Сывлӑх
![]() Ҫурлан 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Канашра «Донорсен шӑматкунӗ» черетлӗ акци иртнӗ. Шупашкарта ӑна Хула кунне халалланӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун юн памашкӑн 100 ытла ҫын килнӗ. Анчах сывлӑх енчен хавшак пулнӑран вӗсенчен 90-шӗ ҫеҫ донор пулайнӑ. Акцие хутшӑннисем пулӑшнипе плазма тата сахал вӑхӑт упранакан юн компоненчӗн банкӗсем тулнӑ. Вӗсем вара республикӑри медицина организацисенче питӗ кирлӗ. Акци кунӗнче 46 литр юн хатӗрленӗ. Чӑваш Енре ҫитес «Донорсен шӑматкунӗ» юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен тепӗр ача ӳкнӗ. Пӑтӑрмах Шумилов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ иккӗри ывӑлне асламӑшӗпе хӑварса лавккана тухнӑ. Асламӑшӗ ачана тӗпелте хӑварса тепӗр пӳлӗме кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Асламӑшӗ кухньӑна таврӑнсан мӑнукне тупайман, чӳрече ҫинчи москитлӑ сетка та пулман. Хӗрарӑм мӑнукне ҫӗр ҫинче тупсан васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ. Анчах ачана ҫӑлма май килмен — вӑл пульницӑра вилсе кайнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ача пӗчӗк сӗтел-пуканпа усӑ курса чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтман. Халӗ следстви пырать. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫ мигранчӗсем Мӗн тӑвӑн — кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӗҫлесе пурӑнать. Пирӗн чӑвашсем тӗнче касса ҫӳренӗ вӑхӑтра хамӑр тӑрӑхра ют енчен килнисем тар тӑкаҫҫӗ. Тем тӑвакан та пур вӗсем хушшинче: хӑйсен ӗҫне (чылай чухне — апатлану предприятийӗсене) уҫакан та, стройкӑра тар тӑкакан та. РФ Миграци службин республикӑри управленийӗ Канаш хулинчи мигрантсем ӑҫтан килнине тата вӗсем ӑҫта тар тӑкнине тишкернӗ те республика территорийӗнче тӑрӑшкан мигрантсем евӗрех канашрисем те ытларахӑшӗ квалификациллӗ мар ӗҫре тӑрӑшнине пӗтӗмлетнӗ. Ютран килнисенчен самайӑшӗ, миграци службин шучӗпе, вырӑнти халӑх пӗчӗк ӗҫ укҫи, йывӑр тесе ӗҫлеме килӗшмен вырӑнсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Канаша илсен, вӑл хулари мигрантсен шутӗнче ытларах — Таджикистан тата Узбекистан ҫыннисем. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫ явӑҫтаракан предприятисен шутӗнче «Промтрактор-Вагон», «Скала», «БТ», «КЗЭП» обществӑсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тӑвай район прокуратури Вӑрмар район судне вӑрманҫӑ пирки пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Арҫынна йывӑҫа саккунлӑ мар майпа каснӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. 2013 ҫулхи кӑрлачра вӑл Тӑвай тӑрӑхӗнче вӑрман касма ирӗк панӑ. Каярах ҫу уйӑхӗнче каллех вӑл пӗр ҫынна йывӑҫ кастарттарнӑ. Ҫапла вара республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствине 122 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ. Тӑвай вӑрманҫи саккуна административлӑ майпа пӑсни пирки суя протокол шӑрҫаланӑ. Суя ӗҫпе аппаланнӑ вӑрманҫӑ шӑпине суд татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Лариса Долинӑпа Михаил Игнатьев Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 545 ҫул (кун пирки тӗпчевҫӗсенчен хӑшӗсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ те, анчах официаллӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл ҫавӑн чул ҫулта) ҫитнӗ май паян Шупашкарта паллӑ эстрада тата джаз юрӑҫи Лариса Долина пулнӑ. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннипе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва вӑл, сӑмах май, тӗрленӗ чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ. Долина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май Михаил Васильевич джаз юрӑҫи совет тата Раҫҫей эстрадине аталанма пысӑк тӳпе хывнине, ҫынсене чылай ҫул чун ӑшшине парнеленине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Лариса Долина юрлани ҫынсенче чи лайӑх туйӑма — юрату, шанчӑклӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑлӑх — ҫуратать тесе шухӑшлать иккен. Долина Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Регионсенче юрлама ӑна Мускавпа Питӗртинчен ытларах килӗшнине те пытарман вӑл. Каҫхи тӑхӑр сехетре вӑл Шупашкрати Хӗрлӗ тӳремре концерт кӑтартнӑ. Ӑна Наци телекуравӗ тата республикӑн влаҫ органсӗен официаллӑ порталӗ тӳрӗ эфирта трансляциленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Фестивальте Тӑвай район делегацийӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке ертсе пынипе Пӗтӗм Кузбасри чӑваш культурин фестивальне хутшӑннӑ. Фестиваль Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнче иртнӗ. Михайловка хӑнасене юрӑ-ташӑпа тӗлӗнтернӗ, хӑйсен культурипе тата йӑлипе паллаштарнӑ. Михайловкӑра пурте тенӗ пекех — чӑвашсем. Наци юррисене аслисем те, кӗҫӗннисем те шӑрантараҫҫӗ. Ялта аслисен тата кӗҫӗннисен темиҫе пултарулӑх ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Вӗсен пултарулӑхне кӳршӗ районсем ҫеҫ курма килмеҫҫӗ. Пӗтӗм Кузбасри чӑваш культурин фестивальне 20 ытла ҫул йӗркелеҫҫе. Чӑваш Ен те унта яланах ҫитме тӑрӑшать. Прокопьевск районӗнче йӑла-йӗркене хисеплеҫҫӗ. Михайловка ялӗ чӑваш культурин фестивалӗпе палӑрса тӑрать. Ку тӑрӑхра хӑнасене кашни ялтах хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Сӑнсем (43) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача прависене хӳтӗлекен Павел Астахов Чӑваш Енре ҫуралнӑ Антон Батракова 2010 ҫулта АПШри ҫемье усрава илнӗ. Ҫав ҫулах ҫемье ӑна Миссури штатӗнчи социаллӑ приюта панӑ. Антон унтан 18 ҫул тултарсан ҫеҫ кайма пултарнӑ. Шӑматкун Антон Чӑваш Ене таврӑннӑ. «Халӗ вырӑссем маншӑн пиччесемпе аппасем пекех. Вырӑсла тулли кӑмӑлпа калаҫатӑп. Тинех вырӑс апатне ҫирӗм. Катлет питӗ юрататӑп!» — тенӗ Антон. Антон каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ татӑлнӑпа пӗрех. Ӗҫ шырамалли ҫеҫ юлнӑ. Ӑна стройкӑра ӗҫлеме сӗннӗ-ха. Малашне Антон института кӗрсе аслӑ пӗлӳ илме ӗмӗтленет. Антон акӑлчанла аван калаҫать, ҫавӑнпа вӑл тӑлмачӑра ӗҫлеме пултарать. Антон Батраковӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — пилота вӗренсе тухса истребительпе вӗҫесси. Вӑл халӗ республикӑри психологипе педагогика реабилитаципе тӳрленӳ центрӗнче сипленет. Специалистсем ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн тата ҫурт-йӗр черетне тӑма пулӑшӗҫ. Антон центрта 3 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑкченех пурӑнма пултарӗ. Унччен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача прависене хӳтӗлекен Павел Астахов АПШри ҫемьесем усрава илнӗ ачасем Раҫҫее таврӑнни пирки пӑшӑрханса калаҫнӑччӗ. «Усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне яваплӑхаран никам та хӑтарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра паллӑ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Лефкадра иртекен пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл ҫурлан 17–24-мӗшӗсенче Грецири Лефкад утравӗнче иртӗ. ЧР Культура министерствин пресс-релизӗнче каланӑ тӑрӑх, фестиваль кӑҫал 52-мӗш хут иртет. Вӑл — ӗлӗкренпех пыракан культура йӑли. Ӑна пула Греци йӑлапа фольклора хаклакан ҫӗршыв ятне ҫӗнсе илнӗ. Фестивале ҫулсерен Европӑри ушкӑнсем пухӑнаҫҫӗ. Кашниех хӑйсен ташшипе, кӗввипе паллаштарать. Унта килнисем концертсӑр пуҫне куравсене ҫитӗҫ, урамри артистсене курӗҫ. Фестиваль яланхи пекех концертпа вӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ фестивальре Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ. Сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче иртекен мероприятисенче пӗрремӗш хут хӳтӗлемест. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ушкӑн Турцире иртнӗ «Навруз» уява кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнче вара Ҫурҫӗр Королина фольклорӗн пӗтӗм тӗнчери «Фолкмут АПШ 2014» фестивале хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Наци вулавӑшӗ Чӑваш наци вулавӑшӗ ыран, Хула кунӗнче, пурне те «Литература картишне» чӗнет. Вӑл 17 сехетре вулавӑш умӗнче Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫланӗ. Картишре кашниех хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пултарӗ. Кашнинех алла кӗнеке тытма май пулӗ. Унтах «Шӑккалатри поэзи» акци, «Тӗкпе ҫырни» ӑсталӑх класӗ, мини-вулавӑш, экспресс сасӑлав, кӗнеке куравӗ иртӗ. «Литература картишӗнче» «Отпуска — кӗнекепе» турист палаткинче канма та май пулӗ. Юратнӑ сӑввине вулакансене пылак парнепе чыслӗҫ. Унтах электрон вулавӑшпа паллашма пулать. Кашниех пичет е электрон кӗнекешӗн сасӑлама пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Кулава ялӗ пысӑках мар: 41 ҫуртра 101 ҫын пурӑнать. Унти туслӑ халӑх ҫулсерен ял уявне пухӑнать. Кӑҫал кулавасем ӑна нумая пулмасть паллӑ тунӑ. Кулавана 2004 ҫулта газ кӗртнӗ. Ҫавӑнтанпа халӑх пӗрле уява пухӑнса савӑнать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, уяв ячӗпе чи малтанах Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева саламланӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче тӑван ен культурине вӗрентекен Светлана Назарова Кулава ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 18 ҫемьерен темиҫешер ҫын тухса кайнӑ. Виҫӗ хӗр фронта хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Акӑ вӗсен ячӗсем: Евдокия Антонова, Фаина Виноградова, Маргарита Иванова. 28 ҫын вӑрҫӑран таврӑнман. Уявра фронтра пуҫ хунисене асӑнса палӑк патне чечексем хунӑ. Уява ертсе пынӑ Раиса Гурьева ялти паллӑ ҫынсемпе паллаштарнӑ. Ачасем, пултарулӑх ушкӑнӗ, ял ҫыннисем концерт кӑтартнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче кашниех сӗтел хушшинче хӑналанма пултарнӑ. Светланӑпа Валентина Ивановӑсен ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ачасем асфальт ҫине ӳкерсе тупӑшнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |