Ҫул-йӗр
![]() stylishbag.ru сӑнӳкерчӗкӗ М-12 «Восток» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) федераци ҫулӗн Чӑваш Енпе иртекен пайне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Марат Хуснуллин Хӗвелтухӑҫ экономика форумӗн кулуарӗнче пӗлтернӗ. «Ҫулӑн тепӗр пайне чӳк уйӑхӗсенче уҫма палӑртатпӑр. Вӑл лаптӑк тӗпрен илсен Чӑваш Ен территорийӗпе иртет. Ӑна эпир чӳк уйӑхӗнче уҫӑпӑр, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче трассӑна хута ярӑпӑр. Ку вӑл 150 километра яхӑн тӑршшӗ», — тенӗ Хуснуллин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районне тӳртен ҫыхӑнтаракан ҫул пуласси пирки пӗлтернӗччӗ тахҫан. ЧР транспорт министрӗ Владимир Осипов вӑл тепӗр уйӑхран уҫӑласси пирки каланӑ. Виҫӗ ҫухрӑма тӑсӑлӑкан ҫул 80 процент хатӗр. Подрядчик, «Воддорстрой», планра палӑртнинчен хӑвӑртрах ӗҫлесе пырать. Планпа килӗшӳллӗн, ҫула кӑҫал чӳк уйӑхӗччен туса пӗтермелле. Хальхи вӑхӑтра Куславккаран Сӗнтӗрвӑррине ҫитес тесен 87 ҫухрӑм тавран каймалла. Ҫӗнӗ ҫула тусан вӑл 56 километрпа танлашӗ. Кунсӑр пуҫне М-7 ҫине тухмалла пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗсем Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Иккӗшӗн те водителӗсем пульницӑна лекмеллех аманса пӗтнӗ. Пӑтӑрмах каҫхи ултӑ сехетре «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Энтрияль ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Киа Селтос» автомашина груз турттаракан «Хендай» автомобильпе ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, кроссовер водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. «Киа» рульне тытса пынӑ Мари Элти 33 ҫулти водитель аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Грузовикра ларса пынӑ 35 ҫулти пассажир та аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫтах пӗр водитель тепринпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Никольский проспектӗнчен Энтузиастсен урамне пӑрӑннӑ чухне Т567ТТ 21 номерлӗ «Ауди» автомобиль сулахай енне ҫул-йӗр правилине пӑсса пӑрӑнма тӑнӑ. «Киа-Рио» водителӗ ӑна ҫул паман. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ауди» ҫамӑл машина хӑйне «кӳрентернӗ» машина умне сиксе тухнӑ, унтан водитель патне пырса темиҫе хутчен ҫапнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Усал водитель вӗсемпе те пуҫтахла тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах. РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавпа Арзамас хушшинчи ҫул уҫӑлӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла. Аса илтерер: ҫула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ, вӑл 811 ҫухрӑм тӑршшӗ. Вӑл Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш тата Тутар республикисем урлӑ иртет. М-12 ҫула кайран Екатеринбург таран тӑсӗҫ, 2025 ҫулта вара – Тӗмене ҫити. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи ҫула юсаса пӗтернӗ. Унти «Шӑхасан — Нурӑс — Кайри Чалӑш Тукай — Чӑнкӑвар» ҫула йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 2,3 километр ытла. Асӑннӑ объекта юсама хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫе муниципалитет контракчӗпе пӑхса хӑварнӑ вӑхӑтра пурнӑҫласа пӗтернӗ. Юсав ӗҫне «Дорсервис» предприяти пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхи 9 сехет те 5 минутра вӗҫсе каймалли самолёта тытса чарнӑ иккен. «ДП-6808» рейс Шупашкартан Мускава илсе ҫитерет. Анчах самолётӑн техника кӑлтӑкӗ пулнӑран самолёт вӑхӑтра вӗҫсе каяйман. «Тӗп аэропортран килсе ҫитнӗ авиатехниксен бригади кӑлтӑка юсасан самолёт вӗҫсе кайӗ», — хыпарланӑ Телерамри каналсенчен пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Пӑрачкав районӗнче прокуратура ҫине тӑнипе ҫула юсанӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула прокуратурӑпа патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫул япӑхи ҫинчен вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Сӑмах «Шупашкар – Сурское» ҫул пирки пырать. Муниципалитет территорийӗнчи ҫул, чӑн та, япӑхса кайнӑ иккен. Шӑтӑк-путӑклӑскер норматива тивӗҫтермен. Ҫула тытса тӑма тивӗҫ «Дортех» организацие административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ун хыҫҫӑн ҫула юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ria.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Юлашки вӑхӑтра такси хакӗсем ӳссе кайнине асӑннӑ транспортпа усӑ куракансем сисрӗҫ ӗнтӗ. Кун пек лару-тӑру ҫӗршывӗпех. Юлашки вунӑ ҫулта ун пекки пулман. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, таксипе ҫула тухсан пӗр километр кайма ҫул укҫи ҫӗртме уйӑхӗнче 32 тенкӗ те 53 пуса кайса ларнӑ. Хак хӑпарнин сӑлтавӗ темиҫе. Пӗрремӗшӗнчен Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑнсан автомобиль хакӗ ӳснӗ. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — иртнӗ ҫул вӗҫӗнче такси водителӗсене ОСАГОна турттаракансен тарифӗпе илме хистекен саккун йышӑнни. Экспертсем такси хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра 30 процент таран ӳсессине систереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ "Муркаш - Турай" ҫулпа халӗ ҫӳреме питӗ лайӑх: трасса яп-яка. Ӑна наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ. Палӑртма та кӑмӑллӑ: ӗҫсене палӑртнинчен 4 уйӑх маларах вӗҫленӗ. Ӗҫӗ вара ансатах пулман: икӗ дамбӑллӑ ҫырма пур. Пӗтӗмпе 960 метр ҫула ҫӗнетнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта ҫак ҫула тата малалла юсӗҫ. Ҫитес ҫул 3,5 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |