Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулти Кирилл Александров ҫак кунсенче Раҫҫей чемпионатӗнче палӑрнӑ. Вӑл Калуга хулинче иртнӗ ӑмӑртура 100 метр дистанцие ишсе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртмалла: Кирилл – спорт мастерӗн кандидачӗ, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин резервӗн пайташӗ. Вӑл Мускавра Сергей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Халӗ Кирилл 2028 ҫулта иртекен Паралим вӑййисене хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21614
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спорт гимнастки Елена Герасимова студентсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн ентеш Краснодар крайӗнче иртнӗ турнирта чи вӑйлисен хушшинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 15 аслӑ шкулти 100 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Елена тӗрлӗ ҫӳллӗшри бруссем ҫинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса тата командӑпа тупӑшса кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21383
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Вера Крылова Чулхулара ишессипе иртнӗ «Ока-Атӑл» ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Турнира Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пирӗн ентеш 2,7 ҫухрӑма пуринчен малтан ишсе тухса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Вера Крылова «Аквайспорт Чӑваш Ен» федерацире ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21347
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнче рысак лашасен «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

«Солнечный» ипподромра иртнӗ тупӑшӑва республика округӗсенчи 21 лаша хутшӑннӑ. Тӗп парнене – Ҫӗнтерӳ кубокне – «Чацкий» ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унӑн хуҫи – Шӑмӑршӑ округӗнчи Илья Хлюкин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_432725
 

Спорт
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри Мальвина Петрова та хутшӑннӑ.

Хусанта ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртнӗ ӑмӑртӑва 35 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Чӑваш хӗрарӑмӗ 35-39 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/15781?single
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Михаил Кузнецов тренерӑн вӗренекенӗ 10 ҫухрӑма 32 минут та 29 ҫеккунтра чупса тухнӑ.

Анастасия Красильникова 3 пин километра чупассипе — ҫамрӑксем хушшинче Раҫҫейӗн рекордсменки.

«Ирхине ҫумӑр ҫӑватчӗ, кайран вӑл чарӑнчӗ, чупма ҫӑмӑл пулчӗ, ҫил те вӑйлӑ марччӗ», – каласа кӑтартна спорстменка.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Савелий Фролов триатлон енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ.

Вӑл 13-14 ҫулсенчи спортсменсемпе «дуатлон-спринт» дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Вӑл 25:42 кӑтартупа пурне те парӑнтарса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Савелий Фролов Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_431143
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӗмпӗр хулинче бодибилдинг енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 900 яхӑн атлет вӑй виҫме килнӗ. Чӑваш Ен чысне Анастасия Семенова хӳтӗленӗ.

Вал – 35 ҫулта. Анастасия эстетика фитнесӗн категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл нумайӑшӗнчен ирттерсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_76068
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсмен Сергей Смолев «Dagestan Wild Trail» сумлӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Вӑл ту ҫинчи 35 ҫухрӑм дистанцие 3 сехет те 18 минут та 11 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ҫапла ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Свердловск облаҫӗнчи Андрей Солнцев, виҫҫӗмӗш вырӑна Абхазири Денис Поляков йышӑннӑ.

Ӑмӑрту Дагестанра иртнӗ, унта 2 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20782
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта «Чи лайӑх ҫамрӑк культура ӗҫченӗ» професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ иртнӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ округри специалистсем хутшӑннӑ.

Канаш округӗнчи культура ҫурчӗн ачасемпе ӗҫлекен методисчӗ Ольга Васильева хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӑл I степень диплома тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13564
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 26

1917
108
Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1921
104
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та