Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Трак енре 2013 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсем паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 20.02.2014 11:36 | 1762 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.

Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.

Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ. 2014 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ тӗлне районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас тӗлӗшпе ӗҫленӗ комиссие килнӗ сӗнӳсемпе материалсене пӑхса тухса комисси чӑваш литературипе ӳythyt тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2013 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн хисеплӗ ятне ҫаксене парас тесе йышӑннӑ:

1. Анатолий Валентинович Валентинов таврапӗлӳҫӗне — 2013 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Волжская Булгария и деревня Бибарсово — Чадукасы» (чӑв. Атӑлҫи Пӑлхарпа Чатукасси ялӗ) кӗнекешӗн.

Вӑл 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшенче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳллӗ. Юлашки ҫулсенче «Чувашмелиоводхоз» управленийӗн районти филиалне ертсе пынӑ. Халӗ — тивӗҫлӗ канура.

Лауреат ятне пама Чӑваш Республикинчи Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн Трак енри уйрӑмӗ тӑратнӑ.

2. Александр Михайлович Иванов ӳнерҫӗне Красноармейски районӗн символикин талисманне шухӑшласа кӑларнӑшӑн.

Вӑл 1987 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Етӗрне районне кӗрекен Элешушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӳллӗ. Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӳнерпе технологи предмечӗсемпе ачасене пӗлӳ парать.

3. Упири Информаципе кану центрӗн пултарулӑх ушкӑнне.

Вӑл вуншар ҫулсем хушши ӗнтӗ халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарать. 2011 ҫултанпа «Упи ен» ятпа ҫӳрет. Ҫавӑнтанпах ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ — Н.М. Никоноров ертсе пырать. Ушкӑнра 20 ҫын ытла. 2013 ҫулта «Упи ен» ушкӑн уйрӑмах концерт нумай лартса панӑ.

Лауреат ятне пама ӑна Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тӑратнӑ.

Лауреатсене спонсорсем — районти таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ячӗпе унӑн ертӳҫи В.З.Константинов, Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу паракан шкул коллективӗ (директорӗ С.М.Гаврилова) тата Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.В.Степанов — хӗрӳллӗн саламларӗҫ.

Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи З.П.Михайлова та ҫӗнӗ лауреатсене саламлама килнӗ. Вӑл уйрӑм ячӗпе вӗсене асӑнмалӑх парне пачӗ, пултарулӑха малашне те туптама ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкӗ тепӗр паха меропириятипе пуянланни, Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх унта пысӑк тӳпе хывни ҫинчен, лауреатсен пултарулӑхӗн район культурин аталанӑвӗнчи уйрӑм вырӑнӗ ҫинчен, халӑх пултарулӑхне тата ҫӳллӗрех шая ҫӗклемелли ҫинчен каларӗ.

Юлашкинчен пухӑннисем «Упи ен» пултарулӑх ушкӑнӗн пысӑк концертне курса савӑнчӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #Упи, #Упи ен, #концертсем, #Культура ҫулталӑкӗ, #Шупашкар, #Етӗрне районӗ, #Элешушкӑнь, #Чатукасси

 

Комментари:

Migulaj // 6725.6.7120
2014.02.20 15:27
Нестер Янкас ячĕллĕ кăкăр çине çакмалли паллăна ют чĕлхепе туни вăл - Нестер Янкас ятне тислĕкпе сĕрнине кăтартать пулĕ.
2014.02.20 15:48
Пирĕн атте Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă, Етĕрне районĕнче ир пуçласа каçчен ĕçлесе чылай награда илме тивĕçлĕ пулнă. Çавăнпа та эпĕ Етĕрне тата Красноармейски сайчĕсемпе паллашсах тăратăп. Лауреатсене чунтан саламлатăп!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем