Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк концерт хатӗрлет. Куракансем ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ.
Ӑна валли вӑл республика Элтеперӗн укҫипе (халь сак сӑмаха грант теме юратаҫҫӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) усӑ курӗ. Пурӗ 5 милллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Ҫӗнӗ программӑна «Ҫул хыҫҫӑн — ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» ят панӑ. Ӑна пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленнӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Ҫӗнӗ программӑпа Мускав патшалӑх культура институчӗн педагогӗ, сценарист тата режиссер Анна Ангарова ӗҫлӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗ Александр Ангаров чӑваш халӑх ташшине аталантарассипе нумай тӑрӑшнӑ иккен, патшалӑх ансамблӗнче тӗп балетмейстерта 30 ҫул ӗҫленӗ.