Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.1 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче смарт-куҫлӑх туянас тенӗ. Анчах кирлӗ тавар вырӑнне сутуҫӑ ӑна сӗлӗ хӑрпӑкӗ ярса панӑ.

Кун хыҫҫӑн каччӑ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл смарт-куҫлӑх илес тесе сутуҫа 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тавара постамата илсе ҫитерессе кӗтнӗ. Унта вара ӑслӑ куҫлӑх вырӑнне селӗ хӑрпӑкӗ пулнӑ.

ШӖМ тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне питӗ асӑрханма ыйтать. Шел те, ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем нумайлансах пыраҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ чухне 745 грамм таякан, 36 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ ачана пӑхса ӳстернӗ.

Пулас амӑшӗ пульницӑна юн нумай кайнипе килнӗ. Тухтӑрсем часрах кесарево туса ачана касса кӑларнӑ. Пепке 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗчӗк виҫеллӗ пулнӑран ача пурнӑҫпа вилӗм хушшинче кӗрешнӗ. Телее, виҫӗ уйӑхран пепке вӑй илнӗ, амӑшӗпе Светланӑпа ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне ача 2900 грамм тайнӑ, 47 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Килте пӗчӗкскере пиччӗшӗ, ашшӗ тата аслашшӗ-кукамӑшӗ кӗтнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинче «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Кӑҫал пӗчӗк юбилей темелле – 5-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӑна.

Хальхинче фестивале 28 производитель тата 35 общепит заведенийӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче – пысӑк компанисем тата крафт производителӗсем.

Кӑҫал ӗҫлӗ программӑна та тимлӗх уйӑрӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче фестивальпе килӗшӳллӗн «Раҫҫей хӑмли» конференци иртет. Унта Раҫҫейри 19 регионти 58 эксперт, ӑслӑлӑх, промышленность, вӗренӳ представителӗсем пухӑнӗҫ. Вӗсем ҫитӗнӳсене кӑна мар, хӑмла ӑстисен умӗнче тӑракан тӗллевсене те сӳтсе явӗҫ: селекци аталанӑвӗ, ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртесси, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хальхи йышши хатӗрсем кӑларасси тата ытти те.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш муниципалитет округӗнче паян ҫӗрле пушар пулнӑ. Унта 200 ытла рулон утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар Пукӑртан ялӗнче пулнӑ. Ҫулӑм 240 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунах Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Канаш хулинче тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче мунчасене ҫулӑм ярса илнӗ.

Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнче вара трактор хыпса илнӗ. Пушара ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм мотор отсекне тата кабинӑна сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

 

Раҫҫейре
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӑҫал «Раҫҫей мисӗ» ята тивӗҫнӗ Валентина Алексеева Филипп Киркоровӑн клипӗнче ӳкерӗнет.

Палӑртса хӑварар: паллӑ юрӑҫ пирӗн ентеше Хусанта иртнӗ «БРИКС мисӗ» ята ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн асӑрханӑ. Вӑл ӑна шӑпах ҫавӑн чухне хӑйӗн клипӗнче ӳкерӗнме сӗннӗ.

Хальхи вӑхӑтра пултарулӑх ушкӑнӗ – Турцири Капподокире. Унта Филипп Киркоровӑн «Луиза» юрри тӑрӑх валли ӳкереҫҫӗ. Валентина Алексеева та ҫавӑнтах.

Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр пирӗн ентеше!

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан Яндайкинсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Галина Васильевнӑпа Алексей Ивановичӑн юрату историйӗ интереслӗ: вӗсем пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут автобусра курнӑ та туслашнӑ. Ун чухне каччӑ хӗре вырӑн панӑ. Нумай та вӑхӑт иртмен – икӗ уйӑхран вӗсем туй туса пӗрлешнӗ.

Яндайкинсем тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Шупашкар хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Галина Васильевна ҫӗвӗ фабрикинче, ҫар савутӗнче вӑй хунӑ. Алексей Иванович кун-ҫулне чукун ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл хулари предприятире стропальщикре тата крановщикре вӑй хунӑ.

«Юратса пӗрлешнӗ пулсан пӗр-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпе юратмалла, яланах килӗшӳре пурӑнмалла», – тет мӑшӑр. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ Яндайкинсем. Ҫамрӑксене те ҫакнах сунаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19312
 

Хӗсмет
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Шупашкар хулинчи «Промтрактор» савут патӗнче тӗтӗм тухнине ҫынсем хулан чылай кӗтесӗнчен курнӑ. Мӗн ҫуннӑ унта?

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, савутӑн пӗр цехӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑра сӳнтерсе пӗтернӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухни пирки 17 сехет те 21 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, полици ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ҫитнӗ. Пушара 4 техника тата 10 ҫын сӳнтернӗ. Телее, инкекре никам та шар курман.

 

Хулара
stv92.ru сайтри сӑн
stv92.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ арҫыннӑн 1,5 миллион тенкине вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла арҫын ятарлӑ ҫар операцине кайма контракт ҫырнӑ, тӳлевсене куҫара банк картти илнӗ. Кайран хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тесе вӑл тепӗр ҫавӑн пек картта кӑларнӑ, ӑна 32 ҫулти пӗлӗшне панӑ. Вӑл вилсен лешӗн карттӑна арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма тата ачине памалла пулнӑ.

Анчах пӗлӗшӗ таса чунлӑ пулман. Вӑл ют укҫана илсе хӑйӗн парӑмӗсене татнӑ. 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл карттӑран 1,5 миллион ытла тенкӗ илнӗ.

Айӑпланакан арҫыннӑн пурлӑхне, ҫав шутра хваттер пайне, арестленӗ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

48 сехетре санитари вертолечӗ Патӑрьел районӗн тӗп пульници умне тӑватӑ хутчен анса ларнӑ, тӑватӑ пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе килнӗ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатма йышӑннӑ.

Ҫав каҫах Шӑмӑршӑ округӗнчи арҫынна кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Вӑл та чӗре тӗлӗнчен ыратнине каланӑ.

Ирхине Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи арҫынна пульницӑна илсе килнӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ. Ӑна та Шупашкара вертолетпа илсе кайнӑ.

68 ҫулти хӗрарӑм вара ҫул ҫинче аманнӑ. Патӑрьел районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗсем унӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртсен Шупашкар хулине Васкавлӑ медпулӑшу пульницине вертолетпа ӑсатнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ икӗ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсене Раҫҫей президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн чысланӑ.

Ҫак чыса Шупашкар хулинчи Григорьевсем тата Вӑрмар округӗнчи Егоровсем тивӗҫнӗ.

Вячеслав Ильич тата Елена Вячеславовна Егоровсем 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем ачисене мӗн пӗчӗкрен ӗҫпе пиҫӗхтерсе ӳстереҫҫӗ. Вӗсен килӗнче яланах ӑшӑлӑх тата ырӑлӑх хуҫаланаҫҫӗ.

Шупашкарти Григорьевсен вара – тӑватӑ ача. Вӗсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, общество ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30350
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 1128
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 06

1944
82
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын