Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тимӗр Акташ хыпарланӑ тӑрӑх «Радио России» (чӑв. Раҫҫей Радиовӗ) эфирӗнче нумай пулмасть — раштавӑн 12-мӗшӗнче — икӗ чӑваш халӑх юмахӗ янранӑ. Пӗри вӗсенчен — «Хитрая плясунья» (чӑв. Чее тилӗ), тепри — «Луна в колодце» (чӑв. Уйӑх тупни). Вӗсене иккӗшне те паллӑ Раҫҫей актёрӗ Михаил Ефимов вуланӑ тет. Ку кӑларӑм «Звездные сказки» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ юмахсем) ярӑмра тухнӑ.
Каласа хӑварас пулать — Михаил Ефимов пирӗн халӑхшӑн ытлашшиех ют та мар, вӑл Мускавра пурӑнакан Иван Яковлевич Яковлевӑн тӑванӗсемпе хурӑнташлӑ. Кун пирки темиҫе МИХ пӗлтернӗччӗ.
Agabazar // 2858.32.8515
2013.12.18 14:04 | |

И.Яковлев => Л.Некрасова => Е.Некрасова => А.Покровская => М.Ефремов.
Ют мар пек те, анчах темшĕн Яковлев пирки яланах тĕрĕс мар калать: çырулăх пуçарса яраканĕ тет.
Çырулăх Яковлевчченех пулнă.