Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.8 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле районӗнче каллех Сӑр урлӑ кӗпер хывнӑ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳремелли кӗпер кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ.

Вӑл Чӑваш Ене Чулхула облаҫӗпе тӳррӗн ҫыхӑнтарать.

Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр ҫийӗн хывнӑ кӗпер урлӑ ҫӑмӑл машинӑсен ҫеҫ каҫса ҫӳреме юрать тата вӗсен пассажирсемсӗр пулмалла.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ Шупашкарти инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.

Инкек кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шуршӑл проездӗнче пулса иртнӗ. Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Volkswagen Passat» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Toyota RAV4» машинӑпа ҫапӑннӑ.

Фольксвагента ларса пынӑ тӑватӑ пассажира, ҫав шутран виҫҫӗшӗ 15, 12 тата 9 ҫулсенчи ачасем, пульницӑна илсе кайнӑ. Водителе те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi/18788?single
 

Ҫул-йӗр
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер хуҫаланнӑ «Фрэнсис» циклона пула Мускавра юр тасатса ӗлкӗреймен. Ҫавна май авиатранспорт та йӗркеллӗ ҫӳреймен. Тӗрӗссипе, ку циклон Калининградран пуҫласа Камчатка таранах витӗм кӳнӗ.

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аэропортсенче авиарейссен вӑхӑчӗ те улшӑнса пӗтнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавран Шупашкара килмелли «Победа» самолечӗ ҫула тухайман. Вӑл рейспа Мускава ҫитме палӑртнисем те ҫавна май каяйман.

«Победа» авиакомпанин Шупашкара 19 сехет те 15 минутра килмелли самолечӗ те вӑхӑтра ҫитеймен, вӑл 23 сехет те 23 минутра ҫеҫ Чӑваш Ен тӗп хулине ҫитнӗ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Улатӑртан Саранска пуйӑс ҫӳреме пуҫлӗ. Пуйӑс эрнекунсерен, шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен хутлӗ.

6491-мӗш номерлӗ пуйӑс Улатӑртан ирхи 7 сехетре тапранса кайӗ, Саранска 10 сехет те 5 минута илсе ҫитерӗ.

Кӳршӗлле республикӑн тӗп хулинчен 6492-мӗш номерлӗ пуйӑс 11 сехет те 31 минутра ҫула тухӗ те Улатӑра 14 сехет те 50 минута илсе ҫитерӗ.

Пуйӑс Светотехника, Ардатов, Разъезд Кечушево, Бобоедово, 135 км, Атяшево, Мачкасси, Нуя, Комсомольский, Чамзинка, Огаревка, Ремезенки, Рейтарский, Кочуново, Ромаданово, Сахарный Завод, Красный Узел чарӑнусенче чарӑнӗ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Сочирен Шупашкара вӗҫсе килекен самолет кая юлса килнӗ.

Кӑнтӑрлахи рейспа вӗҫсе килме хатӗрленнисем 6 сехет каярах юлса килнӗ. Самолет Сочирен вӑхӑтра ҫитейменрен Шупашкартан Сочие каякан рейс та палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухайман.

Самолет ҫула юлса тухасси юлашки вӑхӑтра час-часах пулать. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем кансӗрленӗрен та тепӗр чухне самолетсене тытса чараҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пуйӑспа ҫуреме каллех хакланӗ. Хула ҫумӗнчи чукуе ҫул транспорчӗпе ҫула тухакансен ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхинчен 5,1 процент ытларах кӑларса хума тивӗ.

Паянхи куна илсен Шупашкартан Канаша ҫитме 424 тенкӗ тӳлемелле пулсан килес ҫул 446 тенкӗ пулӗ.

Хусантан Чулхулана ҫӳрекен электричкӑра ҫул укҫи кашни километршӑн 4 тенкӗ те 7 пус тӳлеме тивӗ, халӗ 4 тенкӗ те 52 пус пулнӑ.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Шупашкар-Сӑр» автоҫула юсама республика хыснинчен 271 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Унта сӑмах ҫулӑн Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи участокӗ пирки пырать.

Ҫула юсакана палӑртма «Чӑвашупрдор» икӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Подрядчика кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен палӑртмалла.

Пӗрремӗш контрактӑн пуҫламӑш хакӗ —113 млн тенкӗ. Унпа ҫула 3,25 км тӑршшӗ юсамалла. Ӗҫе 2026 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2027 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла.

Иккӗмӗш контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 158 миллион тенкӗ. Вӑл укҫапа ҫула 4,7 км тӑршшӗ юсамалла. Ӗҫе 2026 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2027 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Шупашкара Мускавран йышлӑн килӗҫ. Кун пирки Мускав мэрӗн ҫумӗ Максим Ликсутов пӗлтерни пирки Metro Moscow хыпарланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗре автобуспа кайма Мускав ҫыннисем 13 пине яхӑн билет туяннӑ. Ҫынсем кайма уйрӑмах кӑмӑл тунӑ хуласен шутӗнче Шупашкар, иккӗмӗш вырӑнта – Минск, унтан — Ставрополь. тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш вырӑнта — Элиста тата Йошкар-Ола.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал пирӗн Шупашкарти аэропорт 600 пин пассажира йышӑннӑ. Аэропортӑн ҫӗнӗ историйӗнче кун пекки пӗрремӗш хут тесе пӗлтерет аэровокзалӑн пресс-служби.

600 пинмӗш пассажир Мускавран «Аэрофлот» авиакомпанин самолёчӗпе вӗҫсе килнӗ. Пӗлтӗр Шупашкарти аэропорт 577 пин ҫынна йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Елчӗк округӗнче пурӑнакансем Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов патне йышӑнӑва кайсан тин хӑйсене тахҫантанпах канӑҫ паман ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Кун хыҫҫӑн «Елчӗк – Курнавӑш» ҫула юсама тытӑннӑ.

Тӗрӗслев ирттерсен ҫул ҫинче чӑнах та шӑтӑк-путӑк нумай пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫапла пӑр вырӑнтан тапраннӑ: ҫула саплама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Эльбрус» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ.

Подрядчик ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ те – асфальт пӗр вырӑнта 5 см мар, 4,8 см кӑна пулнӑ. Прокуратура ыйтнипе ҫулӑн ҫак пайне йышӑнассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...78
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 16

1915
111
Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ.
1995
31
Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ