Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӗнер кинезитерапи пӳлӗмӗ уҫнӑ.
«Кинезитерапи» программӑн проектне пурнӑҫа кӗртме «Острова» (чӑв. Утравсем) ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнӑ. Вӑл пӳлӗме хатӗрлеме тата кирлӗ спорт хатӗрӗпе ятарлӑ оборудовани туянма укҫа уйӑрса панӑ. Фонд пулӑшнипех икӗ кинезитерапевта вӗрентсе кӑларнӑ, ашшӗ-амӑшӗ тата муковисцидозпа чирлӗ ачасем валли ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ ҫак залра сиплев физкультурипе занятисем ирттереҫҫӗ. Асӑннӑ амакпа чирлисем паян пирӗн республикӑра — 59 ҫын, ҫав шутран 34-шӗ — ачасем.
Муковисцидоз — ламран лама куҫса пыракан ген чирӗ. Унпа аптӑракансен сывлӑш ҫулӗсем, вар-хырӑмӗ, тулаш секреци парӗсем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ. Кинезитерапи вара вӗсен амакне ятарлӑ упражненисем туса ҫӑмӑллатма пулӑшать.