Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Улькка Эльменӗн «Интернетри юрату» кӗнекине хӑтланӑ. Унта кӗнеке редакторӗ Ольга Австрийская тата ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ.
Вулавӑшӑн краеведенипе наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, «Интернетри юрату» кӗнеке ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ кӗнекесен алҫырӑвӗсенчен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем – хулари шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсем: Дима Егоров, Катя Кулагина, Коля Петров, Лариса Игнатьева.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Александр Мухин-Чебоксарский художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Курава Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн 65 ҫулхине халалланӑ.
Автор портрет миниатюрин, натюрморт, пейзаж, кӗнеке иллюстрацийӗн жанрӗсемпе ӗҫлет. Пӗчӗк япаласем ӳкерме калама ҫук чӑтӑмлӑх, пултарулӑх, тимлӗх, асталӑх кирлӗ. Куравра унӑн чи пӗчӗк портречӗ те пулӗ. «Студентка Катя Сидорова» ӗҫӗ калӑпӑшӗ 5,5х5,5 мм калӑпӑшлӑ. Унпа вӑл Раҫҫейри художниксен союзӗн рекордсменӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫӑлкуҫ» кӑларӑм кун ҫути курнӑ.
Унӑн авторӗ – Владимир Кузьмин ҫыравҫӑ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене «Ҫӑлкуҫ» роман, очерксем тата калавсем кӗнӗ. Роман вулакана Шупашкарта промышленность тракторӗсен заводне тунипе паллаштарать иккен.
«Ҫӑлкуҫ» романра 5-мӗш стройтреста ертсе пынӑ В.П. Демин; Р.И. Томашов парторг, «Тракторострой» идеологӗ И.В. Львов; СССР строительство министрӗн ҫумӗ А.Е. Якубанец; КПСС обком секретарӗ П.А. Чичикин; И.И. Долгушин – трактор заводне ертсе пыракансенчен пӗри; Э.А. Аблякимов, А.Г. Щекин, В.К. Горобец инженерсем; В.Н. Николаев, А.М. Захаров, Е.И. Сергеев, В.Н. Земченков, А.Е. Шариков, Ю.Б. Яковлев, О.Н. Кузьмина бригадирсем сӑнарланнӑ.
Ярса паман ҫыру
2, нарӑс, 2025
Вӑрмар, Чупай ялӗ, В.Е.Цыфаркина
Василий Егорович, хисеплӗ ӑсчахӑм!
Ҫырӑвна тата Валентин Урташа халалланӑ «Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил» кӗнекӳне илтӗм, вуларӑм, пӑхса тухрӑм. Кӗтнӗ паха кӗнеке. Чӑваш шӑпчӑкӗн поэзири пултару еткерне, вӑрҫӑри, пурнӑҫри синкерне туллин те тӗрӗс кӑтартакан кӗнеке. Ентешӳ ятне унӑн 100 ҫулӗ тӗлне чыслӑн хакласа палӑртрӑн, яшлӑхри сӑмахна ҫирӗп тытрӑн. Тав сана, мухтав!
Кӗнекере хамӑн ята та куртӑм (Герман Желтухин ҫырнинче), анчах вӗрентӗкре пичетленнӗ тӗрленчӗке пухча кӗртмен. Ахалех! Унта ыттисем каламаннине кӗскен калама пултарнӑ! Вӗренӳ программине ҫӗнӗлле турӑм, вӗрентӗке ӑна санпа пуҫласа кӗртрӗмӗр, ентешӳн «Пурӑнас килет» поэми питӗ вырӑнлӑ пулчӗ. Халӗ Максим Горькие, Александр Фадеева, герой-пионерсене, Урташа вӗренӳрен кӑларса пӑрахнӑ. Чӑваш сӑмахлӑхне кӗҫех шкултан та, пурнӑҫран та сирпӗтес теҫҫӗ тӗнче либералӗсем. Чӑвашра вӗсен вӑртахӗсен В.А.Урташ ҫырнисен тулли пуххине кӑларас шухӑш пачах та ҫук.
Чӑваш кӗнеке издательствинче типографире Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Ольга Австрийская автор хыпарланӑ тӑрӑх, аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне пӗр калав кӗнӗ. Унӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2024 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Владимир Степанов 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ҫӗрпӳри «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра, каярах «Халӑх шкулӗ», «Лик Чувашии», «Самант» журналсенче ӗҫленӗ. 2017 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшать, 2023 ҫултанпа – тӗп редакторта.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш ҫыравҫисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кӑларӑмӑн 1-мӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатӗрленӗ, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ чӑваш писателӗсемпе Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ вырӑсла ҫыракан калем ӑстисене кӗртнӗ. «Кӑларӑм вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарать, унта вӑрҫӑ темипе хайланӑ произведенисене кӗртме тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене поэзи тата проза жанрӗпе ҫырнӑ хайлавсем кӗнӗ», — хыпарланӑ кӗнеке издательствинче. Авторсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ.
2-мӗш кӗнекене проза тата драматурги жанрӗсемпе ҫырнӑ хайлавсем кӗрӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче В.К. Магницкийӗн «Собрание сочинений в 5 томах» ӗҫӗсен пӗрремӗш томӗ «Труды по этнографии народов Поволжья» ятпа кун ҫути курнӑ. – Кӑларӑма истори наукисен кандидачӗсем Ю.В. Гусаров тата А.А. Чибис пухса хатӗрленӗ.
Василий Магницкий (1839–1901) - этнограф, фольклорист, историк, XIX ӗмӗрти халӑх вӗрентӗвӗн ӗҫченӗ. Халӑх культурипе вӑл студент чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑли-йӗркипе культурине тӗпченӗ ӑсчаха чылай ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн йышне илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене кӗнӗ ӗҫсенчен чылайӑшне автор ят панӑ евӗрех хӑварнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубра «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнекене хӑтлӗҫ. Унӑн авторӗ — Дмитрий Моисеев журналист тата ҫыравҫӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кӑларнӑ.
Дмитрий Моисеевӑн пӗрремӗш кӗнеки 2022 ҫулта «Ют пахчари хӑмла ҫырли» ятпа пичетленсе тухнӑ. Унта авторӑн калавӗсем кӗнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» литература конкурсне кӑҫал та ирттерет.
Конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене пӑхса тухмӗҫ. Конкурса халиччен пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла.
Конкурса тӑратакан хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ – А4 форматпа 700 страницӑран ытла мар.
Конкурс ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен (авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче юлашки кун йышӑнаҫҫӗ) fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа ҫак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса».
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Асамлӑ ачалӑх» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑмра XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче ырми-канми тӑрӑшакан ҫыравҫӑсем ачалӑхне, асра юлнӑ вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав ҫырнине, вӑл хӑҫан кун ҫути курнине аса илнине пичетленӗ иккен.
Кӗнекене пурӗ 37 автор кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Ҫыравҫӑсене ҫуралнӑ ҫулӗсене кура вырнаҫтарса тухнӑ. Темиҫе автор пӗр ҫултах ҫуралнӑ пулсан – уйӑхне кура. Ҫапла майпа вӗсем ӳснӗ вӑхӑт уҫҫӑн курӑнать. Чылайӑшӗн пирвайхи хайлавне илсе панӑ. Вӗсене е автор аса илсе ҫырнӑ, е хаҫат-журналта пичетленнине тӗпе хунӑ. Пичетленнӗ хайлавсене улӑштармасӑрах кӗртнӗ, ҫавӑнпа та аслӑ ҫулти ҫыравҫӑсен сӑвви-калавне вӑл вӑхӑтри пекех хӑварнӑ.
Кӗнекере ҫыравҫӑсен биографийӗсем пур. Кӑларӑма Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗрпе Самар облаҫӗсенчи чӑваш ҫыравҫисен асаилӗвӗсене кӗртнӗ», – пӗлтернӗ умсӑмахра кӗнеке издательствин тӗп редакторӑн ҫумӗ Ольга Федорова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |