Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӑслӑлӑх Мускава кайнӑ ентешсем
Мускава кайнӑ ентешсем

Нумаях пулмасть Чӑваш Енри ҫамрӑк изобретатель Максим Смирнов Патшалӑх Думинче «Ҫамрӑк техниксем тата изобретательсем» Пӗтӗм Раҫҫей конференцийӗнче хӑйӗн проекчӗпе паллаштарнӑ. Вӑл — «ҫуртра куҫса ҫӳремелли транспорт».

Максим ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ, тав ҫырӑвӗпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Конференцие хутшӑннисенчен 13-шне ҫеҫ палӑртнӑ. Вӑл йышра — пирӗн ентеш те.

Мускава Максим Смирнов пӗччен кайман. Унпа пӗрле икӗ чӑваш делегачӗ пынӑ: Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗ Роман Чечнев тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Александр Максимов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71512
 

Культура

Нумаях пулмасть Комсомольскинче тӗрӗк тӗнчин хальхи вӑхӑтри халӑх культурин тата ӳнерӗн «Урмай Залида» II фестивалӗ иртнӗ.

Республикӑн Культура министерстви фестиваль пирӗн республикӑшӑн пысӑк пулӑм пулнине палӑртать. Унта Раҫҫейри тата чикӗ тулашӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ.

Фестиваль пултаруллӑ халӑх коллективӗсене, уйрӑм юрӑҫсене палӑртассипе, халӑх ташшисене, инструмент кӗввине, тӗрӗк халӑхӗсен вокалне сарассипе иртет-мӗн. Вӑл тӗрӗк халӑхӗсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме май парасса та шанаҫҫӗ.

Фестивале тӗрлӗ шайри тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем таранах пырса ҫитнӗ.

«Урмай Залида» тӑватӑ сехете тӑсӑлнӑ. Ӳнере ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, гран-прие Кабардин-Балкари республикинчен килнӗ «Эльбрус» фольклор ансамблӗ илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти пӗр арҫын Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче хӗрарӑма урасӑр хӑварнӑ. Ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ.

Арҫын автокранпа пынӑ. Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче вӑл ҫынсене каҫмалли ҫул патӗнче чарӑннӑ машинӑна пырса тӑрӑнас мар тесе (ӑнланнӑ тӑрӑх, хӑй вӑл чарӑнма шутламан курӑнать) айккинелле пӑрӑннӑ та ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли йӗрпе каҫакан 64-ри хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

Машина пырса ҫапнӑ хӗрарӑма кран водителӗн ывӑлӗсем, (Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ашшӗ хыҫҫӑн тепӗр машинӑпа пынӑ) пульницӑна леҫнӗ. Турра шӗкӗр, хӗрарӑма ҫӑлса хӑварма май килнӗ, анчах вӑл урасӑр юлнӑ.

Хӗрарӑма урасӑр тӑратса хӑварнӑ водителӗн ирӗклӗхне пӗрремӗш инстанцинчи суд ҫулталӑклӑха чакарма тата 3 ҫул транспорт урлӗ умне ларма чарма йышӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Инноваци тата информаци технологийӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен наци ассоциацийӗ тата «Галилео» ӑслӑлӑхпа популярлӑ программи пӗрле пулса «Кулибин стартапчӗ» инноваци проекчӗсен конкурсне ирттерессине кӑҫалхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗ.

Ӑмӑртӑва Чӑваш Енрен те хутшӑнма кӑмӑл тӑвакан тупӑннӑ. Вӗсем – Сергей Никитин тата Шупашкарти 62-мӗш шкулта вӗренекен Максим Смирнов.

Максима илсен, ҫавӑн йышши ӑмӑртусене каччӑ унччен те хутшӑннӑ. «Чӑваш Республикин ҫамрӑк шухӑшласа кӑлараканӗ» конкурса та вӑл теиҫе хут та хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫнӗ. Максимӑн сусӑрсем валли хатӗрленӗ транспортне ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе инноваци технологийӗсен «Архимед» Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери салонӗнче Китай изобретени обществин наградипе чысланӑ. Максим сусӑрсем валли хатӗрленӗ тарнспорта илсе кайнисӗр пуҫне транспорт хатӗрне хӳтӗлекен хатӗр проектне те конкурса тӑратнӑ. Унӑн икӗ ӗҫӗ те Раҫҫей шайӗнче кӑӑмла кайнӑ. Пӗтӗмпе 12 проекта суйласа илнӗ те, ҫавӑнта Чӑвашри тепӗр проект та кӗнӗ. Вӑл – маларах асӑннӑ Сергей Никитинӑн «Флотатор-У» текен хатӗрӗ. Вӑл ҫумалли хутӑшсене татти-сыпписӗр тасатса, сиенсӗрлетсе тата ҫӗнетсе тӑраканскер иккен.

Малалла...

 

Вӗренӳ Ачасемпе студентсен тӗлпулӑвӗ
Ачасемпе студентсен тӗлпулӑвӗ

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийӗн факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекенсем йывӑррӑн аталанакан 12–16-ри яшсемпе тата хӗрачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

Факультет хӑнисене студентсем сывлӑха перекетлекен текен ҫӗнӗ йышши технологисемпе, психотерапи техникисемпе, ӳкермелли урӑхла меслетсемпе паллаштарнӑ. Ӳкерессине илсен, студентсем, тӗслӗхрен, монотипи текен меслете ӑша хывтарнӑ. Ачасем тӑварлӑ чустаран тем пысӑкӑш хуртсем ӑсталанӑ. Мозарт-терапи техника та хӑйне евӗр кӑсӑклӑ. Ку меслете геометри кӳлеписенчен ӳкерчӗксем ӑсталани тесе ӑнлантарсан та пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Тӗрлӗ тӗслӗ супӑнь хӑмписенчен ӳкерчӗксем тӑвас ӑсталӑх та хӑйне евӗр.

 

Персона Виктор Семенов тренер, спортсмен
Виктор Семенов тренер, спортсмен

Паян Чӑваш Республикинчи паллӑ спортсмен, хӑвӑрт утассипе тупӑшнӑ пӗрремӗш чӑваш, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ маттур, СССР тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Виктор Семенов 65 ҫул тултарать.

Виктор Семенов Элӗк районӗнчи Аслӑ Вылӑра ҫуралнӑ. Спорт енне вӑл аслӑ пиччӗшӗ Василий Семенов илӗртнипе туртӑнма тытӑннӑ. Асли, сӑмах май, иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утассипе пӗрремӗш секци уҫнӑ. «Спортсмен пулмасан май та килмен. Икӗ пиччем те тренерсем-ҫке», — тенӗ Виктор Семенов каярах.

Пиччӗшӗсем ертсе-вӗрентсе пынипе Виктор СССР чемпионӗ ята виҫӗ хутчен тивӗҫет. РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусене асӑнмӑпӑр та. 1976 ҫулта чӑвашсенчен пуҫласа хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑнать. Унта вӑл финиша 15-мӗш ҫитет.

Пӗлӗвӗпе, сӑмах май каласан, Виктор Семенов Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн пиччӗшӗсен ҫулне суйласа тренер пулса тӑнӑ. Виктор Семенович ренер евӗр ертсе пынипе ӗнтӗ Елена Николаева 1992 ҫулта Олимп вӑййинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Политика Михаил Игнатьевпа Александр Проханов
Михаил Игнатьевпа Александр Проханов

Ӗнер Чӑваш Ени Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Проханов публицистпа, ҫыравҫӑпа тата общество ӗҫченӗпе тӗл пулнӑ. Ҫӗршыв шайӗнчи ятлӑ ҫынпа курнӑҫма ытти тӳре-шарана та йыхравланӑ. Тӗл пулӑва Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Александр Иванов, культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне политиксем те — «Родина» Пӗтӗм Раҫҫейри партин Политика канашӗн Президиумӗн Бюровӗн пайташӗ Алексей Рылевв, асӑннӑ партин регионти уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Михайлов — пулнӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи Проханова Чӑваш Ен нумай нациллӗ регион пулнине пӗлтернӗ май патшалӑх шайӗнче хӑй вӑл халӑхсен лӑпкӑлӑхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Проханов вара Шупашкара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче эвакуаципе килни пирки асаилӗве упраса хӑварнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑй ертсе пыракан Изборск клубӗн республикӑри уйрӑмне йӗркелеме сӗннӗ.

Изборск клубӗ пирки каласан, ӑна 2012 ҫулта Изборск хула уявне палӑртнӑ чух йӗркеленӗ. Унӑн пайташӗсем — вӑтӑра яхӑн ҫын. Ҫавсен йышӗнче — Максим Шевченко.

Малалла...

 

Сывлӑх Кироври ФАП
Кироври ФАП

Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ.

Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.

 

Культура Ветерансен хорӗ
Ветерансен хорӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем Вӑрнар районне Акатуя чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ.

Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ.

Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев.

 

Республикӑра

Кӑҫал Крымри ача-пӑча лагерӗнче Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенчи 80 шӑпӑрлан канӗ. Пӗрремӗш ушкӑн, 10 ача, Хура тинӗс хӗррине ҫӗртме уйӑхӗнчех тухса кайнӑ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче тата тепӗр 23 шӑпӑрлан ҫула тухӗ. Ҫулла вӗҫлениччен тепӗр 47 тӑлӑх ачана канма каймашкӑн путевкӑсем парӗҫ. Чиновниксем каланӑ тӑрӑх, ушкӑнсенче — чи лайӑххисем, ӑмӑртусене, конкурссене, олипиадӑсене хастар хутшӑннисем.

Ачасем «Тимуровец» уйлӑхра канӗҫ. Вӗсем 21 кунра Хура тинӗсре шыва кӗрӗҫ, хӗвел ҫинче хӗртӗнӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли спорт тата культура программисем хатӗрленӗ.

Кӑҫал ачасене лагере каймашкӑн 578,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 15 процент нумайрах. Пӗтӗмпе лагерьсенче 149 пин ача канӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3035, 3036, 3037, 3038, 3039, 3040, 3041, 3042, 3043, 3044, [3045], 3046, 3047, 3048, 3049, 3050, 3051, 3052, 3053, 3054, 3055, ... 3627
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 11

1931
93
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
81
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
58
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...