Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Сӑмахсене куҫарма манса каятпӑр-и?

■  01.10.2009 11:52 | 4486 хут пӑхнӑ
Хаҫат-журналтан чылай статья, хайлав сканерлама тивет. Юлашки вӑхӑтра сӑмахсене йӗркерен йӗркене тӗрӗс мар куҫарни час-часах тӗл пула пуҫларӗ. «Тӑван Атӑл» журналта виҫӗ тӗлте куранчӗ. Ак халӗ, «Хыпарти» «Тӑхти тӗнчи — чӑваш чунӗ» статьяна сайта кӗртес ӗҫпе ларатӑп. Кунта та «ытамӗнчен» сӑмаха «ытамӗ-нчен» майлӑ куҫарнӑ. «Ытамӗн-чен» мар-ши?
«Тӑван Атӑла» (2009, 8№), унти тӗслӗхсене илме, уҫрӑм кӑна — тӳрех ман ума тухса тӑчӗҫ: «ютш-ӑнмасӑр» (чӑн та ӑнман :) /109 стр./. Ку хайлава /«Тор тӑрӑхӗнче»/ эп вуламан-ха, каярах кӗртме шутлатӑп), «кил-ӗшмерӗ» (кунашкал ытлашши йӑнӑшах та мар пулӗ, эпӗ «ки-лӗш-ме-рӗ» майпа уйӑрнӑ пулӑттӑм /109 стр.

Малалла...

 

«Тупмалли юмахсем» ӑмӑрту пирки

■  29.09.2009 22:24 | 8481 хут пӑхнӑ
Чӑн та, кун чухлӗ ача хутшӑнасса эпӗ кӗтменччӗ. Пин ытла! Чи нумаййи 267 пухма пулать — ун чухлӗ пухакансен шучӗ пулмасть те пулӗ тесеччӗ. Ҫук иккен, йӑнӑшнӑ. Эрне те иртмерӗ пулӗ — 267 пухрӗҫ те. Паллах, кӗнекепе(-семпе темелле ӗнтӗ — тупмалли юмахӗсене эпӗ 3 кӗнекерен илсе) лараҫҫӗ — тупсӑмӗсене хӑйсен пуҫӗпе кӑна шыранӑ пулсан 100 ытла пухма ытла та йывӑр.
Чи пӗрремӗш ҫитменлӗх — темиҫе хут регистрациленме май пани. Шутласаччӗ — тупмалли юмахӗсем йывӑр, тупсӑмӗсене тупма ҫӑмӑл мар. Пӗрре кӑна хуравласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, чылай тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлеймен хыҫҫӑн ачасен интересӗ пӗтет пулӗ тесеччӗ.

Малалла...

 

«Аякка ӑсатни»

■  25.09.2009 09:58 | 4969 хут пӑхнӑ
Пӗр-пӗр хирӗҫӳ, е пӑтӑрмах сиксе тухсан вырӑс ӑҫталла ӑсатать? «Иди на х%;6й!» — тесе пире аякри ҫула ярасшӑн.
Чӑвашӑн та унашкал сӑмахӗ пур: «Ҫӑва патне!» — тет иккен.
 

«Усал йӑви. Сӳннӗ шанчӑк»

■  15.09.2009 23:03 | 4683 хут пӑхнӑ
«Усал йӑви. Сӳннӗ шанчӑк» («Обитель зла. Вырождение») мультфильм пӑхрӑм паян. Чӑн та, тӗнчери технологисем самай аталанса ҫитнӗ. Ҫынсен пичӗсем чӑнлӑхри пекех, хусканӑвӗсем — тикӗс, малтанхи 3D мультфильмсенчи пек тытӑнчӑклӑ мар. Хӑш-пӗр компьютер графики паллах тата та мала кайнӑ — ак «Ҫӗрӗсен хуҫи» (вырӑсла эпир ӑна «Властелин колец» ятпа пӗлетпӗр) фильмах илер — чылай пайне компьютерпа ӳкернӗ. Горлумах — чӑн мар, тӗппипех компьютер моделӗ.
Вӑт, вӑхӑт шӑвать, технологисем аталанаҫҫӗ — чӑвашсен вара халӗ те пӗр мультфильм та ҫук. Хӑлтӑр-халтӑрри те пулин ҫук.

Малалла...

 

«Ҫич ҫунатлӑ курак»

■  30.08.2009 20:54 | 5223 хут пӑхнӑ
Сутлӑхра Денис Гордеевӑн кӗнекисем чылай пулнине тахҫанах сӑнаса. Малтан, хӑйӗнпе паллашман чухне, эп ӑна ҫамрӑк ҫыравҫӑ пулӗ тесеччӗ — темшӗн-ҫке, ман пуҫра Денис ят ҫамрӑксемпе ҫеҫ ҫыхӑнать. Те ман юлташсем хушшинче Дениссем чылай пулнӑран (пурте ҫамрӑк), те хӑй ячӗн тулли варианчӗ мӑнаҫлӑ пулманран, ҫамрӑкла илтӗннӗрен. Ак, Василий ятах илер: Вася тесен ҫамрӑкки куҫ умне тухать, Василий тесен — мӑнни. Денис вара — ҫамрӑкки те ҫула ҫитни те пӗрех.
Паян Денис Гордеевӑн «Ҫич ҫунатлӑ курак» повеҫне вуласа тухрӑм.

Малалла...

 

113 тенкӗ выляса илтӗм

■  28.08.2009 13:47 | 5127 хут пӑхнӑ
Паян 113 тенкӗ выляса илтӗм. Нумай пулмасть хамӑн Яндексри енчӗке усӑ курса Билайн номерӗ ҫине укҫа хурсаччӗ — ҫавӑн чухне ӗнтӗ «сире лотто билетне парнелерӗҫ» тесе пӗлтерчӗҫ. Лоторейӑра ӑнӑҫу пуласса нихӑҫан та ӗненмен — ҫапах та кунта тӳлевсӗр лекрӗ те хӑтланса пӑхас терӗм. Регистрацилентӗм.
Паян ак тиражӗ пулчӗ иккен — пилӗкӗшӗнчен икӗ хисепӗ тухнӑран 113 тенкӗ выляса илтӗм пулать. Укҫине те куҫарса пачӗҫ ӗнтӗ. :)
Тулькӑш тем тесен те укҫа парса вӑл билетсене илмӗп — пӗр билечӗ 90 тенкӗ тӑрать. Пӗр хисепне те пӗлмесен — нимӗн те лекмест.

Малалла...

 

Чӑвашла та Хозандайкино!

■  24.08.2009 21:34 | 5396 хут пӑхнӑ
Иртнӗ шӑматкун каллех чӑваш ялӗсене ӳқерме ҫула тухрӑм. Малтан Элӗк районне ҫитес шухӑшсем пурччӗ, анчах та вӑл кун умӗн темиҫе кун сахал ҫывӑрнине пула пиллӗк ҫурӑра ниепле те тӑрас килмерӗ. Саккӑрччен ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн, пӗр килнӗ-килнех ӑҫта та пулин кайса килес терӗм. Элӗк районне ҫитейместӗп пулӗ терӗм — канмалли кунсенче автобуссенче халӑх лӑк тулли пулӗ... Ҫавна май Шупашкарпа Муркаш районӗсене ҫитес терӗм. Велосипеда утлантӑм та вӗҫтертӗм. Малтан Кивпулӑх хӗррипе иртсе Вашука ҫитрӗм. Малалли ҫул ҫав ялпа юнашарах вырнаҫнӑ Хосантая выртрӗ.

Малалла...

 

Тавракурӑм хӗрри, йӗкӗр ҫул, шӑлами...

■  16.08.2009 15:50 | 5043 хут пӑхнӑ
«Таната» романа электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтерӗм! Паян пӗр пысӑк ӗҫ турӑм темелле. Роман вӗҫнелле эп пӗлмен, сайра усӑ куракан сӑмахсемпе сӑмахҫаврӑнӑшсем сахал тӗл пула пуҫларӗҫ. Тӑваттӑмӗш пайӗнче ҫаксем ҫеҫ лекрӗҫ:

шӑлами — хӗрри таран. «Уҫланка шӑламиех ҫӑра тӗтре тулсӑ ларнӑ»
ҫемленкке — землянка. «Каларӑм сана ҫемленккене кӗрсе вырт тесе»
емлен — «ҫиер»? Сӑмахсарта ҫук... «Емленер-ха пӗрре улпутсем пек. Выҫ хырӑмпа манӑн калаҫас килмест».
кайӑкланса кайрӗ — одичал.

Малалла...

 

Хусансем хӑйсем ҫинчен пӗлтерме те пӗлеҫҫӗ

■  13.08.2009 16:18 | 5543 хут пӑхнӑ
Хыпарсемпе паллашатӑп.
Казанский мэр проспорил школьнику фотоаппарат — пӗлтерет Lenta.ru.
Вӑт вӗт! Пӗлеҫҫӗ хӑйсем пирки пӗлтерме! Хула пуҫлӑхӗ шкул ачине фотоаппарат выляса янӑ иккен. Тен паянхи кун интереслӗрех хыпарсем те пулса иртнӗ пулӗ — анчах та хусансем мала тухнӑ, вӗсене асӑрханӑ. Асӑрхӑр — Ильин Мишшана фотоаппаратне ҫав кунах парнеленӗ! Лешӗ 15 хут туртӑнма пултарасси пирки пӗлсех тӑнӑ пекех фотоаппарата та пӗрле илсе килнӗ курӑнать. :)
 

Ытти халӑхсене пурнӑҫ йӗркине вӗрентекен халӑха хисеплеместӗп

■  13.08.2009 13:28 | 4504 хут пӑхнӑ
Мӗнле-ха вӑл? Йӑлт хӑйсенле пурӑнтарасшӑн. Енчен те халӑхӗ унашкал пурӑнасшӑн мар пулсан? Хӑй мӗнле пӗлет, ҫавнашкал пурӑнасшӑн пулсан? Ҫу-ук... унашкал вӗсене килӗшмест. Хӑйсен йӗркинех лартасшӑн.
Лукашов каччӑ канашлура сӗнӳ парать: «чӑвашлине мухтама, вырӑссене вӑрҫма пӑрахӑр». Хуратрӑм. Пӗрремӗш — вырӑнсӑр, иккӗмӗш — канашлӑва хутшӑнакансене вӑрҫтарса яма пултарать. Виҫҫӗмӗшӗ — ҫак ҫырӑвӑн пуҫелӗкне пӑхӑр.
Мӗнле ха эпӗ, чӑваш ятпа ҫуралнӑскер, хамӑн халӑха, вӑл тунӑ ӗҫсене, япалисене мухтаймӑп? Чӑвашсем нимӗн те туман тесе пӑхмалла-ши ун шухӑшӗпе?

Малалла...

 

Хиртек, тулт, сӑянтӑш, сӑхӑм...

■  09.08.2009 16:21 | 5450 хут пӑхнӑ
«Таната» романӑн виҫҫӗмӗш пайне кӗртсе пӗтертӗм. Тата тӑваттӑмӗш пайӗ юлчӗ ӗнтӗ — вӑл нумаях мар...

Тӗл пулнӑ сӑмахсемпе сӑмахҫаврӑнӑшӗсем:

ҫерҫи тырри пек — ҫилпе ҫерҫи тырри пек ҫапӑнаҫҫӗ.
кашӑк аври ҫӳллӗш — интереслӗ танлаштару...
аттев — интереслӗ... муркашсем апла та калаҫҫӗ-им? «Пӗрре ҫакӑр пӗҫерсе ҫиетпӗр-и, аттев?»
пӑяхам — деверь. «Ах тур, ҫак Петӗр пӑяхама.»
пӑвӑртат — вымогать. «Ытла хытӑ пӑвӑртатӑн»
сых ятне — предусмотрительно.

Малалла...

 

Уҫӑ хапха

■  05.08.2009 10:14 | 6083 хут пӑхнӑ
Нумай пулмасть «Тӑван Атӑл» журналта Виктор Рсайӑн «Уҫӑ хапха» калавӗ пичетленчӗ. Эпӗ ӑна электронлӑ вулавӑша кӗртрӗм. Кӗртнӗ май вуласа тухма та тиврӗ. Хайлавӗ мана питӗ килӗшрӗ — ҫыравҫӑ сӑнарсене вӑйлӑ калӑпланӑ. Интереслӗ, хӑй вӑхӑтӗнче ӑна пичетленӗ-ши, е каярах ҫеҫ, политика енӗнчен кӑшт ҫемҫелсен ҫеҫ вӑл вулакансем патне ҫитнӗ? Калавра ҫав тапхӑрти тӗрлӗ енӗсене уҫса панӑ — кунта пуянӗ те япӑхах мар пек тухать, чухӑннин пурнӑҫӗнче те пурте йӗркеллех мар иккен. Никантӑр ашшӗ халалне асра тытса хӑйӗн пурнӑҫне йӗркелет — пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлет.

Малалла...

 

Ханттар, алпастӑ...

■  31.07.2009 13:11 | 5540 хут пӑхнӑ
Паян «Таната» романӑн тата виҫӗ пайне кӗртрӗм: «Каҫҫан пичче», «Ҫӗрлехи ӗҫ», «Шахрун», «Вӗчӗ».
«Шахрун» пайӗнче вара чӑваш кӑмӑлне лайӑх уҫса пана пек туйӑнчӗ. Пӗлетӗр пулӗ чӑваш йӑваш тесе калани пирки. Теприсем хушса хураҫҫӗ — ытла иртӗхсен, мӑшкӑласан — вӑл та маххӑ парас ҫук. Кунта та Шахрун йӑхне ял халӑхӗ чӑтнӑ-чӑтнӑ та кайран вара ҫавах та вата-вата ялтан кӑларса янӑ.

Малалла...

 

Шӗкӗ, ҫыра, шущиксем, чилеки...

■  29.07.2009 12:37 | 5118 хут пӑхнӑ
Хветӗр Уярӑн «Танати» малалла вуланать... Хальхинче сире «Серепе», «Улӑхра», «Утарта», «Кантуртисем», «Ҫын ҫухалнӑ», «Кам айӑплӑ», «Купӑс калакан» пайсенче тӗл пулнӑ сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп.

Тӗрӗссипе каласан эп ҫак Шурча таврашӗнче пулса та. Шурчана ҫитмен пулин те Шуркасси ялӗ витӗр тухса. Ҫак романпа паллашнӑ май ҫак тӑрӑха тепре ҫитсе курас кӑмӑл ҫуралчӗ.

чилеки — «долбленое ведерко, маленький чиряс», тет сӑмахсар... «Ҫурт умӗнчи улпут чилеки турачӗсем хушшипе уҫса хунӑ чӳрече курӑнать».

Малалла...

 

Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...

■  26.07.2009 12:06 | 5985 хут пӑхнӑ
Паян наци радиовӗпе Василий Раймов (ятне эфир программинчен илтӗм) юрӑҫпа ирттернӗ калаҫӑва итлерӗм. Сӑмах «Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...» юрӑ пирки куҫсан тимлесе итлеме пикентӗм — ку юрӑ мана тахҫанах килӗшет, кашни итлемессерен тенӗ пекех чуна пӑлхатса илет. Малтан эп ку юрӑн сӑмахӗсем халӑхӑн пулӗ тесеччӗ, Василий Раймов вара сӑввине хайлаканне те, кӗввине кӗвелекенне те пӗлтерчӗ — Валентина Тарават сӑввине ҫырнӑ, Олег Кайкӑр — кӗввине.

Юррине ярса параҫҫӗ пулӗ тесех тимлесе итлерӗм. Ярса пачӗҫ. Шел те, Василий Раймов юрланине ҫырса илеймерӗм — вара сирӗн те танлаштарса пӑхма май пулӗччӗ.

Малалла...

 

Сӗтӗк, сӑсӑл, сӳсмет, ҫулу, йӑптах...

■  25.07.2009 00:15 | 5434 хут пӑхнӑ
Паян тепер тӑватӑ пай кӗртрӗм: «Микки», «Шурча пупӗ», «Турӑпа ҫӳреме тухни», «Эпир...»

сӑсӑл — отруби.
пӑтратни — кунта апат ячӗ. «Йӗкелне Салакайӑк типӗтсе тырӑпа пӗрле авӑртса хурать те катки-каткипе пӑтратни хатӗрлет».
йӗп сӑмса — сысна :) «Ним ҫукран нимӗр те пырать йӗп сӑмсасене!»
вӗшле — борзый.

Малалла...

 

Тутарсем те ытти халӑха качча каяҫҫӗ

■  23.07.2009 14:10 | 5195 хут пӑхнӑ
Мана пӗр ҫын тутарсем ҫине кӑтартса «чӑвашсем пурне те качча тухма пулараҫҫӗ, тутарӗсем вара — тутарсене ҫеҫ» — терӗ. Ак, халӗ, пӗр хыпарпа паллашнӑ май ҫакна вуларӑм:
Футболист родился в Ташкенте, его отец - нигериец, а мать — татарка. Одемвингие начал заниматься футболом в школе "Пахтакора". В 12 лет он вместе с семьей переехал в Набережные Челны и стал тренироваться в школе клуба "КАМАЗ".

http://www.lenta.ru/news/2009/07/23/seat/

Вӗсем те ытти халӑха качча каяҫҫӗ.
 

«Таната» малалла вуланать...

■  22.07.2009 23:33 | 5338 хут пӑхнӑ
Паян тӑватӑ пай кӗртрӗм: «Паллӑ мар инкек», «Тепӗр кун ирхине», «Ҫӗр вӑрлани», «Шурча пупӗ». Чи малтан ӗнтӗ «Паллӑ мар инкек» ҫинче чаранса тӑма тиврӗ — пӗр страници лайӑх ҫапӑнман та юлташсенчен ыйтма тиврӗ. Пулашнӑшӑн — пысӑк тав!

Халӗ ӗнтӗ романра тӗл пулнӑ сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп:

кӑлин — пристально.

Малалла...

 

Тутарсенчен иртсе кайрӑмӑр!

■  18.07.2009 22:17 | 4902 хут пӑхнӑ
Аха, ҫапла, тутарсенчен иртсе кайрӑмӑр! Мӗн енчен тетӗр-и? Электронлӑ вулавӑшри хайлавсем шучӗпе. Вӗсен чи пысӑк вулавӑшӗнче (эпӗ пӗлекеннинче) 1508 хайлав, пирӗн — 1510!

Ҫитес вӑхӑтра хайлавсен шучӗ 1500 иртни пирки хыпар та ҫырӑп!
 

«Таната». «Ирхи калаҫу»

■  16.07.2009 19:14 | 5242 хут пӑхнӑ
Иккӗмеш пай тарин ҫитрӗм. Паян икӗ главаран кая мар кӗртесшӗнччӗ те... пулмарӗ курӑнать. Пӗр страници ман лайӑх ҫапӑнман — пӗр саспаллине те уйӑрса илме май ҫук. Ҫавна май «Ирхи калаҫӑва» ҫеҫ кӗртрӗм. Ыран тен мана вӑл страницӑна ярса парӗҫ... — вара малалла кӗртме тытӑнӑп. Хальлӗхе ҫак сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп:

кусар — пысӑк ҫӗҫӗ. Кусарпа хыра-хыра тасатнӑ сӗтел ҫинче.
чара — йывӑҫ чашӑк;
тинке кӑлар — измучить, замучить. Паҫа (хӗр ячӗ!

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...