Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Словарь ӗҫне ҫухатрӑм :(

  26.06.2010 22:20 | 4325 хут пӑхнӑ
Астӑвасса эп фразеологи словарьне тусаччӗ. Туса пӗтерменччӗ, ҫурри патнелле тунӑччӗ. Паян хайхи малалла тума тытӑнас тесе шырама пуҫларӑм та — тупаймарӑм. Тахӑш каталога персе чикнӗ :( Те ҫӗнӗрен тума тивет ӗнтӗ :(
Ача-пӑча словарьне те нумай тунӑ пек астӑватӑп. Вӑл та пулин тупӑнмарӗ :(

Икӗ хут питӗ тӑвас килмест-ҫке...
 

Ирхине / юрӑ

  25.06.2010 10:58 | 5013 хут пӑхнӑ
В. Сергеевӑн «Ах, анне, йӑмӑка ан ятла» юрри мана питӗ килӗшет. Кӗвви те вырӑнлӑ, юрӑҫи те чунпа юрлать. Пурте ҫыпӑҫуллӑ темелле.
Паян вара, электронлӑ вулавӑша тултарнӑ май, юрӑ сӑмаххисен авторӗ кам пулнине пӗлтӗм — Николай Карай.

Сир, анне, чӳрече каррине,
Кармашать кун ҫути тӳпене.
Ах, аннеҫӗм-анне, кӗҫӗр йӑмӑк ҫукран
Чӗлкӗм куҫ ҫӗрӗпе эп хупман.
Ах, пулманччӗ капла нихӑҫан, —
Йӑмӑк халь те килмен вӑйӑран.
 
Уҫ, анне, кантӑка ик енне,
Ҫӗмӗрт кӑчӑк туртать хӑй патне.
Ах, аннеҫӗм-анне, мӑшӑрпа вӑйӑран
Йӑмӑк килчӗ киле — суя мар.

Малалла...

 

Айван ҫав...

  12.06.2010 17:01 | 5684 хут пӑхнӑ
Lenta.ru паян «Остаться в живых» ятлӑ статья пичетлерӗ. Кӗске ӑнлантарӑвӗ — «Английский путешественник заблудился в России».
Усӑмахне сиктерсе хӑварӑпӑр та статья пуҫламӑшне вулар:
Англичанин с простым русским именем Айван (Ivan) катается по миру уже несколько лет. По признанию самого путешественника, за последние годы он объездил на велосипеде 28 разных стран...

http://lenta.ru/articles/2010/06/12/inrussia/
Ятӗнченех паллӑ — айван. :) Ҫул тупайман. Вырӑсла куҫарсан «Дурак» тееймӗн-ха, «Простак» ӗнтӗ :).
 

Яманакра тепре пултӑм

  05.06.2010 10:46 | 3848 хут пӑхнӑ
Ку ялта ӗнер иккӗмӗш хут пултӑм ӗнтӗ. Чи малтанхи хут — виҫӗ ҫул каялла (тӑваттӑ та теме пулать) — 2006 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче. Вӑл вӑхӑтранпа пулса иртнӗ улшӑнусене сӑнама та интереслӗ пулчӗ. Ялӑн Йӑлӑм ятлӑ пайӗнче икӗ сарай ларатчӗ — халӗ вара пӗрре кӑна. Эддисон Патмар (ун патне хӑнана кайрӑм ӗнтӗ) килӗ патӗнчи пӗвере малтан шыв та, хурсем те пурччӗ пулсан — халӗ шывӗ ҫуккипе пӗрех. Чиркӳ пурччӗ — хута яманччӗ. Халӗ те ларать — йӗри-тавра самай хӑт кӗртнӗ пулин те ҫӑк виҫӗ ҫул хушшинче хута яман. Шкулне ун чухне тин кӑна хупнӑччӗ те малтанхи хут килнӗ чухне чиперех ларатчӗ.

Малалла...

 

Ҫимӗкре тӗрӗс асӑнмастпӑр?

  25.05.2010 15:41 | 4704 хут пӑхнӑ
http://www.smi21.ru/?mode=publicati ... 2010&date=14.05.2010 — ҫак статья куҫ умне халь тӗл пулчӗ.

Православи пупӗсемшӗн чӑвашсем ҫӑвана питӗ нумаййӑн ҫӳрени ытла та кансӗрлет пулас.

Чиркӗве килнӗ халӑх Турӑшсемпе чиркӳ ялавӗсем йӑтса масар ҫине каймалла. Масар ҫинче каллех пӗчӗк панихида вуламалла. Ун хыҫҫӑн тин вилнӗ тӑвансен вил тӑпри ҫине саланмалла.

Ҫимӗкӗ чӑвашсен мӗн авалтан, вырӑссем парвославие кӗртес тесе ӑна хӑйсен уявӗпе пӗрлештернӗ те халӗ ӗнтӗ чавашӑн авалхи тӗн йӑлисене пушшех те пӗтересшӗн.

Малалла...

 

«Шурӑ акӑш ҫулӗ». Николай Максимов

  07.05.2010 22:05 | 5762 хут пӑхнӑ
Нумай пулмасть Николай Максимовӑн «Шурӑ акӑш ҫулӗ» роман-халапне электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗм. Хӑй хайлавне «Тӑван Атӑлтан» илсеччӗ — виҫӗ номер хушши пичетленчӗ.
Кунашкал романсене Юхма Мишши (вӑл вӗсене историллӗ ромен тет-ха та...), Анатолий Кипеч (ыттисене алла тытса вуламан) ҫырма юрататчӗҫ. Халӗ ак, тепӗр автор ҫак анана кӗчӗ.
Мӗн калас? Пӗр енчен килӗшрӗ пек. Анчах тем ҫитмест пек туйӑнать. Пӗрремӗш пайӗ пӗтӗмӗшле илсен Керимпа ҫыхӑннӑ — Уксах Тимӗр Пӑлхара аркатса кайнипе пуҫланать («Пулат хан тӑхӑмӗ») те вӑл вилнипе («Вӗҫленмен сӑмах») вӗҫленет.

Малалла...

 

Пушкӑртсем тетел уҫлӑхне туха пуҫланӑ!

  27.04.2010 22:42 | 5120 хут пӑхнӑ
Пӑхатӑп та — пушкӑртсем пӗртте маххӑ памаҫҫӗ — пушкӑртла тунӑ сайтсем купи-купиех! Тата мана спорт хыпарӗсен сайчӗ тӗлӗнтерчӗ — http://www.nur-sport.ru/. Пушкӑртла ним мар спорт хыпарӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ, пушкӑртла пулнишӗн пӗрре те кулянмаҫҫӗ (пирӗннисем пулсан — чӑвашла сайт тусан кам унта кӗрӗ? — тесе нӑйкӑшма тытӑнаҫҫӗ).
Вӗсем капла маттур ӗҫлесен пирӗнтен иртсе каяҫҫӗ!
 

Чирлерӗм...

  27.04.2010 22:18 | 4055 хут пӑхнӑ
Пӑхатӑп та, эп кӑна мар, ыттисем те сӑмсисемпе нӑшиклетеҫҫӗ, кӑххӑм-кӑххӑм тутараҫҫӗ. Хыпарсенче те «эпидеми» сӑмах тӗл пула пуҫланӑ...
Эпӗ юрӗ-ха — сивӗ ҫиллӗ ҫанталӑкра ӗҫлерӗм. Ӗҫне туса пӗтермеллеччӗ те сивӗ ҫиле пӑхмасӑр тӑрӑшрӑм, пехлетрӗм. Вӑт халӗ нӑшик-нӑшик тӑвап, ӳсӗреп. Шӑнтӑм. Ӗнер температура пурччӗ те, паян ҫухалчӗ пулас — ара икӗ пысӑк сухан пуҫӗ кӑшласа янӑ хыҫҫӑн (хам йӗре-йӗре чӑмлап, чӗлхене те чӗр сухан ҫунтарать...) чир кӑштах лӑпланчӗ пулас.
Эрне хушшинче чире ҫӗнтересчех...
 

Тухья тенкисем

  16.04.2010 20:01 | 4242 хут пӑхнӑ

Паян пӗр нумизматсен сайтне лекрӗм. Аукцион сайтчӗ. Кивӗ укҫасене сутаҫҫӗ, ылмаштараҫҫӗ.
Пӑхатӑп та — чылайӑшӗ шӑтӑк! Ав, ӑҫта чӑваш тумӗнчи укҫасем кайнӑ!
//вӗсенчен чылайӑшӗ укҫана мӗншӗн шӑтарни пирки чухламасть те пулӗ...
 

Вырӑсланнӑ Йӗпреҫсем

  08.04.2010 12:24 | 4789 хут пӑхнӑ
Пӗр Красноармейскипе Шупашкар районӗ ҫеҫ хыпарсенче ан пултӑр тесе эп тӗрлӗ районти хупарсене вырнаҫтарма тӑрӑшатӑп. Паян Йӗпреҫ районӗнчине вырнаҫтарас терӗм.
Пӑхатӑп — нимӗн те ҫук... Хӑш-пӗр район сачӗсем вырӑнти хаҫат статьисене те пулин чӑвашла вырнаҫтараҫҫӗ — кусем вара вырӑслисене кӑна. Smi21 сайта кӗрсе пӑхрӑм — кунта та вырӑсла статьясем кӑна.

Чӑн та, Йӗпреҫсем чӑвашла манса кайнӑ пулӗ? Комсомольски районне кӗрсе пӑхас.
 

Аксакова Шупашкара ярасшӑн-ши?

  26.03.2010 13:12 | 5050 хут пӑхнӑ
Акӑ мӗн ҫырать Lenta.ru:

"Справедливая Россия" решила разбавить губернаторов-единоросов


"Справедливая Россия" направила в администрацию президента список из 20 потенциальных партийных кандидатов на губернаторские посты, пишет газета "Ведомости", ссылаясь на собственные источники.
Как заявил изданию неназванный член партии, в этом списке в основном депутаты - Геннадий Гудков, Валерий Гартунг, Анатолий Аксаков, Олег Михеев, Елена Вторыгина, Михаил Емельянов и Александр Четвериков.

http://www.

Малалла...

 

«Хӗрлӗ ялав»

  23.03.2010 14:41 | 4284 хут пӑхнӑ
Район хаҫачӗсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Пӗрисем Раҫҫей шайӗнчи хаҫатсемпе тупӑшма пултараҫҫӗ, теприсем вара...
Smi21.ru сайтра пӗр хыпар тӗлне лекрӗм — сайтра вырнаҫтарас кӑмӑл ҫуралчӗ. Хайхи «Хӗрлӗ ялав» редакцинче ачасемпе иртнӗ тӗлпулу пирки сӑмах кунта. Хыпарӗ ӳкерчӗксӗр, ҫавна май хаҫатӑн питне те пулин вырнаҫтарас-ха тесе унӑн пӗрремӗш страницин сӑнне шырама пикентӗм. Ниҫта та ҫук. Вӑрмар районӗн официаллӑ сайтӗнче хаҫат пирки шӑрши-мӑрши курӑнмарӗ. Ахаль чухне унталла пулкалатчӗ — кусен вара ҫук. Smi21.ru сайтра ятарлӑ страница пур — анчах та кунта та хаҫатӑн логотипӗ ҫук.

Малалла...

 

«Тӑван Енри» телепрограмма меллӗрех

  13.03.2010 21:35 | 4509 хут пӑхнӑ
Эп хам инҫекурава пӑхмастӑп. Тимиҫе ҫул та ҫитет ӗнтӗ, пӗр ҫиччӗ патнеллех. Ҫавӑнпа та хӑш телепрограмма меллӗреххине ытти ҫынсем сӑнанипе, вӗсен шухӑшӗсене тӗпе хурса ҫеҫ калама пултаратӑп. //«ку ҫын инҫекуравсӑр епле пурӑнайрать-ши?» — ыйтасшӑн пулсан, хуравлатӑп: мана тӗнче тетелӗ те ҫителӗклех, ман шутпа унти хыпарсем туллирех тата вӗсемпе паллашма та хӑвӑртрах пулать; илемлӗ фильмсем пирки сӑмах пырать пулсан — эп вӗсене рекламӑсӑр пӑхма кӑмӑллатӑп.
Маларах эп ҫырӑнса илекен телепрограммӑллӑ хаҫатсем темиҫеччӗ — «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Тӑван Ен».

Малалла...

 

Пулӑшма ыйтаҫҫӗ

  02.03.2010 22:50 | 4989 хут пӑхнӑ
Ҫапла хыпар кӗртнӗ:
ХИСЕПЛӗ ЕНТӖШСЕМ!ПУЛӐШӐРХА.МАНӐН КОНЦЕРТ ПРОГРАММИ ЙӖРКЕЛЕМЕЛЛЕ НИЕПЛЕ ТЕ ПУҪЛАСА ЯРАЙМАСТӐП. ЧӐВАШ ЕН ҪИНЧЕН СӐВӐСЕМ ТЕ КИРЛӖ.ТАТА ЫТ.ТЕ.ЭПӖ ТОЛЬЯТТИ ХУЛИНЧЕ П УРӐНАТӐП. ЭПИР ЧӐВАШ ФОЛЬКЛОР АНСАМБЛӖ ЙӖРКЕЛЕНӖ "ШАНЧӐК"


Паллах, ку хыпар мар, вара кунта куҫарма тиврӗ.
Ҫыраканни: http://chuvash.org/cgi-bin/user.cgi?a=vv&anketa=nikipan2000
 

Ҫул хакӗ — пӗрре савантарчӗ, тепре хурлантарчӗ

  26.02.2010 16:43 | 7391 хут пӑхнӑ
Шупашкара ҫитнӗ хыҫҫӑн хулана тухма тиврӗ. Хайхи 46-мӗш (Лапсартан хулана ҫӳрет) маршрутка ҫине лартӑм та ҫул хакӗ 10 тенке чакни пирки пӗлтӗм — малтанхи пек 11 тенкӗ патӑм та мана пӗр тенке каялла тавӑрчӗҫ. Ара ку питӗ лайӑх-иҫ — хаксене ӳстерме ҫеҫ мар, чакарма та пӗлеҫҫӗ-иҫ кусем тесе хӗпӗртерӗм.
Никоаев урамне ҫитнӗ хыҫҫӑн хайхи троллейбус ҫине куҫса ларма тиврӗ. Малтанхи пек кондуктор аллине 9 тенкӗ паратӑп: «Сан 1 тенкӗ ҫитмест кунта» — тет хайхи. Малтанхи савӑнӑҫ вара пӗтсе ларчӗ...

Маршруткӑсемпе ахаль троллейбуспа автобуссен хакне пӗрпеклетме кирлӗччӗ-ши ӗнтӗ?

Малалла...

 

Миҫе ҫын — ҫавӑн чухлӗ шухӑш.

  24.02.2010 18:00 | 5293 хут пӑхнӑ
Кун пек хаклав халиччен килменччӗ-ха. Тин кӑна пӗр чӑваш ман пата ҫапла ҫыру ҫитерчӗ:
...Но вот во-вторых… Короче говоря, я недавно наткнулась и прочитала «Повествование о чувашах» на history.chuvash.org, и оно оставило у меня не очень приятное впечатление. Я не знаю, за что рецензенты текста дали там положительные отзывы. Иллюстрации ужасные. Нельзя было нанять хорошего художника и хорошего фотографа? Текст отвратителен (на мой вкус, конечно): понятно, что автор прежде всего хотела бы поднять самооценку чувашей, а не рассказать их историю, но ничто так не выдает комплекса неполноценности, как откровенное самопрославление.

Малалла...

 

Трамплинран сикнине пӑхрӑм

  13.02.2010 23:56 | 4633 хут пӑхнӑ
Эп спорт хыпарӗсемпе ытлаши интересленсех каймастӑп. Тата инҫекуравне те пӑхмастӑп. Ҫапах та паян Ванкурверта пӗрремӗш наградӑсен пуххине вылаттарнине пӑхас терӗм. Интернет урлӑ ӗнтӗ. Мӗн курнине хамӑн Твиттерта ҫырса пытӑм: http://twitter.com/Astahar

Кама интереслӗ — вулама пултаратӑр. :)
 

Чӗлхе саккунне тишкернӗ май...

  10.02.2010 12:15 | 5631 хут пӑхнӑ
Эсир Чӑваш Республикин чӗлхе саккунне вуланӑ-и? Эп вара вуламан. Халӗ вара тишкерсе тухас терӗм :)
Пуҫлас...

Забота о сохранении и развитии чувашского языка как важнейшего национального признака и основы всей духовной культуры возлагается на Чувашскую Республику.

Яваплисем — Чӑваш Ен президенчӗ, прваительство, министрсен кабинечӗ.

Сохранение и развитие чувашского языка выражается в законодательном закреплении его статуса, создании условий для активного его использования в государственной и общественной жизни, поддержании его высокого престижа, а также в принятии мер по его нормализации и научной разработке.

Малалла...

 

«Тӑван Ен» ҫитменлӗхӗсем

  31.01.2010 12:55 | 5705 хут пӑхнӑ
Малтанхи ҫырӑва, «Тӑван Ен» лайӑхланни ҫинчен ҫырнине, Борис Чиндыков («Тӑван Ен» редакторӗ) хаҫатрах пичетлесе кӑларчӗ.
Паллах, хаҫат ҫитменлӗхсемсӗр мар. Вӗсем те пур. Халӗ вӗсене кӑтартасшӑн:
1. Терминсем. Чӑвашсем тахҫанах «сӑн ӳкерчӗк» сӑмаха пӗлеҫҫӗ, «ТЕ» вара темшӗн «фото ӳкерчӗк» сӗнет. //Халӗ 3-мӗш кӑларӑма пӑхнӑ май унта «сӑнӳкерчӗк» те тӗл пулчӗ...
2. Уйӑх ячӗсем. «Суварти» текех, кунта та, вырӑс ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ячӗсем пурӑнма тивӗҫ мар теҫҫӗ-ши? Кӑрлач, нарӑс — мӗн тери хитре ятсем! Ҫук, ку хаҫатсенче — январь, февраль, … Эпӗ хам сайтра пушшех те вырӑсла ячӗсене ҫырмастӑп.

Малалла...

 

«Капкӑн» та лайӑхланнӑ

  31.01.2010 11:17 | 4252 хут пӑхнӑ
Ӗнер кӑҫалхи «Капкӑнӑн» пӗрремӗш кӑларӑмне илтӗм. Хӑшӗ-пӗри ӑна алла маларах та илнӗ пулӗ (ҫынсен аллинче ытларикунах курнӑччӗ) — «Чӑвашпичет» киоскне вара ӗнер ҫеҫ ҫитнӗ.
Мӗнех, кӑштах лайӑхланнӑ. Мана ку журналта уйрӑмах анекдотсен куҫӑрӑвӗсем килӗшместчӗҫ. «Пире каять» тесе куҫӑрнӑ пек туйӑнатчӗ. Анекдочӗсене тӳрреммӗн, чӑваш шухӑшлавне тӗпе хумасӑр куҫарнӑран хӑш-пӗрисене ӑнланма та май ҫуккӑччӗ. Ара, эпир вырӑс чӗлхине те пӗлетпӗр-ҫке! Куҫаран вара анекдотне — ун хыҫҫӑн тин мӗнрен кулмалли сисӗнме тытӑнать. Пулса тухать вара — тексчӗ чӑвашла пулин те ӑна вырӑсла вуламалла иккен.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27, 28, 29, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 11

1913
113
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
107
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
106
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
89
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...