
Шупашкар хулинче пурӑнакан Георгий Никоноров республика чысне Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗленӗ, ТОП-10 таксистсен йышне кӗнӗ.
Аса илтерер: вӑл республика шайӗнче иртнӗ конкурса ҫӗнтернӗ, Раҫҫей шайӗнчине хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Омск хулинче иртнӗ. Финала тӗрлӗ регионти 31 таксист хутшӑннӑ. Вӗсен теорипе тестировани тума, йывӑр хӑнӑхтарусенче машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑха кӑтартма тивнӗ. Кунсӑр пуҫне таксистсем пултарулӑх номерне хатӗрленӗ.
Пирӗн ентеш Чӑваш Енри таксистсем пултаруллӑ тата ӑста водитель пулнине кӑтартса панӑ.

Ҫак шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра лаша спорчӗн енӗпе Чӑваш Ен кубокӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн лаша завочӗн 100 ҫулхине халалланӑ.
Уяв программине тӗрлӗ енлӗ мероприятипе пуянлатнӑ, ҫавна май унта янаварсен ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар, концерт та пулӗ.
Концерт курма юратакансем валли икӗ сцена хатӗрлӗҫ: рок-сцена тата поп-сцена.
Рок-сцена ҫине ҫак коллективсем тухӗҫ: «ДМЦ | Дороги Меняют Цвет», «TattooIN Band | Татуин ушкӑн», «ДОНЭРА», «Ё» ушкӑн, «Румба комикс», «Габарит», «ПРИЧИНА ПАДЕНИЯ», «Маньяна».
Тӗп сцена ҫинче ҫаксем пулӗҫ: «The Hatters», «Браво», «Газан», «Малов», «Беz Б».
Лаша ӑмӑртӑвне те, концерта та тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать. Уяв программи 14 сехетре пуҫланӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуллахи республика ял вӑййисем старт илӗҫ. Кӑҫалхипе ӑна 14-мӗш хут ирттерӗҫ.
Спорт уявне ҫав кун 10 сехетре Комсомольски округӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ӑмӑртусене Чӑваш Республикинчи мӗнпур округри спортсменсем хутшӑнӗҫ.
Спорта юратакансем спортӑн вунӑ тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Ҫав шутра – мини-футбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, мини-лапта, полиатлон, канат туртасси. Ҫавӑнтах ГТО нормативӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне механизаторсемпе дояркӑсем валли виҫӗ енлӗ кӗрешӳ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫемьесен ӑмӑртӑвӗсене те йӗркелӗҫ.
Пӗр сӑмахпа каласан, ҫуллахи республика ял вӑййисем интереслӗ иртессе шантараҫҫӗ.

ШӖМ ветеранӗ, 77 ҫулти Виктор Семенов, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Челепи хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Чӑваш Ен чысне спорт ветеранӗсем хӳтӗленӗ: Валентин Харитонов, Людмила Михуткина, Лев Петров, Василий Шоркин, Виктор Семенов, Сергей Мурашов тата Алевтина Судеркина. Виктор Семенов 3000 тата 5000 метра чупса финиша чи малтан ҫитнӗ.
Командӑри ытти спортсмен та кӑтартусемпе палӑрнӑ, медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул чӳк уйӑхӗнче Виктор Семенов Тунисра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫӑ Африка чемпионатӗнче икӗ хутчен чемпион пулса тӑнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лаша чупӑвӗ иртӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — «Етӗрнесӗт» организаци.
Кӑҫал В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савучӗ уҫӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май чупу питӗ интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Спортӑн ҫак тӗсне юратакансене хапӑлласа кӗтеҫҫӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ку кӑна мар. Унта ҫемьепе канма, юрӑ-кӗвӗпе киленме пулать. Пурне те 14 сехетренпе кӗтеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть унта ЧР Элтеперӗн Пысӑк кубокне ҫӗнсе илессшӗн лаша чупӑвӗ иртнӗ.

Чӑваш Енри велочупуҫӑсем тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ылтӑн тата пӑхӑр медальсемпе килнӗ.
Маунтинбайк енӗпе пулнӑ тупӑшу Челепи облаҫӗнче иртнӗ. Унта спортсменсем «кросс-кантри» дисциплинӑра вӑй виҫнӗ. Старта ҫӗршывари чи вӑйлӑ спортсменсем тухнӑ. Пирӗн спортсменсем те лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Шупашкарти 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Элина Семенова 17-19 ҫулсенчи юниоркӑсемпе тупӑшнӑ, чи йывӑр трассӑна парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитсе пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Алина Карлова вара хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртнӑ, виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Шупашкарта Чӑваш Енри чи вӑйлӑ биатлонистсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче пулӗ. Вӑл хулари Станци ҫумӗнчи урамри 10-мӗш В ҫуртра вырнаҫнӑ.
Биатлон енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне тӑватӑ категорири спортсменсем хутшӑнӗҫ:
— арҫынсемпе хӗрарӑмсем (2005 ҫулта тата унччен ҫуралнисем);
— 19-20 ҫулсенчи (2006–2007 ҫулсенче ҫуралнисем) юниор хӗрсемпе каччӑсем;
— 17-18 ҫулсенчи (2008–2009 ҫулсенче ҫуралнисем) яшсемпе пикесем;
— 15-16 ҫулсенчи (2010–2011 ҫулсенче ҫуралнисем) арҫын ачасемпе хӗрачасем.
Ӑмӑрту икӗ куна пырӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче спортстменсен роллер-спринта тухмалла. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кросс-спринтра ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкарта Чӑваш Енри чи вӑйлӑ биатлонистсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче пулӗ. Вӑл хулари Станци ҫумӗнчи урамри 10-мӗш В ҫуртра вырнаҫнӑ.
Биатлон енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне тӑватӑ категорири спортсменсем хутшӑнӗҫ:
— арҫынсемпе хӗрарӑмсем (2005 ҫулта тата унччен ҫуралнисем);
— 19-20 ҫулсенчи (2006–2007 ҫулсенче ҫуралнисем) юниор хӗрсемпе каччӑсем;
— 17-18 ҫулсенчи (2008–2009 ҫулсенче ҫуралнисем) яшсемпе пикесем;
— 15-16 ҫулсенчи (2010–2011 ҫулсенче ҫуралнисем) арҫын ачасемпе хӗрачасем.
Ӑмӑрту икӗ куна пырӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче спортстменсен роллер-спринта тухмалла. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кросс-спринтра ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкар округӗнче «Сыр Кубокӗ» шахмат турнирӗ иртӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫитсе курма сӗнеҫҫӗ.
Мероприяти Станьял ялӗнчи «Чӑваш Кӗрӗм» этнографи комплексӗнче иртӗ. Унта шахматла вылякансем пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн хӑйне евӗрлӗхӗ – кубока лайӑх пахалӑхлӑ сыртан хатӗрлӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе Станьялта Алексей Андреев патӗнче ӗҫлекен сыр пӗҫерекен ӑстасем хатӗрлеҫҫӗ. Тупӑшӑва хутшӑнакансем пушӑ алӑпа каймӗҫ. Кашнине сырсем парнелӗҫ.
Ку кӑна мар. Хӑнасемпе экскурси ирттерӗҫ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ӑстасен ярмӑркки иртӗ.

Пирӗн республикӑри спортсменка Варвара Зайцева Эренпур хулинче пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура харӑсах икӗ рекорда ҫӗнетнӗ!
Унта Раҫҫейри 50 регионти 300 ытла атлет хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 47 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Варвара штангӑна выртса 97,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ тата Чӑваш Енри юниоркӑсен хушшинче рекорда ҫӗнетнӗ.
Штангӑна классика мелӗпе йӑтса пирӗн ентеш 70 килограма парӑнтарнӑ. Ку категорире вӑл пӑхӑр медаль илнӗ, хальхинче вара Чӑваш Енри хӗрарӑмсен хушшинчи рекорда ҫӗнетнӗ.
Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем туса Варвара Зайцева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ тӗп команди йышне кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар: спортсменкӑна Дмитрий Соловьев тренер ӑмӑртусене хутшӑнма хатӗрлет.
