Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Вӑта Енӗш шыв ҫулне улӑштарнӑ

  25.01.2011 19:32 | 5151 хут пӑхнӑ

Ҫапла, Чӑваш энциклопедине ӗненес пулсан, Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх (выр. Бишево) урлӑ Вӑта Енӗш юхса иртет. Ку йӑнӑш пирки паянхи «Хыпарта» Александр Вишневский пӗлтернӗ. Ӳкерчӗкре эп юханшыва пунктирпа палӑртрӑм, хӑй ялне уйӑрса кӑтартрӑм.
Хам та уҫса пӑхрӑм — чӑн та ял витӗр Вӑта Енӗш юхать тенӗ. Ял ятне тен пӑтраштарнӑ пулӗ терӗм те — ҫук. Унта Бишево ятлӑ ял тепре пур — Вӑрмар районӗнчи Энтрияль. Ҫав ял та Вӑта Енӗш патнеллерех ларать, анчах та ун пирки ҫырнӑ чухне тӗрӗсех каланӑ — юханшыв ялтан 2 ҫухрӑмра юхать тенӗ.

Малалла...

 

Йӑнӑшсӑр ҫыраймаҫҫӗ...

  22.01.2011 22:24 | 21572 хут пӑхнӑ

Тиркесе мар ӗнтӗ, ҫапах та.
Культура центрӗ пулин те ҫак пӗлтерӳ хутне йӑнӑшсӑр ҫырайман :(
«культурӐ учрежденийӗнче» (орфографипе килӗшӳллӗн «культурА»)
«ҫЕнсе» (кунта «ҫӖнсе» пулмалла, тӑррине маннӑ).

Пысӑках та мар хучӗ — шкул ачине кун чухлӗ йӑнӑш тусан «иккӗ» лартӗччӗҫ пулӗ...
 

Чебоксары мар! Шупашкар!

  22.01.2011 20:11 | 6196 хут пӑхнӑ
Паян «Ялавӑн» 1988 ҫулти 4-мӗш номерӗнче ҫакнашкал ҫыру асӑрхарӑм:
Шупашкар ҫинчен сахал мар сӑвӑ-юрӑ хывнӑ. Халӑх тӑван хуламӑр ҫынчен савӑнсах юрлать. Инҫе ҫула тухсин та кашниех часрах унта таврӑнма ӗмӗтленет.
Шел пулин те, юлашки ҫулсенче эпӗ акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫамрӑксем час-часах Шупашкар сӑмаха юриех вырӑслатса калаҫҫӗ, «Чебоксара кайрӑм», — тенине Ҫӗрпӳрен килекен автобусра пӗрре мар илтнӗ эпӗ. Ман шутпа, Шупашкар — чӑвашсен хушшинче тахҫан авалах ҫуралнӑ ят.

Малалла...

 

Зонтик → Сунчӑк → Пӳхӗ

  20.01.2011 19:48 | 5817 хут пӑхнӑ
Чӑваш халӑхне 3 ушкӑна пайлама пулать: ҫумӑрта йӗпенесрен, хӗвелӗн хӗрӳ ӑшшинчен сыхлакан япалана пӗрисем (вӗсем чылайӑн) «зонтик» теҫҫӗ; иккӗмӗшсем, чӗлхене чухлакансем — «сунчӑк» теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара, чӗлхене Дегтярёв Г.А. шайӗнче пӗлекенсем — «пӳхӗ».
 

Ҫӗнӗ ҫынран яланах ҫӗннине кӗтеҫҫӗ

  18.01.2011 23:31 | 5634 хут пӑхнӑ
Елена Беловӑн ҫырӑвне асра тытса

Ҫӗнӗ ҫын хӑйӗнпе яланах ҫӗннине илсе килет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуҫлӑх улшӑннӑ вӑхӑтра пӑлхавар тунин усси ҫук теҫҫӗ — ҫӗнӗ пуҫлӑх халӑхра шанчӑк ҫуратать. АПШ президенчӗсем те яланах улшӑнни вӑл тӗлӗшпе лайӑх — пӗр пуҫлӑхӗ тунӑ йӑнӑшсене тепри килсен манса каяҫҫӗ, е манма тӑрӑшаҫҫӗ... Пирӗн президент улшӑнни те халӑха шанчӑк пачӗ пулас — унран чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлас, чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Вӑл шутра ЧНК пуҫлӑхӗ улшӑнасса та шанаҫҫӗ пулас.

Малалла...

 

Ырӑсем пурӑнакан вырӑн

  18.01.2011 21:15 | 5655 хут пӑхнӑ
Халӗ эп Тихӑн Петӗрккин «Кушкӑ ачине» вулатӑп. Иван Яковлевич вӑхӑтне сӑнласа пани интереслӗ.

Икӗ ҫухрӑмран — Кӗҫӗн ур, кӑшт кайсан — Аслӑ ур, ун урлӑ каҫсан — Хулаш, ырӑсем пурӑнакан вырӑн.

Ку ӗнтӗ Кӑнна Кушки ҫывӑхӗнчи хулаш пирки.

Ҫак хайлаврах Киремете усал вырӑн тенӗ...
 

Вырӑс чӗлхи йывӑртарах...

  14.01.2011 23:07 | 5758 хут пӑхнӑ
Шкулсенче вырӑс чӗлхине миҫе сехет вӗрентнине шута илсе, тата чӑваш чӗлхин сехечӗсене асра тытса ман ҫапла шухӑш ҫуралчӗ — чӑн та вырӑс чӗлхи йывӑр! Ара мӗн кӗҫӗн классенчен вӗрентме пуҫлаҫҫӗ те вӗрентеҫҫӗ-вӗрентеҫҫӗ, ҫаплах вӗрентсе ҫитереймеҫҫӗ! Вырӑс чӗлхипе ачасене эрнере миҫе сехет минретеҫҫӗ? 5 сехет. Чӑваш чӗлхине вара? 2-3 сехет* те (хӑш-пӗр шкулсенче 1 сехетпе те ҫырлахаҫҫӗ) ҫитет теҫҫӗ. Ман шутпа вырӑс чӗлхи ЙЫВӐР пулнӑран! Унашкал нумай вӗрентни йывӑр пулнӑран кирлӗ ӗнтӗ :) Кӗҫӗн классенчен 11 класа ҫитиччен вӗрентеҫҫӗ — ҫапах йӑнӑшсӑр ҫырма пултараймаҫҫӗ :).

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи ӑҫта?

  13.01.2011 20:03 | 19332 хут пӑхнӑ
Паян 14-мӗш маршрутпа вокзала ҫити ярӑнтӑм. Ҫула май билбордсене сӑнаса пытӑм. Шел те, пӗрин ҫинче те чӑваш сӑмахӗ тупӑнмарӗ. Социаллӑ рекламӑра та пулин (ӑна администраци вырнаҫтарать пулӗ...) чӑвашла ҫырни ҫук. Йӑлт вырӑсла. Саккунпа вырӑс чӗлхи те чӑвашли те пӗр танах. Пурнӑҫра вара — пач урӑхла. Такама «тав тумалла» ӗнтӗ куншӑн... Те чӑвашсен наянлӑхне, те вырӑссен «маттурлӑхне»...
2-3 хут чӑвашлӑхшӑн вӑйлӑрах ӗҫлес вырӑнне, «йывӑр, йывӑр» тесе ларнипе ӗҫ мала кайӗ-ши?
 

Чӑвашла стенд кӑмӑла кайрӗ

  13.01.2011 17:17 | 5407 хут пӑхнӑ
Чӑрӑшкассинчи стендПаян Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулне кайса килтӗм. Сӑлтавӗ пурччӗ — пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче эп хамӑн кивӗ флешкӑна ҫухатрӑм. Чулхула-Шупашкар автобусран тухнӑ чухне кӗсьерен тухса ӳкнӗччӗ. Сисмен те. Чӑрӑшкасси шкулӗн вӗрентекенӗ вара ӑна тупнӑ иккен. Тупнӑ ҫеҫ мар, флешкӑри файлсене тишкернӗ хыҫҫӑн хушамата пӗлсе пӗлӗшсем урлӑ мана шыраса тупнӑ.

Малалла...

 

Питӗр хулинче юр ҫапла тасатаҫҫӗ

  27.12.2010 16:09 | 5710 хут пӑхнӑ

Ҫапла хӑтланса вӗсем ӗҫленӗ пек туса кӑтартасшӑн курӑнать — спидометр ҫинче ҫухрӑмсем ҫавӑртараҫҫӗ.
 

2010 ҫула пӗтӗмлетсе

  27.12.2010 15:06 | 6305 хут пӑхнӑ
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта 2008 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/947.html — кунта пӗлтӗрхи, 2009 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Малтан яланхилле япӑххине аса илмелле.
1. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 5 ҫул тултарнӑ ятпа статьясен кӗнекине кӑларасси пулмарӗ.

Малалла...

 

Саспаллисене чӑвашла йӗркелес тесен

  22.12.2010 19:40 | 5738 хут пӑхнӑ
Чӑвашла сӑмахсене сортланӑ чухне «Ӑ», «Ӗ», «Ҫ», «Ӳ» саспаллисем мала тухса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗнни те паллӑ — эпир усӑ куракан ҫак саспаллисен кочӗ «А», «Б», «В» тата ыттисенчен пӗчӗкрех. «Ӳ» усӑ курнӑ чухне чылай чухне ҫак саспалли «Я» хыҫне кайса тӑрать. Сӑлтавӗ — саспалли кочӗ «Я» саспаллийӗнчен пысӑкрах пулнинче. Ҫак тӗрӗсмарлӑх чӑваш чӗлхи компьютерта сахаллӑн усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Тӗнчере ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те пирӗн саспаллисене вырӑна лартассишӗн никам та тӑрӑшмасть. Ҫавӑнпа та ку ӗҫе хамӑрӑн тума тивет.
Чи малтан пирӗн мӗн пӗлмелле? Компьютерта саспалли йӗркине ятарласа вырнаҫтарасси пур.

Малалла...

 

Чӑваш Ен официаллӑ сайчӗсене чӑвашлатӗҫ?

  20.12.2010 18:52 | 5334 хут пӑхнӑ
Паян наци радиовне итленӗ чухне президент официаллӑ сайтсене икӗ чӗлхепе тумалли пирки каланине илтрӗм. Япӑх илтрӗм — тӗнче тетелӗ урлӑ лайӑх итлеме май ҫук, татӑлать... Йывӑр пулин те икӗ чӗлхеллӗ тумаллах тенине ҫеҫ илтсе юлтӑм.
Сӑмах май, cap.ru сайтра акӑлчанпа нимӗҫ версийӗсен ялавӗсем ҫукки куҫа кӗрчӗ...
 

Машин хакӗ ҫын пурнӑҫӗнчен хаклӑрах!

  15.12.2010 23:47 | 5817 хут пӑхнӑ
Эх... ӑҫталла каятпӑр-ши эпӗр?
http://lifenews.ru/news/46714 — ҫак этемсемшӗн машин хакӗ ҫын пурнӑҫӗнчен хаклӑрах! Выльӑха ҫаврӑнатпӑр-ши? Укҫа... укҫа... укҫа...
Никама та мар, хӑйсене ҫеҫ хаклама пӗлеҫҫӗ. :(
 

Шухӑшлама — 1 кун!

  12.12.2010 21:13 | 5155 хут пӑхнӑ
Ӗнер хамӑн ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн киле ҫитрӗм те cap.ru сайта кӗтӗм. Тӗрӗсрех каласан, Алимасов куравӗ пирки тата чӗлхе комиссийӗн ларӑвӗпе ҫыхӑннӑ хыпар ҫук-ши тесе кӗтӗм-ха. Хайхи асӑрхарӑм — Чӗлхе саккунне хатӗрлеҫҫӗ иккен, халӑха ӑна пӗрле сӳтсе явма чӗнеҫҫӗ. Тӗплӗ вуламарӑм, 11-мӗш кун валли хыпар унсӑр та нумай вырнаҫтарнӑччӗ те вырсарникун, паян ӗнтӗ, ҫынсене пӗлтерӗп тесе шухӑшларӑм.
Хайхи паян кӗтӗм — тимлӗрех вуларӑм. 8-мӗшӗнче хыпара вырнаҫтарнӑ (11 сехетре), 10-мӗшӗччен сӗнӳсем парса ӗлкӗрмелле. Шутласан — вӗсен проектне пӑхса тухма, сӗнусем тӑратма — 1 кун ҫеҫ уйӑрнӑ.

Малалла...

 

Ват пичи

  02.12.2010 19:56 | 5427 хут пӑхнӑ
Ку сӑнӳкерчӗкре ман тӑвансем сӑнланнӑ: Ват пичи (Михаил Васильев) тата унӑн икӗ хӗрӗ. Сулахайри — Вера, сылтӑмри — Тоня. Пӗчӗккӗ чухне вӗсем патне нумай ҫӳренӗ ӗнтӗ, анчах асӑмра нимӗн те юлман тесен те юрать. Ҫавна май кивӗ сӑнсене куҫ умне кӑларса тӑвансем пирки асилес килет.
Ват пичи пирӗн тӑвансем хушшинче сумлӑ шутланать — вӑл Ҫатракасси патӗнчи ҫӑван пуҫӗ пулать. Шӑп та вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ чухне ҫав ҫӗнӗ ҫӑвана уҫнӑччӗ. Шутлаттӑмӑрччӗ ун чух — ҫӗнӗ ҫӑвана ӑна пытарӗҫ, е киввине, Алькеш ҫӑвине.

Малалла...

 

«Виҫӗ ӑру» юрӑ — Валентина Михайлова юрлать

  30.11.2010 17:54 | 6514 хут пӑхнӑ

Красноармейскинчи 2-мӗш шкулӑн вӗренекенӗ Валентина Михайлова юрлать.
Маттур!
 

Г. Ефимов. Утать поэт тӑван халӑхӗпе

  30.11.2010 17:52 | 6189 хут пӑхнӑ
 

Чӑваш чӗлхин аталанӑвне пӑхса тухма пухӑннисене ЧӖНСЕ КАЛАНИ (чӳкӗн 30-мӗшӗнче)

  28.11.2010 22:02 | 5681 хут пӑхнӑ
Чӑваш патшалӑх канашӗнче чӑваш чӗлхин аталанӑвне пӑхса тухма шутлани, ӑна сӳтсе явни питӗ лайӑх. Ырлатӑп.

Чӑваш чӗлхишӗн чи пӗлтерӗшлӗ утӑмсем (ман шутпа):
● чӑваш чӗлхине усӑ курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаҫтарнӑ май унта тӳрех чӑвашла ҫырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вӗсене уйрӑммӑн лартмалла мар (пушкӑртсен пек) /Microsoft ахаль ҫынсене итлесшӗн мар, патшалӑх шайӗнче тухсан — ку ӗҫе вӗсем тума тивӗҫ/; тавар упаковкинче чӑвашла ҫырни пач та курӑнмасть — ҫырмалла ман шутпа («Акконд» кӑларакан канихвет курупки ҫине, тӗслӗхрен, вырӑсла та, казахла та ҫырнӑ — чӑвашла вара ҫук).

Малалла...

 

Тинех пур хайлава та хакласа тухрӑм

  25.11.2010 11:05 | 5082 хут пӑхнӑ
Кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗ малтанхисемпе танлаштарсан уйрӑлса тӑрать — вӗренӳ министерстви хутшӑнманнине палӑртмӑпӑр. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 140 хайлав хутшӑнать. 2008 ҫулхине 120 яхӑн килнӗччӗ, пӗлтӗрхине — самай сахалтарах. Кӑҫалхинче эпир 1-5 классене хутшӑнтармарӑмар (вӗсене хаклама питӗ йывӑр — хӑшне ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ, хӑшне ачи хӑй ҫырнине уйӑрса илме питӗ йывӑр) пулин те хайлавсем ытларах килчӗҫ. Аслӑрах классенчи ачасем нумайрах хутшӑнни те савӑнтарать пире.
140 хайлав пулнӑран ӑмӑрту йӗрки-шывне пӑсса ушкӑнсене урӑхларах йӗркелерӗмӗр: 6-7, 8-9, 10-11, вӗрентекенсем.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...