Никита Тӗнче (Васильев) каллех ҫулҫӳреве кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл ҫемйипе – мӑшӑрӗпе Анастасийӑпа тата хӗрӗпе Аяпа – ҫула тухӗ. Вӗсем хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене кайма палӑртнӑ.
Ҫемье ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫула тухӗ. Пӗчӗк Ая (вӑл ҫулталӑк та тултарман-ха) ятарлӑ велоприцеп ҫинче пулӗ. Пӗрремӗш маршрут паллӑ ӗнтӗ: Шупашкар – Питӗр.
Никита Тӗнче каланӑ тӑрӑх, Питӗре икӗ уйӑха яхӑн, тен, кайӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ку таранччен ачапа ҫула тухса курман.
Питӗр хыҫҫӑн – Эстони, унтан кӑнтӑр енне – Балкан ҫурмаутравӗсем ҫине – ҫитме палӑртнӑ. 2020 ҫулхи хӗл хыҫҫӑн ӑҫта каяссине пӑлӑртман-ха. Ҫапах ӗмӗчӗ пур: океан урлӑ каҫса урӑх континента лекесшӗн.
Чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен Ая (тулли ячӗ: Аяран) ятлӑ хӗр ҫурални пирки хыпарланӑччӗ. Никитӑпа мӑшӑрӗ Анастасия пӗчӗкскерпе похода кайса килнӗ. Палӑртмалла: Аяран 1 уйӑхра кӑна-ха.
Вӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче похода кайнӑ, Атӑл леш енче — Йӑлӑмра — каннӑ. Велосипедпа ҫула тухайман, ача-пӑча велоприцепӗ пулман-мӗн. Ҫавна май унта вӗсем трамвайчикпа ҫитнӗ.
Мӑшӑр тата Ая Уйӑх хупланнине сӑнанӑ. Никита хӗрӗ Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрни пирки каласа панӑ. Каялла Шупашкара вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче таврӑннӑ.
Никита ку кӗркунне Настьӑпа тата Аяранпа Европӑна ҫула тухасшӑн. Маршрут хатӗрлесси тата ача-пӑча велоприцепӗ илесси ҫеҫ юлать. «Малашне – кам пӗлет? Тен, Африкӑна е урӑх континента кайӑпӑр. Эпир пӗр чарӑнмасӑр кайма хатӗр», — ҫырнӑ Никита.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче (унчченхи хушамачӗ – Васильев) Чӑваш Ен тӑрӑх ҫула тухнӑ. Вӑл ӑна Республика кунне халалланӑ.
Никита республикӑри мӗнпур района ҫитме палӑртнӑччӗ. Маттур яш экспедицирен таврӑнннӑ ӗнтӗ. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Экспедицире Никита видео ӳкернӗ. Хальлӗхе вӑл «Велосипедпа – Чӑваш Ен тӑрӑх. Пӗрремӗш кун» фильмпа паллаштарнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, кунашкал 10 фильм ӳкерме палӑртнӑ вӑл. Кӗҫех вӗсемпе та паллаштарӗ ахӑртнех.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-24-мӗшӗсенче Никита Тӗнче (Васильев, вӑл хушаматне улӑштарни пирки хыпарланӑччӗ) Чӑваш Енри мӗнпур районпа хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн пек велосипедпа ҫӳреме кӑмӑллакансемпе тур ирттерӗ, ӑна Республика кунне халаллӗ.
Тура хутшӑнакансем 15 кунра 1200 ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Старт ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Унтан ҫул Ҫӗнӗ Шупашкаралла выртӗ. Кун хыҫҫӑн маршрут ҫапларах: Сӗнтӗрвӑрри хули – Куславкка – Вӑрмар – Тӑвай – Канаш – Комсомольски – Елчӗк – Патӑрьел – Шӑмӑршӑ – Улатӑр – Пӑрачкав – Йӗпреҫ – Вӑрнар – Ҫӗмӗрле – Хӗрле Чутай – Етӗрне – Элӗк – Красноармейски – Ҫӗрпӳ – Муркаш – Шупашкар. Тӗп хулана ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, таврӑнӗҫ.
Ҫулҫӳревҫӗсем музейсемпе паллӑ вырӑнсене ҫитме, ҫынсемпе тӗл пулма палӑртнӑ. Вӗсем палаткӑсенче ҫӗркаҫӗҫ, кунне 80-100 ҫухрӑм кайӗҫ. Каннӑ чухне ку таранччен 50 пин ҫухрӑма парӑнтарнӑ Никита ҫулҫӳреври самантсем пирки каласа кӑтартӗ.
Никита Тӗнчепе ҫула тухас килет-и? 89083061044 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хӑйӗн хушаматне улӑштарнӑ. Ӗнер вӑл кун пирки «ВКонтактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Мӗншӗн эп кӑна турӑм-ха? — Ак, сӑмахран, кайран ман ачасем манран пирӗн хушамат мӗншӗн Васильев пулнине ыйтӗҫ, вӑл мӗне пӗлтернипе кӑсӑкланӗҫ. Ман епле хурав пала тивӗ-ши ун чухне? Тахҫан-тахҫан чӑвашсем христос тӗнне йышӑннӑ чухне темле пуп пирӗн мӑн асаттене Ваҫук ята панӑ темелле-ши? Ҫук, мана ку кӑмӑла каймасть», — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Ҫавах та Васильев хушамат япӑх пулманни пирки те асӑннӑ Никита. 26 ҫул унпа ҫӳренӗ пулин те пӗрре те вӑл унӑн пурнӑҫне йывӑрлатман.
Паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита хӑйне валли Тӗнче хушамата суйланӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх ку унӑн тӗнчери вырӑнне кӑтартӗ, тӗнчере вӑл мӗн ӗҫӗпе аппаланнине.
Ҫак чӑваш каччи ҫинчен ахаль те нумай тӑрӑхра пӗлеҫҫӗ. Малашне вара тата ытларах пӗлӗҫ — халӗ ун пирки фильм ӳкереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Эпир халӑхсен туслӑхӗпе вӑйлӑ» ятпа иртнӗ ҫамрӑксен уявӗнче Виктор Чугаров режиссер-документалист пӗлтернӗ, вӑлах ҫӗнӗ фильмӑн трейлерӗпе паллаштарнӑ.
«Чувашский путешественник» документлӑ фильма курса Чӑваш Енри районсем, Кавказ регионӗсем, Атӑлҫи, Хӗвелтухӑҫ тата Вӑтам Ази, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑх велосипедпа ҫӳренӗ Никита Васильев пирки ытларах пӗлме май пулӗ.
Вулавӑшри мероприятие 50 пин километра парӑнтарнӑ велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн савнийӗпе, Новосибирскран пӗрле килнӗ Анастасия Сафонова журналисткӑпа, хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ калаҫу халӑхсене туслаштарнине палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Роман Андреев Грузире хӗл каҫасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл велосипедпа ҫула тухнӑ. Халӗ ҫамрӑкскер Вогограда ҫитнӗ. Унти ҫынсем Чӑваш Ен каччине лайӑх кӗтсе илнӗ, хӑнана та чӗннӗ.
Роман Андреев Грузие ҫитме тахҫантанпах ӗмӗтленет. Ара, унта ӑшӑ, ҫавна май вӑл унта хӗл каҫасшӑн. Роман ҫула велосипедпа тухса йывӑрлӑхсене парӑнтарасшӑн. Сӑмах май, вӑл автор киновӗн режиссерӗ те. Ҫавна май Грузире фильм валли сценарисем тупма ӗмӗтленет.
Тӑватӑ ҫул каялла Роман Никита Васильевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Никита та велосипедпа ҫул ҫӳреме юратать. Пӗррехинче вӑл Романа ҫапла каланӑ: «Эсӗ режиссер, санӑн велосипедпа ҫулҫӳреве тухмаллах». Ҫавӑн хыҫҫӑн Роман хӑйнӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне кайнӑ — Мари Элти хыр вӑрманне ҫитсе курнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев ӗнер тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Ӗнер ӑна «Солнце на спицах» (чӑв. Йӗп ҫинчи хӗвел) велоюхӑм хастарӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗсем кӗтсе илнӗ.
Икӗ ҫулта Никита 35 пин километра яхӑн ҫӳренӗ. Ҫав хушӑра вӑл ҫӗр-ҫӗр хулапа ял витӗр иртнӗ, Китая ҫитнӗ. Ҫул ҫинче каччӑ нумай ҫынпа паллашнӑ, пур ҫӗрте те ӑна ӑш пиллӗн йышӑннӑ, унпа кӑсӑкланса калаҫнӑ. Ҫӗнҫӗпӗр хулинче каччӑ вырӑнти радиора ертӳҫӗ пулса ӗҫлекен пикепе, Анастасия Сафоновапа, паллашнӑ. Лешӗ Никитӑпа ҫула тухнӑ. Чӑваша та хӗр каччӑпа пӗрле килнӗ.
Ӗнерех Никита Васильев Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче тӗлпулу ирттернӗ. Унта пухӑннисем велоҫулҫӳревҫӗн чӑтӑмлӑхӗнчен тӗлӗннине пытарман.
«Тавах паттӑрлӑхшӑн» акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта пурӑнакан 98 ҫулти ветерана Хусана илсе кайса килнӗ. Алексей Яковлев унта 40 ҫул пулсаман, хула мӗнле улшӑннине кур тӗлӗннӗ.
Ҫулҫӳреве «АсАвто» автомобилистсен ассоциацийӗн президенчӗ Максим Забалуев йӗркеленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ветеранпа экскурси ирттернӗ, паллӑ вырӑнсене кайса курнӑ.
Шел те, ытти ветеран сывлӑх хавшанине пула Хусана ҫитсе курайман. Алексей Яковлев вара Хусанта пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑл ветерансене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна мар, ахаль чухне те аса илнӗшӗн хӗпӗртенӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкара Хусанта пурӑнакан ветерансем хӑнана килнӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн ветерансене Хусана илсе кайма палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |