Республикӑра
![]() Коммунистсем Андриян Николаев палӑкӗ умне чечек хураҫҫӗ Чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ космос паттӑрӗн ҫуралнӑ кунне республикӑра анлӑ уявларӗҫ. Республикӑри коммунистсем те ку мероприятие хутшӑннӑ. Вӗсем Андриян Григорьевича асӑнса Шупашкарта лартнӑ палӑксем умне чечек хурса тухнӑ. Кун пирки чӑваш парламенчӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев хӑйӗн блогӗнче пӗлтерет. Унсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫурлан 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Космос мухтавӗн кунӗ туса хума сӗнекен саккун проектне илсе ҫитернине хыпарлать. Ку проекта вӑл авӑнӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ иккен. Евсеев депутат ҫурлан 11-мӗшне уяв кунӗ тесе палӑртса хӑварасшӑн. Анчах канмалли кун евӗр мар. Календарьти паллӑ пулӑм евӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Виталий Золочевский хӑйне евӗр саккун проекчӗ тӑратнӑ. Нормативлӑ хутӑн проектӗнче вӑл ҫынсем хӑйсен хваттерне (пӳлӗмне) теприсене тара яриччен кӳршӗ-аршӑран ирӗк ыйттарасшӑн. Раҫҫей шайӗнчи «халӑх тарҫин» шучӗпе ҫыннӑн хӑйӗн кампа тачка пускил пулассине пӗлме ирӗк пур. Теприсен шучӗпе кун пек саккунӑн тӳнтерлӗхӗ те ҫук мар. Ҫапӑҫса-вӑрҫса, кӑшкӑрашса-янӑрашса пурӑнакан кӳршӗсенчен хӳтӗленес тени аван-ха. Анчах енчен ырӑ ҫынсене те тара яма ирӗк памасан? Юри, кӳрши хӑйӗн хваттерне тара ярса пурӑннине юратмасӑр кутӑнлашсан? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Сироткин Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хула мэрӗ Александр Сироткин ӗҫрен кайни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Regnum информаци агентстви ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Сироткина Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса пыманшӑн нумаях пулмасть ҫын умӗнчех ятланӑ. Халӗ, ав, Сироткинӑн, асӑннӑ отрасльти тӑрӑма йӗркелесе яма шанӑҫ пур темелле-тӗр: вӑл муниципалитетӑн «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин коммуналлӑ сечӗсем» унитарлӑ предприятине ертсе пырӗ. Асӑннӑ предприятире унччен пуҫлӑхра тар тӑкнӑ Александр Краснов вара малашне Александр Сироткина пӑхӑнса ӗҫӗ — вӑл ӑшӑ сечӗсемшӗн пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин Крыма ертсе пыма виҫӗ кандидата сӗннӗ. Ҫав шутра асӑннӑ республикӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Аксенов та пур. Крымӑн Патшалӑх Канашне сӗннӗ кандидатурӑсен шутӗнче ҫавӑн пекех — хальхи вӑхӑтра унта экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗнче ӗҫлекен Геннадий Нараев тата Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Терентьев. Крыма Аксенов кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ертсе пырать. Нараев пирки каласан, вӑл Раҫҫейре ҫуралнӑ, темиҫе аслӑ пӗлӳллӗ-мӗн. Халӗ вӑл — Крымӑн улттӑмӗш созыври Аслӑ Радин депутачӗ. Терентьев Казахстанра ҫуралнӑ. Симферопольти наци университетӗнче пӗлӳ илнӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑрать. Путин ҫавӑн пекех Севастополӗн саккун кӑларакан пухӑвне те кандидатсем сӗннӗ. Вӑл ҫынсем — хулан кӗпӗрнаттӑрӗ пулма. Кандидатсен шутӗнче — Севастополе хальхи вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Сергей Меняйло, унти саккун кӑларакан пуху депутачӗ Василий Пархоменко тата Севастополь кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Олег Росляков. Асаилтеретпӗр, Крым Раҫҫее кӑҫал куҫрӗ. Ку йышӑнуа хӑш-пӗр патшалӑхсем кӑна килӗшрӗҫ пулин те ирӗн патшалӑх унта туллин хуҫаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Женевӑра хӑлха илтменнисен тата япӑх илтнисен хушшинче Европа чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул-интернатра вӗреннӗ Оля Дорминдотова та кӗнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди бадминтонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Женевӑна Европӑри 16 ҫӗршывран — Австрирен, Болгарирен, Данирен, Францирен, Аслӑ Британирен, Германирен, Литваран, Македонирен, Норвегирен, Раҫҫейрен, Швецирен, Словакирен, Швецирен, Турцирен, Украинӑран, Швейцарирен — килнӗ. Раҫҫей спортсменкисем малта пынӑ. Алена Соболевӑпа Ольга Дормидонтовӑпа Анастасия Седовӑна тата Ӗпхӳри Карина Хакимовӑна ҫӗнтернӗ. Команда турнирӗнче те Раҫҫей командине ҫитекен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чукун ҫул патӗнчи тротуар Шупашкарта чи вӑрӑм «зебра» Чукун ҫул вокзалне хирӗҫ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ вӑл ҫук. Ун вырӑнне тротуар. Унчченхи «зебра» 90 метр таранччӗ. Ҫавна май ҫынсен парковкӑран тухакан урапасем хушшипе асӑрханса утмаллачӗ. Халӗ лару-тӑру лайӑх енне улшӑннӑ. Пӗр эрне хушшинче ҫуран ҫӳрекенсем валли асфальт ҫултан кӑшт ҫӳллӗрех тротуар тунӑ. Автомобилистсем валли вара парковка валли ятарлӑ йӗрсем ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Вӑрнар районӗнчи 62 ҫулти пӗр хӗрарӑм вӑрманта хӑрӑк хурӑн касма ирӗк илнӗ. Йывӑҫа касма ятарласа ҫынсем тытнӑ. Анчах хайхискер лешсене чипер кашлакан хурӑнсенех касма хушнӑ. Ҫамрӑк мар хӗрарӑм ҫапла пуҫтахланни Нурӑсри вӑрман хуҫалӑхне 27 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ тесе шутласа каярах кӑларнӑ. Ку фактпа пуҫиле ӗҫех пуҫарса янӑ. Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ун пирки ырӑ характеристикӑсем пуррине тата шар кӳнин пӗр пайне судченех тӳлесе татма ӗлкӗрнине шута илсе пӗрремӗш инстанцири тӳре 7 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вадим Ефимов культура министрӗ Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен. Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ. Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапла ӗнентерет информаци агентствисенчен пӗри Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки. Ку шӑв-шав пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентекен ҫамрӑк педагог 2012–2014-мӗш ҫулсенче ачасемпе хӑйне кӑра тытнӑ иккен. Пӗррехинче вӑл урокра шавласа ларакан ачан тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Тепрехинче мӗнпур класа ура ҫине тӑратса урок ирттернӗ имӗш. Урок пӗлмесен ачасен ҫамки ҫине хӗрлӗ чернилпа «2» тесе ҫырса хуни те вӗрентекеншӗн йӑлана кӗнӗ япала пулнӑ иккен. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑра педагог шкултан каяссине пӗлтернӗ иккен, кӑштахран кун пирки заявлени те ҫырса панӑ, анчах вӑхӑт иртсен шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна ҫитнӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене хаяр вӗрентекентен хӳтӗлеме ыйтнӑ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, Каҫал тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вырӑнти тӳре-шара та, Вӗренӳ министерствинче тӑрӑшакансем те пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Чӑвашсен «Пӗр ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать» текен каларӑш пур та, пӗр вӗрентекен республикӑри пӗтӗм педагога чыссӑрлатать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӗрӗ сӑмах» спектакльти сыпӑк Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлать. Халӑха театр репертуарӗнчи ҫӗнӗ спектакльсенчен пӗрне, «Пирӗн атте авланать» ятлине, йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ. Каҫхине куракана камитпе савӑнтарӗҫ, анчах кӑнтӑрла та театр хӑйӗн асамлӑхӗпе киленме йыхравлать. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре унта Чӑваш Республикин тата Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Иосиф Трерӑн пысӑк ӗҫне — «Чӗрӗ сӑмах» музыкӑпа сӑвӑ ревюне — куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна 20 ӗмӗрти хӑватлӑ поэтсен поэзине халалланӑ. Ҫав шутра Геннадий Айхи те пур. Спектакль валли билет сутса пухнӑ «кӗмӗле» Геннадий Айхи ячӗллӗ фонда куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |