Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем Хуракасссинчи монумент
Хуракасссинчи монумент

Паян Чӑваш Ен хурлӑхлӑ куна асӑнать. Чӑваш Ен историне ку кун 1961 ҫулта хурлӑхлӑ пулӑмпа кӗрсе юлнӑӗ. Ун чухне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасссинче шкул ҫунса кайнӑ. Хӑрушла инкекре 106 ачапа 4 вӗрентекен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек пулнӑранпа вуншар ҫул иртсен те унӑн ахрӑмӗ хӑй пирки аса илтерет. Хуракасси тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫемье ҫав кун харӑсах темиҫе ачасӑр тӑрса юлнӑ, теприсем пӗтӗм ачисене ҫухатнӑ. Пушар ялти кашни ҫемьене тенӗ пек пырса тивнӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Хуракассинче асӑну митингӗ ирттернӗ. Ӑна шкул пулӑн вырӑнта лартнӑ монумент патӗнче йӗркеленӗ. Шкулта вара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти ӗҫченӗсем ачасемпе тӗлпулма палӑртнӑ. Кӗҫӗннисем валли конкурссемпе викторинӑсем йӗркелемелле, аслӑраххисемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн темипе калаҫу ирттерме, фильм кӑтартма палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх Хуплу
Хуплу

Муркашри тӗп вулавӑш Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне «Кухня верховых чувашей» информаци брошюри кӑларнӑ. Унта тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫимин рецепчӗсене кӗртнӗ. Кӑларӑма сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Усӑ курнӑ литературӑн списокне те кӗнекене кӗртнине пӗлтереҫҫӗ. Брошюрӑна хатӗрленӗ чух «Моргаушский район. Традиции, обряды, праздники», «Мир чувашской культуры», «Чувашская кухня — Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» тата «Чувашская кухня» кӗнекесемпе усӑ курнӑ.

Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ пуян та тулӑх. Вӑл хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать. Хамӑр тӑрӑхра пурнӑакансем кӑна мар, республика тулашӗнче те паллӑ апат-ҫимӗҫ шутне какай шӳрпине, шӑрттана, хуплӑва, чӑкӑта, шарккӑва кӗртме юрать.

 

Политика Митинга пынӑ Михаил Игнатьев
Митинга пынӑ Михаил Игнатьев

Паянтан пуҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать. Михаил Игнатьева хӑйӗн пуканне, паллах, пушатма ыйтман — ку улшӑну республика Элтеперӗ канма шутланипе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн канӑвӗ чӳкӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.

Ӗнер вара Михаил Васильевич Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ митинга пурӗ 10 пин ҫын пухӑннӑ, унта республика Элтеперӗ те ҫитнӗ. Сӑмах май, халӑха пӗрлештерес тесе ирттернӗ митингра темшӗн ытларах вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланнӑ, ялавӗсем те ытларах Раҫҫей патшалӑхӗн пулнӑ. Патшалӑх органӗсене купи-купипех ҫак танмарлӑх пирки ҫыру ҫырсан та ку тӗрӗсмарлӑха ниепле те пӗтерме ҫук пулас.

Сӑнсем («ПроГород» хаҫатӑн)

 

Тӗнче тетелӗ

Тутарсен хӑйсен домен пур — .tatar. Ӑна нумай пулмасть регистрациленӗ. Унти доменсене туятмалли приоритетлӑ вӑхӑт юпан 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ку тапхӑрта тӗнче бренчӗсем, пысӑк корпорацисем регистрациленме пултарнӑ. Хӑйсем валли .tatar доменра 19 организаци ытла туяннӑ: Microsoft, Google, Instagram, Facebook тата ыттисем.

Паянтан пуҫласа вара иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ — хӑйсем валли доменсем патшалӑх органӗсем туянма пултараҫҫӗ. Вӑл чӳкӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Тутарсен доменӗнче хӑйсен сайчӗсене тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ, Тутарстан мӑсӑльманӗсен ӑс-хакӑл управленийӗ, Пӑлхарти историпе архитектура музейӗ уҫма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ 20 ытла заявка килнӗ. Ҫавах та интернет-аналитиксем ҫак доменсен йышӗ ку тапхӑрта самай ӳсессе шанмаҫҫӗ иккен — ҫӗртен иртеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш тапхӑр раштавӑн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Вӑл вӑхӑтра тавар паллисен хуҫисем, МИХсем, коммерцилле мар пӗрлӗхсем регистрациленме пултараҫҫӗ. 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче тӑваттӑмӗш тапхӑр вӑй илмелле — вӑл вӑхӑтра доменсене пурте хаклӑ хакпа туянма пултарӗҫ. Ахаль хакпа кашни ҫын 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа регистрацилеме пултарать.

Малалла...

 

Афиша

Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.

Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.

Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.

 

Политика Шупашкарти пикет / «Ирӗклӗ сӑмахри» сӑн
Шупашкарти пикет / «Ирӗклӗ сӑмахри» сӑн

Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ӗнер, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, тӗрлӗ хуласенче пӗчченле пикетсем ирттернӗ. Шупашкарта, Хусанта, Чуллӑ Ҫырта тата Ӗпхӳре хастарсем республикӑсенче чӗлхесен пӗртанлӑхне тытса пыма; кӑк халӑхсене шкул умӗнхи, пуҫламӑш, вӑтам тата аслӑ пӗлӗве хӑйсен чӗлхипе вӗренме майсем туса пама; ППЭ экзаменӗсене тӑван чӗлхепе тытма ирӗк пама; патшалӑх хут ӗҫӗсене вырӑс чӗлхипе танах тӑван чӗлхепе те тума; наци республикисенче РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухакан кӑк халӑхсен чӗлхисене вӗрентме пӑрахма пултаракан саккуна пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.

Чӑваш Енрен резолюцине «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗн председателӗ Дмитрий Степанов алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех тутарсен «Ылтӑн Урта» юхӑмӗн ертӳҫи Данис Сафаргали, Тутар халӑх центрӗн Чуллӑ Ҫырти уйрӑмӗн пайташӗ Булат Гатин, пушкӑртсен «Күк бүре» (чӑв. Кӑвак кашкӑр) юхӑмӗш ертӳҫи Азат Сальманов тата Пушкӑрт шурсухалӗсен (аксакалӗсен) канашӗн секретарӗ Рамиль Саитов алӑ пуснӑ. Резолюцине Владимир Путина, Михаил Игнатьева, Рустэм Хамитова, Рустам Минниханова ярса панӑ.

Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ҫавӑн пекех тепӗр сӗнӳ хучӗ те янӑ — республикӑсенче «Вырӑс маршӗсене» ирттерме чарасси пирки.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1965.html
 

Вӗренӳ

ЧР Вӗренӳ институтӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ырӑлӑх вӗрентекенӗсем: Чӑваш Ен» конкурса хутшӑннӑ вӗрентекенсем пухӑннӑ. Унта пур районти вӗрентекенсем те хутшӑннӑ.

Педагогсен чи лайӑх сӑнӳкерчӗксӗнчен 7 курав йӗркеленӗ. Теприне Вӗренӳ институтӗнче йӗркеленӗ. Кунта ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ, конкурса хутшӑннисене сертификат панӑ.

Интситута кӗнӗ ҫӗрте, вӗрентекенсен куравӗ патӗнче, педагогсене республикӑри фотограф, конкурс жюрийӗн председателӗ А.С.Абрамов кӗтсе илсе саламланӑ.

Дипломсемпе чысланӑ ҫӗре Е.В.Казакова ректор, Г.В.Николаева проректор тата А.Р.Кульева хутшӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ шкулӗн воспитателӗ Е.М.Елегонова ку конкурсра «Пейзаж» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышаннӑ.

 

Хулара Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тӑвс ӗҫ хӗрӳ пырать
Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тӑвс ӗҫ хӗрӳ пырать

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтерессе пурте кӗтеҫҫӗ ахӑртнех. Анчах ӑна палӑртнӑ срокран каярах хута ярӗҫ. Унта халӗ ӗҫ хӗрӳ пырать.

«ХКХ управленийӗ тата таврана хӑтлӑх кӗртесси» управленин тӗп инженерӗ Андрей Дьяков каланӑ тӑрӑх, проспектри ҫула вӗсен Республика кунӗ валли уҫмалла пулнӑ. Вӗсем ку тӗллеве пурнӑҫланӑ. Строительство йӗркеллӗ пынӑ-тӑк ӗҫченсем малтан коммуникацисене куҫарӗчӗҫ, унтан ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тӑвӗччӗҫ те тин ҫула уҫӑччӗҫ.

Графикран пӑрӑнни коммуникацисене куҫарас ӗҫре йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Сӑмах темиҫе ҫухрӑм газ тата шыв пӑрӑхӗсем пирки. Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти тӗп пайра отделка ӗҫӗсене туса пӗтернӗ. Гранит урай тата мрамор стена та хатӗр ӗнтӗ. Ӗҫченсем колоннӑсене тума тытӑннӑ. Раствор типтӗр тесе ҫав вырӑна ятарлӑ пушкӑсемпе ӑшӑтаҫҫӗ.

Суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна раштав уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.

 

Спорт Ксения Лачкова пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫинче
Ксения Лачкова пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫинче

Нумаях пулмасть Венгрири Будапешт хулинче панкратион енӗпе тӗнче ӑмартӑвӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине чӑваш спортсменки Ксения Лачкова кӗме пултарнӑ.

Ӑмӑртура чӑваш спортсменки пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине икӗ хут хӑпарма пултарнӑ. Тупӑшӑва ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑннӑ. Тӗрӗссипе, ентеш ылтӑн медальсем ҫӗнсе илни никамшӑн та кӗтменлӗх пулман.

Ксеня Лачковӑн тренерӗ Александр Шмелев каланӑ тӑрӑх, чӑваш пики кунашкал ӑмӑртусене хутшӑнса курнӑ. Кӑҫал вӑл Раҫҫей тата Европа чемпиончӗсенче пулнӑ, иккӗшӗнче те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Чӑвашлӑх О.В.Егорова Казахстанри аслӑ шкулта
О.В.Егорова Казахстанри аслӑ шкулта

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн археологи, этнографи тата регион истори кафедрин профессорӗ О.В.Егорова юпан 16-26-мӗшӗсенче Казахстан Республикинче пулнӑ. Унта вӑл ҫав ҫӗршыври аслӑ шкулсемпе ҫыхӑну йӗркелес программӑпа килӗшӳллӗн кайнӑ. Ку программӑпа килӗшӳллӗн Казахстанри чӑваш этнографине тӗпчеҫҫӗ. Кӑҫал ЧПУ тата Казахстанри Павлодар патшалӑх педагогика институчӗпе ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ тунӑ.

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ О.В.Егорова чӑваш этнографине тӗпчес енӗпе палӑрса тӑрать. Вӑл шутра — чӑваш диаспори. Вӑл ертсе пынипе чылай ҫул тӗпчев проекчӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.

О.В.Егорова Казахстанри аль-Фараби ячӗллӗ наци университечӗн истори, археологи тата этнологи факультетӗнче чӑвашсен этнографийӗ пирки лекци вуланӑ, вулавӑш тата музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Павлодарти С.Торайгыров ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата ҫав хулари патшалӑх педагогика институчӗн гуманитари факультечӗсенче ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки, этнографи лекцийӗсемпе ылмашӑнасси ҫинчен калаҫнӑ.

О.В.Егорова Павлодарти Туслӑх ҫурчӗпе паллашнӑ. Унта 23 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2916, 2917, 2918, 2919, 2920, 2921, 2922, 2923, 2924, 2925, [2926], 2927, 2928, 2929, 2930, 2931, 2932, 2933, 2934, 2935, 2936, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...