Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Вӑта Енӗш шыв ҫулне улӑштарнӑ

Аçтахар Плотников25.01.2011 19:324406 хут пӑхнӑ

Ҫапла, Чӑваш энциклопедине ӗненес пулсан, Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх (выр. Бишево) урлӑ Вӑта Енӗш юхса иртет. Ку йӑнӑш пирки паянхи «Хыпарта» Александр Вишневский пӗлтернӗ. Ӳкерчӗкре эп юханшыва пунктирпа палӑртрӑм, хӑй ялне уйӑрса кӑтартрӑм.
Хам та уҫса пӑхрӑм — чӑн та ял витӗр Вӑта Енӗш юхать тенӗ. Ял ятне тен пӑтраштарнӑ пулӗ терӗм те — ҫук. Унта Бишево ятлӑ ял тепре пур — Вӑрмар районӗнчи Энтрияль. Ҫав ял та Вӑта Енӗш патнеллерех ларать, анчах та ун пирки ҫырнӑ чухне тӗрӗсех каланӑ — юханшыв ялтан 2 ҫухрӑмра юхать тенӗ. Картта та ҫакна ҫирӗплетет.
Википедине чылай чухне вӑрҫаҫҫӗ — йӑнӑш нумай теҫҫӗ. Чӑваш энциклопедине ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем ҫыраҫҫӗ (статья авторӗсем — Т.А. Зайцева, З.А. Трофимова), вӗсем хыҫҫӑн та тӗрӗслесе ҫитереймеҫҫӗ иккен.

//паян тата ҫав номертех И.С Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнеки пирки ҫырнӑ. Шел те, аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫын ҫын пулин те, вӑл кӗнеке ман шутпа «халӑх этимологийӗн» шайӗнчен ҫӳлерех хӑпарайман. Ӗнер кӑна пулас, сайта Пшонкӑ ял пирки статья кӗртнӗччӗ. Пӑхса илтӗм ӗнтӗ унта мӗн каланине — ял ячӗ «Пшено» сӑмахран пулнӑ тет :(. Хама хам вара вӑл кӗнекене урӑх пӑхмастӑп тесе каларӑм.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.01.25 20:17
"Географические названия Чувашской Республики " кĕнекепе паллашас килет-ха. Пирĕн ял пирки мĕнлерех çырнă. Манăн историллĕ материалсем пур, танлаштарса пăхма.
2011.01.25 20:36
Аçтахар Плотников
Çĕнни ним те тупаймăр. Юнашарти «Шуршăл» пирки çырни куç умне пулчĕ :)
«Шурă шăл»-тан пулма пултарнă тет :) «Возможно, человек, основавший селение, имел очень крепкие, белые, красивые зубы». Ну мĕнле ĕненĕн ку кĕнекене?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем