Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ Йошкар-Олари ача пахчисенчен пӗринче
Йошкар-Олари ача пахчисенчен пӗринче

Шупашкарти ача пахчисенче ӗҫлекенсем ҫармӑссенчен ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулинчи ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекенсем Йошкар-Олана кайнӑ, унти ача пахчисенче пулса курнӑ. Пирӗннисем кӳршӗллӗ республикӑн тӗп хулинчи 18-мӗш, 13-мӗш, 20-мӗш, 42-мӗш учрежденийӗсенче пулнӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекенсене Ҫармӑсри ӗҫтешӗсем ача пахчисем тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. Вӗсенчен кашнинчех мӗн те пулин хӑйне евӗрлине палӑртма тӑрӑшнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче кун пек ҫулҫӳревсем питӗ усӑллине палӑртаҫҫӗ. Унти тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ҫӗннине тупма, пур опытма паллашма пулӑшать. Кунсӑр пуҫне – килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелеме те.

Йошкар-Олари ҫулҫӳрев унти илемлӗ вырӑнсемпе паллашнипе вӗҫленнӗ.

Сӑнсем (12)

 

Пӑтӑрмахсем

Ку инкек Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче виҫӗмкун пулса иртнӗ. Унта 56 ҫулти арҫын ӗнене ҫӑлас тесе хӑй вилнӗ.

Пушар тухнӑ вӑхӑтра кил хуҫи урамра уплнӑ. Пурӑнмалли ҫуртпа пӗр ҫивитти айӗнче вырнаҫтарнӑ сарайӗнче ҫулӑм алхасма тытӑннине курсан вӑл пӳрте чупса кӗрсе мӑшӑрне инкек пирки асӑрхаттарма васканӑ. Хӑй вара сарайӗнче тӑракан ӗнене ҫӑлма хыпӑннӑ. Пушарпа кӗрешекенсене кил хуҫисем вут-ҫулӑм сиксе тухни пирки ҫийӗнчех пӗлтермен имӗш. «Хӗрлӗ автан» хӑй ӗҫнех тунӑ — вӑл алхаснӑҫем алхаснӑ. Ӗнене ҫӑлма хӑтланнӑ арҫын вилнӗ. Ҫапла вара пӗр киле икӗ хуйхӑ пырса шакканӑ. Вут шар кӑтартнинчен ытла ҫын та вилнӗ.

Инкек сӑлтавне пушарпа кӗрешекенсем электрооборудовани юсавсӑррипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен.

 

Экономика

Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ.

Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ.

Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ.

Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать.

Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен.

 

Культура Калугӑри илемлӗ вырӑнсенчен пӗри
Калугӑри илемлӗ вырӑнсенчен пӗри

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.

Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.

 

Ҫул-йӗр Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Максим Соколов
Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Максим Соколов

Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, Шанхайри килӗштерсе ӗҫлекен организацин (ШОС) тата БРИКС саммичӗсем иртнӗ май Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Максим Соколов пресс-конференци вӑхӑтӗнче ку шухӑша асӑнса хӑварнӑ. Унта вӑл журналистсене Китая каякан ҫӗнӗ транспорт коридорӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫӗнӗ автотрасса Чӑваш Ен урлӑ выртмалла-мӗн.

«Хуларан пӑрӑнса иртекен ҫӗнӗ автомобиль трассине кӑҫал Чулхулара уҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсем Чӑваш Енре тата Тутарстанра пуҫланмалла. Чӑваш Енре ӗҫе уйрӑм партнерсене явӑҫтармалла. Пушкӑртстана ҫул Бавлов енчен выртӗ, унтан вӑл Ӗрӗнпура тухса кайӗ. Кӑҫал, сӑмах май, унта хулана хӗвелтухӑҫ енчен иртекен ҫул тума пуҫланӑ. Кайран ҫул Казахстана тата малалла выртӗ. Ҫул тӑршшӗ пурӗ 2000 километр ытла пулӗ. Тепӗр енчен те ӗҫсем пур. Ку вӑл — Барнаул-Урумучи ҫул. Унта пирӗн 1100 километр ҫул тӑвас ӗмӗт», — илсе кӑтартнӑ министр сӑмахне «Федераци хыпарӗсем 24» интернет-портал.

 

Республикӑра

Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта пӗр пӗрчӗ ҫумӑр та ӳкменрен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру пулни пирки хушу алӑ пуснӑччӗ. Ку Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсене пырса тивнӗччӗ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.

Аса илтерер: инкеклӗ лару-тӑрӑва утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухнех пӗлтернӗччӗ — ӑна ятарлӑ хушусӑр та пӑрахӑҫламӗҫ.

Халӗ Шӑмӑршӑ районӗнче лару-тӑру лайӑхланнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе организаци ертӳҫисене тӑкака сахаллатас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78223
 

Ял хуҫалӑхӗ

Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнче ӗне сӑвакансен слечӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ.

Слета «Клуб пятитысячников» председателӗ Валентина Щукина уҫнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, клуб пайташӗсем хӑйсен опычӗпе ыттисене паллаштарнӑ. Ҫутҫанталӑкра чей ӗҫнӗ май ӗне сӑвакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Тӑрӑн тата Чӑваш Ишекӗ ялӗсенчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗне сӑвакансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, конкурссем йӗркеленӗ.

Мансур Калмыков ӗне сӑвакансен слечӗ кирлине палӑртнӑ, ӑна кашни ҫул чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине каланӑ.

 

Спорт

Кӑнтӑр Корейӑри Кванджу хулинче студентсен Универсиади малалла пырать. Унта пирӗн ентешсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть чӑваш спортсменки Марина Пандакова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Марина Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Марина Пандакова тӗнче класлӑ спорт мастерӗ.

Пирӗн ентеш 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире хӑвӑрт утнӑ. Вӑл финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 1 сехет те 29 минут.

Марина Пандакова Европа тата тӗнче чемпионачӗсен призерне Аниса Кирдяпкинӑна ҫеҫ парӑнтарайман. Вӑл Универсиадӑра рекорд лартнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Китай спортсменки Хоу Юнбо тухнӑ.

Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкисем Софья Бродацкая тата Лина Кулацкая тӑваттӑмӗш тата вуниккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ кадрсем ҫитменнипе яланхиллех аптӑрать. Ҫӗртмен уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне илсен республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 393 ӗҫ вырӑнӗ пулнӑ. Ялта специалистсем кӑна мар, рабочисем те ҫитмеҫҫӗ.

Маларах асӑннӑ 393 ӗҫ вырӑнӗнчен 160-шӗ специалистсене пырса тивет, 233-шӗ — рабочисем. Малтанхисен шутӗнче агрономсем те (36 ваканси), ветеринари врачӗсем те (33 ваканси), зоотехниксем те (44 ваканси), инженер-механиксем те (30 ваканси), бухгалтерсем те (17 ваканси) пур.

Рабочисене илсен, ял хуҫалӑхӗнче 75 механизатор, 35 водитель, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан 27 ҫын, ӗне сӑвакансем 38-ӑн, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакансем 58-ӑн кирлӗ пулнӑ.

Хӑш хуҫалӑхра мӗнле специалист кирлипе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче паллашма пулать.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пуканне йышӑнас шухӑша хальхи вӑхӑтра 11 ҫын палӑртнӑ иккен. Кандидат йышли конкуренци пысӑккине пӗлтермест тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хӑшӗсем. Ҫакна вӗсем сумлӑ кандидатсем ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ. Regnum информаци агентстви «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӑйӗн кандидатне палӑртма ирттернӗ умсуйлава та аса илнӗ. Унта та йышлӑн хутшӑннӑччӗ. Анчах вӗсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ политиксем ҫукчӗ. Ҫын хӑй ӗҫӗнче чӑн ӑста тени политикӑра та пултарассине пӗлтермест-ҫке-ха.

Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗррисен хушшинче республикӑн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне Коммунистсен партийӗн яланхи ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов пур. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти чӑваш парламенчӗн депутатне Олег Николаева Элтепер пултарасшӑн. Либерал-демократсем РФ Патшалӑх Думине ют регионтан суйланнӑ Константин Субботин кандидатурине сӗннӗ, «Раҫҫей патриочӗсем» — Шупашкар Хула депутачӗсен депутатне Евгений Горбунова, «Тӑван ҫӗршыв» парти — Алексей Рылеев ятлӑ ҫынна, «Панулми» парти — мӗнпур суйлав кампанийӗнче «хӳрешкере» пыракан (ҫапларах хаклать ку кандидата маларах асӑннӑ информагентство) Владислав Аркадьева, «Раҫҫей пенсионерӗсен партийӗ» Валерий Сапожникова, «Симӗссисен тата социал-демократсен альянсӗ» — Юрий Малов ятлӑ ҫынна.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://regnum.ru/news/polit/1941217.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3009, 3010, 3011, 3012, 3013, 3014, 3015, 3016, 3017, 3018, [3019], 3020, 3021, 3022, 3023, 3024, 3025, 3026, 3027, 3028, 3029, ... 3924
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 26

1969
56
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...