Хулара
![]() Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ. Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ. Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ. ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче ҫынсем аптӑранӑ. Шыв ҫук-мӗн вӗсен. Эрнене яхӑн ҫапла асапланаҫҫӗ вӗсем. Ҫынсен мӗн тумалла? Шыва ялти пульницӑран е урамри колонкӑран илме тивет-мӗн. Ишлейри Ленин тата Санатори урамӗсенче, ҫынсен харпӑр тата нумай хваттерлӗ ҫуртӗнче, шыв ҫук-мӗн. Шупашкар районӗн администрацийӗ шыв кӗҫех пуласса шантараҫҫӗ. Лилия Морозова шывсӑр ни ҫӑвӑнма, ни япала ҫума ҫуккине пӗлтерет. Унччен ырӑ мар шӑршлӑ, тутӑхнӑ шыв юхнӑ-мӗн. Апат пӗҫерес тесен лавкка хыҫӗнчи колонкӑна утма тивнӗ. Шупашкар районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнене яхӑн каялла насос ҫунса кайнӑ. Ӑна кӗҫех улӑштармалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Вика Цыганова Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре концерт иртӗ. Хальхинче Чӑваш Республикин тӗп хулине РФ тава тивӗҫлӗ артистки Вика Цыганова килӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче палӑрнӑ ҫӑлтӑр Шупашкар сцени ҫинче юрӑсем шӑрантарнӑ. Вика Цыганова эстрада тата патриотлӑх юррисен жанрӗнче ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫ пек кӑна мар пӗлет. Вика Цыганова ыркӑмӑллӑх ӗҫӗпе те тӑрӑшать. Вика Цыганова шалти ҫарсен салтакӗсене, тӑлӑх ачасене, сусӑрсене концертсем кӑтартнӑ. Вӑлах Афганистанра ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсене пулӑшакан акцисене хутшӑннӑ. Цыганова Чечняра та пӗрре мар пулнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Крыма пӗрре мар ҫитнӗ. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Вика Цыгановӑн концерчӗ 19 сехетре пуҫланӗ. Ӑна славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунне халаллӗҫ. Уява ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Экономикӑн аслӑ шкулӗ инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне хатӗрленӗ — унта Чӑваш Ен 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш ушкӑнӑн малти рете вырнаҫнӑ. Малта пыракан 4 региона палӑртнӑ — Мускав, Тутарстан, Калуга облаҫӗ, Питӗр. Вӗсем хыҫҫӑн вара 2-мӗш ушкӑн пырать — Чӑваш Ен унта 0,4707 балпа чи малтисен шутӗнче. Пирӗн тӑрӑхӑн лайӑх енӗсем шутне ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе компанисен инициативлӑхӗ тата технологиллӗ мар инновацисемпе усӑ курнине кӗртнӗ. Инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне йӗркеленӗ чухне 37 уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Вӗсен шутне Раҫҫейри тӑрӑхсен социаллӑ экономика условисем, ӑслӑлӑхпа техника потенциалӗ, инновацилле политикӑн пахалӑхӗ тата инновацилле ӗҫӗ кӗрет. Пӗлтӗр ҫак танлашӑмра Чӑваш Ен 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, кӑҫал 1 йӗрке чакнӑ (Калуга облаҫӗ мала хӑпарса кайнӑран). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Андрей Эшпай композитор Мускавра тӗнчипе паллӑ композиторӑн, Андрей Эшпайӑн, 90 ҫулхине халалланӑ концерт иртнӗ. Андрей Яковлевич ятне Чӑваш Енре кӑна мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче сума суни пирки Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Чӑн та, Эшпай оркестр валли, оркестрпа пӗрле уйрӑм каламалли инструментсем валли 9 симфонипе темиҫе сочинени, камерӑпа инструмент сочиненийӗсем, балетсем, опереттӑсем хайланӑ. Вӑл — 100 ытла романс авторӗ. Фильмсемпе спектакльсем валли миҫе кӗвӗ ҫырман-ши? Андрей Эшпай ячӗ Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унӑн амӑшӗ — Анатолий Тогаев чӑваш композиторӗн тӑванӗ. Эшпай Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Шкул тенкелӗ ҫинчен хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ. Пулемет училищинче вӗреннӗ хыҫҫӑн 1-мӗш Белорусси фрончӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Сӗнтӗрвӑррине Андрей Яковлевич хӑйӗн иккӗмӗш тӑван килӗ тесе калать-мӗн. Вырӑнтисем унта вӑл тӑтӑшах пырса ҫӳрени пирки пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Овчинников ячӗллӗ пленэра хутшӑнакансем — Сӗнтӗрвӑрринче Ҫак кунсенче Шупашкарта Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм Раҫҫейри I пленэр ӗҫлет. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 85 ҫул тултарнине тата аслӑ шкулӑн художествӑпа графика факультечӗ 55 ҫул тултарнине халалланӑ. Пленэр ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл 25-мӗшчен пырӗ. Унта Ӗрӗнпурти, Волгоградри, Тольяттинчи, Орскри, Питӗрти, Хусанти, Шупашкарти художниксем килсе ҫитнӗ. Ӗнертен тытӑнса уйӑхӑн 21-мӗшӗччен художниксем Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫинче пулӗҫ. РСФСР халӑх художникӗ Н.В. Овчинников профессор асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ-ҫке. Хӑнасене Культура лапамӗнче сӗнтӗрвӑррисем чӑваш юррин хорӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Кайран ӳнер ӑстисем «Мария Александровна императрицӑпа» тӗл пулнӑ. Чӑн марри паллӑ ӗнтӗ, вӑл — ҫав тӑрӑхрисем шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар. Унтан хӑнасене Ю.А. Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, хулари ытти паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ. Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр. Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ялӗнче, Тутарстан Республикинчи Сиктӗрме ялӗнче, Тутарстанри чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсен слечӗ иртнӗ. Унта «5» паллӑпа ӗлкӗрсе пыракан тӑрӑшуллӑ ачасене пуҫтарнӑ. Халӗ нумай мероприятие Константин Иванов классикӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ те, Тутарстанра та ҫаплах тунӑ. Слета асӑннӑ республикӑн 10 районӗнчен пуҫтарӑннӑ. Унти пултаруллӑ чӑваш ачисене саламлама Чӑваш Республикин пайташӗсем те: халӑх поэчӗ, прозаик, публицист, драматург тата куҫаруҫӑ Порфирий Афанасьев, искусствоведени тухтӑрӗ Алексей Трофимов профессор, академик тата Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист — кайнӑ. Культура ӗҫченӗсем Тутарстанра йӗркеленӗ слет йышши мероприятисене пула тӑван чӗлхе чылай ҫуллӑха упранса юлассине палӑртнӑ-мӗн. Тутарстанри чӑвашсен наци конгресӗн ертӳҫи Константин Яковлев «5» паллӑпа вӗренекен чӑваш ачисене дипломсемпе чысланӑ тата Тутарстанри халӑхсен ассамблейин хаклӑ парнисемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн Шупашкарта пурӑнакан хастарӗсем тӗп хуламӑрти Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ масар ҫине чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн вил тӑпри патне пухӑннӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — прозаик ҫуралнӑранпа паян 100 ҫул ҫитни. Ҫыравҫӑна аса илме, унӑн вил тӑпри ҫине чечек хума унта пулнисенчен пӗри, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров каланӑ тӑрӑх, 100 ҫын ытла пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисен йышӗнче Илпек Микулайӗн паллӑ романне, «Хура ҫӑкӑра», вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова, ҫыравҫӑн ентешӗ, СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, Шӑмӑршӑ ентешлӗхӗн ертӳҫи Светлана Яковлева, культура министрӗ пулнӑ Герольд Алексеев, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виктор Бондарев, РСФСР тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Нина Григорьева тата ыттисем пулнӑ. Нина Григорьева «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх лартнӑ спектакль тӗп чӑваш театрӗн сцени ҫинче 18 ҫул ӑнӑҫлӑ пынине аса илнӗ. Пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ Анатолий Ухтияров хӑйӗн ашшӗ Илпек Микулайӗпе тантӑш пулни, чиркӳпе прихут шкулӗнче пӗрле вӗренни, Илпек Микулайӗ яла фронт машинипе килсе кӗни асра юлни пирки каланине асӑнса хӑварнӑ. |
Раҫҫейре
![]() Студентсем — Эльбрус тавӗ ҫинче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарма пултарнӑ. Вӗсем тӑвӑн хӗвеланӑҫ енне ҫитнӗ. Студентсем ҫак ҫулҫӳреве Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Эльбрус ҫинче ЧПУри ултӑ студент пулнӑ. Кун пирки университетӑн пресс-служби пӗлтерет. Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫар музейне, хӳтӗлев геройӗсен монументне, 3500 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑскере, кӗрсе курнӑ. Вӗсем ҫапӑҫу вырӑнӗсенче тупнӑ экспонатсемпе, артиллери установкисемпе, снарядсемпе паллашнӑ. Ту ҫине хӑпарнӑ кун ҫиллӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа альпинистсем 4900 метр ҫӳллӗшне хӑпарсан чарӑннӑ. Ҫӳлтен вӗсем Кавказ илемне курнӑ, тӗрлӗ ҫӗршыв турисчӗсемпе паллашнӑ. Тепрехинче студентсем Алтай тӑрӑхне каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |