Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Вера Крылова Чулхулара ишессипе иртнӗ «Ока-Атӑл» ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Турнира Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пирӗн ентеш 2,7 ҫухрӑма пуринчен малтан ишсе тухса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Вера Крылова «Аквайспорт Чӑваш Ен» федерацире ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21347
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнче рысак лашасен «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

«Солнечный» ипподромра иртнӗ тупӑшӑва республика округӗсенчи 21 лаша хутшӑннӑ. Тӗп парнене – Ҫӗнтерӳ кубокне – «Чацкий» ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унӑн хуҫи – Шӑмӑршӑ округӗнчи Илья Хлюкин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_432725
 

Спорт
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри Мальвина Петрова та хутшӑннӑ.

Хусанта ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртнӗ ӑмӑртӑва 35 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Чӑваш хӗрарӑмӗ 35-39 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/15781?single
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Михаил Кузнецов тренерӑн вӗренекенӗ 10 ҫухрӑма 32 минут та 29 ҫеккунтра чупса тухнӑ.

Анастасия Красильникова 3 пин километра чупассипе — ҫамрӑксем хушшинче Раҫҫейӗн рекордсменки.

«Ирхине ҫумӑр ҫӑватчӗ, кайран вӑл чарӑнчӗ, чупма ҫӑмӑл пулчӗ, ҫил те вӑйлӑ марччӗ», – каласа кӑтартна спорстменка.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Савелий Фролов триатлон енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ.

Вӑл 13-14 ҫулсенчи спортсменсемпе «дуатлон-спринт» дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Вӑл 25:42 кӑтартупа пурне те парӑнтарса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Савелий Фролов Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_431143
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӗмпӗр хулинче бодибилдинг енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 900 яхӑн атлет вӑй виҫме килнӗ. Чӑваш Ен чысне Анастасия Семенова хӳтӗленӗ.

Вал – 35 ҫулта. Анастасия эстетика фитнесӗн категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл нумайӑшӗнчен ирттерсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_76068
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсмен Сергей Смолев «Dagestan Wild Trail» сумлӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Вӑл ту ҫинчи 35 ҫухрӑм дистанцие 3 сехет те 18 минут та 11 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ҫапла ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Свердловск облаҫӗнчи Андрей Солнцев, виҫҫӗмӗш вырӑна Абхазири Денис Поляков йышӑннӑ.

Ӑмӑрту Дагестанра иртнӗ, унта 2 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20782
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта «Чи лайӑх ҫамрӑк культура ӗҫченӗ» професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ иртнӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ округри специалистсем хутшӑннӑ.

Канаш округӗнчи культура ҫурчӗн ачасемпе ӗҫлекен методисчӗ Ольга Васильева хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӑл I степень диплома тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13564
 

Спорт
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем 4 медальпе таврӑннӑ. Вӗсем Мурманскра иртнӗ «Праздник севера» (чӑв. Ҫурҫӗр уявӗ) йӗлтӗр марафонне хутшӑннӑ. Старта 360 спортсмен тухнӑ.

Йӗлтӗрпе ирӗклӗ стильпе ярӑнакансенчен 18 ҫулти спорстменсем хушшинче ылтӑн тата кӗмӗл медальсене Антон Петров тата Кирилл Петров ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем 25 километр тӑрршӗне ӑмӑртнӑ. 23 ҫулхисем хушшинче Даниил Акимов мала тухнӑ.

Абсолютлӑ ӑмӑртура Антон Петров виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Спорт

Чӑваш Енри спортсменка Ирина Вразарь тӑватӑ енлӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Шиповка юных» ӑмӑртура икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Хусан хулинче иртнӗ.

13 ҫулти Ирина 600 метрлӑ дистанцие 1 минут та 40,52 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра 377 очко пухнӑ.

Ҫапла пирӗн ентеш ылтӑн тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсӗ илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20451
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 83
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 01

1919
107
Андреев Филипп Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Шапошников Вячеслав Иванович, вырӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Иванов Герольд Константинович, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1967
59
Чӑваш патшалӑх университетне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ