Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Наци телерадиокуравне Александр Магарин ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2014 13:44 | 2298 хут пӑхнӑ
Персона Александр Магарин
Александр Магарин

Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Наци телерадиокомпанин пуҫлӑхӗ пулма Наци вулавӑшӗн Кӗнеке палати пайне ертсе пыракан Александр Магарина суйланӑ. Вӑл ытти кандидатсенчен ытларах балл пухма пултарнӑ.

Аса илтеретпӗр, пуҫлӑха пӗлтӗр маларах та суйласа пӑхрӗҫ, анчах ӗҫ тухмарӗ. Пӗрремеш суйлавра Александр Магарин ячӗ те пурччӗ, анчах ун чухне вӑл суйлав комиссине темшӗн кӑмӑла кайман. 2013 ҫул вӗҫнелле министерство тепӗр суйлав ирттерме шут тытрӗ. Ку хутӗнче 8 кандидат хутшӑннӑ. Александр Магаринсӑр пуҫне Владимир Иванов (Наци телерадиокомпанин продюсерӗ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» кӑларӑма ертсе пыраканӗ), Александр Кириллов (Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен), Марина Карягина (паллӑ сӑвӑҫ, телекӑларӑмсен ертӳҫи), Анастасия Степашина («РТВ-Регион» ТМЯП ӗҫ тӑвакан директорӗ), Сергей Степченко (Августа Уляндина упӑшки, «Такси 24 Казань» ТМЯП тӗп директорӗ), Юлия Стройкова (Наци телерадиокомпанин директор ҫумӗ) пулнӑ.

Наци телерадиокомпанине пурӗ 2 радио тата пӗр телеканал кӗрет: «Наци радиовӗ», «Тӑван радио» (103,5 хум ҫинче Шупашкарта итлеме пулать), «Наци телекуравӗ».

#суйлавсем, #наци телерадиокомпанийӗ

 

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.16 15:53
Маттур, Сантăр! Малалла çанă тавăрса ĕçлессе, кирлĕ çĕрте, çӳллĕ кабинетра хастарлă калаçасса шанас килеть.
Катя // 1116.48.7427
2014.01.17 15:12
Магарин чаплă ертӳçĕ тата пултарулă журналист пулнинчен иккĕленмесĕп. Нууу, ăнăçу! Эпир вара айккинчен сăнаса тăрăпăр,вăл мĕнле ĕçленине...кайран вара пĕтĕмлетме пулĕ сирĕн шухăшăра!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем