Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Юлашки уйӑхсем хушшинче Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: ача-пӑча, илемлӗ литература, вӗренӳ кӗнекисем, ӑслӑлӑхпа популярлӑ литература.

Ӑслӑлӑхпа популярлӑ литература шучӗнче «Спортсменсем», «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ», «Чӑваш Ен журналисчӗсем» кӗнекисене асӑнмалла.

Чӑваш чӗлхи ҫинче тухнӑ илемлӗ литература:

* Денис Гордеевӑн «Пӑсташ»;

* Георгий Ефимовӑн «Телейсӗр чух телейлӗскер»;

* Сергей Павловӑн «Тан таппи»;

* Василий Алентейӗн «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт».

Пӗчӗк ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесем:

* «Уйӑх ачи». Н. Карай, А. Пӑртта, Л. Сорокинӑн калавӗсемпе сӑввисем;

* Николай Ытарайӑн «Чӗр чунсем — пирӗн туссем». Вырӑсла тата чӑвашла тухнӑ.

* Анатолий Ыхран «Автан тус».

Малалла...

 

Красноярск хулинче пуш уйӑхӗн 18 Красноярск крайӗнче пурӑнакан пӗрремӗш пухӑвӗ иртӗ. Унта 300 делегат патнелле пухӑнӗ. Пуху вырӑнти культурӑллӑ халӑх автономине туса хунипе 15 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫакна палӑртса хӑвармалла: Красноярск крайӗнче пурӗ 17 пин чӑваш пурӑнать, вӗсенчен 10 пинӗ — хула ҫыннисем. Ҫавӑн пекех 1989 ҫулта Красноярск крайӗнче 26,8 пин чӑваш пурӑнни ҫинчен каласа хӑвармалла.

 

Республикӑн Ҫут-ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енре мордва чӗлхин (ирҫӗпе мӑкшӑ чӗлхисен) олимпиади иртнӗ. Унта Пӑрачкав, Улатӑр тата Йӗпреҫ районӗсен 30 вӗренекен хутшӑннӑ. Чӗлхене чи лайӑх пӗлессине Пӑрачкав районӗнчи Напольное вӑтам шкулти хӗрачасем кӑтартнӑ. Пилӗк ҫӗнтерӳҫӗ хушшинче тӑваттӑшӗ ҫак шкултан. Пӗрремӗш вырӑна 9 класра вӗренекен Ольга Макарова йышӑннӑ. Литературӑна Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс вӑтам шкулӗн тата Улатӑр районӗнчи Алтышевӑри вӑтам шкул ачисем лайӑхрах пӗлнине кӑтартнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ирҫе Ҫармӑс вӑтам шкулӗнче 9 класра вӗренекен Олег Шулаев йышӑннӑ.

Сӑмах май каласан ирҫӗпе мӑкшӑ халӑх шкулӗсен шучӗ Республикӑра тӑваттӑ.

Пуш уйӑхен 24 чӑваш чӗлхин олимпиади иртӗ.

 

Мускаври Чӑваш Халӑх Культурин ҫамрӑксен юхӑмӗн центрӗ пелтернӗ тӑрӑх 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12 Мускаври "Пӗтӗм Раҫҫейри Пултарулӑх Ӳнер Центрӗнче" иртнӗ кастингра 14 участницӑна суйласа илнӗ. Кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 16 вӗсем фотосессинче пулӗҫ, постановщик-хореографсемпе пӗрле хатӗрленӗҫ.

Мӗнех! Кашни участницӑна эпир ӑнӑҫу, ҫӗнтерӳ сунатпӑр!

 

ПУШ
09

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 09.03.2006 18:39 |

Республика ҫыннисене чӗнсе калани

Хаклӑ ентешсемӗр! 2006 ҫулта Чӑваш Республикин архив учреждениӗ Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен историне упраса хӑварас тата халӑха ҫитерес енӗпе "Документсенчи халӑхсен туслӑхӗ" ятлӑ акци иртерет.

Республикӑра 97 тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни вӗсенчен обществӑна кӑсӑклантаракан хӑйсен ятарлӑ историне упрать. Вӗсемпе ытларах ҫын паллашӗ пулсан кӗвӗҫӳ те ӑнланманни те сахалрах пулӗ!

Эпир кашни наципе культура автономисене, харпӑр-хӑй ҫынсене вӗсенче упранакан документсене пире ярса пама ыйтасшӑн. Чӑваш Республикин архивӗсем вӗсене упрасине хӑйӗн ҫине илет. Тепӗр енчен каласан пирӗн упранса хӑвармалли условисем те кирлӗ пеккисем.

Адрес: Шупашкар хули, Уруков урамӗ, 2А ҫурт.

Тел.: 42-05-53, 42-08-80.

 

Тӗплӗнрех кунта.

 

ПУШ
09

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 09.03.2006 18:09 |

Пуш уйӑхӗн 9 Чӑваш Енӗн спорт Министерствин пӗрремӗш СДЮСШОРта Чӑваш Республикин вӗренекенсен хушшинчи спортла утас кӗрешӳ пуҫланнӑ.

Паян кунта сакӑр районтан тата виҫӗ хуларан килнӗскерсем 110 уракан хӑйсен вӑйне кӑтартнӑ.

Пӗрремӗш этапне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫаксене палӑртнӑ: Николай Андреев, Эдуард Владимиров, Игорь Иванов, Антон Игошин, Григорьев Федор. Хӗрачасен хушшинче — Марина Смирнова, Оксана Хайбуллина, Ирина Башкирова, Маргарита Максимова тата Наталья Рымар.

 

ПУШ
02

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 02.03.2006 17:30 |

Советская Чувашия пӗлтернӗ тӑрӑх А. Чубайс Шупашкар ГЭС шывӗн шайне хӑпартассиӗ чи малти вырӑнта тарать тесе пӗлтернӗ. Кӑна вӑл нарӑсӑн 25 Хусанта пӗлтернӗ. Анат Кама ГЭСӗ те хӑйӗн йытӑвне татаса парассине кӗтет, анчах та Чубайс пӗлтернӗ тӑрӑх — Шупашкар ГЭСӗн йытӑвӗ ҫивӗчрех.

Ҫавӑн пекех хаҫат Раҫҫей Патшалах Думинче япӑх сӑмахпа асӑнни ҫинчен пӗлтерет.

 

Ҫӑлкуҫ: http://sоvch.chuvashia.com/

 

Тутарстанра 2006 ҫула литературӑпа ӳнер ҫулӗ ячӗпе «Сувар» хаҫат информаци енӗпе пулӑшнипе Хусанти «Сувар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ Тутарстанри чӑваш юрӑҫисен «Акатуй» ятлӑ пӗрремӗш аудио альбомне кӑларнӑ.

 

Альбома Хусанти, Чаллӑ, Анат Кама хулисен тата Элмет, Чистай, Теччӗ, Аксу, Пӑва районӗнчи юрӑҫӑсен пултарулӑхӗ кӗнӗ. Ытларах енӗпе унта 30 ҫула ҫитменнисен юррисене кӗртнӗ. Сӑмахран, чи ҫамрӑк юрӑҫа, Сергей Платонова, 18 ҫул кӑна. Юрӑсен сӑввисене те Тутарстанри авторсем ҫырнӑ.

Пуш уйӑхӗн 18 Хусанти МВД КЦ-ӗнче ку прокта хутшӑннӑ юрӑҫӑсен концерчӗ иртӗ. 2006 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗ валли пӗрлешӳ иккӗмӗш альбома кӑларасшӑн.

 

Эпир ҫамрӑқ юрӑҫӑсене ҫитӗнӳсем сунатпӑр, итлекенсем альбома лайӑх йышӑнасса шанатпӑр!

 

НАР
22

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 22.02.2006 13:23 |

Нарӑсӑн 21 Мускара нумай чирленӗ хыҫҫӑн паллӑ сӑвӑҫ, Чӑваш Енӗн халӑх сӑвӑҫи Геннадий Николаевич Айхи вилсе кайнӑ.

1934 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21 Чӑваш Енӗн

Патӑръел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ.

1994 ҫулта Чӑваш Енӗн халӑх сӑвӑҫи ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. 1989 ҫулта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх премиӗн, 1972 ҫулта Франци академиӗн премиӗн, 1993 ҫулта Ф.Петрарки ячӗллӗ премиӗн (Германи), 1993 ҫулта Ылтӑн венец Стружски поэзи каҫӗсен (Македони) тата 1996 ҫулта Кӑнтӑр Тироль премиӗн (Австри) лауриачӗ пулнӑ. 1998 ҫулта Исскуствопа литература Одренӗн (Франци) командорӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Эпир те Геннадий Айхин вӑхӑтсӑр вилӗмӗшӗн тарӑнӑн хурланатпӑр.

 

НАР
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.02.2006 13:00 |

Ҫӗнӗ рекорд

Нарӑсӑн 17 Мускавра иртнӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗнче Татьяна Петрова пӳлӗри 3000 м. хӗрарӑмсен чупӑвӗнче ҫӗнӗ тӗнче рекордне (9 мин 7 ҫек) лартнӑ. Татьяна Петрова — пӗтӗм тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Чӑваш Ен Спорт Министерствин 3-мӗш СДЮСШОРӑн, тата Шупашкарти одимп резервӗн училищин воспитаници. Вӑрмар районӗнчи Карӑк Ҫырми ялӗнче 1983 ҫулта ҫуралнӑ.

Татьяна 2004 ҫулхи нарӑсӑн 23 Мускав облаҫӗн Людмила Иванова чупӑҫӑн рекордне (9 мин 21.4 ҫек) лайӑхлатнӑ.

 

Ҫӑлкуҫ: Чӑваш Енӗн Спорт Министерстви

 

Страницӑсем: 1 ... 3857, 3858, 3859, 3860, 3861, 3862, 3863, 3864, 3865, 3866, [3867], 3868, 3869, 3870, 3871, 3872, 3873, 3874, 3875
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 18

1910
115
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
95
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
52
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
29
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...