
Кӑҫалтан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Камилла Нелюбова Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ Kinoshita Group Cup турнирта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: 18 ҫулти Камиллӑшӑн ку тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулнӑ.
Ҫамрӑк спортсменка кӗске программӑра 76,08 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унран Японири спортсменкӑсем кӑна иртсе кайнӑ. Икӗ кунри кӑтартӑва илес тӗк, Камилла пиллӗкмӗш вырӑна лекнӗ.
Раҫҫей спортсменӗсен хушшинче чи лайӑххисем Александра Игнатова (иккӗмӗш вырӑн), Анна Фролова (виҫҫӗмӗш вырӑн) пулнӑ.
Камилла Краснодар крайӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Унччен вӑл Олимп чемпионӗ Евгений Плющенко патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, халӗ – Аделина Сотникова патӗнче.

Авӑн уйӑхӗн 11-13-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче Раҫҫей команда чемпионачӗ тата хӑвӑрт утас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртӗҫ.
Ӑмӑрту Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Унта ҫӗршыври 150 ытла спортсмен хутшӑнӗ: 16 ҫула ҫитмен каччӑсемпе хӗрсенчен пуҫласа спорт мастерӗсем таранах.
Малтан трасса ҫине 35 тата 20 ҫухрӑм утакансем тухӗҫ. Каҫ енне юниорсем 10, 5 тата 3 ҫухрӑмсенче вӑй виҫӗҫ. 16 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарти хӑвӑрт утакансене хатӗрлекен спорт шкулӗ вун-вун ҫул тӗнчери чи лайӑххи шутланнӑ.

Спортра – тепӗр ҫитӗнӳ! Пирӗн спортсменсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ. Хальхинче – армрестлерсем.
Нумаях пулмасть Пенза хулинче «Атӑлҫи кубокӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 30 команда тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн армрестлинг енӗпе пӗрлештернӗ команди вӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмпе 12 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Харпӑр зачетсенче ултӑ спортсмен ҫӗнтернӗ. Тепӗр улттӑшӗ кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
16 ҫулти Егор Розоренова уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл – Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк спортсмен команда пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ кӑна мар, Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫланӑ. Кун пек ӳсӗмри спортсменшӑн ку – вӑйлӑ ҫитӗнӳ!

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче Петрозаводск хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва ҫӗршыври 26 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта 11 ҫӑмал атлет кайнӑ.
Сергей Кузнецов тата Андрей Львов виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: вӑрӑм дистанцире – ылтӑн, икӗ дистанцире – кӗмӗл, кӗске дистанцире – пӑхӑр. Кунсӑр пуҫне вӗсем Илья Ивановпа тата Константин Семеновпа пӗрле дистанцие парӑнтарса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачетра Чӑваш Енен пӗрлештернӗ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ

Чӑваш Енре ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче ҫуллахи биатлон енӗпе ӑмӑрту иртет. Унта яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнать.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пирӗн тӑрӑхри виҫӗ спортсмен медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл.
10 километра ӑмӑртса Чӑваш Енри Дмитрий Димашов 15-16 ҫулсенчи яшсем хушшинче ылтӑн медальлӗ пулса тӑна.
12,5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче Антон Петров ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Артём Вершинин — кӗмӗле.
Ӑмӑрту паян та иртнӗ.
Сӑмах май каласан, ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ. Лапсарти ҫав комплекса уҫассине чылай вӑхӑт кӗтнӗ. Спортсменсем те, биатлонпа кӑсӑкланакансем те. Авӑн уйӑхӗнче унта Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле.

Ҫӗрпӳри Валерия Кириллова Абу-Дабинчен ылтӑнпа таврӑннӑ.
Вӑл — ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑни Чӑваш Енри пӗрремӗш спортсмен.
Пике ӑмӑртӑва 14–15 ҫулсенчисем хушшинче хутшӑннӑ. Вӑл Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсене ӑмӑрту вӗҫленичченех ҫӗнтерме пултарнӑ.
Маттур чӑваш хӗрӗн тренерӗсем — Антон Григорьева тата Андрей Жилкин.
Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтерсе Раҫҫей ялавӗпе мӑнаҫлӑн тухнӑ вӑл.
Пикене халӑх тетелӗ урлӑ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламланӑ. Ҫӗрпӳсем те пикепе мӑнаҫланаҫҫӗ.
Кун пек маттур пикепе, чӑн та, тивӗҫлипех мӑнаҫланмалла. Ӑна эпир те хамӑр енчен малашне те ҫавӑн пек пысӑк ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума, Чӑваш ҫӗрӗн ятне ҫӳллӗ шайра тытма ырӑ сунар.

Ҫӗрпӳри Валерия Кириллова Абу-Дабинчен ылтӑнпа таврӑннӑ.
Вӑл — ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑни Чӑваш Енри пӗрремӗш спортсмен.
Пике ӑмӑртӑва 14–15 ҫулсенчисем хушшинче хутшӑннӑ. Вӑл Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсене ӑмӑрту вӗҫленичченех ҫӗнтерме пултарнӑ.
Маттур чӑваш хӗрӗн тренерӗсем — Антон Григорьева тата Андрей Жилкин.
Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтерсе Раҫҫей ялавӗпе мӑнаҫлӑн тухнӑ вӑл.
Пикене халӑх тетелӗ урлӑ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламланӑ. Ҫӗрпӳсем те пикепе мӑнаҫланаҫҫӗ.
Кун пек маттур пикепе, чӑн та, тивӗҫлипех мӑнаҫланмалла. Ӑна эпир те хамӑр енчен малашне те ҫавӑн пек пысӑк ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума, Чӑваш ҫӗрӗн ятне ҫӳллӗ шайра тытма ырӑ сунар.

Спорт тӗнчинче – тепӗр лайӑх хыпар! Ҫӗрпӳ хулинчи ҫамрӑк спортсменка, 14 ҫулти Валерия Кириллова, ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
Хутӑш кӗрешӳ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ Пӗрлештернӗ Арап Эмирачӗсенчи Абу-Даби хулинче иртнӗ. Пирӗн ентеш виҫӗ ҫапӑҫура вӑй виҫнӗ, вӗсенчен кашнинчех мала тухнӑ. Валерия Кириллова Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсемпе тупӑшнӑ.
Паллах, ку ҫитӗнӳ пӗр самантра пулман. Спортсменка чылай вӑхӑт тренировкӑсем тунӑ. Вӑл Антон Григорьев тата Андрей Жилкин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Саламлатпӑр ентеше!

Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ.

Спорт тытӑмӗнче каллех ырӑ хыпар пур: пирӗн ентеш Кристина Тимофеева Йошкар-Ола хулинче иртнӗ ҫурма марафонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Кристина – 22 ҫулта. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йошкар-Олара 42-мӗш Йошкар-Ола ҫурма марафонӗ иртнӗ. 21,1 ҫухрӑма Хусанти 33 ҫулти Марсель Ибрагимов тата пирӗн республикӑри Кристина Тимофеева пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Пирӗн ентеш ҫак дистанцие 1 сехет те 16 минут та 27 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: Кристина Олимп резервӗсене 3-мӗш спорт шкулӗнче Валерий Григорьев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл Йошкар-Ола марафонӗнче иккӗмӗш хут чупнӑ. Пӗрремӗш хутчен унта 2023 ҫулта кайнӑ.
Кристина хӑйне ҫурма марафонра тахҫанах тӗрӗслеме ӗмӗтленнӗ-мӗн. Финиша ҫитсен вӑл хӑйне чиперех туйнине палӑртнӑ.
