Ҫурт-йӗр
![]() Трофимовсен ҫемйи кун пек ҫурта лайӑх тесе ниепле те хаклаймасть Вӑрнар поселокӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри хастарӗсем халь-халь ишӗлессӗн ларакан ҫуртсемлӗ урама тупнӑ. Ун пеккине «фронтҫӑсем» пӗлтӗрех асӑрханӑ-мӗн-ха. Путейнӑй урамри кивӗ ҫуртсем пирки вӗсене «вӑрӑм чӗлхеллӗ» пӗр ҫын систернӗ имӗш. Йӗпе-сапара унта кӗрсе тухма та ҫук иккен, йӑлари хытӑ каяша та турттармаҫҫӗ-мӗн, ҫӑлкуҫри шыв ӗҫме майсӑр имӗш, васкавлӑ пулӑшӑва та кӗтсе илейместӗн пулать. Ҫакӑн пек хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчисем вӑл тӑрӑха ҫитсе килнӗ, унта пурӑнакансен условийӗсемпе паллашнӑ. Чукун ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ ҫав хӑтсӑр ҫуртсенче (хӑй вӑхӑтӗнче — иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче — хӑтлах пулнӑ-ха. Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑҫ ҫуртсем япӑхнӑ) чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем пурӑннӑ-мӗн. Федераци харпӑрлӑхӗнчи ҫурт-йӗре вырӑнти харпӑрлӑха куҫарман-мӗн. Ҫынсене ун пек условире пурӑнтарма юрамасть — ҫапла пӗтӗмлетнӗ черетлӗ хут Вӑрнарта пулнӑ «фронтҫӑсем». Ҫуртсене кивӗ ҫуртран куҫармалли республика программине кӗртмелле. Ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ. Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши? Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ. Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Артистсем куравпа паллашаҫҫӗ «Театр валли ҫуралнӑскер». Ҫак ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хальхи вӑхӑтра курав ӗҫлет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче хупӑнмалла. Курава театр Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артисткине Нина Яковлевана халалланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн юбилейне. Кӑҫалхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫтешӗн пултарулӑхне халалланӑ куравпа пӗр кунхине театрӑн директорӗ Юрий Владимиров, театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев (вӑл Нина Михайловнӑн мӑшӑрӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Геннадий Медведев, Вячеслав Александров, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфова, Петр Садовников тата ыттисем паллашнӑ. Халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешӗн пултарулӑхне уҫса паракан куравпа кӑмӑлтан кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур. Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов ҫӗршывӑн регионӗсен саккун кӑларакан пухӑвӗсен ертӳҫисен медиатанлаштарӑмӗнче иртнӗ уйӑхра 84-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку вӑл — 85 ҫын хушшинче. Унчченхи танлаштарӑмра Юрий Попов вырӑнӗ 6 картлашка ҫӳлерех пулнӑ. Танлаштарӑма массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче вӑл е ку регионӑн парламенчӗн ертӳҫине мӗн чухлӗ асӑнни тӑрӑх йӗркелеҫҫӗ иккен. Поповӑн медиаиндексӗ -0,84 паллӑпа танлашнӑ-мӗн. Унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсем уйӑхра 146 хутчен асӑннӑ. «Информаци агентствисем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Юрий Поповпа Андрей Кулагин хирӗҫтӑрӑвӗ пирки ытларах пӗлтернӗ», — тенӗ иккен танлаштарӑма хатӗрлекенсем. Танлаштарӑмра Крымри саккун кӑларакан пуху ертӳҫи Владимир Константинов, Челепи облаҫӗнчи Владимир Мякуш, Севастопольти Алексей чалый малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи кайри — Хабаровск енӗн парламент пуҫлӑхӗ Виктор Чудов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. «Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ. Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Regnum информаци агентствине пӗлтернӗ. Сӑмахӗ кунта Челепи хулинче пулса иртнӗ, унтан вӑл ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ пӑтӑрмах пирки пырать-ха. Унта пӗр арҫын ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ арӑмне хӑйӗн машинипе пульницӑна илсе пырсан хуралҫӑсем вӗсене кӗртменнине пула хӗрӗх чӗрнелли машинӑрах ҫӑмӑлланнӑ. Мӑшӑрне упӑшки пулӑшнӑ. Пульница хуралҫисем ҫав мӑшӑра васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнме хушнӑ. Инструкци тӑрӑх вӗсен васкавлӑ пулӑшу машинине кӑна пульницӑна кӗртме ирӗк пулнӑ-мӗн. Ача ҫуратас патне ҫитнӗ хӗрарӑмсене пульницӑна кӗртмен тӗслӗх пирӗн республикӑра пулман-мӗн. Челепери пӑтӑрмах пирки пирӗн Сывлӑх сыхлав министерствин тӳре-шари хӑй шухӑшне палӑртма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пулмасла хыпарӑн туйӑнӗ те ку, анчах Пӑрачкав районӗнчи икӗ шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама вӗсенчи хуралҫӑсене шаннӑ. Хут ҫинче. Вӑхӑтлӑх. Шкул ертӳҫисем черетлӗ канура чухне. Хуралҫа пуҫлӑх тивӗҫне шанасси пирки Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятарлӑ хушу кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Шкула сыхлакансене ҫакӑн пек пысӑк чыс Анастасовӑри вӑтам тата Никулинӑри пуҫламӑш шкулсенчи хуралҫӑсене тивӗҫнӗ. Анчах асӑннӑ нихӑш вӗренӳ учрежденийӗнчи хуралҫӑн та шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫламалӑх квалификаци пулман. Апла пулсан ку вӑл Раҫҫейӗн Ӗҫ кодексӗпе ниепле те килӗшсе тӑраймасть. Саккуна ҫураҫуллӑ мар хушусене Пӑрачкав район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн сивленӗ. Ҫавна май маларах асӑннӑ хутсене пӑрахӑҫлама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ. Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те. Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта пирӗн республикӑра элитлӑ ҫурт-йӗр пуринчен ытла хакланнӑ. Кунта сӑмах ҫӗнни пирки пырать. Иккӗмӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ марри) ҫурт-йӗр хакӗ те пӗр вырӑнта тӑман. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн тӑваткал метрӗ вӑтамран 44 пин те 63 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан хак 0,6 процент йӳнелнине пӗлтерет. Иккӗмӗш рынокри вара 0,5 процент хӑпарса тӑваткал метрӗ 42 пин те 738 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитли кӑна хакланнӑ. Ун пекки пирки ӗмӗтленекенсен пӗр тӑваткал метршӑн вӑтамран 51 пин те 454 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 3,4 процент хакланнине пӗлтерет. Пӗлтӗрхи юпа–раштав уйӑхӗсенчинчен хак 5,6 процент ӳснӗ. Вӑтам пахалӑхлипе лайӑхлатнӑ пахалӑхли чакнӑ. Иккӗмӗш рынокрине илсен, ӑна сутакансен пӑшӑрханма сӑлтав пулман — хак хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |