борис Марковцов, ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пырса ҫитнӗ. Электрозаправкӑра харӑсах виҫӗ машинӑна зарядкӑна лартса хума пулать. Двигателе туллин вӑй илтерме пӗр сехетрен сахалрах вӑхӑт кирлӗ, кӑштах вӑй хушма темиҫе сехет те ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/mintrans21 сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере Шупашкарти троллейбуссенче «мулкачсене» шыранӑ. Аса илтерер: общество транспортӗнче билетсӑр ҫӳрекенсене ҫапла калаҫҫӗ. Ҫула билетсӑр тухакансене 500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Тӗрӗслевҫӗсем 1-мӗш тата 17-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑ троллейбуссенче пулнӑ. Контролёрсем — Чӑваш транспорт управленийӗн ӗҫченӗсем. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх. билетсӑр пассажирсем тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "Автодор" сӑнӳкерчӗкӗ Ҫил-тӑмана пула паян ирхи 5 сехетрен Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте федераци трассисенче йывӑр тиевлӗ машинӑсене, автобуссене ытлашши ҫӳреме чарнӑ. Ку «Атӑл» М-7,«Ҫӗрпӳ - Чӗмпӗр» А-151, «Вятка» Р-176 ҫулсене пырса тивет. Кунсӑр пуҫне «Восток» М-12 ҫулӑн пӗр пайне, Канашран Шали таран, хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "Автодор" сӑнӳкерчӗкӗ Ҫил-тӑмана пула тӳлевлӗ М-12 ҫула вӑхӑлӑха хупнӑ. Анчах веҫех мар. Паян ирхине «Автодор» хыпарланӑ тӑрӑх, М-12 ҫинче Тутарстан еннелле каякан ҫула хупнӑ. «684-836-мӗш ҫухрӑмсенче (Канаш - Шали) машинӑсене яман», - ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Шупашкар ҫыннисене машинӑпа инҫе ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. Ялан мар-ха. Паян. Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен ҫулсем ҫинче 10 баллӑ пӑкӑ пулса тӑнӑ. Инспекторсем ҫул ҫинче питех та асӑрхануллӑ пулма, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма сӗннӗ. Хула урамӗсем тасатса тӑракан «Дорэкс» организаци кӑнтӑрла 96 ҫул-йӗр рабочийӗ тата 110 техника, унсӑр пуҫне субпорядчиксен техники ӗҫленине пӗлтернӗ. Каҫхине тата ҫӗрле урамсене 60-а яхӑн техника тасатса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |