Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Сервера ӑнсӑртран ӳкернӗ...

  13.09.2010 15:56 | 5425 хут пӑхнӑ

Хӑш-пӗрисен ҫапла та пулать иккен :)
 

Пирӗн сайт элеменчӗсене усӑ кураҫҫӗ

  02.09.2010 12:27 | 5192 хут пӑхнӑ
Канашлу пуҫелӗкне «Королева» (http://mavra.boshetunmay.com/) хатӗрленӗччӗ. Хӑй таҫта ҫухалчӗ ӗнтӗ, анчах та питӗ пултаруллӑ хӗрача. Пурнӑҫ йывӑҫҫинчи «туратсене» мӗн чухлӗ курман пулӗ, анчах та вӑл хӗрача вӗсене хирӗҫле вырнаҫтарса питӗ ӑнӑҫллӑ та интереслӗ элемент туса хучӗ. Мана вӑл килӗшрӗ — ӑна канашлу пуҫелӗкне вырнаҫтартӑм.
Паян ак ҫак ӳкерчӗке куртӑм:

«Отзывы о Чувашии» баннер валли усӑ курнӑ... — http://gov.

Малалла...

 

Пуҫелӗк версийӗсем

  31.08.2010 00:11 | 5001 хут пӑхнӑ
Сайтӑн пуҫелӗкне менлерех тӑвас-ши тесе пуҫа самай ватрӑм. Пӗр тӗрле ӳкертӗм — килӗшмест, тепӗр тӗрлӗ — илемлӗ мар. Паян вара тӑватӑ сехет ларнӑ хыҫҫӑн таки хама килӗшекен вараинт турӑм-турӑмах. «Супер!» теейместӗп, анчах та малтанхинчен лайӑхрах пек.

Тӗрлӗ версисем:

Посмотреть на Яндекс.Фотках

Посмотреть на Яндекс.

Малалла...

 

Кулӑш: Ҫӳп-ҫап тасатасси...

  29.08.2010 13:09 | 4804 хут пӑхнӑ

— Ну, хӑш выранта вара сирӗн ҫуртҫум лаптӑкне тасатмасӑр хӑварнӑ?
— Аха!..
— Ӑҫта-ӑҫта?!! Виҫӗ этаж аяларах!!! («хут» сӑмаха усӑ курма меллӗ мар пулчӗ)

Темле Украинӑри хаҫат валли ӳкернӗ.

Кулӑшла ӳкерчӗк авторӗсем:
Идея и контур - Александр Бронзов
Покраска и дизайн - Игорь Жеведь
 

Програмҫӑсем самолёт тӑвас пулсассӑн...

  13.08.2010 11:16 | 4796 хут пӑхнӑ
 

Юхма Мишши. Атӑл шывӗ юха тӑрать

  04.08.2010 22:23 | 4731 хут пӑхнӑ

Шӑрӑх, сасӑ колонкисенчен Delain ушкӑн (симфониллӗ металл стилӗпе юрлаҫҫӗ) хӑйӗн юррисене шӑрантарать. Эпӗ вара хӗрсе кайсах ӗҫлетӗп.
Ҫапла вара паян пӗр ӗҫ туса пӗтертӗм темелле :) Юхма Мишшин «Атӑл шывӗ юха тӑрать» историллӗ романне кӗртсе пӗтертӗм. Историллӗ роман темен пулӑттӑм — тем тесен те ҫак стильпе ҫырнӑ хайлавсене роман-халап шайне кӗртсен тӗрӗсрех пулӗ. Историллӗ пулӑмсене тӗпе хурса ҫырнӑ роман-халап! Во! Вырӑс литературинче кунашкал хайлавсене «фэнтези» тенӗ пулӗччӗҫ. Шел те, чӑваш литературинче ку стиль тымар ямарӗ темшӗн.

Малалла...

 

Намӑс та мар-ши?

  03.08.2010 10:44 | 4980 хут пӑхнӑ

Малти Пукашсем хӑйсен ял уявне ҫак ӳкерчӗкпе ирттернӗ. Пӗлместӗп :( Нивушлӗ вара ЧӐВАШ ЯЛ УЯВНЕ вырӑс ятпа ирттернишӗн намӑс ҫук? Ҫавӑн пекех пулмалла теҫҫӗ-ши?
Пӑхатӑн та ҫак ӳкерчӗк ҫине — ялта вырӑссем пурӑнаҫҫӗ тесе шутлатӑн. Эп вӑл ялта сӑнӳкерчӗксем ӳкернӗ май пулса, ялӗнче чӑвашсемех пурӑнаҫҫӗ. Ялӗ те хитре вырӑнта вырнаҫнӑ... Ял уявӗ вара вӗсемшӗн темшӗн чӑвашпа ҫыхӑнман пулса тухать :(
Ҫакнашкал ӳкерчӗксене курсан чун ыратать! Шӳрпине те ҫинӗ пулӗ-ха, чӑвашла юрӑсем те юрланӑ пулӗ-ха.

Малалла...

 

Денис Гордеев. Каҫма (повесть)

  26.07.2010 22:21 | 4364 хут пӑхнӑ
Денис Гордеев. Ҫич ҫунатлӑ куракДенис Гордеевӑн «Каҫма» повеҫне чунҫӳреве тухас умӗн электронлама пуҫларӑм. Чунҫӳрев вӑрӑм терӗм, вӑхӑта ирттермелле тенӗ пек мӗнле те пулин хайлав электронлатма шутларӑм. Валентина Элпин тепӗр повеҫне малтан ҫула илесшӗнччӗ, кайран вара шухӑша улӑштартӑм — Денис Гордеевӑн хайлавне илес терӗм. Ҫула тухас кун умӗн кӗнекене ӳкертӗм (кӗнекери пӗрремӗш повеҫне маларах кӗртсеччӗ — вӑл ман кӑмӑла кайнӑччӗ), пӗр пайне (пысӑкраххине) сканерларӑм, хамӑн тетелбука кӗртрӗм.

Малалла...

 

«Акатуй-2007»

  21.07.2010 13:27 | 3926 хут пӑхнӑ

Тата тепӗр паллӑ сервисри видеона вырнаҫтарса пӑхас...
 

«Ҫавал» / Кӗҫер вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ

  21.07.2010 13:24 | 6107 хут пӑхнӑ

www.youtube.com сервисри видеосен вырнаҫтарӑвне тӗрӗслесе пӑхап.
 

«Шуҫӑм»

  21.07.2010 13:19 | 3932 хут пӑхнӑ

Видео вырнаҫтарӑвӑн тӗрӗслевӗ.
 

Йӗплӗ пралук хыҫӗнчи мӑнастир

  16.07.2010 14:07 | 3859 хут пӑхнӑ
Эп ӗҫленӗ ҫуртпа юнашар хӗрарӑмсен мӑнастирӗ вырнаҫнӑ. Вӑл кунта тахҫанах ларнӑ — совет тапхӑрӗнче унӑн ҫурчӗсене «Квазар» предприятине (пирӗн организаци ҫак предприятин пӳлӗмӗсене тара илет) панӑ. Пурне те мар, хӑш-пӗрисене.
Халӗ хӑш-пӗр ҫурчӗсене мӑнастире каялла тавӑрма пуҫларӗҫ. Таварччӑр ӗнтӗ, унта ман ӗҫ ҫук. Вӑт ҫав тавӑрнӑ ҫуртсене халӗ вӗсем пысӑк картапа, тимӗр бетонран тунӑскерпе, карса илчӗҫ. Таварнӑ ҫурчӗсенче нимӗн те туманни — юрӗ, хуҫи хӑйӗнне лайӑхрах пӗлет. Тен шӑтнӑ тӑррине те юсӗҫ...
Малтан хайхи ҫак пысӑк картапа карса тухрӗҫ.

Малалла...

 

Суслонова, Тихонов е Игнатьев?

  13.07.2010 20:33 | 11614 хут пӑхнӑ
Паян «ПР» президент вырӑнне йышӑнма пултаракансен списокне пӗлтерчӗ. Кама лартассине тахҫанах палартнӑ ӗнтӗ — пуҫлӑхсем (Медведьева, Путина, Фёдорова) те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапах та, сирӗн шутпа хӑшне лартӗҫ? Эсир хӑвӑр (суйласси сирӗнтен килнӗ пулсан) хӑшне лартнӑ пулӑттӑр?
 

Тутарсем тутарсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ!

  12.07.2010 12:43 | 4104 хут пӑхнӑ

Пӳлерти Валем Хуҫа киреметӗнчен кӑшт ҫӳлерех хулаш пур. Унта ҫакнашкал ҫырса хунӑ: «По татарским преданиям, на этом месте стояла небольшая крепость, возведенная 40 девушками, сражавшимися против врагов. В центре этой крепости археологи выявили следы дозорной башни»

Пӗтӗмпех хӑйсене майлӑ ҫавӑраҫҫӗ. Тутарӗсем «тӑшмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнӑ иккен. Тӑшманӗсем кам вара? Хӑй тутарӗсем.

Малалла...

 

Ӗмӗт... ӗмӗт... ӗмӗт... Пурнӑҫлайман ӗмӗт...

  12.07.2010 12:24 | 3987 хут пӑхнӑ
Ҫын яланах ӗмӗтленет. Ӗмӗтсӗр ҫын телейсӗр пулӗ. Чун та ҫук пулӗ ун. Эп те ӗмӗтленетӗп. Шел те ӗмӗтӗм пурнӑҫланаяс ҫук.
Эп малашлӑха пӗлме пултаратӑп. Инҫетри вӑхӑта туйма пултарап темелле-и? Хӑшӗ-пӗри «эп малашлӑха пӗлнӗ пулсан епле чаплӑ пулӗччӗ!» тесе ҫӳрет. Ӳкес вырӑна улӑм кайса сарӑттӑм тет-и... Шел те, малашлӑха пӗлни пӗрре те ҫӑмӑллӑх кӳмест. Йывӑрлатать ҫеҫ. Ӳкессине пӗлетӗн, анчах та улӑмне ниепле те кайса сараймӑн ҫав. Шап! ҫеҫ хытӑ ҫӗре персе анан...
Ман ӗмӗт пур. Вӑл ӗмӗт вара пурнӑҫланаяс ҫуккине пӗлни чуна (чун ӗмӗтленет-ҫке!) самай вӑйлӑ пусӑнтарать.

Малалла...

 

Чунҫӳрев-2010

  12.07.2010 11:15 | 4405 хут пӑхнӑ
Ҫапла, эп ҫак «Чунҫӳрев» ятлӑ ҫулҫӳреве кӑҫал та ҫитсе курас терӗм. Килӗшрӗ мана пӗлтӗр. Питӗ килӗшрӗ. Отпуск шутӗнчен пӗр эрне хӑварсах ҫула тухрӑм. «Хавал» лагере темшӗн-ҫке ҫак вӑхӑтрах йӗркеленӗ — унта та ҫитсе курас кӑмӑл пурччӗ те каимарӑм.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫалхи чунҫӳревре самай уйрӑмлӑхсем пур. Ман пӗлӗш филолог ку термин, «чунҫӳрев» ӗнтӗ, ӑнӑҫлӑ мар тесе шутлать — чун ҫывӑрнӑ чухне ҫӳрет тет, ҫапах та ман шутпа термина йышӑнмаллах — тем тесен те ку ҫулҫӳревре чун канать, тата мӗн чухлӗ хӑват илсе таврӑнатӑн! Сӑртсем, тусем те ҫавӑрса пӑрахма хатӗр!

Малалла...

 

Эп ӳкернӗ лаша 4139-мӗш вырӑн йышӑнчӗ

  09.07.2010 20:19 | 4672 хут пӑхнӑ
Яндекс-сӑнӳкерчӗк ресурсра яланах тӗрлӗ сӑнсен ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Тин кӑна «Ялти пурнӑҫ» ятли иртрӗ. Эпӗ та хамӑн икӗ сӑнӳкерчӗке тӑратрӑм:
Когда трактор отдыхает
«Когда трактор отдыхает» на Яндекс.Фотках
9 435 сӑнӳкерчӗк хушшинче манӑн 4139-мӗш вырӑн йышӑнчӗ — 880 балл пухрӗ.

Малалла...

 

Словарь ӗҫне ҫухатрӑм :(

  26.06.2010 22:20 | 4227 хут пӑхнӑ
Астӑвасса эп фразеологи словарьне тусаччӗ. Туса пӗтерменччӗ, ҫурри патнелле тунӑччӗ. Паян хайхи малалла тума тытӑнас тесе шырама пуҫларӑм та — тупаймарӑм. Тахӑш каталога персе чикнӗ :( Те ҫӗнӗрен тума тивет ӗнтӗ :(
Ача-пӑча словарьне те нумай тунӑ пек астӑватӑп. Вӑл та пулин тупӑнмарӗ :(

Икӗ хут питӗ тӑвас килмест-ҫке...
 

Ирхине / юрӑ

  25.06.2010 10:58 | 4811 хут пӑхнӑ
В. Сергеевӑн «Ах, анне, йӑмӑка ан ятла» юрри мана питӗ килӗшет. Кӗвви те вырӑнлӑ, юрӑҫи те чунпа юрлать. Пурте ҫыпӑҫуллӑ темелле.
Паян вара, электронлӑ вулавӑша тултарнӑ май, юрӑ сӑмаххисен авторӗ кам пулнине пӗлтӗм — Николай Карай.

Сир, анне, чӳрече каррине,
Кармашать кун ҫути тӳпене.
Ах, аннеҫӗм-анне, кӗҫӗр йӑмӑк ҫукран
Чӗлкӗм куҫ ҫӗрӗпе эп хупман.
Ах, пулманччӗ капла нихӑҫан, —
Йӑмӑк халь те килмен вӑйӑран.
 
Уҫ, анне, кантӑка ик енне,
Ҫӗмӗрт кӑчӑк туртать хӑй патне.
Ах, аннеҫӗм-анне, мӑшӑрпа вӑйӑран
Йӑмӑк килчӗ киле — суя мар.

Малалла...

 

Айван ҫав...

  12.06.2010 17:01 | 5492 хут пӑхнӑ
Lenta.ru паян «Остаться в живых» ятлӑ статья пичетлерӗ. Кӗске ӑнлантарӑвӗ — «Английский путешественник заблудился в России».
Усӑмахне сиктерсе хӑварӑпӑр та статья пуҫламӑшне вулар:
Англичанин с простым русским именем Айван (Ivan) катается по миру уже несколько лет. По признанию самого путешественника, за последние годы он объездил на велосипеде 28 разных стран...

http://lenta.ru/articles/2010/06/12/inrussia/
Ятӗнченех паллӑ — айван. :) Ҫул тупайман. Вырӑсла куҫарсан «Дурак» тееймӗн-ха, «Простак» ӗнтӗ :).
 
Страницӑсем: 1, ... 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 23

1917
109
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...