Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Кисана (Рязань) автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Автобус тӗп вокзалтан 8 сехет ирхине эрнере виҫӗ хут ҫула тухӗ: юнкун, эрнекун тата вырсарникун. Кисанран вара автобус каялла каҫхи 18 сехет те 45 минутра ҫак кунсенче тухӗ: тунтикун, кӗҫнерникун, шӑматкун.
| ||
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ Сатӑру облаҫӗнчи Энгельсра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ троллейбуспа пуянланчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулччен тата тепӗр троллейбус килмелле. Пӗртӗр пурӗ 3 троллейбус туяннӑ пулнӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта халӗ пурӗ 57 троллейбус ӗҫлет. Канмалли кунсенче 35-36 троллейбус, ӗҫ кунӗсенче 46 ӗҫлеҫҫӗ. Хулара ҫӑвӑн пекех ятарласа ерешленӗ "туй", "ача-пӑча" ятлӑ троллейбуссем те ҫӳреҫҫӗ
| ||
Суйлав иртрӗӖнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ. Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ: * «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%; * РФКП — 11,6%; * РЛДП — 8,2%; * «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%; Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.
| ||
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Эрмитажӑн шалти картишӗнче «Раштав симфонийӗ 2008» ятлӑ пӑр ҫинчи театр-конкурс иртӗ. 11 сехетре хӑйсен пултарулӑхне ҫамрӑккисем кӑтартӗҫ, 16 сехетрен пуҫласа вара — аслӑраххисем. 24 сехет хушши ку мероприяти иртӗ — чӑнласах та интересли унта нумай пулӗ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче вара, каҫхи 17 сехетре жюри ӗҫсене пӑхса тухса ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.
Ку конкурса Чӑвашран килнӗ А. Молоков скультурӑҫӑ та хутшӑнӗ. Скульптурӑҫ каласа панӑ тӑрӑх вӑл лира ӑҫталама хатӗрленнӗ. Лира ӑшӗнче вара, Раштав палли, пӗчӗк ача выртӗ .
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: ЧҪИУ | ||
Иртнӗ шӑмат кун, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Янӑш шкулӗ 100 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӗрентсе хӑйӗн ҫунатти айӗнчен кӑларса янисене, чаплӑ хӑнасене тепӗр хут хӑй ытамне илчӗ шкул. «Пӗр ӗмӗр пирӗн шкул ачасене пӗлӳ парать. Юбилей ҫулне лайӑх кӑтартусемпе кӗтсе илни савӑнтарать, паллах. Анчах та тавракурӑмлӑ вӗренекенсем, пултаруллӑ педагогсем пулмасан шкулӑн малашлӑх пулӗччӗ-ши. Иккӗмӗш килӗн тыткӑчи – ачасемпе учительсем», – тет шкул директорӗ В.Н.Димитриев. Янӑшсем вара, чӑнах та, вӗсемпе пуян! Юрӑ-ташӑ, ӑш сӑмах темччен пулчӗ ҫак кун.
| ||
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн тӗп конференц-пӳлӗменче «Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем» ятлӑ кӗнекен кӑтармӑшӗ иртрӗ. Кӗнеке авторӗсем Геннадий Иванов-Орков тата Пётр Мазуркин ӑста. Кӑтартмӑшра Чӑваш кӗнеке издательсвин тӗп редакторӗ кӗнеке ҫинчен ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекепе паллашма килнӗ хӑнасем Пётр Мазуркина парнесем пачӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ. Кӗнеке "Халӑх ӑстисен опычӗ" ярӑмра тухнӑ. Маларах ку ярӑмра Е. Жачевӑн "Чӑваш тӗрри" кӗнеке тухнӑччӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ярӑмрах В. Минеевӑн кӗнеки те тухӗ. Паллах, кӗнекене кӗнеке лавккисенче туянма май пур.
| ||
Нумай пулмасть Википедин чӑваш уйрӑмӗнче пӗр ҫӗнӗлӗх кӗчӗ — тӗп страницӑра «Паянхи сӑн» пай уҫӑлчӗ. Ку Википедин пӗрлехи проекчӗ. Кашни кун валли уйрӑм ӳкерчӗк уйӑрса илеҫҫӗ. Ҫак ӳкерчӗке эсир куратӑр та ӗнтӗ.
Википеди пирки калаҫу пуҫланӑран унти ӗҫсем пирки пӗр-ик сӑмах каласа хӑварар: статьясен шучӗ 6800 иртрӗ, Ҫӗнӗ Ҫулччен 7 пине ҫитересшӗн. Сӑмах май пилӑшу ыйтатпӑр — эсир ҫрмасан 200 статья ҫыраймӑпӑр. | ||
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Онамастика ыйтӑвӗсем: йывӑрлӑхсемпе малашлӑх» ятлӑ конференци иртӗ.
Конференци темисем: * хальхи халӑх чӗлхин уҫлӑхӗнчи ономастика тӗпчевӗсен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ; * Хӗвелтухӑҫ Европӑри ономастиконӑн топономика вӑхӑчӗпе генетика сийӗсем; * Уралпа Атӑлҫи тӑрӑхри халӑхсен антропосистеми; * Регионсем хушшинчи ономастикон валли пӗтӗмешле фонд йӗркелесси; * хальхи илемлӗ тата ӑслӑлӑх литературӑри онимсем; * таврапӗлӳҫӗ материалӗсем: шкулсем, аслӑ шкулсем тата культура учрежденийӗсем; | ||
Ҫеҫпӗлти тӗслӗх вулавӑшӗнче Ҫеҫпӗл вулавӗсен эрни пырать. Ӑна библиотека заведующийӗ Г.Шадрова тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.Сергеева хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче ялти шкулта 10 класра вӗренекенсем «Асран кайми Ҫеҫпӗл» ятпа йӗркеленӗ кӗнекесен куравне хутшӑнчӗҫ.
Галина Ивановна ачасене «Пирӗн Ҫеҫпӗл», «Чӗнет пире вӗри чӗре», «Ҫеҫпӗлсем хӑнасене яланах тарават» фотоальбомсемпе тата «Подснежник Чувашии», «Родина Михаила Сеспеля» буклетсемпе паллаштарчӗ. Чи интересли вӗсемшӗн «Сеспелиана» электроникӑллӑ ҫул кӗнеки пулчӗ.
| ||
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшпе 6-мӗшӗ хушшинче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче чӑваш наци шкулӗсенче Тӑван Ен культурине вӗрентекенсен семинарӗ иртӗ. Семинарта ӗҫ тетрачӗсене усӑ курса ТЕК (Тӑван Ен культури) предмета вӗрентмелли мелсене, вӗренекенсене олимпиадӑсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ.
Семинар 10:00 сехетре пуҫланӗ, 216 пӳлӗмре регистрацилеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 45-07-44 | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |