Культура
![]() «Ҫӗнтерӳ еткерӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ачасем Мускавра пулса курнӑ. Шупашкар ачисем унта Патшалӑх Думине те ҫитсе курнӑ. Ачасем ҫакна хула конкурсне янӑ сочиненисемшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем унта Тӑван ҫӗршшывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ачасемпе Патшалӑх Думинче экскурси ирттернӗ. Вӗсем депутатсемпе калаҫнӑ, Сӳнмен ҫулӑм патне кайса чечексем хунӑ. Экскурси парламентпа паллашнинчен пуҫланнӑ. Юлашкинчен вӗсем Алена Аршинова депутатпа курнӑҫнӑ. Ачасем ӑна ыйтусем панӑ. Ытларах вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗресси пӑшӑрхантарнӑ. Алена Аршинова шкул ачисемпе калаҫнӑ май халӗ ӗҫ рынокӗнче экономистсемпе юристсем ытлашшипех пулнине асӑрхаттарнӑ, урӑх професси суйлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн сайчӗ Чӑваш Енре тупнӑ тӗлӗнмелле япала пирки пӗлтерет. Республикӑра мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи тесе палӑртаҫҫӗ. Мамонт шӑммине археологсем мар, Шупашкарти строительство фирмисенчен пӗрин ӗҫченӗсем тупнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ӑна фирма ӗҫченӗ Андреф Михайлов тупнӑ. Вӑл мамонт шӑммине юханшыв хӑйӑрне уйӑрнӑ чухне асӑрханӑ. Шӑмӑ тухсан тимлӗрех пӑхнӑ — вӑл ахальли пек туйӑнман. Унтан ӗҫченсем ҫакна тӗплӗнрех пӗлекен ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем авалхи «пурлӑха» тупнине пӗлсен ӑна музее парнеленӗ. Чӑваш наци музейӗнче авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков ку мамонтӑн пӗҫӗ патӗнчи шӑмми пулнине, вӑл 10 пин ҫул каяллахи пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ. 2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу ҫитмен пулин те Чӑваш Ен республика кунне паллӑ тума халех хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл яланхи пекех Шупашкарта тата пӗр районта иртӗ. Уяв программине нумаях пулмасть йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Кӑҫал хӑш район хӑнасене кӗтсе илме тивӗҫ пулӗ-ха? Ку хисепе Канаш районӗ тивӗҫнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шӑхасанта ҫамрӑксен канашлӑвӗ тата культурӑпа спорт уявӗ иртӗҫ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вара Асхва ялӗнче уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шупашкарта уяв маларах пуҫланӗ. Унта ҫӗртме уйӑхӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Акатуй, ҫамрӑксен СОК фестивалӗ ҫӗртмен 19-мӗшӗнче иртӗҫ. Ун чухнех ҫӑмӑл атлетика енӗпе команда Европа чемпионачӗ старт илӗ. Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче экономика канашлӑвӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ, фейерверксен фестивалӗ, «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӳнерӗн конкурсӗ уҫӑлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти индустри паркӗнче пирвайхи промышленноҫ объекчӗн чулне хума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура аталанӑвӗн центрӗнче «Выля, хуткупӑс!» фестиваль иртнӗ. Унта районти хуткупӑсҫӑсем хутшӑннӑ. Фестивале шухӑшласа кӑларса ертсе пыраканӗ – Владимир Бархонов. Вӑлах режиссерӗ те. Зала ҫын нумай пухӑннӑ. Пурте купӑсҫӑсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Эппин, халӑх купӑса халӗ те питӗ юратать. Фестивале Кӗлӗмкассинчи Геннадий Степанов, Смычкӑри Петр Иванов, Анатолий Тимофеев, Анатолий Васильев, Энтриелти Александр Мешков, Пучинкери Владимир Ильин, Огонекри Виталий Семенов, Тури Кӗлӗшкассинчи Ананий Макаров Йӗпреҫри Алексей Сергеев, Хыркассинчи Константин Сергеев хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗнчи юрӑсем халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ. Сцена ҫинче хуткупӑсҫӑсем «Эх, дороги…», «Сукмак», «Солдатушки, бравы, ребятушки», «В землянке», «Юрату тӗвви», «Чӑваш халӑх юррисен пуххи», «Длинные страдания», «Короткие страдания», «Барыня», «Матаня», «Цыганочка» тата ытти юрӑсене янӑраттарнӑ. Фестивальте пӗрремӗш вырӑна Константин Антонов ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшне Алексей Сергеев тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Ананий Макаров пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнтерӳ уявӗ кунран-кун ҫывӑхланса пырать. Нумай юлмарӗ вӑхӑт. Ҫавна май мероприятисем те чылай йӗркелеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаша «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Унпа чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ ветерансем кайӗҫ. Ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе, хӑюсемпе, плакатсемпе илемлетӗҫ. Пуйӑс Канаша Горьки ҫулӗпе килӗ. Вӑл Чулхуларан ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре тухӗ. «Дзержинск», «Ильино», «Ковров», «Владимир», «Муром», «Арзамас», «Сергач», «Канаш», «Хусан», Вятские Поляны», «Можга», «Агрыз» тата ытти станцире чарӑнӗ вӑл. Чылайӑшӗнче уявсем ирттерӗҫ, салют, фейерверк ярӗҫ, митингсем йӗркелӗҫ. Пуйӑс Канаш хулине ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет ҫурӑра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнтерӳ ячӗпе ветерансене, тыл ӗҫченӗсене РФ Президенчӗ саламлӗ. Ахаль мар. Кашни ветеран патне саламлӑ виҫкӗтеслӗ ҫырусем килӗҫ. Кунашкал конвертсене Раҫҫей Почти пӗтӗмпе 3 миллион ытла экземпляр кӑларнӑ. Вӗсем фронтран килнӗ ҫырусем евӗр. Паллах, вӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Кун пек открыткӑсене мӗншӗн хатӗрленӗ? Ветерансем ӑна алла тытсан ҫамрӑклӑхне, вӑрҫӑри юлташӗсене, йывӑр тапхӑра аса илччӗр тесе. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче почтальонсем Чӑваш Енри 25224 ветеран патне ҫитӗҫ, виҫкӗтеслӗ салам тыттарӗҫ. Ҫав конвертсене ветерансем кирек хӑш вӑхӑтра та хӑйсен юлташӗсене тӳлевсӗр ярса пама пултарӗҫ. Аса илтерер: Раҫҫей Почти Ҫӗнтерӳ 60 тата 65 ҫул тултарнӑ чухне те ветерансене виҫкӗтеслӗ ҫырусем ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан Ирина Метелева 15 ҫул телейлӗ билетсем пухать. Вӗсене вӑл общество транспортӗнче илет. Ирина транспортра билета яланах тӳрӗ кӑмӑлпа туянать, «мулкач» пек вӑрттӑн ҫӳреме хӑнӑхман вӑл. Хӗрарӑм коллекци пухма тӗллев лартман. Каярахпа ҫеҫ вӑл вӗсене курупкана пухма тытӑннӑ. Унта халӗ ытларахӑшӗ вӑл туяннӑ билетсем. 10-шне кӑна ывӑлӗ панӑ-мӗн. Коллекцире – телейлӗ 211 билет. Ирина Метелева ӗмӗчӗ пурнӑҫлантӑр тесе темиҫе билет ҫисе янине те каласа кӑтартнӑ. Анчах ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ-и? Калама хӗн, мӗншӗн тесен вӑл вӗсем пирки маннӑ. Тахҫан троллейбус управленийӗнче «Телейлӗ билетшӑн – парне» акци ирттернӗ. Ирина Метелева ҫав тепӗр хут пуласса шанать. Тен, вӑл та ун чухне парнене тивӗҫӗччӗ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Прокопьев тунӑ сӑн Сергей Лукьянов Питӗртен Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл хӑвӑрт утса 1400 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Сергей Лукьянов ҫапла тӗнче икӗ ҫул курса ҫӳресшӗн. Ҫула вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкара 28 кун килнӗ. Сергей Лукьянов Шупашкара ҫитсен «Про Город» хаҫат корреспондентне интервью панӑ. Арҫын икӗ ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Кунне вӑл вӑтамран 50–60 ҫухрӑм утать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ҫулӗ Китай, Вьетнам, Сингапур, Австрали витӗр выртӗ, унтан Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна, Африкӑна, Европӑна ҫитӗ. 58 ҫултискер хӑйӗнпе пӗрле япаласене сумкӑна кӗнӗ чухлӗ ҫеҫ илнӗ. Вӑл хӑвӑрт утассипе тахҫанах кӑсӑкланать-мӗн. Ҫак ҫулҫӳревре вӑл 1 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Аслӑ Ҫентерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулма палӑртнӑ. Халӗ вӑл Хусана ҫул тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн следстви изоляторсен тӗп ыйтӑвӗ вӗсем тулса ларни тесе хыпарлать Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ. Юсанмалли 1-мӗш колонире нумаях пулмасть изолятор уҫнӑ. Унта 55 ҫынна вырнаҫтарма пулать. Маларах: «Изолятор 55 ҫынна кӗтет», – терӗмӗр те, вӑл халех тулса ларнӑ иккен. Унта айӑплӑ тесе шухӑшлакансене тата айӑпланакансене тытаҫҫӗ. «Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ, следстви изоляторӗ евӗр ӗҫлекен ҫуртра, следстви изоляторӗсемпе тӗрмесене проектлассин нормисемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Мӗн кирли йӑлтах пур», – ырлать айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен управленин пресс-служби. Унтан вӑл мӗн пуррине асӑнса кайнӑ: дежурство пайӗ, медицина тата оперативлӑ ӗҫченсен пӳлӗмӗсем, тӗпчевҫӗсен пӳлӗмӗсем, видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ валли пӳлӗм, япаласем хумалли пӳлӗм, карцер, камерӑсем, пухӑнмалли камера, ҫӑвӑнмалли пӳлӗм, уҫӑлса ҫӳремелли картишсем. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |